Çамрăксен хаçачĕ 10 (6358) № 18.03.2021
Библиотекăран çĕклемĕ-çĕклемĕпе кĕнеке йăтнă
ОЛЬГА ТИМОФЕЕВА АЧА ЧУХНЕХ КĔНЕКЕ ВУЛАМА ЮРАТНĂ, ВУЛАВĂШ УНШĂН ТĂВАН КИЛ ПЕКЕХ ПУЛНĂ. ÇАПАХ ВĂЛ УНТА ĔÇЛЕССИ ПИРКИ ШУХĂШЛАМАН. ШĂПА ВАРА ĂНА ЧР НАЦИ БИБЛИОТЕКИНЕ ИЛСЕ ÇИТЕРНĔ.
— «Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ. Ачалăха куç умне кăларар-и?
— Эпĕ Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ача чухнех кĕнекепе туслăччĕ, шкула çӳреме пуçличченех вулама вĕрентĕм. Тепĕр тесен, паян кунпа тĕлĕнтереймĕн. Хальхи ачасен шкула кайичченех вулама вĕренмелле. Пирĕн килти библиотека самай пысăкчĕ. Унта вырăс, чăваш классикĕсен кĕнеки нумайччĕ. Юлташсемпе ăмăртмалла тенĕ пек ялти библиотекăна чупаттăмăр, çĕклемĕ-çĕклемĕпе кĕнеке йăтса тухаттăмăр. Вулавăш ĕçченĕ Надежда Никонорова пире тарават кĕтсе илетчĕ. Ачасене вулама хавхалантарас тĕлĕшпе мĕн кăна ирттерместчĕ-ши? Библиотека çумĕнче театр пĕрлешĕвĕ те вăйлă ĕçлетчĕ. Хăтлă, çутă вулавăш маншăн тăван кил пекехчĕ. Паянхи кун та унта таврăнас килет.
Ачасемпе «библиотекăлла» выляттăмăр. Пĕр-пĕрин патне кайса кĕнеке-журнал вулама илеттĕмĕр. Эпĕ хамăрăн килти библиотека хуçиччĕ. Кашни кĕнекене номерленĕччĕ, формулярсем çырнăччĕ. Хама чăн-чăн библиотекарь пек тытаттăм, килнĕ ачасене литературăпа тивĕçтереттĕм.
— Пурнăçунта тарăн йĕр хăварнă çыравçăсене аса ил-ха.
— Асăмра Энид Блайтон, Артур Конан Дойл, Агата Кристи, Альфред Хичкок детективĕсем. Чăвашлисенчен чи юратнисем вара — Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», Трубина Мархвин «Ача чухнехи», Владимир Канюковăн «Ача-пăча сăмахлăхĕ» хайлавсем. Юлашкине алăран ямастăм. Пĕрмай хампа пĕрле илсе çӳренĕрен çĕтĕлсех пĕтнĕччĕ. Аннерен час-часах сăмах лекетчĕ. Вăл ĕç хушсан: «Çиччас!» — теттĕм те пĕр-икĕ сехетлĕхе кĕнеке ăшне путаттăм.
— Эсĕ филолога вĕренсе тухнă. Шăпа сана ЧР Наци библиотекине епле майпа илсе çитерчĕ?
— Пурнăçăм библиотекăпа тачă çыхăннă, анчах унта ĕçлĕп тесе шухăшламан. Ку ăнсăртран пулса тухрĕ тесен те юрать. Наци библиотекине вулама çӳреттĕм. «Кунта ĕçлесен кĕнеке хыççăн кĕнеке шĕкĕлчеме пулать вĕт», — пĕррехинче пуçа çапла шухăш пырса кĕчĕ. Ун чухне шăпах ĕç шыраттăм. Манăн телее библиотекăра ваканси пурччĕ. 6 çул ĕнтĕ наци литературипе библиографи пайĕнче тăрăшатăп.
— Санăн шухăшпа, Наци библиотеки республикăри ытти вулавăшран мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Вăл — чи пуянни. Кунта 2 миллион ытла кĕнеке, хаçат-журнал, ытти документ упранать. Вăл — пурте усă курма пултаракан вулавăш кăна мар, кĕнекесене упракан патшалăх шайĕнчи тĕп учреж-дени те, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсен центрĕ те.
