Комментари хушас

9 Ака, 2021

«Хыпар» 36-37 (27769-27770) № 09.04.2021

Çапкаланчăк йытăсен тĕлне пуласран чун çук

«Çынсем вĕсенчен коронавирусран та ытларах хăраççĕ»

Йытă юлташ-и е тăшман-и?.. Çак ыйту Шупашкарти чĕр чунсен приютĕнче пулса курнă хыççăн канăçсăрлантарма пуçларĕ.

Хаяр, тискер

Хальхи вăхăтра приютра 463 йытă пурăнать. Кунта хӳтлĕх тупнă чĕр чунсенчен чылайăшĕн хуçи пулнă. Кунтисем каласа кăтартнине ĕненес тĕк, урамра çапкаланса çӳрекен йытăсен 20-40 проценчĕ кăна ирĕкре çут тĕнчене килнĕ. Ыттисем хуçине кирлĕ мар пулса тăнăран килсĕр юлнă. Йытă çын юлташĕнчен этем тăшманне çаврăнасси шăпах çак самантра пуçланмасть-и-ха? Килсĕр, выçă... Этеме сутăнчăклăхшăн тарăхнăскерсем тискеррĕн тавăрма пуçлаççĕ...

Пĕр-икĕ уйăх каялла Канаш районĕнче кашкăр кĕтĕвне курни пирки сас-хура сарăлчĕ. 17 «тукмак хӳререн» тăракан ушкăн хир тăрăх чупнине шкул ачисем автобус чӳречинчен асăрханă. «Кашамансем сунара тухнă», «Çиччĕшне персе пăрахнă, ыттисем тарса ӳкнĕ»... Çакăн евĕрлĕ сăмахсем ял-ял тăрăх чылайччен çӳрерĕç. Тĕрĕссипе, çав чĕр чунсем кашкăрсем мар, çапкаланчăк йытăсем пулнă. Вĕсем хулари садсенче, çывăхри катасенче пурăнаççĕ. Апат шырама тухсан пĕр ушкăна пухăнаççĕ. Йышпа хула тăрăх çапкаланса çӳреççĕ. Тепĕр чухне Канаш çывăхĕнчи ялсем патнех çитеççĕ.

Сунарçăсем çирĕплетнĕ тăрăх, килсĕр, хуçасăр йытă усал кашаманран чылай тискертерех. Вĕсем куç тĕлне пулнă кирек епле чĕр чуна та: хир сысни-и е мулкач-и, кайăк-кĕшĕк-и е шăши-юс-и — туртса çурма пултараççĕ. Кашкăра тĕп тума юрать пулсан, çапкаланчăк йытта саккун хӳтĕлет. Ăна персе вĕлерме те, урăх мелпе пĕтерме те юрамасть. Хуçасăр йытăсене тытса ятарлă приютсене ăсатмалла.

Йытти-анчăкĕ вара ял-хула урамĕсенче йышлансах пырать. Юлашки вăхăтра çапкаланчăк йытăсем çынсене тапăннă тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Акă пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта йытă лавккаран таврăнакан хĕрарăма çыртнă. Аманнăскере больницăна ăсатма, операци тума тивнĕ. Шар курнăскер каласа кăтартнă тăрăх, йытă хăйне сиен кӳнине вăл сиссе те юлайман. «Эпĕ ăна çумран чупса иртет пулĕ терĕм. Анчах вăл ман патран иртсен ыратнине туйрăм. Пăхрăм та... Ӳте татсах илнĕ иккен. Вăл каялла çаврăнса килсе тулласран питĕ хăрарăм», — тет вăл.

Çĕмĕрле хулинче харăсах икĕ инкек пулнă. Пĕрремĕш хутĕнче тискерленнĕ йытăсем урама уçăлма кăларнă пĕчĕк йытта çурса тăкнă. Тепрехинче вăйă лапамĕнче ачасене тапăннă. Çĕмĕрле çыннисем социаллă сетьсенче йытăсем хулана «пусмăра» илни пирки вĕçĕмсĕр çыраççĕ «Çăмлă çичĕ оккупант тапăнасран чун çук. Çынсем вĕсенчен вăрçăран тата коронавирусран ытларах хăраççĕ». «Хĕрача пăлханса ӳксе чупнă пулсан ăна çав самантрах çурса тăкатчĕç». «Каçса кайса вĕрекен йытă кĕтĕвĕ патĕнчен никам та лăпкăн иртеймест. Эпĕ хăюллă çын мар. Вĕсенчен питĕ хăратăп. Урампа ирĕклĕн утса çӳреме манăн саккунлă ирĕк пур». Çакăн евĕрлĕ пĕлтернисем интернетри калаçусенче тăтăш тĕл пулаççĕ.

