Комментари хушас

25 Нарăс, 2021

Тантăш № 7 (4726) 25.02.2021

Ят малалла талпăнма хистет

Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Казаков — Вăрмарсен мăнаçлăхĕ. Пурăннă пулсан вăл нарăсăн 20-мĕшĕнче 98 çул тултаратчĕ. Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулти учительсем те, вĕренекенсем те ентешĕн ятне çӳлте тытма тăрăшаççĕ. 10-мĕш класра ăс пухакан Виктор Левин Анатолий Казакова халалланă спорт ăмăртăвĕнче «Чи лайăх тĕл перекен» ята тивĕçнĕ.

Ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ хавхалантараççĕ

Арçын ача кĕçĕн классенчех анлă тавра курăмлă пулнине, пĕлӳ тĕнчине ăнтăлнине кăтартнă, «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Паян та вăл лайăх вĕренекенсен йышĕнче. Арçын ача физикăпа математика класĕнче ăс пухать, çак предметсене килĕштерет. Çапах та пуринчен те юратни — истори. — Тăван çĕршыв историне пурин те пĕлмелле. Кашни паллă куна, хушамата ас туса юлни кирлех те мар пуль, анчах пĕлтерĕшлĕ пулăмсене асра тытмаллах, — тет вăл. Маттурскер предмет олимпиадисенче пĕрре мар çĕнтерӳçĕ, призер ятне тивĕçнĕ. Район шайĕнчисенче мала тухса республикăрисене хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Вăрмар шкулĕнче Владимир Шапеев ертсе пыракан «Авиамоделировани» кружок ĕçлет. Ачасем унта йывăçран самолет, вертолет, карап, танк, пăшал макечĕсем ăсталаççĕ. Вăтам классенче Виктор та кружокра аталаннă, ИЛ-2 самолет, карап, АК-74 пăшал макечĕсене тунă. Самолет макечĕпе вăл технологи предмечĕпе иртнĕ республика шайĕнчи олимпиадăра призерсен йышне те кĕнĕ. — Пичче Алеша вĕренни пуласлăхра кирлĕ пулни пирки каласах тăрать. Халĕ вăл студент. Шупашкара тухса кайиччен урок тума пулăшатчĕ. Атте-анне те вĕренӳ малти вырăнта пулмаллине аса илтерсех тăраççĕ. Ятăм та Виктор «çĕнтерӳçĕ» тенине пĕлтерет, тен, çавăнпах яланах малти ретре пулма тăрăшатăп, — пĕлтерчĕ Виктор ӳсĕмсен сăлтавне. Çарпа патриотизм клуб.н командир. Çивĕч ăслă, спортпа туслă арçын ачана кăçал шкулти «Алекс» çарпа патриотизм клубĕн ертӳçи пулма шаннă. Унччен вăл 2 çул çамрăк армеецсен «Зарница» вăййисен отрячĕн командирĕ пулнă. ОБЖ вĕрентекенĕ Владимир Антонов каланă тăрăх, шкулта çамрăк армеецсен юхăмне аталантарас ĕçе тимлеççĕ. Вăрмарсем район шайĕнчи «Зарница» тата «Орленок» вăйăсенче — яланах 1-мĕш. Çĕнтерес тесе вĕсем çулталăкĕпех хатĕрленеççĕ. Тен, çак ăмăртусемех çамрăксене малалла çар енĕпе вĕренме кайма хистеççĕ те. Вăрмарсен мăнаçланмалли пурах: паянхи кун шкултан вĕренсе тухнă 18 çамрăк — курсант йышĕнче. Мĕнле пулмалла командирăн? Отрядри ачасен хисепне çĕнсе илес тесен мĕн тумалла? Çак ыйтупа кăсăкланмасăр чăтаймарăм. — Командирăн лидер пулмалла, отрядри ачасене малалла утма хавхалантармалла. Пĕрлĕх туйăмĕ пулмасан малти вырăна тухма çук. Командиртан нумай килет. Унăн парăнма, пуç усма юрамасть, ыттисене çĕкленӳллĕ кăмăлтуйăм парнелемелле, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Виктор. Юлташĕсем ăна вăй-хал енчен çирĕп пулнишĕн кăна мар, яваплăхшăн, хастарлăхшăн, кирлĕ вăхăтра ăшă та çирĕп сăмах тупма пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦♦♦


