Комментари хушас

16 Ака, 2021

«Хыпар» 39-40 (27772-27773) № 16.04.2021

Пĕртăвансем çемьешĕн тунсăхлаççĕ

Ашшĕ-амăшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнине е ачисене йĕркеллĕ пăхманнине пула шăпăрлансем интерната лекеççĕ. Унта пурăнма тата пур енлĕн аталанса ӳсме лайăх условисем туса панă пулин те вĕсем çывăх çынсен юратăвне туллин туймаççĕ. Кашнине ашшĕ-амăшĕн ачашлăхĕпе хавхалантарăвĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕн пулăшăвĕпе сĕнĕвĕ кирлĕ. Интернатри ача хăвăрт çитĕнет, вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине питĕ çамрăкла тухаççĕ. Юлашки çулсенче чылай ачана опекăна илнĕ, çавăнпа интернатсенче пурăнакансен шучĕ самай чакнă. Çапах ятарлă центрсенче кун кунлакан çук мар-ха.

Акă, Патăрьел районĕнчен пĕртăван виçĕ хĕрача пур. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасен центрĕнче çур çул пурăнаççĕ. Асли Зина — 15 çулта. 9-мĕш класра вĕренекенскерĕн кăçал экзаменсем тытмалла, çавна май уроксем хыççăн юлса учительпе пĕрле вырăс чĕлхипе математикăна шĕкĕлчеççĕ. Хĕр шкул хыççăн техникума вĕренме кĕрес тĕллевлĕ, повар-кондитер профессине алла илесшĕн. «Пицца, пылак çимĕçсем, ыттине пĕçеретĕп. Нумаях пулмасть воспитательпе пĕрле пĕремĕкрен торт янтăларăмăр, çĕр улми кукăлĕ туса çирĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Зина. Çавăн пекех вăл ӳкерме юратать, хĕрлĕ тăмран хитре япаласем ăсталама вĕренет. Сăмах май, пултаруллă пике ялти шкулта вĕреннĕ чухнех плакатсен тата ӳкерчĕксен конкурсĕсенче мала тухнă. «Çемьере чи асли пулнă май кĕçĕннисемшĕн яваплă: вĕсене пăхать, пулăшать. Иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех вăл. Аппăшĕпе йăмăкĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем шкулти мероприятисенчен юлмаççĕ», — терĕ Елена Советникова педагог-психолог.

13-ри Аня физкультура урокĕсене юратса çӳрет, шăпине спортпа çыхăнтарма ĕмĕтленет — физкультура учителĕ пуласшăн. Вăл спортăн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ ăмăртусене хутшăнса наградăна пĕрре мар тивĕçнĕ. Хĕрача интернатра кашăкпа кĕвĕ калама тата тăмран савăт-сапа тума вĕреннĕ. «Кунта тутлă çитереççĕ. Хамăр та апат хатĕрлеме пулăшатпăр. Ялти шкулта нумай ыйтатчĕç, хуларинче чăваш чĕлхине вĕренме çăмăлрах», — терĕ Аня. Чăвашла пĕлнĕрен урокра лайăх паллăсем илет вăл, текстсене чăвашла куçарма ыттисене те пулăшать.

9-ти Софья йăл куллипе тыткăнлать, çепĕç те ырă кăмăллăскер çын патне туртăнать. 2-мĕш класра вĕренекенскер аппăшĕ пекех физкультура урокĕсене кăмăллать, тĕрлеме юратать, пазл пуçтарас енĕпе маттур. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ăшши тутлă пултăр!

Тата — йÿнĕ, шанчăклă…

Çĕршыври хуласемпе ялсене централизациленĕ майпа ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăх юхăнса çитни пирки паян час-часах илтме пулать. Çапла, совет саманинчен юлнă инфратытăмăн та юрăхлăх вăхăчĕ пур — вăл вĕçленнине, сетьсемпе котельнăйсене çĕнетессине укçа хывманнине кура аварисен шучĕ ӳсет, лару-тăру çивĕчленсех пырать. Шел, Чăваш Ен те — уйрăм утрав мар, çĕршывшăн кăтартулли пирĕн республикăшăн та ют мар.