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
«Сирĕнпе кашни кун хутшăнма хатĕр»
Чăваш Енре пурăнакансем ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев патне «Контактра» тата «Инстаграм» социаллă сетьсенче хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çырма пултарнă. Пĕтĕмпе 2 пине яхăн ыйту çитнĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Олег Алексеевич 1,5 сехет ытла тăсăлнă тӳрĕ эфирта вĕсенчен хăшне-пĕрне хуравларĕ.
Чи малтан янăранă ыйтусенчен пĕри нумай хваттерлĕ çуртсенче «шăплăх сехетне» /13.00-15.00 сехетсенче/ йăлана кĕртессипе çыхăннă. Раççейри хăш-пĕр регионта ун пек йĕркене йышăннă. Нумаях пулмасть пирĕн регионта та кун пирки калаçу пулчĕ, ятарласа ыйтăм ирттерчĕç. Пĕтĕмлетӳпе килĕшӳллĕн, чылайăшĕ «шăплăх сехетне» йышăнассине ырламан. Олег Николаев та çакна аса илчĕ, анчах вăйлă шавласа йĕркене пăсакансен саккунпа килĕшӳллĕн явап тытма тивессине, унашкал çынсенчен шар куракансен Роспотребнадзортан пулăшу ыйтмаллине каларĕ.
Çĕмĕрлере пурăнакансен сехри хăпнă — унта кĕрт йыттисем ĕрченĕ, çынсем вĕсенчен хăраççĕ. Чăннипе, урамра килсĕр-çуртсăр йытăсене тăтăшах курма пулать. Ун пек чĕр чунсене мĕн тумалла? Олег Алексеевич патне социаллă сетьре кунашкал ыйту çитнĕ. ЧР Пуçлăхĕ саккунра палăртнă йĕркене аса илтерчĕ: килсĕр чĕр чунсене тытмалла, кирлĕ пулсан сиплемелле, стерилизацилемелле те унччен пурăннă вырăна ямалла. Çак ĕçсене муниципалитетсен тумалла. Анчах ытларах чухне вĕсен унашкал ĕçсене тума укçа-тенкĕ çук. «Бюджетри укçапа эпир килсĕр чĕр чунсене вăхăтлăх тытмалли темиçе пункт хута яма палăртрăмăр. Вĕсем регионти тĕрлĕ тăрăхра 2022- 2023 çулсенче уçăлĕç. Проект ĕçĕ пурнăçланать. Пунктсенче чĕр чунсене пăхĕç, сиплĕç», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл хăй йытăсене юратнине, ачалăхри тăватă ураллă тусне халĕ те астунине каларĕ, килти чĕр чунсене пăхас яваплăха халĕ ачисем хăйсем çине илнине палăртрĕ. «Чĕр чуна хӳтте илтĕр тĕк уншăн яваплă пулмалла», — пусăм туса каларĕ Олег Алексеевич.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Театр — чун киленĕçĕ, уяв»
Ашшĕ-амăшĕн юратăвĕсĕр ӳснĕ пиччĕшĕпе йăмăкĕ ăнсăртран пуяççĕ. Аякри тăванĕ вĕсем валли эткер — чаплă кермен — хăварнă. Кейтпа Фил ăна сутса тупăш тăвасшăн, анчах кил хуçин чунĕ вĕсемпе килĕшмест. Малалла мĕн пулса иртнĕ-ши? Çакна Шупашкарти 4-мĕш лицейре вĕренекенсен «Авалхи кермен вăрттăнлăхĕ» ĕçĕпе паллашсан пĕлетĕр.
«Театрлă Атăлçи» фестивальпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртеççĕ. Сцена ăстисем ача-пăча тата çамрăксен театр ушкăнĕсемпе «чĕрĕ» калаçусем ирттереççĕ, ĕçсене хак параççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Шупашкарти 4-мĕш лицейра сцена искусствин студине 2011 çулхи авăн уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн ертӳçи — Руслан Медведев педагог, хореографĕ — Елена Долгова. Студире 9-11-мĕш классем ăсталăха туптаççĕ. Виçĕм çул маттурсем «Шăпа тĕрленчĕкĕсем» постановка лартнă. Пысăк хак панă ĕç «Театрлă Атăлçи» фестивальте 3-мĕш вырăн йышăннă. Выляса илнĕ 100 пин тенкĕпе çĕнĕ спектакль валли тумтир çĕлеттернĕ.
