Комментари хушас

4 Пуш, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 8 (1185) № 04.03.2021

ЫЙТĂМ

Хăймапа та, çырлапа та, хăярпа та…

— Атте, эпĕ ӳссен сан пек хитре пулатăп-и?

— Эсĕ аннӳ пек чипер çитĕнĕн.

— Çу-у-ук. Анне вăрах капăрланать. Малтан крем, унтан тушь, кайран писев… Эсĕ тăрса çăвăнатăн кăна — чипер те, — çак кулăша чылайăшĕ вуланă ахăр.

Илĕртӳллĕ те чипер пулас тесен хĕрарăмăн хăйне валли вăхăт уйăрма тивет çав. Ăçтан тупмалла-ха ăна? Ялта тĕпленнĕ чиперуксемшĕн пушшех кăткăс-тăр ку ыйту. Тен, пирĕн вулакансен ку тĕлĕшпе хăйсен вăрттăнлăхĕсем пур? Уяв умĕн шăпах çакна ыйтса пĕлес терĕмĕр.

АЛЕВТИНА, 28 çулта, Сĕнтĕрвăрри районĕ:

— Чи кирли — вăхăтра выртмалла. Çывăрса тăраннинчен ытла мĕн капăрлатать-ши хĕрарăма? Ыйхă килмен каç хыççăн куç шыçăннине, кăвакарнине кашни пĕлет. Чиперлĕхе ытларах палăртас тесен куç харшипе тутана сăрлани çителĕклĕ тесе шухăшлатăп. Мăшăрăм та ытлашши сĕрĕннине кăмăлламасть.

ВАЛЕНТИНА, 41 çулта, Комсомольски районĕ:

— Капăрланма вăхăт пур-и вара ял хĕрарăмĕн? Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллатăп. «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва хутшăннăшăн кашни çулах калпак параççĕ. Вăт ирех тăратăп та, çавна туртса лартатăп та васкасах витене чупатăп. Кунта кĕреçепе те, сенĕкпе те, витрепе те ĕçлемелле. Выльăхсенчен пушансан ачасене шкула пуçтармалла. 8 çитиччен хамăн та ĕçе çитмелле. Пите крем сĕрме вăхăт тупсан та — телей. Хускану — пурнăç теççĕ. Илемлĕ пулма та пулăшать-тĕр вăл. <...>

Татьяна НАУМОВА, Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   


СĂМАХ ПАРĂР-ХА

Çыраканĕ пулсан — вулаканĕ тупăнать

Çыраканĕ пулсан — вулаканĕ, вулаканĕ пулсан çыраканĕ тупăнать тесен тĕрĕсрех мар-ши? Çак икĕ çын çыхăнăвĕ кирлех.

Шухăшне хут çине куçаракан халĕ, чăн та, сахал мар. Мĕнле кăна кĕнеке пичетленмест паян! Илемлĕ литература кăна мар, ăслăлăхпа, историпе, философипе, психологипе çыхăннă мĕн чухлĕ материал кун çути курать. Кашни кĕнеке хăйĕн вулаканне тупнине ĕненес килет. Ара, юлашки вăхăтра çитĕнекен ăру алла хаçат-журнал кăна мар, кĕнеке те сахал тытни тавра сăмах час-часах хускатма тивет те. Çак сăмахра та чăнлăх пурах-тăр. Анчах паян алла кĕнеке тытма ӳркенменнисем çинчен калаçас килет. Пур кунашкаллисем. Вĕсен йышĕ те пĕчĕк мар.

«21-мĕш ĕмĕр, 21-мĕш çул, 21-мĕш регион» чĕнӳпе тĕллев лартакан сахал мар кăçал Чăваш Енре. Пĕрисем 21 çитĕнӳ шыраççĕ, теприсем шăпах çакăн чухлĕ ырă ĕç тума палăртаççĕ. Юлашки вăхăтра социаллă сетьсенче кăçал 21 кĕнеке вулас тĕллевлĕ çамрăксене темиçе те асăрхарăм. Кашни каç алла кĕнеке тытма хăнăхнисемшĕн çакă сахал та пек туйăнĕ. Чăн та, нумай-и вара? Çав вăхăтрах хамăр çĕнĕ кăларăмпа юлашки хут хăçан паллашнине аса илер мар-и? Пĕрисемшĕн çулталăкне 1 кĕнеке вуласа тухни те — çитĕнӳ. Çавăнпах 12 уйăхра 21 кăларăма шĕкĕлчеме кăмăл тăвакан çамрăксен шухăшне ырларăм. Пытармасăр каласан, вĕсенчен тĕслĕх илсен аванччĕ текен шухăш патне те пырса тухрăм мар-и-ха?

Чăн та, кĕнеке çыракан сахал мар. Пĕрисен ячĕсем анлă сарăлма вăй-хăват çитереймеççĕ-тĕр, хут çинче юлаççĕ. Теприсен сăвви-калавĕ, юмахĕ-халапĕ, повеçĕ-романĕ халăх асне ĕмĕрлĕхе вырнаçать. «Çыравçă — професси мар, пултарулăх, чун туртăмĕ» тенине ĕнентерет. Таса та тĕрĕс çырма, шухăша хут çине илемлĕ куçарма пулать паллах. Анчах вулакан чĕринче кашни йĕрке вырăн тупаймасть. Чăн-чăн ăста алли çеç произведенири тĕнчене çавăтса кĕрет, кунти пурнăçа туйма май парать.

1986 çултанпа пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче чылай çĕршывра, çав йышра Раççейре те, Пĕтĕм тĕнчери çыравçă кунне паллă тăваççĕ. Тепĕр майлă ăна Пĕтĕм тĕнчери çыравçăсем валли мир кунĕ тесе те палăртаççĕ. Сăмах ирĕклĕхĕ, çыравçăн ĕçне çӳлтен витĕм кӳме юраманни пирки аса илтересси унăн шăнăрĕнче. Çак кун çыравçăсене кăна мар, литература ĕçĕпе çыхăннă ытти çынна — журналистсене, редакторсене, корректорсене, критиксене, культурологсене, филологи факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсене — саламлаççĕ. Сăмахпа ĕçлекенсен уявĕ вырăнне йышăнаççĕ ăна. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


ХАСТАРРИСЕМ

Çут çанталăк хĕрĕ

Красноармейски салинче пурăнакан Лина Александрова, йышлă çемье ăшшин управçи, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ĕçшĕн тунсăхласран нихăçан та пăшăрханман. Хĕллехи вăхăтра пушă самант ту¬пăнсанах ал ĕçĕ тытма кăмăл тăвĕ-и, вырăнти «Трак ен» фольклор ушкăнне репетицие çӳрĕ-и, Иоанн Предтеча чиркĕвĕнче иртекен кĕлĕсене итлесе чунне лăплантарĕ-и… Çулталăкăн ытти тапхăрĕнче вара дача лаптăкĕнче çĕр çинче чакалансах кун иртĕ. Çакнашкал шухăшланă — çапла пулса пырать те. Çийĕнчен ватлăхра тата çурт лартса ăна хăтлăлатассишĕн ăнтăласси пирки те ĕмĕтленнĕ — анчах шăппăн, вăрттăн. Унсăрăн йывăç тăпăл-тăпăл пӳрт çĕклеме мехел çитмесрен асăрханнă. Паян Трак тăрăхĕн пултаруллă хĕрарăмĕ хитре çирĕп пĕренесенчен тунă çурта канăçлăх йăви пекех йышăнать. Хресчен кил-йышĕнче çуралнăскере ачалăхĕ иртнĕ хутлăха аса илтерет вăл.

Амăшне евĕрленĕ

Еншик Чуллă ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ Лина пĕр тăванĕсенчен — кĕçĕнни. «Ачашши» тесе хушас килет те — апла калама чĕлхе çаврăнмасть. Пач тепĕр майлă — ĕçне, чăтса ирттернĕ йывăрлăхĕсене кура «çирĕппи», «паттăрри» сăмахсемпе хакламалла-тăр. Чунĕ вара — çут çанталăк сăвапланипе амалăх тĕнчине мала хуракан хĕрарăмăнни евĕрлех — чăннипех ачашлăхпа илем енне туртăнать. Çакă алă ĕçĕпе юрă-ташăран та аван курăнать.

— Чăваш халăх юррисене ачаранах юратса итлеттĕм. Аннерен Татьяна Николаевнăран илтнĕскерсене хам тĕллĕн ĕнĕрлесех çӳреттĕм. Пиччесем ташша маçтăрччĕ. Çавăнпа та фольклор енне туртăнасси юнпа куçнă тесех шухăшлатăп, — чĕрĕк ĕмĕр районти культура çурчĕ çумĕнчи ушкăна çӳренин вăрттăнлăхне уçать Лина Лаврентьевна. — Ахальтен мар сцена çинче те авалхи юрăсене шăрантарма ытларах килĕшет. Николай Никоноров ертсе пыракан «Трак ен» ушкăнпа Тюмень облаçĕнче виçĕ хутчен пултăмăр, Мари Эл тăрăхне те пĕрре мар çитнĕ. Йăхташсем кăмăллăн йышăннине кура йыхравланă çĕре хапăл тусах çула тухатăп. Ĕçре ывăнатăн-и, шухăш пуслăхĕ айне пулатăн-и — культура çуртне çитсен, ăруран ăрăва куçакан юрăсене пуçласан йăлтах иртсе каять, чуна çăмăллăх килет.