Кивĕ, юхăннă, тăкаклă

Республикăра сетьсемпе котельнăйсен юхăну шайĕ мĕнлерех-ши — канашлура- мĕнре процентсен татăклă виçине палăртакан пĕтĕмĕшле цифрăсем янăранине астумастăп, анчах вĕсем пысăкки иккĕленӳсĕр. Уйрăм муниципалитетсенчи лару-тăрăва сӳтсе явнă май ĕç-пуç çивĕччи кашнинчех çиеле тухать. Çак кунсенче, авă, Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче Куславкка, Вăрмар районĕсен социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тишкерчĕç те — вĕсен ертӳлĕхĕ калаçса татăлнă тейĕн. Иккĕшĕ те ăшă сечĕсемпе, котельнăйсемпе çыхăннă ĕç-пуç кăткăссине пусăм тусах палăртрĕç: «авалхи» котельнăйсем тăкаклă ĕçлеççĕ, сетьсене вĕçĕмсĕр саплама тивет…

Вĕсем кăна мар, ытти районпа хула та çак инфратытăм пахалăхĕпе мухтанаймасть. Çĕмĕрле хулинче, ав, бюджетăн пысăк укçине тăкакласа блок модуль котельнăйĕсене хута ячĕç. Хула, унта пурăнакансем тинех лаштах сывласа ямалла пек. Анчах савăнма иртерех иккен. Сетьсем япăх та — çав-çавах çухатусем пысăк, хăш-пĕр çуртра ăшă, теприсенче сивĕ — çынсем каллех кăмăлсăр.

Вице-премьерăн – строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Даниловăн шухăшĕпе, районсенчи çивĕчлĕхе сирмелли пĕртен-пĕр çул — çурт-йĕре уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвасси. Çапла тусан сетьсем кивелес, нумай хваттерлĕ мĕн пур çурта ăшăпа тивĕçтерессишĕн яваплă котельнăйсем чăхăмлас хăрушлăх сирĕлет, газ кăна кирлĕ — ыттишĕн пăшăрханмалла мар.

Райцентрсемпе пĕчĕк хуласемшĕн çак çул, паллах, меллĕ, анчах — пысăккисемшĕн мар. Чăн та, Шупашкарта та çĕнĕ çуртсене централизациленĕ майпа мар, уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвас туртăм сисĕнет-ха. Потребительсемшĕн ку йӳнĕрех ларать те — унашкал çуртсенчи хваттерсене çынсем килĕштеререх пани те паллă. Анчах çак çул тĕрĕс маррине специалистсем те палăртаççĕ. Сăлтавĕ — темиçе те.

Чи малтанах — газ пысăк хăрушлăхпа çыхăнни. Газ сирпĕннипе нумай хутлă çуртсем, вĕсен подъезчĕсем ишĕлсе аннă, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем çĕршывра çуллен пулаççĕ. Хамăрăн Çĕрпӳ районĕнчи Туçире пулнă инкек те манăçман-ха. Тепĕр енчен, кашни хваттерте газ кăмаки пулни экологи енĕпе те вырăнсăр. ТЭЦра çунтаракан газ тĕтĕмĕ станцин çĕр-çĕр метр çӳллĕш мăрйи витĕр тухать те инçете вĕçсе кайса саланать, хваттерсенче çунакан газ тĕтĕм-сĕрĕмĕ вара кунтах, çуртпа юнашар, çĕр çине анать — унпа хамăр сывлатпăр. Çапах централизацин лайăх енĕсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха — вĕсем патне кăшт каярахпа çитĕпĕр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Общежитири пÿлĕмсем йÿнелнĕ

Анчах вĕсене никамах та туянасшăн мар

Нумайăшĕ начар пурăнатпăр теççĕ те... Çапах хальхи вăхăтри пурнăçа тиркесе калаçакансемпе килĕшессĕмех килмест.

Кĕсьене самай çӳхетеççĕ

Мĕншĕн тетĕр-и? Акă нумайăшĕ паян хăтлă хваттер туянма е çурт лартма мехел çитерет. Килĕрен тенĕ пекех çăмăл машина пур. Пĕрре кăна та мар тата: упăшкин, арăмĕн, ывăлĕн, хĕрĕн — кашнин расна. Çакнашкал пурнăçа вара начар темелле-и?

