Ҫӗрпӳсем туризм аталантарасшӑн
Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕрпÿ районĕнче пулчĕ. Чи малтан Çĕрпÿри "Кăнтăр" микрорайонта тăвакан социаллă объектсемпе паллашрĕ.
Микрорайонта садик çĕклеме пуçланă, унта çитме çул тăваççĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Беккер каланă тăрăх, микрорайонта пăр кермен, культура çурчĕ тата нумай хваттерлĕ çуртсем тума палăртнă. Çĕрпÿ тăрăхĕнче туризма аталантарас тĕллевпе пысăк ĕç пуçланă. Мускаври архитекторсем проект хатĕрлеççĕ. Елена Гонсалес каланă тăрăх, хулара туризм инфратытăмне аталантармалла: хăна çурчĕсем, чарăну вырăнĕсем тата ытти те.
Çавăн пекех Олег Алексеевич Çĕрпÿре çурхи шыв-шур тапхăрне епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, юр нумай пулнăран юхан шыв "картаран" тухас хăрушлăх пысăк, çавăнпа пур службăна та хатĕр тăма хушрĕ регион ертÿçи. Чурачăкри шкула та çитсе килчĕ. 1968 çулта тунă çурт юхăнса кайнă. Спортзал алăкĕ çине çавна пула çăра çакнă.
Ялта çĕнĕ шкул тумалли куçкĕрет. Телее, унăн проектне туса хатĕрленĕ. Олег Николаев çĕнĕ шкула çывăх çулсенче тума пуçламаллине палăртрĕ. Вырăнти çул-йĕр предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Сăмах май, ку организаци тăрăшнипе ялти ачасем валли спорт инфратытăмне çĕнетнĕ.
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...