Зимние забавы

Зима – прекрасное время года, наполненное праздниками, весельем и приятным досугом. Любители активного отдыха ежегодно ищут полезные и интересные развлечения. Если вы хотите провести время в кругу семьи, то советую вам вместе слепить какую-нибудь снежную фигуру. Не ограничивайтесь снеговиком, дайте полет своей фантазии. Отличной идеей будет использование реквизита, например, старой одежды или всевозможных красок. Для компании друзей отлично подойдет катание с горки или игра в снежки. Это прекрасное развлечение как для взрослых, так и для детей. Приятные эмоции гарантированы! Влюбленные пары тоже могут не отказывать себе в свиданиях на свежем воздухе. Катание на коньках – лучший выбор! Эта зима выдалась снежной и подарила нам возможность провести ее в хорошей компании на природе.

Александра ТОЛСТОВА, 11-й класс. Чебоксары, 3-я школа.

♦♦♦


Киноуроки в школах России

«Единая Россия» совместно с центром развития интеллектуальных и творческих способностей «Интелрост» запустила образовательный проект «Киноуроки» по всей стране. В актовом зале гимназии 5 города Чебоксары состоялся единый день показа фильмов, приуроченный ко Дню Защитника Отечества. Каждый из поучительных короткометражных фильмов, которые снимали сами школьники, рассказывает об одном из нравственных понятий или качестве личности. Для учеников начальной школы показали фильм «Когда небо улыбается», для среднего звена – фильм «Честь имею», для старшеклассников – фильм «Александр», в котором рассказывается про ответственность за свои поступки перед другими людьми. Сценарий к фильму является авторским, создан под руководством сценариста и режиссера Елены Дубровской. «Всего предусмотрено 99 детских короткометражных художественных фильмов от каждого региона, и в каждом из них раскрывается определенное нравственное понятие. Пока вышло в свет только 32 короткометражных фильма. Все проекты были сняты на средства, полученные от сбора и сдачи макулатуры школьниками. Дети становятся сценаристами, режиссерами, актерами и видят результат своей же проделанной работы. «Следующий фильм будем снимать в Чувашской Республике», – прокомментировала Елена Владимировна. <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

♦♦♦


Манăн атте – ал ăсти

Манăн аттене Александр Николаевич тесе чĕнеççĕ. Вăл ĕçчен те ăслă, ырă кăмăллă çын, пуринпе те ăшшăн калаçать. Атте пур енĕпе те пултаруллă, нихăçан та алă усса лармасть. Унăн алли ылтăн: кĕске вăхăтрах мĕн те пулин ăсталама пултарать, хăш чухне мана та вĕрентет. Вăл столяр, платник тата йывăç касса эрешлекен те. Унăн аллинче пăчкă-пуртă вылянса çеç тăрать. Эпĕ вăл ĕçленине сăнама юрататăп. Унсăр пуçне атте кăмака купалать, атă-пушмак çĕлет, ăста строитель те. Вăл пирĕн валли пысăк та хăтлă çурт купаларĕ. Аттене ырă çын пулнăшăн хисеплеççĕ. Вăл йывăр вăхăтра пурне те пулăшма тăрăшать. Мана, сăмахран, уроксем тунă чухне сĕнӳ-канаш парать. Тутлă апат пĕçерме те ӳркенмест атте. Вăл маншăн тĕслĕх вырăнĕнче. <...>

Арсений ПЛЕТКИН. Комсомольски районĕ, Нĕркеç шкулĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен... 

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.