Çак ыйту ялти тусăмпа Иринăпа калаçнă хыççăн çуралчĕ- ха. Унăн хĕрĕ кăçал шкул пĕтерет, университета вĕренме кĕресшĕн. Ашшĕпе амăшĕ унччен ун валли Шупашкар¬та хваттер туянса хурасшăн. «Общежитире пӳлĕм параççĕ вĕт. Çавăнта пурăнĕ. Мĕн тăккаланмалли пур ара?» — упăшки кăна ĕçленĕрен укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулĕ тесе çапла сĕнтĕм. «Ачана кăткă йăвинчи евĕр усрас килмест-çке. Укçи ĕнтĕ... Кредит параççĕ вĕт», — çирĕппĕн каларĕ тусăм. Манăн пурпĕр унпа тӳрех килĕшессĕм килмерĕ-ха, çаплипех 15-20 çул каяллахи шухăшлавран хăпайман иккен эпĕ. Ун чухне хулана килекен çамрăк пĕр-пĕр пӳлĕмре койка лартмалăх вырăн пулнăшăн та хĕпĕртенĕ. Общежитире пӳлĕм туянсан унран телейлĕрех çын та пулман. Халĕ вара... Пурнăç шайĕ çĕкленсех пырать çав. Мăшăрсем хăйсем валли йăва çавăрнипе кăна çырлахмаççĕ, ачисем валли хваттер туянмалăх та вăй-хăват çитереççĕ.

Çапах тусăм ыйтнине хирĕçлеймерĕм, хваттер хакĕсемпе кăсăкланма пуçларăм. Юлашки хут çурт-йĕр рынокĕнчи лару-тăрупа çулталăк каялла паллашнăччĕ. Ун чухне хаксем самай «сăпайлăччĕ». Паян вара... Ай-ай, кĕсьене самай çӳхетеççĕ... «Çĕнĕ çуртсенчи хваттере туянма паракан çăмăллăхлă ипотекăна пула хаксем хăпарса кайрĕç. Хальхи вăхăтра патшалăх процент ставкисене 6 процента яхăн субсидилет, — ăнлантарчĕ çакăн сăлтавне куçман пурлăх суту-илĕвĕн центрĕн ертӳçи Арина Кочеткова. Вăл ку сферăра 13 çул ытла ĕçлет. Çĕннисене те, киввисене те сутать, строительство организацийĕсемпе те тачă çыхăну тытать. Çавна май хваттер хакĕсене витĕм кӳрекен сăлтавсене те витĕр курса тăрать. — Çĕнĕ хваттерсене туянакансем йышланнăран вĕсем хакланма пуçларĕç. Анчах юлашки вăхăтра процент ставкисем пĕчĕк пулин те вĕсем 1 тăваткал метр лаптăк хакĕн ӳсĕмне саплаштарайманни пирки калаçкалама пуçларĕç. Калăпăр, унччен ипотекăн уйăхри тӳлевĕ 15 пин тенкĕ пулнă. Халĕ, çăмăллатнă условисемпе кредит илсен те, тӳлев çак хисепрен пĕчĕк мар, тепĕр чухне, тен, пысăкрах та, мĕншĕн тесен хваттер хакланнăран банкран укçана ытларах илме тивет». Патшалăхăн çак программине утă уйăхĕнче хупма хатĕрленеççĕ иккен. Вăл хăйĕн тĕп тĕллевне — çĕнĕ çуртсенче хваттер туянакансен шутне ӳстерессине — туллин пурнăçланă.

Çĕнĕ хваттерсем хыççăн киввисен те хакĕ çĕкленнĕ. Чылай çул каялла тунă çуртсенче пурăнакансем хваттерĕсене ытларах чухне хăтлăрах вырăна куçас тĕллевпе сутаççĕ. «Çынсем пĕр пӳлĕмлĕ хваттершĕн, сăмахран, 1,5 миллион тенкĕ ыйтсан çĕннинче икĕ пӳлĕмлине — вĕсен хакĕ 3 миллион тенкĕ патнех кармашать — туянма май çуккине кураççĕ-çке. Çавна май кивĕ фондра та хаксем хăпарчĕç. Уйрăмах ку енĕпе «хрущевкăсем» палăрчĕç. Патшалăх программи вăя кĕриччен пĕр пӳлĕмлисем унта 1,1-1,2 миллион тенкĕ тăнă пулсан, çур çулта — çулталăкра вĕсен хакĕ çур миллион ытла тенкĕ хăпарчĕ», — ăнлантарчĕ Арина Юрьевна. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Çын машина мар, унăн каялла чакмалла мар

