Комментари хушас

14 Ака, 2021

«Земство фельдшерĕ» программăна анлăлатнă

Министрсен Кабинечĕ «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшӳллĕн компенсаци тӳлевĕ памалли медицина ĕçченĕсен списокне анлăлатнă.

Асăннă тӳлеве малашне фельдшер-акушер пункчĕсен акушерĕсемпе медицина сестрисене те парĕç.

Аса илтерер: вăтам сыпăкри медиксене, яла ĕçлеме кайнăскерсене, паракан тӳлев 0,5 миллион тенкĕпе танлашать. Инçетри ял пулсан – 0,75 миллион тенкĕ. «Земство фельдшерĕ» программăна пурнăçлама тытăннăранпа Чăваш Енри ялсене ĕçлеме 81 фельдшер килнĕ. Вĕсен чи пысăк йышĕ Канаш, Шупашкар тата Патăрьел районĕсенче ĕçлет.

www.hypar.ru
 

Рубрика: