Çамрăксен хаçачĕ 13 (6361) № 08.04.2021
Çуралсанах комăна кĕрсе ӳкнĕ
ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН ЛЮБОВЬ КОРЧАКОВА ЫВĂЛĔ АУТИЗМПА ЧИРЛЕНИНЕ ЧЫЛАЙ МАЛАРАХ ЧУХЛАНĂ. АНЧАХ ТУХТĂРСЕМ КУН ПИРКИ АМĂШНЕ УÇÇĂН КАЛАМАН. ЯРОСЛАВ 5 ÇУЛ ТУЛТАРСАН ТИН ДИАГНОЗА ÇИРĔПЛЕТНĔ.
Ытти ачаран уйрăлса тăман
Любовь Корчакова Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Пушăн 31-мĕшĕнче юр çума тытăнчĕ, хулана хĕлле таврăнчĕ. Çуркуннене чăтăмсăррăн кĕтекен çынсем, ахăртнех, кăмăлсăрланчĕç. Манăн ывăлăм вара çав кун питĕ хаваслăччĕ. Вăл çăварне карса юр пĕрчисене тытрĕ, шыв кӳленчĕкĕсене асăрхамасăр çиле хирĕç савăнăçлăн чупрĕ. Çавăн пек туйăмлă вĕсем, аутизмпа чирлĕ ачасем. Ыттисем курман илеме асăрхаççĕ», — калаçăва пуçларĕ Любовь. Унтан Ярослав çут тĕнчене килнĕ куна куçĕ умне кăларчĕ. Ывăлĕ срокран маларах, 35-мĕш эрнере, çуралнă, 2550 грамм тайнă. Ача тӳрех комăна кĕрсе ӳкнĕ, ăна реанимаци уйрăмне илсе кайнă.
«Тухтăрсем нимĕнле шанчăк та памарĕç. Эпĕ макăра-макăра Турăран пулăшу ыйтрăм. Вăл манăн кĕлле илтрех. Ярослав часах хăй тĕллĕн сывлама, зонтсăр çиме тытăнчĕ. Тантăшĕсене хăвăртах хăваласа çитрĕ. Çулталăк тултариччен вăл ытти ачаран уйрăлса тăмастчĕ. Кулатчĕ, вылятчĕ... 8-9 уйăхрах мана «анне» теме пуçларĕ. Пĕрремĕш утăмсене туни куç умĕнчех. Çулталăк çурăра тухтăрсем вакцинацие пуçăнма ирĕк пачĕç. Эпир пĕрин хыççăн теприне тутартăмăр. Пĕр кунра ха-рăсах темиçе прививка тутарни те пулнă. Ачан дисбактериоз пуçланчĕ, вар-хырăмĕ ыратнипе нушаланчĕ. Çакăн хыççăн вăл апата тиркеме тытăнчĕ. Эмел тĕслĕ пăтăсемпе яшкана, сĕт-турăх çиме пăрахрĕ. Эпĕ чĕнсен те хуравламарĕ. Йăл кулакан, çĕннине пĕлме талпăнакан ача темиçе уйăхра палламалла мар улшăнчĕ. Ярослав калаçма, йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе кăсăкланма пăрахрĕ. Эпĕ унпа мĕн пулса иртнине ăнланаймарăм, хам та депрессие кĕрсе ӳкрĕм», — аса илчĕ Люба.
Савăнăç куççулĕ
Ярослав 2 çул çурăра чухне Люба аутизм пирки вуласа пĕлнĕ, ывăлĕ çак чирпе нушаланнине ăнланнă. Анчах тухтăрсем кун пирки шарламан. Ярослав 5 çул тултарсан тин диагноза çирĕплетнĕ, сусăррисен йышне кĕртмешкĕн документсем хатĕрлеме хушнă. Люба шанчăка çухатман, ывăлĕ калаçма пуçласса кĕтнĕ...
