Комментари хушас

29 Пуш, 2021

Юхăннине инвестор çĕнетĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хулин ăшăпа тивĕçтерекен объекчĕсене «Т-Плюс» компание концессие парас ыйту тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Ăшă сечĕсем, котельнăйсем кивелсе çитни паллă — вĕсен пысăк пайĕ 25 çултан та аслăрах. Çавна май ăшăпа тивĕçтерессин шанчăклăхĕ уксахлать, энерги çухатăвĕсем пысăк, аварисем час-часах пулаççĕ – вĕсен шучĕ ӳссе пырать.

Çак йывăрлăхран тухмалли темиçе вариант пур. Вĕсем пурте пысăк укçа кирлипе çыхăннă. Павел Данилов кашнинех асăнчĕ. Чи малтанах — тарифа ӳстересси. Ку мел, паллах, халăха килĕшмĕ — юрăхсăр. Модернизаци валли хула бюджечĕ укçа уйăрма пултарать, анчах нумай миллиард кирлине кура Шупашкар хысни çак çĕклеме йăтаймĕ. Пĕртен-пĕр çул юлать — уйрăм çынсен компанийĕсен инвестицийĕсем.

«Т-Плюс» пурлăха хăйне концессие пама ыйтса пуçарупа тухнă — шăпах ăна тишкереççĕ. Компанин Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Сергей Ушаков «Т-Плюс» 25 çул хушшинче — 2021-2045 çулсенче — хулан ăшăпа тивĕçтерекен тытăмне 19 миллиард тенке яхăн инвестици хывма палăртнине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ 7 котельнăй тумалла, çав шутра — Атăл леш енчи çĕр кăмрăкĕ çунтаракан котельнăйсен вырăнне газпа ĕçлекеннисем пулмалла. Ăшă сечĕсене /пĕтĕмпе 686 километр/ 100% улăштармалла.

Тарифсем потребитель хакĕсен вăтам ӳсĕмĕнчен ытла пысăкланмалла мар. Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче тарифсене икĕ çуллăха «шăнтса» та лартасшăн. Хальхи вăхăтра çав территорири çуртсене «Теплосеть» МУП котельнăйĕсем ăшă энергийĕпе тивĕçтереççĕ, унăн ресурсĕ вара «Т-Плюсăн» хулан тепĕр çуррине хутса ăшăтакан 2-мĕш ТЭЦĕн ăшă энергийĕнчен хаклăрах. Концесси вăя кĕнĕ май хулара пĕрлехи — пĕр виçеллĕ — тариф пулĕ.

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ăшă сечĕсем чылай çул «Коммуналлă технологисем» ООО арендинче пулнине аса илтерчĕ. Çав компани вĕсене çĕнетес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемен, пăрăхсемпе котельнăйсем çавăнпа та вăйлă юхăнса кайнă. Икĕ çул каялла пурлăха КТран аран-аран каялла илме пултарнă. Сити-менеджер объектсене концессие панă май «Коммуналлă технологисемпе» çыхăннă йышши лару-тăрăва лекесрен шанчăклă сыхланмалли пирки каларĕ. Çак тĕллевпе санкцисем çирĕплетнĕ. Калăпăр, концессионер модернизаци ĕçĕсене пурнăçламасан штраф тӳлессине палăртнă. Алексей Ладыков шучĕпе, çав штрафсене тата пысăкрах тума май пур — сӳтсе явмалла. Кирек мĕнле пулсан та Алексей Олегович «Т-Плюс» концессийĕпе çыхăннă пуçарура пысăк шанăç курать.

www.hypar.ru