Комментари хушас

15 Ака, 2021

Черетлĕ лару иртрĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Ларура тăватă ыйту пăхса тухрĕç. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Спирин 2021 çулта республикăра потребительсен прависене хӳтĕлес тĕлĕшпе тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Потребительсен прависене сыхлас енĕпе пĕлӳлĕхе ӳстерессине, сăмахран, вĕрентӳ организацийĕсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче, аслă вĕрентӳ заведенийĕсенче час-часах ку ыйтупа семинарсем, уçă уроксем, «çавра сĕтелсем» йĕркелеççĕ.

Таварсен маркировки те — юлашки вăхăтра çĕкленнĕ çивĕч ыйтусенчен пĕри. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач каланă тăрăх, продукци туса кăларакансенчен, сутакансенчен чылайăшĕ саккуна çирĕп пăхăнать. Республика ертӳçи Олег Николаев маркировка предпринимательсемшĕн хушма тăкак шутланнине, анчах та çакă автор правине хӳтĕлеме самай пулăшнине палăртрĕ, çак ĕç-хĕле ытлашши йывăрлăхсем кăларса тăратмасăр пурнăçлама майсем тупма сĕнчĕ.

Ларура çавăн пекех «Демографи» наци проекчĕн граждансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, тĕрĕс апатланма, сиенлĕ йăласенчен хăпма хистекен федераци проектне пурнăçа кĕртессине те сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.