Ярослав 3 çул тултариччен вĕсем кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче, Асанкассинче, пурăннă. Çывăх çыннисем Любăна ыттисенчен урăхларах ачана пăхма пулăшнă. Пĕртăванĕсем те айккинче юлман. «Хулана куçсанах пурăнмалли вырăн çукчĕ, хваттер тара тытрăм. Тăкаклăччĕ. Тăвансем укçан пулăшатчĕç, ачапа ларатчĕç. Диагноза çирĕплетиччен неврологи уйрăмĕнче çулталăкра икĕ хут сипленеттĕмĕр. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Алтайри пыла упа та килĕштернĕ
Тутарстанри чăваш ялĕнче çуралнă Валерий Степанов Алтайра 20 çул ытла пурăнать. Унта вăл хурт-хăмăрпа ĕçлеме тытăннă. Чăваш арне тайга мĕнпе илĕртнĕ-ха? Тăван тăрăхран аякра пурăнакан Валерипе интернет урлă çыхăнтăмăр.
Пĕр чăматан йăтса
«Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пурнăç çăмăл марччĕ. Ĕç вырăнĕ тупма йывăрччĕ. Пичче Василий пĕр чăматан йăтрĕ те Алтая тухса кайрĕ. Вăл ют тăрăха пурăнма куçиччен хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе пĕлӳ илчĕ. Пирĕн атте те темиçе вĕлле тытатчĕ. Эпĕ салтакран таврăннă çĕре пĕри те юлманччĕ. Пичче Алтайра хурт-хăмăр ĕрчетмешкĕн лайăх майсем пуррине малтанах пĕлнĕ. Аякри регионта унăн пĕлĕшсем пулман, ăна никам та кĕтсе тăман. Малтанах вăл вăрманта палаткăра пурăннă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă: пичче вĕллесем ăсталаса хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă. Темиçе çултан эпĕ те лайăх пур¬нăç шыраса Алтая тухса кайрăм. Малтан пичче патĕнче пурăнтăм, ăна вĕлле хурчĕсене пăхма пулăшрăм. Вăл мана шалу тӳлетчĕ. Пурнăç тăршшĕпех унăн ĕнси çинче ларас килмерĕ. Пыл туса илме вĕренсен хам та утар тытма тĕллев лартрăм. Василий шухăша ырларĕ. Унăн хăма çурмалли станок пурччĕ. Çавăнпа усă курса вăл малтан — 20, кайран тепĕр 20 вĕлле ăсталаса пачĕ. Халĕ манăн утарта — 150 ытла вĕлле», — тайгари ĕçĕпе паллаштарчĕ Валерий.
Унăн утарĕнче пурăнмалли çурт та, вĕлле хурчĕсене хĕл каçармалли омшаник та, ĕç хатĕрĕсене упрамалли пӳлĕм те пур. Валерий каласа кăтартнă тăрăх, тайгари пыл пирĕн тăрăхринчен техĕмлĕ шăршипе, тутипе уйрăлса тăрать. Вĕлле хурчĕсем пыла вăрманта ӳсекен сиплĕ курăксемпе чечексем çинчен пуçтараççĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Анализсем аван, 100 çула çитетĕнех»
Çапла каланă тухтăрта тăрăшакан тăванĕсем Сима аппана
«Кашни кун пĕчĕк хăнăхтарусене 100-шер хут тăватăп, телевизорпа хыпарсем пăхатăп, хаçата «çисе» ярасла вулатăп, ăна килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп», — çапла каласа тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнче пурăнакан Серафима Федорова. Вăл тепĕр 2 уйăхран 100 çул тултарнине ĕненес те килмерĕ, чылай çамрăкрах пек туйăнать.
Ыйткалакансене апат çитернĕ
Сима аппа çĕртмен 1-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнче кун çути курнă. Çемьере 6 ача çитĕннĕ. Аслашшĕ те пĕрле пысăк çуртра кун кунланă. «7 çулта шкула каясшăнччĕ. «Вĕренме ĕлкĕретĕн-ха, киле кайса пуканепе выля», — терĕ учитель. Тепĕр çулхине Раиса Ивановна мана йышăнчĕ. Класс пысăкчĕ, 28 ача вĕренетчĕ. Сăхман, фуфайка тăхăнса çӳреттĕмĕр. Тăхтав вăхăтĕнче эх! алхасаттăмăр вара», — шкул вăхăтне аса илчĕ Серафима Тимофеевна. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухне вăл октябреноксен ретне тăнă, кайран ăна пионера йышăннă. Пионерсене колхоз уйне кĕл пуçтарма янă. Праçниксенче вĕсем ял тăрăх çӳренĕ, пĕр вĕçĕнчен теприне çитнĕ. Урара — çăпата, тĕпне такан çапнă. Пылчăк чухне меллĕ пулнă ку. Анчах утсан-утсан такан та татăлса ӳкнĕ.
