Комментари хушас

15 Ака, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 14 (6362) № 15.04.2021

17 çултах РФ Президенчĕн премине тивĕçнĕ

ÇАВ ТЕРИ ЮРЛАС КИЛНĔРЕН ДИЛЯРА ВАХИТОВА 2 ÇУЛТАХ ВУЛАМА ХĂНĂХНĂ, ХĂЙ ТĔЛЛĔН ЮРĂСЕМ ВĔРЕННĔ. ЙĔПРЕÇ ПОСЕЛОКĔНЧИ ВАХИТОВСЕН КИЛĔНЧЕ ЮРĂ-КĔВĔ ЧАРĂНМАН. КИЛ ХУÇИПЕ АРĂМĔ ШОУ-БИЗНЕСРА ТАР ТĂКМАÇÇĔ ПУЛИН ТЕ ТĔПРЕНЧĔКĔСЕН ПУЛТАРУЛĂХНЕ ÇАК ЕНĔПЕ АТАЛАНТАРАÇÇĔ.

Куçаруçă пулма ĕмĕтленнĕ

Диляра Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Пĕчĕкренех лара-тăра пĕлменскер вĕренӳ учрежденийĕ ирттерекен уявсене хутшăннă, спорт ăмăртăвĕсенчен юлман. 11-мĕш класра ăс пухнă чухне Диляра Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Çав çулах район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Мĕн ачаран Йĕпреçри ача-пăча искусствăсен шкулне çӳренĕскерĕн ячĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи конкурссенче янăранă.

«Спортра та çитĕнӳ тăваттăм. Ишессипе ялан малтаччĕ. Пĕрре акватлон ăмăртăвне хатĕрлентĕм. Старт умĕн хытă пăлхантăм. Тренировкăра ăмăртури евĕр чупрăм, ишрĕм. Тепĕртакран ура мышци чăтма çук ыратма пуçларĕ. Тупăшăва хутшăнаймарăм, тренер мана шаннăччĕ», — пăшăрханса аса илчĕ Диляра. Суран халĕ те хăйĕн пирки аса илтерет иккен.

Хĕр куçаруçă профессийĕ пирки шухăшланă. 2016 çулта аттестат илсен вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă, ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренме тĕллевленнĕ. Йышăну комиссине çитсен хĕр ӳнерпе музыка пĕлĕвĕн факультечĕн стенчĕ умĕнче чарăнса тăнă. Мĕн пĕчĕкрен юрланăскерĕн чĕри кăлт-кăлт! тапнă. Ача чухнехи ĕмĕчĕ-çке! Диляра пĕр самантра шухăшне улăштарнă.

Шкулти парта хушшинче ларнă вăхăтра ăслăлăх-практика конференцийĕсене тăтăш хутшăннăскер студент пурнăçне часах хăнăхнă. 1-мĕш курсрах вăл вĕрентӳ пахалăхне ӳстерес тĕллевпе тĕпчев ĕçĕ çырнă. Студентка преподавательсен оратор ăсталăхне тишкернĕ, опытлă специалистсенчен сĕнӳ-канаш ыйтнă. Регион тапхăрĕнче çĕнтернĕ проекта Екатеринбургра хӳтĕлеме тивнĕ. Диляра инçе çула тухнă. Раççей шайĕнчи конференцире унăн проектне ырласа йышăннă. Маттур хĕре преподавательсем асăрханă, аслă шкулăн студентсен конгресĕн председателĕн пуканне сĕннĕ. Должноçа йышăнма пĕртте çăмăл мар — суйлавра çĕнтермелле. Сасăлав умĕн кандидатсем программăсемпе паллаштарнă. Диляра иккĕленнĕ. Конгресс председателĕн студентсемпе кăна мар, преподавательсемпе те, аслă шкула пыракан сумлă хăнасемпе те калаçма пĕлмелле. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнăскер суйлавра çĕнтернĕ.

Аслă шкулăн конгресĕ тĕрлĕ енлĕ ĕçлет. Лайăх вĕренекенсене пысăкрах стипендипе тивĕçтерес ыйтăва та татса парать. Кашни факультетра студент деканачĕ пур. Вĕсенче тимлекенсем университетра пĕлӳ пухакан çамрăксен пурнăçне пуянлатассишĕн тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне конгресс йывăрлăха лекнĕ студентсене пулăшать.
«Преподавательсем ăнланчĕç. Çавăнпа яваплă должноçра ĕçлеме тата вĕренме йывăр пулмарĕ», — пĕлтерчĕ Диляра. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


«Çынсен пĕр атте те çук, пирĕн вара иккĕ!»