Çакнашкал туйăм тĕн-ĕненӳпе çыхăннă вырăнсенче те чĕрине тулнине пытармасть ялан халăх хушшинче пулма хăнăхнă хастар. Чиркӳре кĕлĕ тăвать-и е хуçалăхра пулăшма пикенет-и — ăшĕнче тăнăçлăх хуçаланнине çирĕплетет Акулина /чиркӳре çапла ят панă ăна/.

— Ман кукаçи Николай чиркӳ старости пулнă. Кукамай Елизавета вара унта юрлама çӳренĕ. Турра ĕненес енĕпе çавсене пăхнă, ахăр, эпĕ, — ăнлантарать чĕм культурипе çывăхланнине ăш пиллĕскер. — Красноарймейски салинче часах çĕнĕ чиркӳ уçăлĕ. Ăна хăпартнă чухне ĕçлекенсем валли апат пĕçерме, ытти енĕпе пулăшма çӳрени сăваплă ĕç пек маншăн. Иртнĕ çулла куполсем хăпартрĕç те — мĕн тери савăнса сăнарăмăр куç умĕнче мăнаçлă илем çуралнине. Мăшăрăм пурăннă чухне ăна та: «Пулăшар-ха çавăнта», — тесе ертсе каяттăм. Витьăн алли платник ĕçĕнче ăстаччĕ çав…

Виталий Петровичпа, Çĕрпӳ районĕнчи Лĕпсер каччипе, хăйсен ялĕнче туйра паллашнă хĕр. Виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ качча тухнă ун чухне. Юрлама-ташлама юратакан пикене сăнанă та каччă: «Ыран çĕнĕ хăта ĕçкине пыратăр пуль?» — ыйтнă тĕл пулу юлашки маррине шанса. Хăйсем савнисем пулса тăрасса шухăшламан та чиперук — ятне те тĕрĕссине пĕлтермен. Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекен йĕкĕт мăшăр валли ял хĕрне, хăйне, суйласси çинчен — пушшех те.

— Вăхăт иртсен Çĕрпӳ ярмăркки — еплерех вăйлă иртетчĕ вăл ĕлĕкех! — каллех тĕл пултарчĕ пире. Унта та халăхран тухнă «артистсен» ушкăнĕпе кайнăччĕ. Юрлас-ташлас кăмăла чарайман мар-и? — аса илчĕ çамрăклăхне çитмĕлелле çывхаракан хĕрарăм. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


СЫВЛĂХ

Пăхаттир пек вăйлă пулас тесен…

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери иммунитет кунне паллă тăваççĕ. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ тавра Çемье вакцинаци центрĕн ертӳçи, Ача-пăча хула больницин аллерголог-иммунологĕ Нина Рассказова каласа кăтартать.

— Иммунитет кунне мĕнле тĕллевпе паллă тăваççĕ? Кăçалхи çуркунне ку ыйту мĕншĕн уйрăмах çивĕч?

— Унăн тĕп тĕллевĕ — иммун тытăмĕ организма мĕнле витĕм кӳнине халăха каласа кăтартасси. Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕ тăрăх, çынсен 10 проценчĕ кăна пăхаттир пек çирĕп. Тепĕр 10 проценчĕ иммунитет тĕлĕшĕнчен хавшак çуралать. Унашкаллисем тăтăш чирлеççĕ. Ыттисен иммунитет тытăмĕ пурнăç условийĕсенчен килет.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшне ахальтен суйламан. Шăпах çуркунне иммун тытăмĕ хавшани уйрăмах сисĕнет. Çакă сивĕсем иртсе кайманнипе, рационра чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç сахаллипе çыхăннă. Халĕ, пандеми сарăлнă чухне, ачасемпе ватă çынсене чир-чĕр çыпăçасран упрасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

— Иммун тытăмне мĕн витĕм кӳнине палăртсамăр.

— Стресс чăтса ирттерни, тĕрĕс мар апатланни, çывăрса тăранайманни, хĕвел питтинче нумай çӳрени, йывăр ĕçлени тата пĕр вĕçĕм ларни е выртни иммунитета хавшатать. Усал йăлапа туслашни, хăйсен тĕллĕн, уйрăмах бактерисене пĕтерекен препаратсемпе, сипленни сывлăха усал витĕм кӳрет.