Максим Смоляков — Йĕпреç поселенийĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ. Унсăр пуçне вăл асăннă тăрăхри предпринимательсен пĕрлĕхĕн ертӳçи те. «Максим Александрович — пултаруллă, хастар çамрăк. Таçта та ĕлкĕрет», — терĕ ун пирки Йĕпреç райадминистраци пуçлăхĕ Игорь Семенов.

Пĕтĕмпех гаражран пуçланнă

Чăн та, Максим Смоляковпа паллашнă май ертӳçĕ каланă сăмах тӳрре тухрĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлӳ илнĕ çамрăк малтан çурçĕрте ĕçлесе пурăннă. «13 çул вăй хутăм. Çемье — кунта, хам унта пулни килĕшмерĕ. Çавна май тăван тăрăха килсе хамăн ĕçе йĕркелеме шут тытрăм. Чăн та, ку шухăша атте пачĕ тесен те йăнăш мар. Вăл техникăна питĕ юратать. Çитменнине, ку тĕлĕшпе лайăх ăнкарать те. Пĕтĕм ĕç-пуç гаражран пуçланчĕ. Анчах çурçĕр хыççăн эпĕ пĕр вăхăт вăрман комбинатĕнче вăй хутăм», — аса илчĕ Максим Александрович.

Смоляковсен Йĕпреçре автозапчаç сен лавкки тата шиномонтаж сервисĕ пур. Лавккара 4 ĕçчен тăрăшать, сервисра — 1. Çапла майпа вĕсем 5 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Мăшăрĕ Жанна Петровна та лавккара вăй хурать. «Хамăрăн ĕçе çăмăл теместĕп. Сутуçăсем эпир, хĕрарăмсем, миçе çул ĕçлетпĕр пулсан та саппас пайĕсене пĕлсех çитерейместпĕр. Эпир кăна-и тата? Хăш-пĕр арçын водительсем те пĕлсех каймаççĕ. Хăйсене мĕнле саппас пайĕ кирлине каласа ăнлантараймаççĕ. Çавна май машина капотне уçса кăтартнă хыççăн çеç пĕр-пĕрне ăнланатпăр», — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи арăмĕ.

Саппас пайсене çĕршыври тĕрлĕ хуларан турттарса килнине палăртрĕ Максим Александрович. «Акă ĕнер çеç Тольяттирен илсе килтĕм. Хăш-пĕр чухне поставщиксем таварпа хăйсем тивĕçтереççĕ. Самартан, Санкт-Петербургран илсе килеççĕ».

Лавккара чикĕ леш енче тата хамăр çĕршывра кăларнă машинăсем валли саппас пайсем сутаççĕ. Çавна май çынсем Йĕпреçе республикăри тĕрлĕ районтан туянма килеççĕ.
Иртнĕ çул коронавируса пула предпринимательсене çăмăл килмен. «Пандеми вăхăтĕнче пуçтарăнма пăрахрăмăр. Паллах, чир-чĕре пула та юрамасть. Унсăр пуçне пайтаçăсене пурлăхран илекен налука кадастр хакне кура 2% шайне палăртни килĕшсех каймарĕ. Мĕншĕн тесен эпир предприниматель ĕç-хĕлĕшĕн пурпĕрех налук тӳлетпĕр. Халĕ хамăр тытса тăракан пӳлĕмсемшĕн те налук тӳлемелле. Ĕлĕк çак пӳлĕмсемшĕн тӳлемен. Ку йĕркене çирĕплетессине вырăнти депутатсен аллине пачĕç. Хам та çак йышра тăратăп. Çавна май ку йĕркепе килĕшмерĕм. Çапах налук шайне 2% хăварчĕç, каярахпа 1% турĕç. Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри пысăк укçа тӳлет-çке», — пăшăрханса калаçрĕ арçын. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Алексей Маресьевăн музейне уçасшăн

Чăваш Енре пуринчен малтан ял учительне халалласа Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкулта палăк уçнă. Тĕлĕнмелле вĕт! Ахăртнех, кунта хăйне евĕр шухăшлакан пултаруллă педагогсем вăй хураççĕ.