Симăн ашшĕ пуян çын патĕнче ĕçленĕ, амăшĕ — колхозра. Çавăнпа çемье çăкăрсăр ларман, укçи тыткаламалăх пулнă. Серафима 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне икĕ хутлă йывăç пӳрт хăпартма мехел çитернĕ. Шкулпа сыв пуллашсан хĕр тантăшĕсемпе пĕрле Хусана çул тытнă. Вĕсем шурă халат тăхăнса çӳреме ĕмĕтленнĕ, анчах тĕллев пурнăçланман: пĕри те тухтăра вĕренме кĕреймен. Кĕр çывхарнă, хĕрсем ĕç шырама пикеннĕ. Çамрăксене районти ронона кайса пăхма сĕннĕ. Хĕрсем унта кĕме хăраса алăк умĕнче кăнтăрлаччен тăнă. «Кунтах кун каçрăр. Мĕн тума килтĕр?» — ыйтнă иртсе пыракан арçын. Хайхискер роно пуçлăхĕ пулнă. Хĕрсем ĕç шыранине, учитель пулас килнине илтсен арçын вĕсене пулăшнă. Серафимăн аттестатне курсан ăна чăваш тата нимĕç чĕлхисене вĕрентме илнĕ. «Çапла учитель пулса тăтăм, унта çулталăк тăрăшрăм. Ачасем алхасаççĕ. «Ваççа! Лида!..» — чарăнччăр тесе кăшкăратăп кăна хам. Ун пек тума юрамасть, методикăна пĕлместĕп та-ха эпĕ. Вара мана Канашри педагогика училищине вĕренме ячĕç, методикăна «пиллĕклĕх» патăм. Нимĕç чĕлхи учителĕ фронтран аманса таврăнсан мана вырăс чĕлхин вĕрентекенĕ пулма шанчĕç», — каласа кăтартрĕ Серафима Тимофеевна.
Çамрăк учитель вăрçă çулĕсенче ачасене пĕлӳ пама тăрăшнă. Класа хутса ăшăтма тесе вăрмана çунашкапа вутта çӳренĕ. Хĕлле сивĕ пулнăран вăл класра тутăрне салтман, çири тумне хывса курман. Ачасем алхасса ăшăннă хăть. Йывăр вăхăт пулсан та шăпăрлансем вĕренме тăрăшнă. Класра сахалтан та 26 ача ăс пухнă. Тепĕр чухне хушамачĕсем журнала вырнаçман. «Çав çулсене аса илетĕп те «Мĕнле чăтнă-ши?» — тесе шухăшлатăп. Вара макăрас килет. «Çук, йĕместĕп-ха», — тетĕп хама. Юратнă «Уçланкăри палан» юрра юрлатăп та веçех иртет. Нушаллă пулсан та пурăннă вĕт. Вăрçă çулĕсенче аннене пĕччен йывăр килчĕ. Атте 48 çултах вилчĕ. Анне ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатрĕ, макăрнипе ӳксе юлатчĕ. Вăл ялти халăха нумай пулăшрĕ. Эпир начар пурăнман-ха та. Кашни кун пирĕн пата 2-3 çын ыйткалама килетчĕ, пĕрне те пушă алăпа кăларса яман. Анне килнĕ çынна сĕтел хушшине лартса апат çитеретчĕ», — сăмах çăмхи малалла сӳтĕлчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Чикан майрисем юмăç пăхма пăрахнă
Ирĕклĕхе юратакан чикансем хăйсен саккунĕсене пăхăнаççĕ. Çак халăх хĕрӳлĕхĕпе хавхаланнă çыравçăсем романсем хайлаççĕ. Вĕсем пирки калаçу пуçарсанах «Кармелита» телесериал аса килет. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри чикансем мĕнлерех пурăнаççĕ-ши? Улатăр районĕнчи Чуварлей салинче тĕпленнĕ Николай Балашовпа çак халăх йăли-йĕрки пирки калаçрăм.
