Комментари хушас

23 Çурла, 2014

Иванов скверĕ Шупашкар илемĕ пултăр

Çитес 2015 çул Чăваш Ен культуришĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тăван литература классикĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Çак пулăма тĕпе хурса Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çула К.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.

Чăваш Ен халăхĕ ырласа йышăнчĕ ăна. Сăмахпа çеç мар, ĕçпе те тивĕçлĕ ирттересчĕ Иванов çулталăкне. Манăн вара, Константин Ивановăн çывăх çыннин /Ивановпа Ухсай виççĕмĕш сыпăкри тăвансем/, асăрхаттарусем пур. Акă тĕп хулари Константин Иванов ячĕллĕ сквера çитсе курар-ха. Атăл хĕрринче, питĕ илемлĕ, меллĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Ăна Шупашкарăн визит карточки теме те юрать, анчах та чуна çÿçентерекен самантсем те тĕл пулаççĕ кунта. Хальхи вăхăтра сквер çыран енчен суту-илÿ павильонĕсемпе, çуллахи кафесемпе, биотуалетсемпе, çуп-çап контейнерĕсемпе тулса ларнă. Константин Иванов урамĕпе груз турттаракан тата çăмăл машинăсем чупаççĕ, вĕсен чĕтревĕ архитектура, монумент искусствин палăкĕсене тата сквера сиен кÿрет.

Çыран хĕррине, сквера тирпей-илем кÿртесчĕ, хăнасен умĕнче намăс курас марччĕ. Çыран хĕррипе, халăх уçăлса çÿрекен çулпала машинăсем пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе иртеççĕ. Унтах, çуран утмалли тротуарсен хĕррипе, шашлăк ăшаламалли мангалсем вырнаçтарса тухнă. Кунта Атăл енчен килекен уçă сывлăш мар, çунса ĕннĕ салă шăрши хуçаланать. Газонсем çинче - суту-илÿ хатĕрĕсем, тымарĕсене кăкланă йывăçсем çинче - телекурав «тарелкисем». «Хăтлă» çак условисемпе халăх мар, коммерципе ĕçлекенсем усă кураççĕ.

Сквера çеç мар, ун çывăхĕнчи территорие те - унчченхи «Родина» кинотеатр çурчĕн тата К.Иванов урамĕнчи 2-мĕш çуртăн таврашĕсене - тирпей-илем кĕртмелле.

Паллă поэтăн çулталăкне хатĕрленес тата ирттерес тĕлĕшпе ятарлă программа пулатех ĕнтĕ. Хам енчен унта çак самантсене шута илме сĕнетĕп: сквера тĕпрен çĕнетсе илемлетмелле, картлашкасене, саксене, урнăсене, çутă хунарĕсене улăштармалла* «Родина» кинотеатр çуртне тата К.Иванов урамĕнчи 2-мĕш çурта реставрацилемелле.

Ульха УХСАЙ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.