Çакă чăнлăхпа пĕр килнине хамăрăн куçпа курса ĕненме вĕренӳ чрежденийĕн директорĕпе Владимир Романовпа калаçрăмăр. Вăл — шкул директорĕ çеç мар, Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ те.

— Владимир Евгеньевич, Йĕпреç тăрăхĕ пултаруллă, маттур çынсемпе пуян. Вĕсен йышĕнчех Совет Союзĕн Геройĕ, паллă летчик Алексей Маресьев та пур. Сирĕншĕн вăл ентеш пекех çывăх ахăртнех.

— Пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех шкул çумне туса лартнă çурт пур. Алексей Маресьев летчик вăрçăра йывăр аманнă хыççăн унта пурăннă, вĕçме çĕнĕрен хăнăхнă. Вăрçă вăхăтĕнче Мускав çывăхĕнчи Сталиногорскри çар вĕçев шкулĕ Йĕпреç районне куçса килнĕ, кунтах аэродром тунă. Алексей Петрович Саратов облаçĕнчи Камышин хулинче çуралса ӳснĕ. Çапла майпа вăл пирĕн поселокра тепĕр хутчен «çунат туяннă» тесен те йăнăш мар. Алексей Петрович 1943 çулта пирĕн поселокра пурăннине халалласа шкулта Асăну хăми çакрăмăр. Ку çурта кăçал юсама палăртрăмăр. Ăна тирпей-илем кĕртсен Алексей Маресьев ячĕпе музей уçасшăн. Унта ӳкерчĕксен галерейи, паттăр летчикăн япалисем, хатĕр-хĕтĕрĕ пулĕç. Сăмах май, эпир шкула унăн ятне парасшăн.

— Юсав тенĕрен, кил-çурта та кунсеренех пăта çапмаллине калаççĕ халăхра — унсăрăн ишĕлет, юрăхсăра тухать. Шкула та тирпейлесех тăмалла, çулсеренех юсамалла.

— 2000 çулсен пуçламăшĕнче вĕрентӳ учрежденийĕсене юсама, тытса тăма, техника базине çирĕплетме укçа-тенкĕ уйăрсах каймастчĕç. Юсав ĕçĕсене тума çăмăл марччĕ. Ун чухне ЧР вĕрентӳ министрĕнче пирĕн шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Галина Чернова /Мартынова/ ĕçлетчĕ. Çавна май унпа çыхăнтăм, тăван шкула юсамашкăн пулăшма ыйтрăм. 2007 çулта çак тĕллевпе 927 пин тенкĕ пачĕç. Паянхи пек астăватăп: ку укçапа акт залне тата туалетсене юсарăмăр. Хальхи юсав ĕçĕсене икĕ тапхăра пайларăмăр: иртнĕ çул 13 млн тенкĕ ытла ĕçе кĕртрĕмĕр. Кăçал çакăн валли 32 млн тенкĕ уйăрнă. Конкурс йĕркелесе подрядчик тупнă, юсав ĕçĕсем çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланмалла.

Паллах, шухăш-тĕллевсем пысăк: çурт тăрринчен пуçласа мачча, алăк, чӳрече, электропроводкăна улăштармалла тата ытти ĕçе пурнăçламалла. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Хăваран ăсталанă япалан ĕмĕрĕ вăрăм

Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Евгений Енцов хăнăхнă йăлапа хĕвелпех вăранса ĕçе пуçăнать. Ахальтен мар унпа ир-ирех тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Вăл хăваран тĕрлĕ хатĕр ăсталаса ят-сум çĕнсе илнĕ. Евгений Вячеславовичăн ĕçĕсене республика, çĕршыв шайĕнчи куравсенче, ярмăрккăсенче кăтартаççĕ. Ал ăсти конкурссенче те малти вырăнсене йышăнать.