Пĕр вырăнта тĕпленеççĕ. Эпĕ Мордва Республикинче çуралса ӳснĕ. Хальхи пек астăватăп: 2002 çулта çак тăрăха куçса килтĕмĕр. Эпĕ 14-раччĕ. Атте Улатăр районĕнчи Чуварлей салинче пурăннă, вăй питти чухне çĕнĕ вырăна куçнă. Ватлăхра каялла Чăваш Ене таврăнас терĕ. Пирĕн çемьере йĕрке çирĕпчĕ: атте сăмахĕ саккун вырăнĕнчех пулнă.
Чикансем пирки тĕрлĕ сăмах çӳрет. Вĕсем — ултавçăсем, ют пурлăха хапсăнакансем, çăмăл пурнăç шыракансем… Пурне те пĕр калăппа виçмелле мар. Пирĕн халăх тĕнчипех саланнă пулин те питĕ туслă. Хальхи вăхăтра вырăнтан вырăна куçса çӳрекен чикансем юлмарĕç. Пирĕн ачасем шкула çӳреççĕ, пĕлӳ патне туртăнакансем институт-университета вĕренме кĕреççĕ. Хĕрсене те ĕçлеме чармастпăр. Кăмăлĕ пур пулсан професси илччĕр, пурнăçра хăйĕн çулне тупчăр. Самана улшăнчĕ, халĕ ĕçлемесĕр укçа пулмĕ.
Çапах чун ирĕкеллех туртăнать. Тепĕр чухне урхамах утланса таса уя тухас, çил ачипе хăваламалла выляс килет. Чикансем халĕ лаша тытмаççĕ. Кахаллантăмăр темелле-ши? Ĕлĕк уй-хирте ача-пăчана мĕнле çитĕнтернĕ-ши? Эпĕ ун пек пурăнаймастăпах. Хăтлăха хăнăхрăм.
Кашни эрнере — чиркĕве. Мăшăрпа 4 ача ӳстеретпĕр. Чикансен çемйинче вăтамран 3-4 тĕпренчĕк çитĕнет. Тăвансен йышĕнче 6-8 ачаллисем те пур. Турă мĕн чухлĕ парать, çавăн чухлĕ çуратаççĕ. Пирĕншĕн хырăм пăрахни — пысăк çылăх. Хĕрарăмсем килте çуратмаççĕ, больницăна каяççĕ. Йыш хушăнни — пысăк телей. Пирĕн асли хĕр пулчĕ. Çулталăкран ывăла алла тытрăм. Манран телейлĕрех çын çукчĕ пулĕ. Ачасене вырăссен тата чикансен ятне паратпăр. 12-ри ывăлăма шкулта Руслан тесе чĕнеççĕ, килте вăл — Майор. Хĕрĕмсем — Марийăпа Любовь. Тăвансем вĕсене Майя тата Люба теççĕ.
Эпир православи тĕнне ĕненетпĕр. Кашни шăматкунпа вырсарникун çемьепе Чуварлей салинчи чиркĕве кĕлле каятпăр. Ачасем те пирĕнтен юлмаççĕ: типĕ тытаççĕ, çылăхсене каçарттараççĕ. Шел те, чикансен уявĕсем манăçа тухса пыраççĕ. Эпир вырăнти культурăна пăхăнатпăр. Православи уявĕсене паллă тăватпăр: Раштавра, Мăнкунра сĕтел тулли ĕçме-çиме лартатпăр, пĕрле пухăнса савăнатпăр. Манăн ачасем Пан улми сăпасне кăмăллаççĕ. Мăшăрăм Чухае пыллантарнă пан улми пĕçерет. Унсăр пуçне сĕтел çине арпус, дыня касса хуратпăр.
Пехилсĕр çемье çавăрмаççĕ. 13-15-ри чикан каччи туй туса авланни — йĕркеллĕ пулăм. Хĕре тĕплĕ шыраççĕ. Сайра хутра иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри тăвана качча илни тĕл пулать. Анчах ватăсем кун пеккине сивлеççĕ. Пехил илмен çемье телей кураймĕ. Ытти халăха чикансем ир авланни тĕлĕнтерет. Каччăсем шухăш- кăмăлĕпе «пиçсе çитсен» тин хĕр шырама пуçлаççĕ. Чикан ачисем пĕрмай аслисен хушшинче пулнăран хăвăрт ӳсеççĕ. Эпĕ курнă чи çамрăк мăшăр 14-раччĕ.