Комсомольскинче те вунă ытла йытă вăйă лапамĕнчи хĕрачасене хупăрласа илнĕ. Лешсем çӳллĕрех вырăна хăпарса тăнăран кăна çăлăнса юлма пултарнă. Шупашкар аэропорчĕ таврашĕнче те, Алькеш енче те çапкаланчăк йытăсене час-часах кураççĕ. Хушăран вĕсен шучĕ 30-тан та иртет. Çулла йытăсене дачăна килекенсем тăрантараççĕ. Хĕлле вĕсен хăйсен апат шырама тивет. Çак вăхăтра выçăскерсен куçĕ тĕлне пуласран Турă сыхлатăр... <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Тикĕс çул çинче хăвăртлăха ÿстереççĕ те… аварие çакланаççĕ

Пурсăмăр та çула тухатпăр: ырра шанса, усалли пирки шухăшламасăр… Анчах шăпах çул-йĕр çинче авари нумай пулнăран машинăсем ванаççĕ, çынсем суранланаççĕ, пурнăçран уйрăлаççĕ… Пĕлтĕр кăна Раççейре 133203 авари пулнă, вĕсенче 16600 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çак цифрăсен хыçĕнче — пин-пин çын куççулĕ, хурлăхлă шăпи… Чăваш Енри статистика кăтартăвĕсем те савăнтармаççĕ. Çул-йĕр çинче пулакан аварисен сăлтавĕсем мĕнпе çыхăннă-ха? Паян шăпах çак ыйтăва тишкерĕпĕр.

Чи хăрушши — ачасем вилни

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Ижевск çыннисем те, юлашки вăхăтра Мускав облаçĕнче пурăннăран унта каймашкăн çула тухнăскерсем, япăххи пирки шухăшламан ахăртнех. Куславкка районĕнче пулнă хăрушă инкек вара çав çемьери тăватă çыннăн пурнăçне татнă. Аварире упăшкипе арăмĕ, вĕсен çул çитмен икĕ хĕрĕ вилнĕ. 4-ри хĕрĕ те суранланнă, ăна пирĕн республикăри больницăра пулăшу кӳнĕ. Асăннă инкекре темиçе машина çапăннă. «Шел, кăçал федераци трасси çинче пулнă инкексен шучĕ тăруках ӳсрĕ. Подряд организацийĕсенчен нумайăшĕ автоçула хĕллехи вăхăтра лайăх тасатса тăчĕ. Çул таса та тикĕс чухне автомобилистсенчен чылайăшĕ хăвăртлăха юранинчен ытларах ӳстерет, умри машинăран иртсе каяс тесе хăвалать. Хĕллехи çул вара никама та хĕрхенмест», — терĕ ЧР ШĔМĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Чурбанов пăрлак çула пула машинăсем çапăннине, çаврăнса ӳкнине палăртнă май. Вăл каланă тăрăх, кăçал федераци трасси çинче пулнă автоаварисенче 16 çын вилнĕ.

Геннадий Васильевич кăçалхи статистикăпа та паллаштарчĕ: пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăри çулсем çинче 207 инкек пулнă /пĕлтĕр çак тапхăрта — 269/, 23 çын вилнĕ /22 çын/, 253-ĕн суранланнă /357/. Аварисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 20% чакнă. Çулсем çинчи пăтăрмахсен тĕп сăлтавĕсем — транспорт хирĕç килекен енне куçни, умри, айккинчи машинăсем çине кĕрсе кайни, çуран çӳрекен çынсене çапса хăварни. Чи хăрушши — аварисенче çынсем, уйрăмах ачасем, вилни.

Геннадий Чурбанов палăртнă тăрăх, 2020 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен Чăваш Енри çулсем çинче 351 автоавари /пĕлтĕр çак тапхăрта — 423/ пулнине шута илнĕ, вĕсенче 452 çын суранланнă /563/, 50-ăн вилнĕ /49/. Çав шутран федераци автоçулĕсем çинче 86 инкек пулнă, 126 çын суранланнă, 31-ĕн вилнĕ. Регион пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче — 65 пăтăрмах, 96 çын аманнă, 12-ĕн вилнĕ. Вырăнти çулсем çинче 200 автоавари пулнă, 230 çын суран-ланнă, 7-ĕн пурнăçран уйрăлнă. «Кашни тăваттăмĕш инкек пулнă вырăнта çул-йĕр условийĕсем япăххине палăртнă, çав шутран пĕрре тăваттăмĕш пайĕ шăпах хĕллехи тапхăрта пулнă. Сăмахран, пăтăр-мах сиксе тухнă 51 вырăнта çулсем çинчи ятарлă паллăсем /разметкăсем/ пулман е вĕсем япăх курăннă. 37 авари сăлтавĕ çул-йĕре хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассипе çыхăннă çитменлĕхсем пуррипе çыхăннă», — калаçăва тăсрĕ Геннадий Васильевич. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Николай СЕРГЕЕВ: "Салампири" Алмазов сăнарне ман валлиех çырнă

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче чылай вăхăт Александр Артемьевăн хайлавĕ тăрăх лартнă «Салампи» спектакль пычĕ. Ăна пăхнă хĕр-упраçран чылайăшĕ Алмазова куç хывнах. Çав вăхăтрах ăна калăплакан Николай Сергеев актера та килĕштерме тытăннă пулĕ. Алмазовпа Сергеев пĕрешкел чунлă пек туйăнатчĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ калăпланă ытти роль те нумайлăха асра юлать. Вĕсем Николай Сергеев хăйне евĕр пултарулăхпа палăрса тăракан актер пулнине çирĕплетеççĕ.