Карçинкка çыхса пăхнă та…

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче пĕлӳ илнĕскер çĕн йĕркелӳ тапхăрĕнче, организацисенче шалу тӳлеймен çулсенче, хăйĕн бизнесне пуçарнă. «Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра, аттен килĕнче, хăваран ăсталанă пукан пурччĕ. Манăн та çавнашкаллине туса пăхас килчĕ. Лавккаран илнĕ кĕнекене вуласах хăвапа ĕçлеме хăнăхрăм. Чи малтанах вун-вун карçинкка çыхрăм. Пурне те тăвансене, юлташсене парнелерĕм. Хуçалăхра кирлĕ япала кӳршĕсене те килĕшрĕ. Вĕсем те карçинкка туса пама ыйтрĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн саккас паракан нумайланчĕ. Унтан хам тĕллĕн вĕренсех сĕтел-пукан ăсталама тытăнтăм», — каласа кăтартрĕ Шупашкарти «Лоза-арт» мастерской хуçи Евгений Вячеславович. Ĕçрен хăраманни, шухăш хăвачĕпе палăрни, çĕнĕлĕх шырани ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшать ăна.

Хăваран çыхнă япаласен мастерскойĕ кĕске вăхăтрах хăйĕн туянаканне тупнă. Унăн ырă ячĕ таврара хăвăрт сарăлнă. Евгений Енцов çĕнĕрен те çĕнĕ япала шухăшласа кăларнă. Анчах 2010 çулсенче, Индонезирен, Китайран ротанран ăсталанă сĕтел-пукан илсе килме пуçласан, лару-тăру япăх енне улшăннă. Ютри тавара йӳнĕрех сĕннине кура мастерскойра ĕçлекенсене саккас паракан сахалланнă. Çапах Чăваш Енре туса кăларнă пахалăхлă, экологи енчен таса продукцие суйлакансем пурри савăнтарать.

«Хăва хуллине çуркунне, кĕркунне хамăрах касатпăр. Атăл таврашĕнче, çырмара, çул хĕрринче тем чухлех çитĕнет вăл. Кун каçа çĕклемĕ-çĕклемĕпе йăтмалăх çитет», — ăнлантарчĕ ăста. Симĕс хăвана чылай вăхăт упрама пулать. Çурнипе вара çийĕнчех усă курмалла, унсăрăн хулă юрăхсăра тухать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Хурт-хăмăр ăсти те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те…

кире пуканĕ йăтаççĕ

Якутирен Мускава — самолетпа, Мускавран Шупашкара — пуйăспа. Саха Республикинче пурăнакан Юрий Адамов Чăваш Ен тĕп хулине кире пуканĕ йăтакансен Раççей мăртăвне хутшăнмашкăн çул çинче икĕ талăк ирттернĕ. 45 çулти арçын спорта çичĕ çул каялла çеç килнĕ. Якут поселокĕнче нимĕнле секци те çук, çавăнпа Юрий хăй тĕллĕн атĕрленет, тăватă ывăлне те спортра çитĕнӳсем тума пулăшать.

Тренер ят-сум çĕнсе илнĕ

Çĕршывăн 36 регионĕнче пурăнакан спорт ветеранĕсем Шупашкарти «Спартак» спорт комплексĕнче черетлĕ хут тĕл пулчĕç. Ака уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртнĕ ăмăртура помост çине 35 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 40 çултан аслăрах арçынсем тухрĕç.

Пьедесталăн чи çӳллĕ картлашки çине тăнисем Европа ăмăртăвне лекмешкĕн путевка выляса илчĕç. Пĕрремĕш кунхине хĕрарăмсен йышĕнче абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илнĕ Валентина Алферова та ку хисепе тивĕçрĕ. 36 çулти хĕрарăм — Челябинск облаçĕнчен. Ветерансен хушшинче иртнĕ ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннăскер икĕ кире пуканне 225 хут çĕклерĕ. Хăйĕн рекорчĕ вара — 260! Çамрăкрах çулĕсенче Валентина спорт мастерĕ пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Спорта вăл пачах урăх тĕллевпе килнĕ: начарланма шухăшланă. Смоленск тăрăхĕнче пурăннăскер 21 çулта РФ тава тивĕçлĕ тренерĕпе Владимир Шваневпа пĕрле ĕçлеме тытăннă. Виçĕ çул хушшинче норматива тултарса мастер пулса тăнă. Тренерĕ тăрăшнипе хĕр академире спорт енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ. «Кайран манăн качча каяс килчĕ», — шӳтлесе аса илчĕ Валентина. Вăл Челябинск тăрăхĕнчи мăшăрĕпе соцсеть урлă паллашса унта пурăнма куçнă.

