Комментари хушас

24 Пуш, 2021

«Хресчен сасси» 11 (2849) № 24.03.2021

Ылтăн медальпе таврăннă

Мартăн 16-19-мĕшĕсенче Пермь хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорчĕн Х вăййисенче Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн ирттернĕ. Хĕрӳ ăмăртусем виçĕ куна тăсăлнă. Унта Раççейри 44 регионтан 700 çын хутшăннă. Вĕсем командăпа та, уйрăмшар та тупăшнă. Пирĕн республика чысне пурĕ 17-ĕн хӳтĕленĕ. Вăрнар, Çĕрпӳ, Шупашкар, Тăвай, Етĕрне районĕсенчи ял спортсменĕсем полиатлон, шахмат, шашка енĕпе мала тухассишĕн ăмăртнă. Спортпа туслă çемьесем те старта хаваспах тăнă. Доярсемпе механизаторсен тупăшăвĕ те хĕрӳ иртнĕ. Вĕсем ыттисенчен юлмасăр вăй-халне, пултарулăхне тĕрĕсленĕ.

Механизаторсен хушшинче спортăн виçĕ енлĕ кĕрешĕвĕнче Эльвира Чугунова ылтăн медале тивĕçнĕ. Вăл йĕлтĕрпе чупассипе, тракторпа çӳрессипе чи пысăк балсем илме пултарнă. Кире пуканне çĕклессипе те — тăваттăмĕш вырăнта. Никифоровсен çемйи вара бронза медальпе савăнтарнă. Çемье пуçĕ Владимир, мăшăрĕ Алина тата ывăлĕ Глеб спорт çемйисен хушшинче виççĕмĕш вырăна йышăннă. Надежда Петрова сĕт аппаратне хăвăрт сӳтсе пуçтарнă.

Чăваш Ен чысне Вăрнар районĕнчен кăçал пилĕк çын хӳтĕленĕ.

— Николай Сазонов, Галина Павлова, Александр Политов полиатлон енĕпе вăй-хал виçрĕç. Пурте вăйлă вунă спортсмен йышĕнче. Механизаторсен ăмăртăвĕнче пĕртăван Эльвира Чугуновăпа Владимир Тикинев уйрăмах палăрчĕç. Ентешсемпе эпир чăннипех мăнаçланатпăр, — палăртрĕ Вăрнар районĕн администрацийĕн культура, наци ĕçĕсен, физкультура тата спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Вырсарникун» тесен кÿренмест вăл

Пурнан пурнăçра шăпана çыннăн ячĕпе хушамачĕ те хăйне евĕр витĕм кӳрет. Калăпăр, хитре, сайра тĕл пулакан хушаматлисене часах астуса юлаççĕ. Вĕсен тус-юлташ, пĕлĕш те нумай пулать. Вăрнарта пурăнакан Владимир Воскресенские поселокĕпех пĕлеççĕ.

Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă пулать чылай чухне. «Хитре хушаматлин чунĕ те илемлĕ», — теес килчĕ Владимир Никоноровичпа çывăхрах паллашнă май. Владимир Воскресенский Вăрнарта 5 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Шел, 5 ывăлтан паян виççĕшĕ кăна пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Еленăпа Никонор Воскресенскисем куçĕсене яланлăхах хупнăранпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Елена Алексеевнăпа Никонор Павлович ывăлĕсене лайăх воспитани парса ӳстернĕ. Вăталăх ывăлĕ Владимир Никонорович паян — кил ăшшине упраса пурăнаканĕ.

«Воскресенский хушамата чылайăшĕ канмалли кунран пулса кайнă тесе шухăшлать. Анчах вăл вырсарникунпа çыхăнман.

Хушамат хăйне евĕрлĕ пулнăран унăн историйĕпе тахçантанпах кăсăкланатăп. Малтан аттерен ыйта-ыйта пĕлеттĕмччĕ. Кайран интернет уçлăхĕнче чылай лараттăмччĕ. Воскресенский — вырăссен хушамачĕ, чăвашсен унашкалли çукрах. Воскресенский — «воскресение» сăмахран пулнă. Иисус Христос чĕрĕлсе тăнă уявпа, Мăнкунпа, çав ятпа панă чиркӳ-хрампа çыхăннă вăл. Польшăра, Украинăра анлă сарăлнă хушамат. Çак хушаматпа çӳрекенсенчен 29 проценчĕ — чиркӳре ĕçлекенсем, семинарире вĕреннисем. Раççейре кун пек хушаматлисем сахалăн. Вăрнарта эпир кăна Воскресенскисем. Çавăнпа пире чылайăшĕ паллать, пĕлет», — каласа пачĕ Владимир Никонорович. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çичĕ ăру малашлăхĕшĕн тăрăшса пурăнмалла

Шетмĕ шывĕ хĕрринчи лапамра малтанласа пĕр пăлан кăначчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — чĕр чун тĕнчи пуянлансах кайрĕ. Халĕ кунта лаша та, жираф та, упа та пур... Пăхса ытармалла мар капăр кĕлеткесене камăн ылтăн алли ăсталать-ши? Çак ыйтăвăн хуравне шырани мана тĕлĕнмелле çынсем патне илсе çитерчĕ. Тавралăха хăйне евĕрлĕ илем кӳрекенсем Красноармейски районĕнчи Васнарта пурăнакан Мефодьевсем пулчĕç.