Пысăках мар рольсемпех куракана тыткăнлать вăл. Çакна кăçал театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕнче Антон Чеховăн «Пилĕк пăтлă юрату» Чайка спектакльти Петр Сорин сăнарĕпе «Иккĕмĕш планри роле чи лайăх вылякан» номинацире çĕнтерни тепĕр хут çирĕплетрĕ. «Хыпар» вулаканĕсене тĕплĕнрех паллаштарар-ха ăста актерпа.

— Николай Васильевич, эсир театр тĕнчипе çывăхланасси мĕнрен пуçланнă?

— Ялти пуçламăш шкултах Александр Драгунов вĕрентекен пире купăс, баян каласа мар, сĕрме купăса янăраттарса юрлама вĕрентетчĕ. Çавăнтан пуçланнă ĕнтĕ артист пулма ĕмĕтленни. Пăчăрлă Пашьелти вăтам шкулта вăл тата ытларах вăй илчĕ. Аслăрах классенче вĕреннĕ çулсенче Петр Ванюшин драма кружокĕ йĕркеленĕччĕ. Петр Никифорович Вера Кузьминапа Мускаври ГИТИСра пĕрле вĕреннĕ. Унăн шăллĕ Михаил Никифорович пирĕн шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Иккĕшĕ пĕрле ертсе пыратчĕç кружока. Спектакльсемпе кӳршĕ ялсене те çитеттĕмĕр.

— Сирĕн телей пулнах, вăтам шкул пĕтернĕ çул чăваш ачисене Мускава артиста вĕренме янă.

— Çапла пулĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ун пирки пĕлтерӳ пулчĕ. Пулас артистсене шыраса театрăн ун чухнехи ертӳçисем Шăмăрша та пынăччĕ. Тĕлпулăва эпир те кайнăччĕ. Суйлав тапхăрĕсем театрта иртрĕç. Чи малтанах халăх питĕ нумайччĕ, 700 ача та пулнă тетчĕç. Çапах вĕренме кĕрейместĕп тесе эпĕ пĕрре те иккĕленмен. Ун чухнех хама халăх артисчĕ пек туйнă /йăл кулать/.

— Эсир Александра Зайцевăпа, пĕрле вĕреннĕ ентешĕрпе, студент çулĕсенчех е театрта ĕçлеме пуçласан, çемье чăмăртанă?

— Мускаврах, виççĕмĕш курсрах. Пĕрле вĕреннĕ çамрăксенчен пилĕк мăшăр çемьеллĕ пулса таврăнтăмăр. Василисăпа Виктор Петровсен алли çăмăл пулчĕ ахăр, чи малтан вĕсем пĕрлешрĕç.

— Сире курсĕпех Чăваш театрĕнче хăварнă пулмалла?

— Пайласшăнччĕ, пĕр ушкăна Çамрăксен театрне ярасшăнччĕ, анчах курсăн илемлĕх ертӳçи Владимир Смирнов Шупашкара малтанах килсе кайнă, партин обкомĕн ертӳлĕхĕпе калаçнă. Таврăнсан пире ЧАССР культура министрĕ Ида Кочетова хăйĕн ĕç пӳлĕмĕнче йышăнчĕ. Ун чухне вăл пире кашнине ятран пĕлни тĕлĕнтернĕччĕ. Владимир Константинович çине тăнипе пурăнмалли пӳлĕмсемпе те тӳрех тивĕçтерчĕç. Театрта пирĕн диплом спектаклĕсене пурне те кăтартнă. 1984 çулта мана салтака илсе кайрĕç. Кĕçĕн ывăл халь-халь çуралмаллаччĕ те — хĕсметре вĕçне çитиех тăратмарĕç.

— Пĕр тапхăр эсир бизнесра ĕçлени пирки илтнĕччĕ. Мĕн хистенĕ çак утăма тума?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче артистсене кăна мар, пурне те питĕ кансĕрччĕ. 1995 çулта пиччепе ломбард йĕркелеме шутларăмăр. Çав вăхăтра Шупашкарта унашкал бизнеспа ĕçлекен çукчĕ-ха. Пĕчĕккĕн антиквариат çине куçрăмăр. 2006 çулччен вăй хутăм бизнесра. Çапах театра пăрахмарăм, репетицисене çӳрерĕм, спектакльсене хутшăнтăм. Харăсах икĕ пукан çинче ларма шутсăр йывăрччĕ. Чун театрах туртрĕ çав ĕнтĕ — пуçĕпех таврăнтăм.

