Комментари хушас

27 Пуш, 2021

Çул-йĕр, ҫӳп-çап, тискер чĕр чунсем…

Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе çавра сĕтел иртрĕ. Унта влаç органĕсен представителĕсем, сад ĕрчетекен пĕрлешӳсен ертӳçисем хутшăнчĕç.

Сергей Геннадьевич республикăра сад ĕрчетекен 664 пĕрлешӳ пулнине, 141 пин ытла лаптăкран чылайăшĕ юхăннине асăнчĕ. 6 пин гектар йышăнаканскерсенчен 57%-не кăна пăхса тăраççĕ, улма-çырла, пахча-çимĕç ӳстереççĕ. Çавра сĕтелте çивĕч ыйтусем тапратрĕç: пĕрлешӳсем патне пыракан çул-йĕре йĕркене кĕртессине, шывпа тивĕçтерессине, пăрахăçланă çĕр лаптăкĕсен хуçисене шыраса тупассине сӳтсе яврĕç. Садсенче тискер чĕр чунсем хуçаланнине, çӳп-çап контейнерĕсем лартма вырăн çуккине, каяшсене илсе тухнишĕн тĕрлĕ хак тӳленине те асăнчĕç.

Сергей Артамонов сад ĕрчетекенсен ĕçлес кăмăлĕ пысăккине палăртрĕ. Çавна май вĕсене улма-çырла сутма пулăшас тĕллевпе нумайрах ярмăрккă йĕркелес, вырăнти фермерсен продукцине сетьсенче сутма май туса парас енĕпе ĕçленине каларĕ.

Тĕл пулу тухăçлă иртнине пытармарĕç сад ĕрчетекен пĕрлешӳсен ертӳçисем, Çулталăкра сахалтан та 2 хутчен çакăн пек çавра сĕтеле йĕркелеме сĕнчĕç.

www.hypar.ru Вера ШУМИЛОВА сăн ÿкерчĕкĕсем