Валентина пысăках мар Куса хулинче пурăнать. Малтанах ăна çăмăл килмен: унта спорт секцийĕ çук, снарядсем пушшех те. Çамрăк хĕрарăм тренер ĕçне явăçнă. Анчах вырăнти влаç ăна тӳрех асăрхаман, Валя ят-сум çĕнсе илессишĕн нумай тар тăкнă. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене 1-мĕш класрах ун патне çавăтса пырать. Çамрăк тренерăн вĕренекенĕсем ăмăртусенче палăраççĕ. Валентина онлайн мелпе те ĕçлет. Кемĕр облаçĕнчи Дарья Шлямова ăна интернетра хăех шыраса тупнă: «Сирĕн техника килĕшет. Манăн тренер пулăр-ха». Сăмах май, вăл та Шупашкарти ăмăртăва хутшăнчĕ. Кире спорчĕпе туслашнă Дарья тĕрлĕ чир-чĕртен хăтăлма пултарнă. Малтан снаряда 140 хут çеç йăтнăскер результатне çĕнетсех пырать /халĕ 180-190 хут йăтать/.

Валентина Ютуб-канал ертсе пырать. Унта секци ĕçĕ-хĕлĕпе, техникăпа паллаштарать. Подписчиксен йышне 7 пине çитерме пултарнă. «Шупашкарти ăмăртăва хутшăннисенчен чылайăшĕ манăн видеосене пăхать-мĕн. Кун пирки пырса каласа кăмăла çĕклерĕç. «Сирĕн видеосем тăрăх кире пуканĕ йăтма вĕрентĕмĕр», — теççĕ», — пĕлтерчĕ спортсменка. Валентинăн 9 çулти ывăлĕ те спортпа туслă, 8 килограмлă кире пуканне ним мар йăтать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тытăнсан вăл астма чирне парăнтарнă. Çавăнпа, Валентинăн шухăшĕпе, спорт çынна ырă витĕм çеç кӳрет. Ку кăна та мар, вăл стресран та хăтăлма пулăшать. «Манăн вĕренекенсен йышĕнче кунĕпе офисра ларакан та пур. «Йывăр ĕç кунĕ хыççăн кире пуканĕ йăтатăп та çĕнĕрен çуралнăн туятăп», — теççĕ. Спортпа туслă пулас тесен зала çӳремелле мар, кире пуканне килтех çĕклеме пулать», — шухăшне палăртрĕ Валентина.

Афган вăрçи витĕр тухнă Василий Голландцевшăн спорт апат çинĕ пекех. Кире пуканне кун каçа та йăтмасан унăн кăмăлĕ пусăрăнать, ыйхи килмест. 60-ти арçын пурнăçне çара халалланă, подполковник званине тивĕçнĕ. «45-ре пенсие тухсан вăхăт нумайрахчĕ. Çавăнпах спорта парăнтăм», — пытармарĕ вăл. Спорт уншăн пурнăç стилĕ пулса тăнă. Василий Германович çамрăксене ăмăртăва хатĕрлет.

Киров облаçĕнчен çитнĕ 55 çулти Галина Елькина — ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Тĕлĕнмелле те, вăл кире пуканĕн спорчĕпе пилĕк çул каялла кăна туслашнă. «Эпĕ чылай çул шкулта физкультура учителĕнче тăрăшрăм, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăклантăм, сахал мар награда çĕнсе илтĕм. Помост çинчи спортсменсене курсан хам та интересленме пуçларăм. Çитменнине, сывлăх хавшакчĕ», — аса илчĕ Галина Николаевна. Кире пуканĕ йăтакан ветерансен ăмăртăвне вăл пуçласа хутшăнчĕ. Результачĕ начарах мар: 55-59 çулсенчи хĕрарăмсен йышĕнче пĕрремĕш пулчĕ, кире пуканĕсене 241 хут тĕртрĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.