— Бизнеспа аппаланнăшăн ӳкĕнместĕр пулĕ те?

— Вăхăта çухатнăн туйăнать. Тепĕр енчен пăхсан, çĕнĕ ĕç тавра курăма анлăлатрĕ те: ăна та пĕлмелле, чиновникпа та калаçмалла, хут та çырмалла… Бизнес пурнăçа ăнланма самаях пулăшрĕ.

— Театрсăр пуçне тата мĕн туртать хăй патне?

— Эпĕ спортпа туслă. Йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп, çулла — велосипедпа. Хыркассине те çитсе килетĕп. Сывлăх пирки шухăшланăран, хам çине тăнăран çуралчĕ çак юрату.

— Эсир калăпланă роль нумай. Тен, тата вăйлăраххи пирки ĕмĕтленетĕр?

— Вылянă рольсемпе кăмăллă эпĕ, анчах çакăнпа лăпланса ларсан аталану пулмасть. Мана «Салампири» Алмазов сăнарĕ питĕ килĕшет. Александр Артемьев ăна ман валлиех çырнăн туйăнать. Кăмăлпа, туйăмпа çывăх вăл мана. Эпĕ — çемçе чунлă çын, ролĕсем вара характерлă, çавăнпа куракан мана çирĕп кăмăллă арçын пек йышăнать. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Хăмла отраслĕ çĕнĕрен вăй илĕ-ши?

Чăваш Республикин гербĕ çинче хăмла сапакине ахальтен ӳкермен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çĕршыври хăмлан 72 процентне пирĕн республикăра туса илнĕ. 1965 çулта республикăра симĕс ылтăн плантацийĕ 1,8 пин гектар йышăннă. Çак ĕçе 235 колхозпа 18 совхоз пурнăçланă. 1985 çул тĕлне хăмла туса илекен лаптăк 3,5 пин гектара çитнĕ. Паянхи кун Чăваш Енре хăмла шпалерĕсем 370,7 гектар йышăнаççĕ, анчах самана ыйтакан техника çуккине пула лаптăкăн пысăк пайĕпе усă курмаççĕ. Республикăра хăмла туса илессине иртнĕ ĕмĕрти шая çитерме май килĕ-ши?

Ĕç вĕретчĕ

Кĕр! кĕрлетчĕ хăмла уйĕнче ĕç. Шултра хăмла пучахĕллĕ шерепесемпе илĕртекен йăрансен вĕçĕ-хĕрри курăнмастчĕ. Сезон вăхăтĕнче ватти-вĕтти те хăмла татса тирпейлеме хутшăнатчĕ. Çапла, нумай колхоз-совхозра çак ĕçе алăпа пурнăçланă. Пурăна киле самана улшăннă май ял хуçалăхĕнче те çĕнĕ технологисемпе усă курма пуçларĕç, анчах хăмла отраслĕнче çакă палăрмарĕ. Унсăр пуçне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршыври лару-тăру улшăнни, конкуренци аталанни, сăра завочĕсем чĕр тавара импортран йышăнма тытăнни хăмла çитĕнтерекенсемшĕн чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Хуçалăхсем туса илнĕ çимĕçе çĕнни çитĕниччен те вырнаçтарайманнипе лаптăксене пĕчĕклетрĕç.

Николай Петров Вăрмар тăрăхĕнчи «Россия» совхоза 20 çул ертсе пынă. Хуçалăх иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче районта çеç мар, республикăра та палăрнă. «Хăмлана çичĕ ялта 107 гектар çинче туса илеттĕмĕр. Икĕ комплекслă сушилка /комбайнпа пĕрле/, татакан виçĕ комбайн пурччĕ. Халăх çине тăрса, тĕпĕртетсе, чуна парса ĕçлетчĕ. Икĕ сменăпа, шурăмпуç киличчен, вăй хураттăмăр. Хăмла туса илесси çăмăл ĕç мар. Ана тăрăх чĕркуçленсе шуса çӳременни кăначчĕ. Ĕç укçи нумаях парайман пулсан та премипе май пур таран хавхалантарнă. 90-мĕш çулсенче сăра завочĕн ертӳçисене ют çĕршыва йыхравларĕç. Илĕртрĕç ĕнтĕ — хăйсем таврăннă тĕле картишĕсене çăмăл машина лартса пачĕç. Шăпах çав вăхăтра пирĕн хăмлана туянма пăрахрĕç. Ют çĕршыврине йӳнĕ хакпа илме тытăнчĕç. Хăмлана вырнаçтарайманнипе лаптăка ирĕксĕрех чакарма тиврĕ. Аякрисем çавна çеç кĕтнĕ — тӳрех хака ӳстерчĕç. Пуррине пĕтерме нумай кирлĕ мар вĕт. Çапах кивелнĕ комбайн-сушилкăнах ĕçлеттерме май тупаттăмăр, анчах 90-мĕш çулсенче, çĕршыври лару-тăру улшăннă вăхăтра, хуçалăха ютрисем туянчĕç. Вĕсем хăмла туса илме пăрахрĕç. Паянхи кун республикăра ăна çитĕнтерекен хуçалăхсем пурришĕн савăнатăп. Вĕсене хавхалантарма патшалăх пулăшăвĕ кирлех», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Николай Петрович. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Çыннăн шухăшламалла, техникăн ĕçлемелле