9-10-ри хĕрачана çураçни те пулать. Унăн ашшĕ-амăшĕ хирĕç мар тăк ăна каччăн килне илсе каяççĕ. Пике 13-15 çул тултарсан туй тăваççĕ. Каччăн хĕршĕн калăм тӳлемелле. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Чĕмсĕр чиперккесем валли тум çĕлет
Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăсра çуралса ӳснĕ Луиза Носкова журналист пулас ĕмĕтпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах студент ятне илтнĕ хĕрĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайман, чирлĕ амăшне шеллесе яла таврăннă.
17 çултан Луиза Николаевна аслă шкул алăкне тепĕр хут уçнă, технологи учительне вĕренсе тухнă. Луиза аппа мĕн ачаран ал ĕçĕпе кăсăкланнă. «Анне пĕрремĕш ачине 22-ре çуратнă. Çав кун пирĕн çемье çине пысăк инкек йăтăнса аннă. Тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килсен аннене шалкăм çапнă. Унăн сулахай аллипе ури ĕçлеме пăрахнă. Ачи те пурнăç илемне курмасăрах вилнĕ», — чунне ыраттарса каларĕ Луиза Николаевна. Çемье пысăк хуйха чăтса ирттерсе пуласлăх пирки шухăшлама вăй çитернĕ. Валентина Антоновна майĕпен ура çине тăнă, аллине хускатма тытăннă. «Аçăр лайăх çын», — тенĕ шалкăм çапнă хыççăн 5 хĕрпе 2 ывăл çуратнă амăшĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшнă Николай Ивановича ял-йыш та хисепленĕ. Пĕрремĕш ачине çуратсан сусăрланса юлнă Валентина Антоновна ахаль ларман, хăй тĕллĕн çĕвĕçе вĕреннĕ, ачисем валли çи-пуç çĕлеме пуçланă. Амăшĕ хĕрĕсене те ал ĕçĕ тума вĕрентнĕ.
«Аппасем ӳссен хĕр тупри хатĕрлеме пуçларăмăр. Аннепе пĕрле утиялсем çĕлеттĕмĕр, ăшне аптекăра туяннă хура мамăк тултараттăмăр. Çавăн чухнех тĕрлес туртăм çуралчĕ. Пире ĕçсĕр лартман», — терĕ Луиза Николаевна.
Пиччĕшĕ ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса тухсан вăл çывăх çыннисене шелленĕ. Вĕсенчен ытла аякра пурăнас килмен. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
90-ра та вутă çурнă
Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче пурăнакан Ольга Фомина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 21-ре пулнă. Çав çулхи кĕркунне ăна Сăр юхан шывĕ хĕррине окоп чавма янă.
