Юрă-ташăсăр савăнăç çук!
Пултаруллă чăваш ачисем Тутарстанра та сахал мар. Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш ялĕнче маттур та хастар ача нумаййи ку тăрăхра чăвашлăх туйăмĕ сÿнмессе пĕлтерет. Çавăн пек ачасенчен пĕри – улттăмĕш класа кайма хатĕрленекен Ольга Абросимова.
– Ташлама тата юрлама питĕ юрататăп! – хавхаланса пĕлтерет çак киленĕçе садика çÿренĕ вăхăтрах иленнĕ хĕр ача. – Пĕррехинче Валентина Николаевна Мельникова вĕрентекен пире юлташпа иксĕмĕре ташлама хăнăхтарчĕ. Çавăн чухне Аксура çамрăк талантсен конкурсĕ иртессине пĕлтернĕччĕ. Эпир унта кайса хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. Халăх йышлă пухăннăччĕ. Шел, çĕнтерÿ пирĕн енче пулмарĕ. Анчах унта хутшăнни те мĕн тери пысăк савăнăç кÿчĕ! Мĕншĕн тесен пире уншăн Хисеп хучĕпе тата пуканепе чысларĕç. Ку манăн пĕрремĕш конкурсчĕ...
Шкула çÿреме пуçласан çавăн пек ăмăртусенче тăтăшах палăрма тытăннă Оля. Хăйне пур енлĕн тĕрĕслеме юратаканскер яланах шыравра. Шкулта чылай концерт, уяв, тĕрлĕрен ĕç-пуç иртет. Кашнинчех Оля Абросимова юрлать те, ташлать те. Ташă кружокне çÿрекенскерĕн ăсталăхĕ те кулленех ÿссе пырать.
– Нумаях пулмасть Аксури 2-мĕш шкулта пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Çĕнтерессе питĕ шантăм. Пĕлетĕр-и, унта хутшăнни ахаль пулмарĕ. Эпĕ иккĕмĕш вырăна тухрăм. Кун хыççăн мана Хусанкай ялне отличниксен слетне йыхравларĕç. Унта вара Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе савăнтарчĕç, – çĕкленÿллĕн каласа парать маттур хĕр ача.
Ольăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ те, Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пурăнакан Марина Васильева, юрра-ташша ăста. Хĕр ача çуллахи каникулта ун патĕнче пулса курчĕ-ха. Пĕрешкел чун киленĕç тыткăнне кĕрсе ÿкнĕскерсем вăхăта хаваслă ирттерни иккĕленÿсĕр.
Сцена çине тухасси хăшне-пĕрне çав тери хумхантарать. Зал тулли çынна курсанах юрă сăмахĕсене манса каякансем те пур. Телее, Кивĕ Саврăш хĕр ачи ун пеккисен шутĕнче мар.
– Мĕн хăрамалли пур унта? – тĕлĕнет Оля. – Шикленетĕн пулсан çĕнтерейместĕн, кашнинчех хама çакна аса илтеретĕп. Сцена çине тухсан çухалса кайни пулманччĕ-ха.
Яла чăваш эстрада çăлтăрĕсем килессине пĕлсен кашнинчех чунтан хĕпĕртет пĕчĕк "артист". Типшĕм Сашукпа Диана концерчĕшĕн мĕн тери савăннă тата! Чăваш сасси, чăваш юрри яланах кăмăлне çĕклет.
Питĕ яваплă хĕр ача вăл. Ахальтен мар класра та староста тивĕçне шанса панă ăна. Пĕрле вĕренекенсем те пултаруллă тантăшне питĕ хисеплеççĕ.
Вĕренÿре "5" паллăпа ĕлкĕрсе пыраканскер сăвă-калав çырма та юратать. Хайлавĕсенче ытларах тавралăх илемне сăнлать. Чĕр чунсем çинчен сăмах хускатма та питĕ кăмăллать. Петĕр Хусанкай сăввисене халăх пуянлăхĕ вырăнне хурать вăл, кашни йĕркинче илемлĕх курнăран тĕлĕнет.
Григорий Тяманов-Акташ сăвăç – Ольăн амăшĕн куккăшĕ. Çавăнпа хĕр ача та тăванĕнчен юласшăн мар, хăйĕн çинчен ырă ят хăварасшăн.
Юрă-ташă çынна мĕн тума кирлĕ? Эсир ку ыйтăва çаплах хуравлаймарăр-и? Пахчари кайăксен чĕвĕлтетĕвне итлеме юратакан хĕр ача вара çапларах ăнлантарать:
– Чунтан хĕпĕртеме кирлĕ тесе шухăшлатăп. Унсăр савăнăç та туллин туйăнмасть-çке.
"Пин пус пуличчен пин тус пултăр", – теççĕ халăхра. Ахăртнех, Оля та çак ваттисен сăмахне пăхăнать. Унăн юлташ чылай.
– Чăн-чăн юлташ ялан санпа пĕрле пулмалла, пулăшмалла, – тет вăл. – Эпир нихăçан та пĕр-пĕрне йывăрлăхра пăрахмастпăр.
Спортпа туслăскер волейболла выляма кăмăллать. Унта та, кунта та хастарлăхпа палăрнă май килти ĕçрен те пăрăнса юлмасть: чĕпсене, кроликсене пăхать.
Пĕртен-пĕр ĕмĕт те çынна мĕн тери пысăк савăнăç кÿме пултарать-çке! Вăл пурнăçланасса шанни вара çав телейлĕ саманта çывхартма пулăшать. Ольăн та ĕмĕт пур. Пĕрре кăна та мар. Ӳссе çитсен вăл вокал енĕпе тарăнрах вĕренме каясшăн, чăн-чăн ăста пулса тăрасшăн. Тата унăн питех те çутă ĕмĕт пур – вăл Шупашкара çитсе курасшăн! Пĕлсех тăрать, ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулатех.
– Тантăшсене ырлăх-сывлăх сунатăп. Пĕр-пĕринпе тату пурăнмалла, тавлашмалла мар. Хирĕçÿ никама та ырă тумасть. Тавлашу вара питĕ хăрушă, – тет Оля Абросимова.
Лариса ПЕТРОВА.