«Сценарие хам çыратăп. «Шăпа тĕрленчĕкĕсем» социаллă драмăра интернетăн усал витĕмне уçса патăм. Çамрăксем каварлă вăййа пула хăйсем çине алă хурас патне çитнине, укçашăн наркотик сарнине сăнларăмăр. Ачасем сăнарсене чĕре витĕр кăларчĕç.
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Амăшĕ эрех ĕçнĕ чухне ывăлĕ урамра çĕр каçнă
Хĕрлĕ Чутай районĕнче Тралькассинче пурăнакан Раиса Алжейкина пек пысăк чĕреллĕ хĕрарăмсем çинче тытăнса тăрать те пирĕн çутă тĕнче. Вăл мăшăрĕпе пĕрле ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă 8 ачана хӳтте илнĕ. Вĕсем çемье çавăрнăранпа 20 çул çитнĕ. Хăйсен те — 4 ывăл.
Каллех — тĕрмене
Раиса Ивановна шкулта ачасене математика вĕрентет. Сергей Валерьевич çулла стройкăра ĕçлет, хĕлле кил картишĕнче выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать. Аслă ывăлĕ Андрей автомеханика вĕреннĕ, автосервисра администраторта тăрăшать. Иккĕмĕшĕ Алексей Чăваш патшалăх аграри универси-тетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Никита Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче 3-мĕш курсра ăс пухать. Рома Çĕнĕ Атикасси шкулне 6-мĕш класа çӳрет.
Аслисем хулана тухса кайсан кĕçĕннине кичем ан пултăр тесе Алжейкинсем ача опекăна илме шухăшланă. Малтан вĕсем пĕр арçын ачана çуллахи каникула илсе килнĕ. Вăл çемьере 5-6 кун çеç пурăннă. Кайран ăна урăх мăшăр хӳтте илнĕ. Ун хыççăн Алжейкинсем Çĕмĕрлери ача çуртĕнче тепĕр хĕрачапа паллашнă. Пĕрре курсанах вĕсем ун çинчен куç илеймен. «Кристина ун чухне 6 çултаччĕ. Амăшĕ эрех ĕçнĕ, вăрă-хурахла ĕçсем тунă. Çывăх çыннине тĕрмене лартсан шăпăрлансене ача çуртне илсе кайнă. Эпир Кристинăн шăллĕ Никита пуррине пĕлтĕмĕр. Пĕртăвансем пĕрле ӳсчĕр тесе ăна та хамăрăн çемьене илме шухăшларăмăр. Анчах аппăшĕпе шăллĕ часах пĕр чĕлхе тупаймарĕç. Вĕсем расна ашшĕнчен пулни сисĕнетчĕ. Никитăна илсе килсен Кристина кĕвĕçме тытăнчĕ. Арçын ача çĕрĕпе макăратчĕ, кушакпа йытăран та хăратчĕ. Ăна лăплантарас тесе унпа юнашар çывăраттăм. Кристина куншăн тарăхатчĕ, урипе стенана тапса выртатчĕ. Вĕсен амăшĕ йĕплĕ пралук леш енче икĕ çул çурă ирттерсен те кукăр çултан пăрăнмарĕ. Ирĕке тухсан ăна ачасен шăпи кулянтармарĕ. Кристинăна тăван амăшĕпе тĕл пултартăм. Хĕрарăм хĕрне ыталама та пĕлмерĕ. Тĕлпулу сиввĕн иртрĕ. Тепрехинче унпа курнăçас тĕллевпе суда çитрĕмĕр. Анчах ăна тĕрмене лартнине пĕлтерчĕç. Вăл каллех темĕн вăрланă, хăйĕн çине алă хума та хăтланнă», — каласа кăтартрĕ Раиса Ивановна чи малтан опекăна илнĕ икĕ тĕпренчĕкĕн шăпи пирки.
Халĕ Кристина Алжейкинсен кĕçĕн ывăлĕпе Ромăпа пĕр класра вĕренет. Никита вулама часах вĕренейменрен 1-мĕш класра икĕ çул ăс пухнă, халь 4-мĕшне çӳрет.
Камăн ытлашши пулас килтĕр?