Улькка хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкула ăс пухма çӳренĕ. Класра чи кĕçĕнни пулсан та вăл лайăх вĕреннĕ. 14 çулта чухне Кăмаша лесничествинче ĕçлеме пуçланă, йывăçсем лартнă. Куншăн вĕсене тумтир панă. 16 çул тултарсан колхоза дояркăна вырнаçнă. Çамрăкскер сĕт суса илес енĕпе лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ялти пурнăç тĕпрен улшăннă. Пĕр самант Ольга Михайловнăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Пĕр кунра 18 арçын фронта тухса кайнă, ялта хĕрарăмсем макăрнă сасă тăнă. Тылра хĕрарăмсем, стариксем, ачасем юлнă. Кĕркунне тăшман Мускав патнелле çывхарнă. Çавăн чухне çынсене окоп чавма яма пуçланă. Колхоз председателĕ Ульккана та доярка ĕçне пăрахма хушнă. Тури Кăмаша çыннисем кĕреçе, лум, пуртă йăтса Сăр юхан шывĕ еннелле утнă. Çав çул хĕлле 40 градус сивĕ тăнă. Пите час-часах тăм илнĕ, алса йĕпенсе пăрланнă, çăпата часах саланнă. Ăшă тум пулман. Хăшĕ-пĕри чирлесе вилнĕ. «Пĕр арçын чирлерĕ те сывалаймарĕ, вилчĕ. Арăмĕ пĕчĕк ачисемпе тăлăха юлчĕ, — каласа кăтартрĕ Ольга Михайловна. Унтан кинемей аллипе мачча еннелле сулса траншейăна мĕн тарăнăш чавнине кăтартрĕ: — Ак çакăн çӳллĕшехчĕ». Окоп чавакансем çĕр пӳртре 5-12-ĕн пурăннă. Çĕр çине улăм сарса çири тума хывмасăрах çывăрнă. Улăмне колхозран лашапа илсе килнĕ. Йĕпе тумтир ирччен типмен, çавăн пекех ĕçлеме кайнă. Çĕр пӳртре питĕ сивĕ пулнăран ялтан тимĕр буржуйка илсе килнĕ. Ăна хутма вутă-шанкă хатĕрленĕ. Çĕрле тăрса кăмакана вутă пăрахнă. Çĕр пӳртре ăшă тăтăр тесе алăк тунă. Ăна Ульккан шăллĕ ялтан кӳрсе килнĕ хăмасенчен ăсталанă. <...>
Вера КУЗНЕЦОВА, Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмашари библиотека заведующийĕ.
♦ ♦ ♦
Мĕншĕн тавлаштарнă «Хурлăхан»?
«Хусан чăвашĕсем» ушкăн репертуарĕнчи «Хурлăхан» юрă хит пулса тăчĕ. Халăх кăмăллаканскере тĕрлĕ хит-парадра та час- часах çавăрттараççĕ. Нумаях пулмасть ку юрă чăваш эстрадинче тавлашу çуратрĕ. Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ концертра çамрăк юрăçсем ăна автортан ирĕк ыйтмасăр юрланинчен пуçланнă ку ĕç-пуç.
«Хусан чăвашĕсем» ку юрра 2000 çултанпа шăрантараççĕ. Ушкăн ертӳçи Алексей Наумов сăвва Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн кĕнекинче курнă та килĕштернĕ, юрра хывма шухăшланă, нотисене Тутарстанра тухса тăракан «Сувар» хаçатра та пичетленĕ. Юлашки вăхăтра «Хусан чăвашĕсем» сцена çинче курăнмаççĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем Лев Плотниковпа Данила Зайцев «Хурлăхан» юрра концертра шăрантарни Алексей Наумовшăн кĕтменлĕх пулнă. Ăна унран ыйтмасăрах шăрантарни кăмăлне хуçнă. «Манăнне кăна мар, сăвă авторĕн Юрий Сементерĕн, аранжировщикăн прависене те пăсни ку», — терĕ вăл унпа çыхăнсан. Концерт йĕркелӳçи, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Светлана Григорьева, çынсенчен акă мĕн пĕлнĕ: сăвă авторĕ — Элĕк районĕнче пурăннă Алексей Жарков. Ку юрă аудиокассета çинче те юлнă-мĕн. Мĕн пулса иртнĕ «Хурлăханпа»? Çакна уçăмлатас тĕллевпе ку пăтăрмахпа тачă çыхăннă çынсемпе калаçрăм.
Лев ПЛОТНИКОВ, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕ:
— Ку юрра гитара каласа икĕ хут юрларăмăр. Иккĕмĕш хутĕнче куракансем ыйтнипе, «на бис», пĕр çаврăмне шăрантартăмăр. Концерт йĕркелӳçи каланă тăрăх, автортан ирĕк ыйтнă. Çынсем видео ӳкерсе интернета вырнаçтарсан Алексей Наумов ăна курнă. Пирĕн пата çырса мĕншĕн ирĕк ыйтмасăр юрлани пирки ыйтрĕ. Концерта Наци телекуравĕ те ӳкернĕ. Алексей Наумов каçару ыйтса килĕшӳ патне çитме сĕнчĕ. Çакна видео ӳкерсе интернета вырнаçтартăмăр. Телекурав ĕçченĕсене эпир юрланă саманта касса кăларма каларăмăр. <...>
Ыйтăва Ирина КОШКИНА тишкернĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...