Çапла палăртать физмат пĕтернĕ ферма заведующийĕ

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе самана ыйтнă пек çĕнĕлле йĕркелемелле тесе шухăшлать вăл: «унсăрăн çамрăксене фермăна илĕртме çук». Сăмахăм Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчи Владимир Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче управляющире вăй хуракан Алексей Чернов çинчен. Алексей Геннадиевич ăнлантарнă тăрăх, ферма заведующине кунта паянхилле çапла калаççĕ.

«Вăй хураканĕсем пур, специалистсем çитмеççĕ»

Алексей Чернов Тикаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хальхи вăхăтра çемйипе Вăрмарта пурăнать, Арапуç ялне ĕçлеме çӳрет. Владимир Иванов — унăн йăмăкĕн упăшки. «Фермер хуçалăхне йĕркелесен пĕрле ĕçлеме чĕнчĕ те килĕшрĕм. Владимир Анатольевич тыр-пул туса илессине хăйĕн çине илчĕ, эпĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ытларах ĕçлетĕп. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлӳ илнĕрен ял хуçалăхĕнче тар тăкасси пирки эпĕ шухăшламан та. Вĕренсе пĕтерсен Тутар Республикинчи Кайпăç районĕнчи тутар ялĕнче çулталăк ĕçлерĕм, физикăпа математика вĕрентрĕм. Кайран тăван ялти шкулта ачасене виçĕ çул пĕлӳ патăм. Унтан шăпа Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхне илсе çитерчĕ. Каярахпа предпринимателе кайрăм, çул-йĕр тунă çĕрте ĕçлерĕм», — хăйĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ Алексей Геннадиевич.

«Арабоси» агрофирма панкрута тухнăран 2014 çулта Владимир Иванов хуçалăха хăй çине илнĕ. Малашне мĕнле ĕçлесси пирки ларса тĕплĕн шухăшланă арçынсем. «Ун чухне ферма пушă ларатчĕ, оборудованийĕ кăна пурччĕ. Маларах кунта ĕнесем усранă, анчах вĕсене сутнă… Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртмеллех-çке — «Çемье ферми» программăна хутшăнса 5 миллион тенкĕ грант илтĕмĕр. Çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ пирĕн ĕç-пуç. Ĕнесем, МТЗ-82, апат валеçекен миксер туянтăмăр», – каласа кăтартрĕ Алексей Геннадиевич.

Владимир Иванов хуçалăхĕн ферминче паян 13 çын ĕçлет. Çав шутра — виçĕ доярка. Алексей Чернов пĕлтернĕ тăрăх, дояркăсем пурте тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăраççĕ. Венера Максимова, сăмахран, пĕлтĕр халăх сасăлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе республикăра «Чи лайăх доярка» ята тивĕçнĕ.

«Фермăра дояркăсемпе скотниксем пур-ха, анчах пысăк квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ. Ветеринар, зоотехник кирлĕ. Аталансах пыратпăр, малалла каятпăр, çапах ĕлкĕрсе пыраймастпăр. Нумаях пулмасть пирĕн патра Хусанти ветеринари академийĕнче вĕренекен хĕр (Вăрмар поселокĕнчен вăл) практикăра пулчĕ. Даша ветеринар дипломне илсе пирĕн пата ĕçлеме килсен тем пекехчĕ», — калаçăва тăсрĕ Алексей Геннадиевич. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Урхамахпа, понипе ярăнма, кайăк илемĕпе киленме

Хăй вăхăтĕнче лашапа суха тунă, тыр-пул турттарнă, вăрçа хутшăннă…

Вăхăт иртнĕçемĕн нумай ĕçре ăна техника улăштарчĕ пулин те ут этем пурнăçĕнчен çухалмарĕ-ха. Паян та урхамахсем ăс-тăнĕпе, вăйхалĕпе, хăюлăхĕпе, чăтăмлăхĕпе, шанчăклăхĕпе, туслăха хаклама пĕлнипе тыткăнлаççĕ. Çакна Шупашкар районĕнчи Мошкассинчи «Отклик» лаша спорчĕн клубĕнче курса ĕненме пулать — унта янаварсене юратакансене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Хайхи клубра лашапа паллашма кăна мар, унпа ярăнма та, чунпа канма та пулать.

