Комментари хушас

31 Пуш, 2021

Волонтерсем йытăсене те пулăшаççĕ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин волонтер центрне уçнăранпа паян пĕр çулталăк çитрĕ.

Парти членĕсем ыр кăмăллăх ĕçне республикăра коронавирус инфекцийĕ алхасма пуçланă вăхăтра кӳлĕннĕ. Ку таранччен хастарсем çĕр-çĕр çынна пулăшнă: ватăсене килтен тухса çӳреме юраман вăхăтсенче апат-çимĕçпе, эмелпе тивĕçтернĕ, «хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен тухтăрсене пулăшнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Коронавируспа çыхăннă лару-тăру йĕркене кĕрсе пырать пулин те çав-çавах пулăшу кӳмелли самантсем пур-ха.

Волонтер центрне йĕркеленĕренпе çулталăк çитнине те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Шупашкар хула пухăвĕнчи фракцийĕн членĕсем ырă ĕçпе паллă турĕç. Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Николай Владимиров ертсе пыракан ушкăн Шупашкарти приютри йытăсем валли апат илсе пычĕ. Депутатсем çапла майпа лару-тăрăва çăмăллатма, чĕрчунсене кăшт та пулин пулăшма май килессе шаннине палăртрĕç.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем, Валентина Багадерован видеовĕ