Опекăна илнĕ виççĕмĕш ачин те шăпи йывăр. Димăпа Женьăна малтан пĕр çемье хӳтте илнĕ. Арçын ачасенчен пĕри унта çемье ăшшине тупайман, çавăнпа упăшкипе арăмĕ ăна каялла ача çуртне тавăрса пама йышăннă. Раиса Ивановна айăпсăр чуна, Димăна, шелленĕ, ăна опекăна илме шухăшланă. Тăван амăшĕ телейне черкке тĕпĕнче тупнă чухне ачисем ютра ăшăлăх шыранă. Алжейкинсем патне пурăнма куçсан Дима тăтăшах макăрнă. Ача тетте мар-çке-ха. Çав çемье ăна каялла ача çуртне кайса парсан Димăн чунĕ аманнă. Пурнăçра камăн ытлашши пулас килтĕр?
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ача çуралсанах уншăн тĕслĕх пулмалла»
Кирек хăш ӳсĕм тапхăрĕнче те ачапа йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Анчах куçăм тапхăрĕнче, ахăртнех, ашшĕ-амăшĕн нерв клеткисем ытларах пĕтеççĕ. Ачапа, çул çитмен çамрăкпа подросток пĕр чĕлхе тупаймасан камран пулăшу ыйтмалла? Паллах, психологран. Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕн психологĕпе Ангелина СЕМЕНОВĂПА аслисемпе кĕçĕн ăрурисен хутшăнăвĕ пирки калаçрăмăр.
— Ангелина Леонидовна, чи малтанах палăртар-ха: çул çитмен çамрăксен йышне миçерисем кĕреççĕ?
— Унччен 11-18 çулсенчисем шутланнă. Анчах юлашки вăхăтра психологсем ӳсĕме 25 çул таран пысăклатнă. Специалистсем ирттернĕ тĕпчевсем палăртнă тăрăх, пуç мими 18 çул валли мар, 25 çул тултарнă тĕле çеç тĕпрен йĕркеленсе çитет.
— Апла, калăпăр, 24-ри авланнă йĕкĕте е качча кайнă хĕре те çак йыша кĕртмелле-и?
— Çапла.
— Сирĕн пата ытларах хăш ӳсĕмрисем килеççĕ?
— 3-17,5 çулсенчисем. Медицина психологĕ пулнă май, ман пата ытларах чухне ачасемпе çамрăксем ансăр специалистсем янипе çитеççĕ. Тĕслĕхрен, невропатолог, психиатр. Хăш чухне гастроэнтеролог та чир-чĕр сăлтавне тупаймасан психологпа канашлама ярать.
— Эсир чир сăлтавне тупнă тĕслĕх пулнă-и?
— Халĕ психосоматика /психологи чир-чĕре витĕм кӳни/ пирки калаçасси модăна кĕчĕ. Анчах тух-тăрсем палăртнă тăрăх, чир-чĕр сăлтавĕ, 70-80 проценчĕ, орга¬низмпа çыхăннă, ытларах чухне амак ашшĕ-амăшĕнчен куçать. Паллах, çыннăн кăмăл-туйăмĕ япăхланни хавшак органсене япăх витĕм кӳрет.
— 3 çулти ача итлеме пăрахнине, кутăнлашнине ашшĕ-амăшĕ «3 çулти кризиспа» çыхăнтарать.
— «3 çулти кризис» 2,5-ре те, 4 çул çурăра та пулаять. Çак ӳсĕмре ача хăй аслисенчен уйрăм çын пулнине, «эпĕ» сăмах пĕлтерĕшне ăнланма тытăнать. Çакна кăтартмашкăн вара унăн мел пур: кутăнланни, аслисене итлеменни. «Эпĕ хамăн ачана паллайми пултăм», — теççĕ ман пата килсен. Лăпкă ача «йĕплĕ чĕрĕпе» çаврăнать, ашшĕ-амăшĕпе манипуляци тума тытăнать. Аслисен чи малтан пепкепе мĕн пулса иртнине ăнланмалла. Халĕ психологи литератури дефицит мар, интернетра та вуласа пĕлме май пур. Иккĕмĕшĕнчен, ашшĕ-амăшĕн ачан мĕн тума юранипе юраманнин чиккине палăртмалла. Анчах ку хытă кăмăллă пулмаллине, алă çĕклемеллине пĕлтермест, çакна воспитани мерисемпе кăтартмалла. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине никамран лайăх пĕлет, çавăнпа унпа мĕн чухлĕ çирĕп пулмаллине хăйсен палăртмалла.