Иртнĕ эрнере К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче премьера иртрĕ. Юлия Николаева хайлавĕ тăрăх лартнă «Инкеклĕ телей» спектакльте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тунă вăхăтри самантсем сăнланнă. Инсценировкине Сергей Павлов хатĕрленĕ. Постановка режиссерĕ тата художникĕ — СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев — спектакле вăрçăра паттăррăн пуç хунисене, тыл ĕçченĕсене халалланине, вĕсен умĕнче пуç тайнине палăртрĕ.

Вăрçă хирĕнче йывăр суранланнă, тыткăнра пулнă Аркадий /Сергей Павлов/ тăван килне таврăнать. Карта çинче салтак гимнастеркипе галифе çакăнса тăнине курсан чĕри хыттăн тапма тытăнать. Хĕрĕпе ывăлĕ ăна йышăнмаççĕ, пӳртре йывăр аманнă салтак выртни арăмĕ Валя юратса кĕтнинче иккĕленӳ çуратать. Тĕп герой тăван килте хăйне ытлашши туять: «Кунашкал мăшкăла тӳсиччен вăрçă хирĕнчех выртса юлмаллаччĕ». Усал шухăшсен авăрĕнче ыратакан суранĕсене туйми пулать.

РСФСР халăх артисчĕ Нина Яковлева салтак амăшĕн рольне калăпларĕ. «Вăрçă çулăмне куççульпе сӳнтереймĕн», — сăмахсем чунра çырăнса юлчĕç. Чăнах, Çĕнтерӳ кунне кĕтсе иличчен мĕн чухлĕ салтак юнĕ, куççуль тăкăнман-ши? Оксана Драгунова Валя сăнарне чунне парса калăпларĕ. <...>

Любовь ЗУБОВА.

♦   ♦   ♦


Елчĕк бодибилдерĕ Европа чемпионкисемпе тупăшĕ

«Кĕлеткӳ питĕ илемлĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса укçа ĕçлесе илесси пирки шухăшламан-и?» — ыйтнă пĕррехинче Анастасия Семеновăран. Çапла Настя бодибилдингпа интересленме тытăннă. Халĕ вăл çак енĕпе — Чăваш Енĕн тăватă хут чемпионки.

Купальник — 15 пин тенкĕ!

Ăна бодибилдерсен илемлĕ кĕлеткисем килĕшнĕ. Вĕсене сăн ӳкерчĕкре сăнанă май пике хăй те кунашкал пулаясси пирки шухăшланă. Настя тренажер залне çӳренĕ. 2014 çулта вăл, 23-ре чухне, бодибилдерсен ăмăртăвне пĕрремĕш хут хутшăнма шухăш тытнă. Малтанах çăмăл пулман ăна, хĕр тренерсăр, хăй тĕллĕн, хатĕрленнĕ. Тренажер залĕнче вăхăт нумай ирттернĕ, тĕрĕс апатланнă. Настя какайпа пахча çимĕç çеç çинĕ. Тренировкăра «тимĕр» йăтнă. Малтанах пикен мышцисем çирĕп пулман. Тренерпа ĕçлеме тытăнсан, спортсменсем калашле, «масса» пухма тытăннă.

Пĕр ăмăртура çамрăкскер Людмила Никитинăпа /халĕ вăл Чăваш Енри бодибилдинг федерацийĕн президенчĕ/ паллашнă. Вăл Настьăн тренерĕ пулса тăнă. Пике унпа пĕр сезон хатĕрленнĕ. Халĕ ăна Шупашкар каччи Максим Тесля пулăшса пырать. Çав вăхăтрах хăй те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать, вăл — «элитăра», американсен федерацийĕн йышне кĕнĕ.
Анастасия «фитнес-бикини» тата «бодифитнес» категорисенче ăмăртать. Вĕсем спорт категорийĕсем шутланаççĕ. Жюри членĕсем спортсменсен кĕлеткине çеç мар, вăл мĕнле сăрланнине те хаклаççĕ. Юлашки уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кĕлетке çав тери илемлĕ пулсан та, сăрлан-ман тăк сцена çинче урăхла курăнатăн. Куншăн балл чакарма пултараççĕ. Çавăнпа макияж, прическа тума, капăр купальник туянма укçа сахал мар кирлĕ. Анастасия пит-куçне хăех сăрлать, çӳçне кăтралатать. Пĕлтĕр вăл Краснодар хулине Раççей ăмăртăвне хутшăнма кайсан унашкал пысăк шайри турнирта стилистăн пулăшăвĕ кирлине ăнланнă, прическа тутарма ятарласа çын тупнă.

