Комментари хушас

23 Çурла, 2014

Кĕвĕ-çемĕпе ÿкерчĕк тăвакансем

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти «Картина» ансамбль юрăçисем - хăйне евĕр художниксем. Вĕсем пурнăç саманчĕсене, çут çанталăк илемне кĕвĕ-çемĕ вăйĕпе ÿкерчĕклесе халăх умне кăлараççĕ.

«Ушкăна мĕншĕн çапла ят панă тесе ыйтакан чылай, - тет ансамбле пĕр улшăнмасăр вăтăр çул ытла ертсе пыракан Илья Зайцев. Вăл кунсăр пуçне Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕн директорĕ те. - Малтан «СВИАТ» ятлăччĕ эпир. Ушкăна çÿрекенсен ячĕсен пĕрремĕш сас паллийĕсенчен йĕркелесси модăраччĕ çав çулсенче. Çирĕм çул каялла ăна улăштарма шухăш тытрăмăр. Сергей Овчинников клавишник «Картина» ята сĕнчĕ. Тавлашса тăмарăмăр, пурте пĕр саслăн пулса килĕшрĕмĕр. Халĕ тепĕр чухне кăштах ÿкĕнсе те илетĕп: мĕн тĕрлĕ хăйне евĕр хитре ят пурччĕ. Мĕншĕн шăпах çакă кăмăла кайнă? Халĕ хăнăхрăмăр ĕнтĕ, йĕркеллĕ. Ансамбле районта та, республикăра та аван пĕлеççĕ».

Чăннипех çапла. Илья Михайлович ертсе пыракан ушкăн республика, Раççей шайĕнчи конкурссемпе фестивальсене час-часах хутшăнать, пысăк çитĕнÿсем тăвать. Çакна вун-вун Хисеп хучĕ çирĕплетет. «Стена тулли çакса тултарнăччĕ вĕсене, - кăшт шÿтлерех пĕлтерет. - Лайăх мар тесе пăрахрăмăр. Пĕлтерĕшлĕреххисене çеç хăвартăмăр». Нумаях пулмасть ансамбль районти «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурса хутшăннă. «Халăх вокал ансамблĕ» номинацире çĕнтерсе тăван яла кубокпа таврăннă.

Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи пĕр уяв та «Картина» хутшăнмасăр иртмест. Çĕнтерÿ кунне паллă тунă чухне паркри палăк умĕнче патриотлăх юррисене шăрантарасси - çирĕпленнĕ йĕрке. Илья Михайлович пĕрремĕш хут çак вырăнта 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне юрланă. Унтанпа пĕр çул та сиктермен. «Çанталăк кашни çул пĕр пек килмест, - çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлнелле ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксене кăтартнă май калаçать И.Зайцев. - Ак кунта йывăçсем çап-çарах, тепринче вара симĕсленме те ĕлкĕрнĕ».

Илья Михайлович «Картина» ушкăнăн кун-çулĕ сăнланнă сăн ÿкерчĕксен архивне хатĕрлеме тĕллев лартнă. «Ансамбль йышĕ улшăнсах тăрать. Пурне те асра хăварас килет, - тет вăл. - Хальлĕхе пурте ырă-сывă чухне вĕсенчен сăн ÿкерчĕкĕсене илсе юласшăн. Кашнин тĕлне ячĕсене палăртса çыратăп. Вăхăт иртнĕ май сăн-пит улшăнать, çынсем çамрăк чухнехисене тепĕр чухне палласа та илеймеççĕ. «Ку çавă-и?» - тесе ыйтаççĕ вара».

Илья Зайцев ансамбле 1983 çулта салтакран килсен йĕркеленĕ тесе палăртать. Тĕрĕссипе, юлташĕсемпе 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ инструмент калама пуçланă. 1991 çулта ушкăн «халăх ансамблĕ» ят илнĕ. Ансамбле хутшăнакансен йышĕ улшăнса тăнă. Хальхи «тĕп шăнăр»: Михаил Зайцев параппанçă, Игорь Зайцев гитарист-вокалист, Илья Михайловичпа пĕр класра вĕреннĕ Сергей Яковлев, ялти пĕр предприятин директорĕ Николай Долгов. Вăл çавăн пекех ансамбле май килнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшать. Александр Иванов ăста купăсçă информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Янаш» халăх ансамбльне çÿреме те вăхăт тупать. Михаил Трофимов бас-гитарист вара ушкăнра 1985 çултанпа.

«Картина» виçĕ хутчен юрă альбомĕ кăларнă. «Чылай ушкăнпа, юрăçпа, композиторпа туслă çыхăну тытатпăр, - каласа кăтартать Илья Михайлович. - Хамăр патра сасă çыракан студи уçма та вĕсемех хĕтĕртрĕç. Чи малтан юлташсем пулăшнипе икĕ юрă çыртартăмăр. Ĕç «тутине» туйса илтĕмĕр. Эпир те çапла тума пултаратпăр-çке тесе хавхаланса кайрăмăр. 1998 çулта пĕрремĕш юрăсене çыртăмăр. Вĕсене радиона патăмăр, фестивальсенче янраттартăмăр. Япăх мар пулса тухнă. Çапла студи ĕçлесе кайрĕ. 2004 çулта пĕрремĕш «Ĕмĕт хыççăн» альбом кун çути курчĕ. Иккĕмĕшĕ «60-мĕш çулсен хумĕсем çинче» ятлă. Унта халăх концертсенче час-часах ыйтакан тата хамăр та юратса юрлакан юрăсем кĕнĕ. Виççĕмĕшĕ кĕçех тухмалла. Пĕтĕмпех хатĕр темелле, аудиоформата çырмалли çеç юлнă».

«Картина» юрлакан юрăсен пысăк пайне ушкăна çÿрекенсем хăйсем хайланă. Тус-юлташĕ парнелени, ятарласа вĕсем валли çырни те чылай. Ансамбль çумĕнче «СМАЙЛ» ВИА ĕçлет. Унта, тĕпрен илсен, шкулта вĕренекен хĕр ачасем çÿреççĕ. Пултаруллă вĕсем: хăйсемех юрăсем çыраççĕ, халăх умне тухса юрлаççĕ, патриотлăх фестивалĕсене хутшăнаççĕ...

Пĕлтĕр «Картина» халăх вокал ансамбльне йĕркеленĕренпе 30 çул çитнĕ. «Юбилее Культура çулталăкĕнче паллă тăвас терĕмĕр, - малашнехи тĕллевсемпе паллаштарнă май калать Илья Михайлович. - Ятарлă программа хатĕрлерĕмĕр. Юбилейлă турпа район тăрăх çÿресшĕн. Тĕрлĕ яла çитсе хамăр пултарулăха кăтартăпăр. Мăн Сĕнтĕрте çул çÿреве вĕçлĕпĕр, пысăк концертпа халăх умне тухăпăр, ĕç-хĕле пĕтĕмлетĕпĕр. Çавăн чухне çĕнĕ альбомăн презентацине те ирттерĕпĕр».

«Картина» артисчĕсен ĕмĕчĕсем пысăк, тĕллевĕсем ырă, пултарулăхĕ иксĕлми. Чи пĕлтерĕшли - вĕсене халăх юратать, хисеплет.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Муркаш районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.