Лашана юратнипе пĕртен-пĕр машинине сутаççĕ

Лаша спорчĕн клубне уçасси Владимир Андреев усламçа 2012 çулта пĕлĕшĕсем «Отклик» ятлă урхамах парнеленинчен пуçланнă. Çавăнтанпа çемье лаша ĕрчетме тытăннă. Паянхи кун ут витинче — 40 ытла янавар. Вĕсен ытларах пайĕ — Орлов тата вырăс рысакĕсем, Буденный учĕсем, йывăр тиев туртакан Владимир урхамахĕсем.

Лаша спорчĕн клубне Владимир Леонидовичăн мăшăрĕ Юлия ертсе пырать. Чулхула облаçĕнче çуралнă, каярахпа çемйипе Чăваш Ене куçса килнĕскер лаша спорчĕпе 12 çултах туслашнă.

— Хĕр тусăм Шупашкар хулин çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă лаша спорчĕн шкулне чĕнсен турткалашса тăмарăм. Унта вара урхамах утланса çӳреме тӳрех кăмăлларăм. Янаварсемпе юнашар пулас килнипех музыка шкулне çӳреме пăрахрăм. Ипподромра ăсталăха туптаса ăмăртусене тухса çӳреттĕмĕр, вĕсенче пĕрре мар палăртăмăр. Пурăнма хулан урăх районне куçсан та утсем патне васкаттăм. Аслă классенче вĕренĕве ытларах тимлĕх уйăрма тивнĕрен лаша спортне пăрахрăм. Унтан аслă шкулта пĕлӳ илтĕм, тĕрлĕ организацире юристра вăй хутăм. Мăшăра лаша парнелесен кăна янаварпа тепĕр хут куçа-куçăн тĕл пултăм, — ачалăхне, çамрăклăхне куç умне кăларчĕ Юлия Викторовна.

«Отклик» ăйăр валли юлташа темиçе лаша туяннă Андреевсем. Вăхăт иртнĕçемĕн йыш хушăнса пынине кура витесем хăпартнă. Вичкĕн урхамахсемпе Хусанти, Мускаври, Чĕмпĕрти чупусене, конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Çынсем янаварсемпе кăсăкланнине кура лаша спорчĕн клубнех йĕркелеме шухăш тытнă Андреевсем.

— Малтанах утсем ют çынсене мĕнле йышăнасси иккĕлентерчĕ. Ачасем, арçынсем янаварсем çине кăсăкланса пăхнине, вĕсен куçĕ савăнăç хĕлхемĕпе çиçнине курсан тĕрĕс йышăну тунине ăнлантăмăр. Арçынсене сăнама уйрăмах кăсăклă. Эпир, хĕрарăмсем, хамăр кăмăл-туйăма ирĕке яма хăнăхнă, этемлĕхĕн вăйлă çурри апла мар. Анчах урхамахпа юнашар вĕсем пачах урăх, ачаран та ытларах савăнаççĕ! Лашаллă пулас тесе пĕртен-пĕр машинине сутма хатĕр, — йăл кулса каласа кăтартрĕ Юлия Викторовна.

Кĕлеткипе çӳллĕ, илемлĕ, ăратлă лашасен кашнин — хăйĕн ячĕ. Ăнсăртран шухăшласа кăларнисем мар. Лаша ĕрчетекенсен хăйсен правили пур: Орлов рысакĕн тихин ячĕ амăшĕн ячĕн пирвайхи сас паллинчен пуçланмалла, çавăн пекех унта ашшĕ ячĕн малтанхи сас палли те пулмалла. Тĕслĕхрен, Откликăн ашшĕ — Кудесник, амăшĕ Окраина пулнă. Ытти урхамаха та çак йăлана тĕпе хурса ят панă. Янавара хăйне евĕрлĕ, илемлĕ ят тупса парас тĕллевпе лаша спорчĕн клубĕ социаллă сетьсенче те конкурс ирттерет, чи хастаррисен сертификатлă пулма шанăç пур. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш хĕрĕпе эрмен каччи Питĕрте паллашнă та…

Аллă çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ

«Икĕ çынна мăшăр пулма шăпа пӳрнĕ тĕк вĕсем пĕр-пĕрин чĕрине тӳрех кĕрсе вырнаçаççĕ», — теççĕ Григорянсем. Çакна вĕсен тĕслĕхĕ уççăн çирĕплетет. Миша Гришевичпа Людмила Азарьевна 50 çул каялла çемье çавăрнă, пĕр-пĕрне паян та çамрăк чухнехи пекех юратса пурăнаççĕ.