Купальникшĕн те укçа сахал мар кăларса хума тивет. Лайăххи сахалтан та 15 пин тенкĕ тăрать. Топ-спортсменсем 20-25 пин тенкĕлĕххине тăхăнаççĕ. Настя хальччен купальниксене хăй çĕленĕ, йăлтăркка чул çыпăçтарнă. Кун пек самай йӳнĕрех. Кăçалхи сезон валли вăл тума çынран туяннă.

Пĕр бодибилдер те грим тумасăр сцена çине тухмасть. Ку та йӳнĕ мар. Автозагар евĕр вăл, анчах кăшт тĕттĕмрех. Ятарлă кремпа кĕлеткене сăтăраççĕ. Спортсменсем чылай чухне çак ĕçе хăйсемех тăваççĕ е вĕсене тренер пулăшать. Ăмăрту иртекен çĕрте кабинăсем пур, унта ятарлă çынсем лараççĕ. Кирлĕ пулсан вĕсем грим тăваççĕ.
Кашни спортсмен пысăк кĕлеллĕ пушмак тăхăнать. Унăн çӳллĕшĕ — 11-12 сантиметр. Кунашкаллипе утма, сцена çинче тăма çăмăлах мар. Пушмакăн е хура, е çутă тĕслĕ пулмалла. Анчах хĕрлĕ мар.

ТОП-10 йыша кĕнĕ

Ăмăртура пĕр категорире 25-шер çын тупăшать. Вĕсенчен 5-шĕ çеç финала лекет, пĕри çĕнтерӳçĕ пулса тăрать. Спортсменсем сцена варрине тухса 4 поза кăтартаççĕ. Анчах кун валли вăхăт сахаллине кура /15 çеккунт çеç/ 2 поза кăна кăтартма май килет. Тепĕр чухне жюри членĕсем пĕр спортсмена тепринпе танлаштарас тесе сцена варрине тепĕр хут йыхравлаççĕ. Çавăн чухне пур позăпа та паллаштарма пулать. Сăмах май, жюрире — бодибилдинг енĕпе тĕрлĕ ăмăртура палăрнă чемпионсемпе призерсем. Вĕсем спортсменсене мĕне кура хаклаççĕ-ха? Ку Анастасийăшăн та вăрттăнлăх: «Кашни ăмăртăва вăйлă хатĕрленетĕн, кĕлетке те лайăх пек. Анчах çĕнтерӳçе мĕне шута илсе палăртнине халĕ те ăнланаймастăп».

Кăçалхи пушăн 21-мĕшĕнче пике Шупашкарта иртнĕ чемпионатра икĕ кубока тивĕçнĕ. Пĕри — «Фитнес-бикини» категорире 2-мĕш вырăн йышăннăшăн, тепри — «Бодифитнесра» пĕрремĕш пулнăшăн. Чăннипе, Настя юлашки категорие хутшăнас темен. Ăна пĕр жюри членĕ çак енĕпе вăйне тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ. Эппин, вăл ăна асăрхаса йăнăшман — пирĕн ентеш мала тухма пултарнă. Анастасия Хусантан, Чулхуларан, Мускавран килнĕ хĕрсене хыçа хăварма пултарнă. «Эпĕ 157 сантиметр çӳллĕш. Ытларах чухне хамран çӳллĕрех пикесемпе тупăшма тивет. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Ывăл çывăрса кайсан сăвă çыраттăм»

ШИРИН шăрантаракан «Юратман» юрă Чăваш наци радиовĕн «Кайри-мала» хит-парадĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш эстрадин тӳпинче нумаях пулмасть ялкăшма тытăннă çăлтăрпа «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене çывăхрах паллаштаратпăр.

«Сцена хĕрарăм валли мар»

— «ÇХ» вулаканĕсем санăн кун-çулупа кăсăкланаççĕ. Эсĕ малтан соцсетьре те сăнна кăтартмастăнччĕ, «Эрнес хваттерĕнче» ток-шоура кăна маскуна хыврăн. Мĕнех, пирĕн тĕпелте те хăвăнпа паллаштарма вăхăт çитрĕ.