— Ача ӳсет, 10-11 çулсенче вара вĕсене мĕн канăçсăрлантарать?
— Ку тапхăра психологсем «пубертатлă кризис» теççĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем пĕве кĕме тытăнаççĕ. «Пубертатлă тапхăр» чикки пĕрмай куçать, халĕ 10-ри ачасем те çак шута кĕреççĕ. Ку — йывăр тапхăр. Ача унчченхи пек ашшĕ-амăшне итлемест.
Ирина АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ананас, банан авокадо ӳстересшĕн
Чăваш Енре банан, ананас, авокадо ӳстерме пулать-и? Евгений Аввакумов ку тĕлĕшпе иккĕленмест. 34 çулти арçын тăван ялĕнче «Тропик сачĕ» спортпа кану вырăнĕ йĕркелесшĕн, унта экзотика çимĕçĕсем çитĕнтересшĕн. Чи çутă ĕмĕчĕ вара — ача-пăча валли тренировка центрĕ уçасси.
Ĕçе 5 çулта пурнăçласшăн
Шупашкар районĕнчи Станьялта çуралса ӳснĕ Евгений Аввакумовăн планĕсем пысăк. «Мĕн тумаллине, мĕнле çулпа утмаллине пĕлетĕп, анчах ĕç хăвăрт пулмассине те чухлатăп», — палăртрĕ мал ĕмĕтлĕ арçын. «Тропик сачĕ» спортпа туризм центрне йĕркелес шухăш унăн 2007 çултах çуралнă. Евгений пушар хуралĕнче тăрăшнă, нумай çыннăн пурнăçне çăлма тӳр килнĕ. Шел, çунса кайнă вилесене те темĕн чухлех курнă. «Уйрăмах пĕчĕк ачасен виллисене курма йывăр», — чунне ыраттарса аса илчĕ çамрăк арçын. Унăн шăпăрлансене, уйрăмах — йывăр лару-тăрăва лекнисене тата ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисене, пулăшас килнĕ. Евгений йĕлтĕр спорчĕпе, çăмăл атлетикăпа кăсăкланакансем валли тренировка ирттермелли вырăн йĕркелесшĕн. Унта ятарлă трассăсем /йĕлтĕрпе ярăнмалли тата чупмалли/ тума палăртнă. Вăйлă çилтен хӳтĕленмешкĕн виçĕ рет хыр лартасшăн.
Евгений хăй те спортпа туслă, пĕр вăхăт çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. Вăл тренер пулмашкăн ятарласа пĕлӳ илесшĕн, ачасене аталанмашкăн условисем туса парасшăн. Паллах, ку ĕçе пĕччен тăваймăн. Çамрăк арçын вожатăйсене те явăçтарасшăн: «Манăн хамăн ушкăн пулĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене, интернатра пурăнакансене чĕнсе илсе вĕрентме май пур. Чи кирли — вĕсене интереслĕ пултăр. Хамăр республикăри кăна мар, ытти регионти ачасене те пирĕн центра чĕнесшĕн. Вĕсем хăна çуртĕнче выртса тăма пултарĕç. Икĕ мини-хăна çурчĕ хута яма шухăш пур, кашнинче 15-шер ача пурăнаять».
Центра хута яма укçа сахал мар кирлĕ. Çавăнпа Евгений малтан пахча çимĕç сутса тупăш тăвасшăн. Çак ĕçе пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ. Виçĕ çул каялла вăл ялти никам усă курман çĕр лаптăкĕ çинче 7 теплица çĕкленĕ. «3 гектар çĕр тара илтĕм. 1,5 гектар хамăрăн пур. Ку тăрăхра усă курман çĕр нумай. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех пушă выртатчĕç. Унта шкулăн хăмла пахчи те пурччĕ. Эпĕ çав лаптăксен хуçисемпе калаçса татăлса, усă курма ирĕк ыйтса ĕçе йĕркелесшĕн. Хам палăртнă тăрăх, центр 40 гектар çĕр çинче вырнаçмалла», — планĕсемпе паллаштарчĕ Евгений.
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе паллашас тесен...