Самантлăх тĕлпулу

«Манăн арăм епле чипер», — тет кил хуçи сăн ӳкерчĕксен хушшинчен пĕрне суйласа илсе мана тыттарнă май. Çур ĕмĕр каялла ӳкернĕ ăна, ун çинче пĕркенчĕк айĕнчен ăшшăн пăхса кулакан чăваш хĕрĕ тата шурă кĕпепе хура костюм тăхăннă эрмен каччи сăнланнă...

«Ман пирки вĕт вăл француз тесе шутланă», — калаçăва тăснă май пĕлтерет Миша Гришевич. Вĕсен тĕлпулăвĕн историйĕ питĕ хăйне евĕрлĕ, кăсăклă. 1969 çул. Аппăшĕ Мишăна, Ереванри ӳнер училищин 5-мĕш курс студентне, турист путевкипе Питĕр курма илсе кайнă. «Хулана çитсен аппа хăйĕн ĕçĕсемпе таçта вĕçтерчĕ. Эпĕ Нева тăрăх уçăлма тухса утрăм. Çапла васкамасăр унталла-кунталла çӳретĕп. Сасартăк куç тĕлне чипер хĕр пулчĕ. Ун патне пытăм, калаçса кайрăмăр», — пĕлтерет Миша Гришевич. Анчах çав тĕлпулу питĕ кĕске пулнă. Çамрăксем пĕр-пĕрин ятне тата ăçта пурăннине кăна ыйтма ĕлкĕрнĕ. Тата çыру çӳретме калаçса татăлнă.

Çапла ăнсăртран тĕл пулса тĕвĕленнĕ туслăх çулталăка тăсăлнă. Пĕр-пĕринчен инçетре пулин те хутшăнăва çамрăксем çыру урлă çирĕплетсе пынă. Паллашнăранпа пĕр çул иртсен Миша Григорян чун-чĕрине канăç паман хĕрпе çывăхрах паллашма Чăваш Ене персе çитнĕ. Людмила Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Ашшĕ-амăшĕ Муркаш районĕнчен тухнă. Чăваш Республикинчен тăван тăрăхне таврăннă хыççăн вăхăт нумай та иртмен — ашшĕ Мишăна çирĕппĕн каланă: «Ывăлăм, авланма вăхăт».

Григорянсем икĕ туй тунă. Пĕрремĕшне кунта — чăваш çĕрĕнче — кĕрлеттернĕ. Иккĕмĕшне — Арменире. «Хĕр илме манпа пĕрле тăван аппа тата икĕ сыпăкри аппа килчĕç. Шупашкарта чăваш туйĕ туса авланнă хыççăн тӳрех Армение тухса кайрăмăр. Хуняма пĕрле пычĕ. Ленинакана çитсен пире вокзал тулли халăх кĕтсе илчĕ. Хуняма та питĕ хитре хĕрарăмччĕ. Хăшĕ-пĕри ăна манăн арăм вырăнне йышăннă, саламласа чуптума та пуçланă. Тăвансем, çывăх çынсем питĕ лайăх йышăнчĕç. Пуян сĕтел хатĕрленĕ. Хулара, паллах, авалхи йăлаллă пысăк туй тăваймастăн. Çамрăксемпе пĕрле савăнтăмăр. Тепĕр кунне сăн ӳкерттерме кайрăмăр. Шăпах çак сăн ӳкерчĕк ĕнтĕ вăл. Çакăн пеккиех, пысăкки, Ленинаканри тĕп ательере çулталăк çакăнса тăчĕ», — çур ĕмĕр каяллахисене йăл кулса аса илчĕç Григорянсем. «Эсир ун чухнех Тăван çĕршывăрта паллă çын пулнă ĕнтĕ?» — ыйтатăп Миша Гришевичран. Вăл пĕр вăхăт шухăша кайса ларчĕ те: «Ун чухне мана студентсемпе вĕсен ашшĕамăшĕ кăна пĕлнĕ. Чăваш Ен манна тĕнчипе паллă çын турĕ», — терĕ. Çав çулсенче Миша Григорян преподавательте ĕçленĕ, ӳнер училищинче вĕрентнĕ... <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Дубайра хĕвелтен хăраман

Дубайра пулса курма кам ĕмĕтленмест-ши? Вăл илемĕпе, техника çĕнĕлĕхĕсемпе, ытти çĕршывран малта пыма тăрăшнипе илĕртет. Пуянсен хули теме май пур Дубая. Анчах вăл яланах çакăн пек пулман — хăйĕн историйĕнче чухăнлăха та тӳссе ирттернĕ, çавăнпа унăн паянхи ăнăçăвĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕ Алина Ларшникова та мăшăрĕпе Владиславпа араб çĕршывне çитсе курчĕ. «Коронавирус алхасать-çке. Тухса кайма хăраман-и?» — ыйту çуралчĕ пулĕ хăшĕ-пĕрин. Куншăн хумханма кирлĕ мар. Инфекци пуррипе çуккине Раççейре те, Араб Эмиратĕнче те тĕрĕсленĕ – йĕркеллех.