— Ширин — манăн хушма ят. Перс чĕлхинчен «пылак» тесе куçать. «Пылак саслă юрăç» пĕлтерĕшпе усă курма шухăшларăм. Манăн чăн ят — Ирина Федькина. Эпĕ Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳсрĕм. Анне Елена Васильевна — Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчен, атте Алексей Валерьевич — Вăрмартан. Иккĕшĕ те — чăваш. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ вырăсла калаçать. Кукамай, атте-анне пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнатчĕç. Анчах вĕсем манпа мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçнă. Шкулта чăваш чĕлхине тăрăшса вĕренеттĕм, олимпиадăна та хутшăннăччĕ.

— Юрлас туртăм сана камран куçнă? Эсĕ ачаранах артист пулас ĕмĕтпе çунатланнă-и?

— Анне Канашра вĕреннĕ чухне «Студентсен çуркуннине» хастар хутшăнни пирки каласа кăтартатчĕ. Анчах вăл хăйне артист пек нихăçан та туйман. Вăл çĕвĕçре ĕçлет. Атте Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче вăй хунă, предприяти хупăнсан шапаша çӳреме пуçларĕ. Ача чухне асанне чăвашла юрланине итлесе киленеттĕм. Кĕрекĕре пухăнсан та юрă-кĕвĕ янăратчĕ. Аттен аппăшĕ те, йăмăкăм Ксюша та юрлама юратаççĕ. Ача садне çӳреме пуçласан манăн ăсталăха музыка педагогĕ асăрханă, кашни уяврах юрлаттарма тытăннă. Шкул сукмакне такăрлатма пуçласан хора илчĕç, мероприятисенче пĕччен те юрлаттăм. 4-мĕш класа çитсен аннене мана музыка шкулне яма ӳкĕте кĕртрĕм. Çав кун эпĕ чи телейличчĕ. Фортепиано уйрăмĕнче ăсталăха туптама тытăнтăм. Сольфеджио занятийĕсене питĕ килĕштереттĕм.

— Шкултан вĕренсе тухсан мĕнле професси суйларăн?

— Тĕрĕссипе, эпĕ мĕн пĕчĕкрен хамăн пуласлăха музыка тĕнчипе çыхăнтарас ĕмĕтпе çунатланаттăм, анчах çывăх çыннăмсем манăн шухăша хирĕçлерĕç. «Сцена хĕрарăм валли мар, кил ăшшин управçин çемьепе пулмалла, ачасене ӳстермелле», — тетчĕç. Асанне те хăйĕн шухăшне каларĕ: «Хĕрарăмăн каçхине концертсене çӳремелле мар, унăн кил вучахĕшĕн тăрăшмалла». Музыка шкулĕн ĕçченĕсем эпĕ ку енĕпе вĕренме каясса кĕтрĕç. Çывăх çынсен сăмахĕнчен иртеймерĕм. Хусана çул тытрăм, физикăпа математика факультетне вĕренме кĕтĕм. Атте-анне калани маншăн саккун вырăнĕнче пулчĕ. Хусанта икĕ çул çурă вĕренсен тĕрлĕ сăлтава пула Шупашкара куçма тиврĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренсе пĕтертĕм. Пĕр вăхăт математика репетиторĕнче ĕçлерĕм. Анчах ку професси манăн маррине ăнлантăм.
«Концерт йĕркелеме иртерех»

— Пысăк сцена çине пĕрремĕш хут тухнă куна аса илер-ха.

— Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче Светлана Григорьева концерт йĕркелерĕ. Мана та, Чăваш наци радиовĕ ирттернĕ «Кайри-мала» хит-парад çĕнтерӳçине, унта йыхравларĕ. Хаваспах килĕшрĕм. Пысăк сцена çине «Юратман» юрăпа пĕрремĕш хут тухрăм. Концерта çывăх тăвансене те чĕнтĕм. Çавăн чухне чăваш эстрада артисчĕсемпе çывăхрах паллашрăм. <...>

Любовь ПЕТРОВА калаçнă.

♦   ♦   ♦


Фронтран таврăннă ашшĕне паллайман

Тăшман Тăван çĕршыва выçă кашкăрла тапăнса кĕнĕ чух Надежда Варламова 3-ре пулнă. Смоленск облаçĕнчи Сикарево ялĕнче пурăннăскерĕн вăрçă çулĕсене аса илсен куçĕ шывланать. Пĕчĕкскер фашист тыткăнне лекнĕ. Тĕлĕнмелле майпа чĕрĕ юлнăскер йывăр ачалăхне куç умне кăларчĕ.