«Кедр пирки аса илмесĕр çав чĕр чунсем пирки сăмах пуçарма май çук пулĕ, — терĕ кил хуçи арăмĕ Светлана Матвеевна. — Тивĕçлĕ канăва кайсан çĕр илемĕшĕн, тасалăхĕшĕн тăрăшма пуçларăмăр. Хальхи пекех пулсан пирĕн мăнуксем мĕнле сывлăшпа сывлĕç-ха, мĕнле шыв ĕçĕç-ха? Çакăн çинчен шухăшлани пире ку ĕç патне илсе çитерчĕ».

Кедрпа кăсăкланакансене Мефодьевсем районта, республикăра, çĕршывра шырама пуçланă: Муркаш, Вăрнар районĕсенче, Архангельскра, Северодвинскра, Калининградра... тупнă, вĕсем патне кайса курнă. Красноармейски районĕнче те кедр ращи пур. Шетмĕ шывĕ урлă çур çухрăмра, Тапăлту текен вырăнта ӳсет вăл.

Йывăçсем — совхозра агрономра ĕçленĕ

Леонид Антонов утмăла яхăн çул каялла ларттарнăскерсемех. Мефодьевсен хăйсен тăрăхĕнчи кедр ращине кăтартма çынсене йыхравлас килнĕ. Анчах унта ăçтан каймалла-ха?
Ял-йыш Шетмĕ шывĕ хĕрринчи лапамран тăсăлакан сукмакпа çитме меллĕ пулассине систернĕ. «Икĕ çухрăм çурă утмалла, — терĕ Светлана Матвеевна. — Çынсене утнă чухне кичем ан пултăр тесе çав çула илемлетме шутларăмăр. Сăн ӳкерĕнмелли илемлĕ вырăнсем те пулччăр терĕмĕр». Валерий Геннадьевич кашни кунах вăрмана çӳрет. Унтан чĕр чун «пуçĕсене» тупса килет. Светлана Матвеевна каланă тăрăх, тĕрĕссипе вăл вĕсене таçта та курать: «Çавăнта тигр валли йăмра ӳкнĕ тет. Иксĕмĕр каятпăр та сĕтĕрсе килетпĕр вара.
Пĕррехинче юлташсем патне Янмурçина кайрăмăр. Йывăç тӳнсе кайнă. Унра вăл пăлан курчĕ. Ăна та илсе килтĕмĕр вара. Чи малтан вăрманта пăши пуçне тупнăччĕ. Мăйракисем те пурччĕ унăн. Кайран лаша пуçĕ тупăнчĕ. Шурă лаша турĕ вара. Кăштахран унпа юнашар жираф вырнаçрĕ». Халĕ ĕнтĕ Шетмĕ хĕрринче зебра та, гиена та, арăсланпа тигр та, шур упа та «пурăнаççĕ».

Валерий Геннадьевич питĕ хăйне евĕрлĕ çын çав, унра художник, асамçă чунĕ пытаннă. Хăрăк йывăç вуллисенче илем курма пĕлет вăл. Эпĕ те акă тунката çине тĕмсĕлсе тинкеретĕп, анчах тункатаран ытла нимĕн те курмастăп. Валерий Геннадьевич алли вара унран кĕçех тепĕр чĕр чун ăсталать. Кĕлеткесен хуçи инженер-конструктор пулни те тӳрех сисĕнет. Вĕсене вăл масштабпа калăплать. Килĕшмесен пăсать, чĕр чуна çĕнĕрен «пуçтарма» тытăнать...

Хăвăрт пулакан ĕç мар вăл, вĕçне çитерес тесен чăтăмлăхпа тӳсĕмлĕх ай! нумай кирлĕ. Мефодьевсем чĕр чун тĕнчи валли суйласа илнĕ лапам та ахаль вырăн мар. Авалтан ăна Трак пуххи тенĕ. Кунта авалтан ярмăрккă ирттернĕ, виçĕ куна тăсăлнă вăл. Анчах çирĕм çул каялла ĕлĕкхи çак йăла-йĕркене пăрахăçланă. Çын çӳременрен часах çак вырăна пиçен, мăян пусса илнĕ. «Лапам япăхса выртни чуна ыраттаратчĕ. Ăна çум-курăкран тасатас, илемлетес килчĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.