Çӳллĕрех, чаплăрах

Дубай урамĕпе утнă чухне тӳрех ăнланатăн — эсĕ Раççейре мар, унта хурăн-çăка тав¬рашĕ курăнмасть — çул хĕррипе пальмăсем ӳсеççĕ. Ларшниковсем суйланă хăна çурчĕ Перси заливĕ еннелле вырнаçнă. Пляжран инçерех, анчах кирлĕ вырăна автобус çăмăллăнах илсе çитерет. Ăшă шыв… Сывлăш температури 30-32 градус… Хĕллехи сивĕрен ывăнса çитнĕскерсене тата мĕн кирлĕ? Вырăнта пурăнакансем, туристсем шăрăхпа аптăрасран пур çĕрте те кондиционер вырнаçтарнă. Машинăсенче те пур вăл. Сăмах май, Дубайра ахаль йышши машинăна кураймăн — пурте чаплă, такси таранах. Хăна çуртне кĕрсен те тӳрех сулхăн пырса çапать. Дубай Молра та сивĕ пулнине палăртрĕ Алина Николаевна. «Сафари» паркра чĕр чунсем валли те кондиционер лартнă», — терĕ вăл.

Гид ăнлантарнă тăрăх, Дубай Японипе ăмăртать. Акă, кунта тĕнчери чи пысăк суту-илӳ центрĕ — Дубай Молл — вырнаçнă. Вăхăт иртсен Японире унран та пысăкраххине туса лартнă. Дубай парăнма васкаман — хайхи суту-илӳ центрне тата çавăн чухлĕ хăпартнă. Ун хыççăнах тĕнчери чи пысăк хăна çуртне çĕкленĕ — Бурдж-эль-Араб. Анчах вĕсенчен ирттерекен тупăнсан тепĕр хăна çурчĕ тунă — Кĕлчечек башни унчченхинчен те çӳллĕрех. Ларшниковсем кану вăхăтĕнче шăпах çавăнта пурăннă.

Ăнлантăр ĕнтĕ: пур енĕпе те чи лайăххи пулма тăрăшать Дубай. «Эпир сăпайлă халăх, ылтăна çеç юрататпăр», — теççĕ унта пурăнакансем. Хальлĕхе тĕнчери чи çӳллĕ тата нумай хутлă çурт та Дубайра вырнаçнă. Бурдж Халифа ят панă ăна. Тĕнчере унран çӳллĕреххине çĕклекен тупăнсан вĕсен ăна тата хăпартма май пур — кранĕ те чи çӳлти хутрах ларать. Паллах, кунта вулакана тепĕр ыйту канăçсăрлантарĕ — вăйлă çилпе силленмест-и ку çурт? Строительсем каланă тăрăх, енчен енне 1,5 метр таран хускалма пултарать вăл, анчах çакна никам та туймасть.

Ларшниковсем Дубая та юратнă «Хыпар» хаçата илсе кайнă. Владислав чăваш тĕрриллĕ тум тата Раççей ялавĕн тĕсĕллĕ маска тăхăнма та ӳркенмен. Çавна май вырăсла калаçакансем вĕсене курсан сывлăх сунмасăр иртмен. Дубайра куçман пурлăх туянмашкăн сĕнекен те тупăннă. «Тен, хăçан та пулин илĕпĕр? Анчах халех мар-ха», — хурав панă Ларшниковсем.

«Дубай – питĕ таса та тирпейлĕ хула. Анчах халĕ, тĕнчере коронавирус сарăлнă тапхăрта, маскăсăр ниçта та тухаймăн. Сăн ӳкернĕ чухне те çын куриччен темиçе çеккунтлăха кăна хываттăмăр, унтан тӳрех пите хуплаттăмăр. Унсăрăн маска тăхăнмаллине çийĕнчех пырса асăрхаттараççĕ», — аса илӳсемпе малалла паллаштарчĕ Алина Ларшникова.

Йĕркене пăхăнманни çыншăн хăйĕншĕнех сиенлĕ. Штраф мĕн чухлĕ тӳлемеллине пĕлсен самантрах саккуна сăмахсăрах пăхăнакан пулса тăратăн. Ав, общество вырăнĕнче чăмлак чăмланăшăн та самай пысăк штраф тӳлеттереççĕ. Çавăнпа вăл çумра пачах пулмасан аванрах та, унсăрăн хăв сисмесĕрех чăмлама тытăнăн та штраф тӳлеме тивĕ. Раççей укçине куçарсан штраф виçи 300 пин тенкĕпе танлашать. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.