Иммун тытăмĕ ача çураличченех хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пуçлать. Çапах унăн йывăр тапхăрсем пур. Ун чухне ача тăтăшрах чирлет.

Пĕрремĕшĕ — çут тĕнчене килнĕ вăхăт, пурнăçăн пĕрремĕш уйăхĕсем. Çав вăхăтрах çителĕклĕ виçепе çăмăллăн çуралнă тĕпренчĕке амăшĕнчен куçнă иммунитет чир-чĕр ересрен сыхланине каласа хăвармалла. <...>

Антонина ТАБАРДАК хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


ПУЛТАРУЛĂХ

«Юрланă чухне куç умĕнче пурнăçăм шуса иртет»

РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Правительствин «Раççей чунĕ» патшалăх премийĕн лауреачĕ Зинаида Козлова профессор хăйĕн пурнăçне чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе çыхăнтарнă. Вăл йĕркелесе ертсе пыракан «Уяв» фольклор халăх ансамблĕ «РФ халăх пултарулăхĕн тава тивĕçлĕ коллективĕ» ята тивĕçрĕ. Зинаида Алексеевнăн шăпи хăйне евĕрлĕ. Ахальтен мар кинематографистсем унăн кун-çулĕ тавра фильм ӳкерме сĕннĕ. Зинаида Алексеевна «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вулаканĕсене хăйĕн пурнăçĕ çинчен пĕр пытармасăр каласа кăтартрĕ.

Арçынла та ташланă

«Мари Республикинче Халăхсен хушшинчи туй йĕркелес енĕпе ирттернĕ конкурсра тăватă номинацире малти вырăнсене йышăнтăмăр. Пирĕн пекки урăх никам та пулман. Тури чăвашсен хĕр йĕррине илтнĕ-и? Çук. Çармăссенне те, удмуртсенне те унашкаллине курман. Çав вăхăтрах анатри чăвашсем туй йăли-йĕркине хĕр йĕррине кĕртнĕ. Пуянлăх мар-и çакă? Турисен вара ар туйĕ мĕнле вăйлă иртет! Етĕрне, Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пурăнакансен арçын туй йăли-йĕркине халăх умне кăлартăмăр. Хĕр туйне Патăрьелпе Комсомольски районĕсенчи юрăсене кĕртрĕмĕр», — калаçăва пуçларĕ фольклорист.

Зинаида Козлова пĕчĕкренех ташлама юратнине пытармасть. Ял клубĕнче каччăсен пур хĕре те ташлаттармалла пулнă. Ун чухне, ахăртнех, хăма урай авăннă. Ывăнса çитсен яшсем Зинăна чĕннĕ. «Хĕрсене ташлаттар-ха», — тенĕ. Вăл хирĕçлемен. Каччă вырăнне тăрса 20-30 хĕре ташлаттарма пултарнă. «Арçын аппа пекех эсĕ», — тĕпренчĕкĕн хăтланăвĕсене курса çапла пĕтĕмлетнĕ амăшĕ. Роберт хăйĕн йăмăкне арçын ачасенчен хӳтĕленме вĕрентнĕ.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упракан хĕрарăм 12 ачаллă çемьере çуралнă. Зинăпа Роза — тăххăрмĕшĕпе вуннăмĕш пепкесем — çут тĕнчене пĕрле килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене ĕçре пиçĕхтерсе çитĕнтернĕ. Уй-хирте йышпа çухрăмĕ-çухрăмĕпе çĕр улми, кишĕр, чĕкĕнтĕр çумланă. Çум курăка килти выльăх валли илсе кĕнĕ. Козловсем икĕ ĕне, лаша усранă.

Çĕпĕре тухса кайнă

Пĕр çулхине Зинăпа Роза Козловăсем Комсомольски районĕнчи юрăпа ĕç уявĕнчи конкурс¬ра мала тухнă. Пĕчĕк артистсемшĕн хăйсен пултарулăхне республика шайĕнче кăтартмашкăн çул уçăлнă. Эх, мĕнешкел тăрăшса хатĕрленнĕ хĕрачасем. Лар вырнаçтарнă лаçа концерт лапамне çавăрнă. Кивĕ пусмаран чаршав карнă. Билет çурса çынсене концерта кĕртнĕ.

Йĕкĕреш икĕ сасăпа юрланă. Анчах вун пĕр çулти хĕрачасене пĕчĕк тесе Чăваш Ен тĕп хулине илсе килмен. Çакă вĕсен кăмăлне кăна мар, çунатне хуçнă пулинех. <…>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.