Кунĕн-çĕрĕн пулемëт сасси

Сикарево ялне нимĕçсем 1941 çулта йышăннă. Фронта кайма ĕлкĕреймен арçынсем фашист çывхарнине пĕлсенех партизансен пĕрлешĕвне кĕнĕ. Вăй питти Павел Тямкин та вĕсенчен юлман. Килĕнче çамрăк арăмĕпе 3 пĕчĕк ачи, ватă ашшĕ юлнă. Тăшман киле кĕрсе тăрсан Александра Ефимовна мĕн туйнă-ши? Нимĕç офицерĕ вĕсем патĕнче выртса тăнă. Вăл кил хуçи партизансен ретне тăнине, фашист çарне сăтăр тунине тавçăрнă. Апла пулин те арçын выçса çитнĕ вырăс ачисене шелленĕ, шăккалат катăкĕпе хăналанă. Ял халăхĕ урама тухма шикленнĕ — пур çĕрте те нимĕç салтакĕсем пулнă. Кунĕн-çĕрĕн пулеметран шатăртаттарнă сасă илтĕннĕ, самолетсем вĕçсе иртнĕ. Партизансем ял патне çывхарайман — уйра минăсем хунă. Çăлăнăç килессĕн туйăнман. 1942 çулта тăшман яла тĕп тунă: вутра 150 çурт кĕлленнĕ. Пурăнмалли килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă халăха Беларуçа хăваланă. Тарма, вырăнтах юлма май пулман. Надежда Павловна çивĕч шăлĕсене хăйракан йытăсен выçă куçĕсене лайăх астăвать. Вĕсем халĕ те хăрушă тĕлĕкре тĕлленеççĕ.

«Эпĕ, пĕчĕкскер, часах ывăнтăм. Анне йăмăкпа шăллăма йăтнине курах йĕрмĕшме пуçларăм. «Лăплан. Утас килмесен кунтах юл», — терĕ вăл сиввĕн.

Ача мĕн ăнлантăр-ха? Юрать, асатте мана шеллерĕ, май пур чухне алă çинче йăтрĕ. Пире хăваланине аса илсен халĕ те чун çӳçенет», — пĕлтерчĕ 82-ри Надежда Павловна. Партизансем колонна хыççăнах йăпшăннă. Тăванĕсен шăпишĕн кулянаканскерсем нимĕçсене тĕп тăвайман — çапăçмалăх хĕç-пăшал пулман. Колонна çийĕн фашист тата совет самолечĕсем вĕçсе иртнĕ. Кашнинчех çĕр çине снаряд ӳксе çурăлассăн туйăннă.

Беларуç çĕрĕ çине çитсен колоннăна уйăрнă. Тямкинсене тĕттĕм сарая хупнă. Александра Ефимовна ачисене хăйĕн çумне çупăрласа ăшăтасшăн пулнă, пур-çук апата хăй çимен, тĕпренчĕкĕсене панă. Апла пулин те кĕçĕннине упраса хăварайман. Надя хăранипе калаçайман, утайман. Хĕрачашăн тĕнче сӳннĕн туйăннă.

1943 çулхи авăн уйăхĕнче Беларуçа ирĕке кăларас операци пуçланнă. Совет салтакĕсем тăрăшнипе Тямкинсем тыткăнран хăтăлнă. Сикарево ял çыннисем ăçта çул тытмаллине пĕлмен. Тăван тăрăхран хаклăраххи çук вĕт. Александра Ефимовна 2 ачипе тата хуняшшĕпе Смоленск облаçне таврăнма шут тытнă. Çул çинче пĕчĕк Надьăпа икĕ сыпăкри йăмăкĕ чутах çухалса юлман. Чукун çул çинче вакунсем тăнă. Совет салтакĕсем шăнса кӳтнĕ ачасене шеллесе ăшăнма сĕннĕ, чей ĕçтернĕ, пĕрер катăк сахăр панă. Унччен те пулман — вакун вырăнтан тапраннă. Хĕр пĕрчисем хыпăнса ӳкнĕ – фронта ларса каяççĕ вĕт! Салтаксем ачасене антарса хăварнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.