Комментари хушас

2 Ака, 2021

Шкул ачисене тутлӑ ҫитереҫҫӗ

ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата нацисен ыйтӑвӗсен комитечӗ паян Шупашкар хулинчи 61-мӗш, 5-мӗш гимназире, Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи шкулта пуҫламӑш классенче вӗренекенсене тӳлевсӗр апатпа мӗнле шайра тивӗҫтернине тӗрӗслерӗ.

Тӗпрен илсен, шкулта тутлӑ тата пахалӑхлӑ апат ҫитереҫҫӗ. Ҫакна столовӑй ӗҫченӗсем кӑна мар, ачасем те ҫирӗплетрӗҫ. Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем пурте тӳлевсӗр апатланаҫҫӗ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем валли пӗчӗкрех хаксем ҫирӗплетнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, апат пахалӑхне яваплӑ органсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех столовӑйсене хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ пек ҫӗнетсе пырассине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Пуҫламӑш классенче вӗренекенсене тӳлевсӗр апатлантарассине йӗркелессине депутатсем шкул директорӗсемпе, район, хула администрацийӗсен ертӳҫисемпе, вӗрентӳ министерствин, явалӑ ытти орган представителӗсемпе сӳтсе яврӗҫ. Канашлу тӗп хулари 5-мӗш гимназире иртрӗ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Рубрика: