Комментари хушас

21 Çурла, 2014

Шĕкĕр кун

«Атăлпа Урал хушшинче» проект Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Инçе çула тухнă "Тантăш" тусĕсем – Темтепĕлейкинпа Шурсухал – савнă Шупашкарăн çуралнă кунне пирĕнпе пĕрле уявлаймарĕç. Çавăнпа эпĕ – Шурсухалăн тепĕр мăнукĕ – Тăрăшар – чăваш ачи-пăчин юратнă хаçатĕнче хула кунĕ мĕнле иртсе кайнине çырса кăтартас терĕм. Асаттепе тете аякри тус-тăванпа пĕрле "Тантăшра" вуласа пĕлччĕр шĕкĕр хуламăрăн аслă уявĕ çинчен.

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар 545 çул тултарчĕ. 1469 çулта Иван Руна вăйпут ертсе пыракан кимĕллĕ çар Хусан походне тухнă. Çул çыравра çак çар Шупашкарта çĕр каçнине асăннă. Историографи йĕрки тăрăх, летопиçре асăнни – ял-хула никĕсленнĕ çул шутланать.

Шупашкара никĕсленине анлăн уявлани 1969 çулта иртнĕ – шĕкĕр хула 500 çул çитнине паллă тунă, культурăпа кану паркне хывнă. Тепĕр 15 çултан вара Шупашкар хулин халăх депутачĕсен канашĕн 9-мĕш сессийĕнче хула кунне палăртнă. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче "Шупашкара – 500 çул" культурăпа кану паркĕнче хула çуралнă кунне уявланă. 1986 çулта халăх депутачĕсен 6-мĕш сессийĕ Шупашкар кунне 1989 çултан тытăнса кашни çул мар, 5 çултан пĕрре уявлама йышăннă. 1989 çулта шĕкĕр хула 520 çул, 1994 çулта 525 çул тултарнине çĕртме уйăхĕнче паллă тунă. 1997 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулин депутачĕсен канашĕ уява çурла уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунне куçарма, ăна кашни çулах паллă тума йышăннă. 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей президенчĕ В.Путин "Шупашкар хули 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине паллă тăвасси çинчен" калакан указа алă пуснă.

Шупашкар ячĕллĕ урамсем Улатăрта, Аçтăрханта, Волгоградра, Днепропетровскра, Хусанта, Канашра, Мускавра, Чулхулара, Питĕрте, Çĕнĕ Куйбышевра, Пермьре, Ĕпхÿре пур. Чăваш тĕнчин кăвапипе Эгер (Венгри), Гродно (Белорусси), Санта-Клара (Куба), Анталья (Турци) тата Рунду (Намиби) хулисем пĕр тăванлашнă.

Хула кунне уявласси кăçал çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнчех тытăнчĕ. Хула пуçлăхĕн "Туслăх кубокне" çĕнсе илме тупăшрĕç спортсменсем. Çамрăк амăшсен чи кĕтнĕ уявĕ те – ача кÿмисен "Аист чĕппи" фестивалĕ çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче тĕнче шайлĕ курав пекех иртрĕ.

Уяв умĕнхи шăмат кун кĕрешÿ ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал "Энергия" стадионра профессионалсен "Чемпионсен кубокĕ" турнирĕн картинче 9 тытăçу иртмеллеччĕ. Паллах ĕнтĕ чи курăмли те чи кĕтни Чăваш Енри полици капитанĕ Артур Шишкинпа Голландире çуралса ÿснĕ Филипп Мигель Пинто Гомес Да Вега кĕрешĕвĕ пулмаллаччĕ. Анчах тÿпери Илле пророк плансене улăштарчĕ.

"Турнир çăлтăрĕсем" чыса вара çак каç Китай Халăх Республикинчен çитнĕ кĕтнĕ хăнасем – Шаолинь мăнастирĕн манахĕсем тивĕçрĕç пулмалла. Вĕсен кăтарту программи пурне те хавхалантарчĕ, тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Шăмат кун каçĕн тепĕр кĕтречĕ – "Çĕрле велосипедпа ярăнни".

Хула кунне çĕртмен 17-мĕшĕнче "Чемпионсен кубокĕ" турнирĕн ятлă-сумлă хăни, йывăр виçеллĕ боксер Александр Поветкин уçрĕ: 10 сехетре Хĕрлĕ лапамра – "Çăлтăрпа пĕрле зарядка"!

11 сехетре Шупашкар кÿлмекĕнче гидроциклсем ĕрĕхсе çÿрерĕç. Аквабайк – шыври мотоспортăн чи хитре тĕсĕсенчен пĕри. Шупашкар тĕлĕнчи Атăл шывĕ ачаш та çемçе – çакна парăс киммисен регати те кашни çулах çирĕплетет. "Шупашкара – 500 çул" паркра вара моторлă пăчкăсем юрласа ячĕç. Йывăçран кĕлеткесем касса тупăшасси – йăлана кĕнĕ пултарулăх ăмăртăвĕ.

Шăп кăнтăрла А. Г. Николаев ячĕллĕ паркра "Шĕкĕр хуламăрăн сасси" ятлă ача-пăча юрă фестивалĕ пуçланчĕ. Вокал ăмăртăвĕ те хула кунĕн мешехисенчен пĕри.

Шупашкар тÿпине реактивлă "Вĕршĕнсем" хăпарасси çинчен ача çуратмалли çуртсенче те пĕлтернĕччĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче халăх тĕнче пĕтес пек урама сиксе тухнинчен тĕлĕнмелли пулмарĕ. Автобус-троллейбус, "маршруткăсем" тулса тăкăнас пек тиенчĕç. Транспорта лекейменнисем аптраса тăмарĕç – çуранах утрĕç. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ шĕкĕр хулан сывлăх кунне аса илтерчĕ – пиншер çын Атăл хĕррине васкать! "МиГ-29" фронт истребителĕн, сывлăш çапăçăвĕнче пуç пулса тăма "çуралнă" самолетăн чапĕ пĕтĕм тĕнчепе кĕрлесе тăрать. Унăн ахрăмне итлеме, Атăл çийĕн пилĕк истребитель вĕре çĕлен пек явăнса вĕçнине курма ватти-вĕтти хулипех тухнă. Кайăксем кăна мар, çынсем те ăмсанса пăхрĕç "Вĕршĕнсен" вăр-варлăхне, самолетсен вут чĕрисен сасси Атăл шывне те хумхантарчĕ.

Йăлана кĕнĕ, чуна тыткăнлакан курăмăç (шоу) – йĕкĕтленÿ (джигитовка). Ĕненĕр – А.Тихонов ячĕллĕ клубри яшсемпе пикесем мифсенчи кентаврсенчен нимĕнпе те кая мар. Çил çунатсене йĕвенленĕ хастарсем "Шупашкара – 500 çул" паркра куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Юлан утçăсем хĕç-сăнă мелĕсене кăтартнă чух вара 545 çул каялла Шупашкарта çĕр каçма чарăннă Иван Руна вăйпут хăйĕн çуйарĕсемпе таçтан сывлăшран тухса тăрассăнах туйăнчĕ.

Кашни çулах шĕкĕр хула уявне улăпсем пуçтарăнни – ырă йăла. Çичĕ хут тар кăларакан "Шупашкар хал паттăрĕ" экстримра тупăшакан пăхаттирсем тимĕре те чун кĕртеççĕ.

Каç кÿлĕм "Пултарулăх бульварĕ" арт-проект уçăлчĕ. Троллейбус-автобус, машин-качаки таврашне хăваласа кăларса янă Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамĕнче 70 яхăн интерактивлă лаптам тĕтĕм кăларса ĕçлерĕ: сахалтан та 545 пултаруçă-асамçă уяв кăмăлне туптарĕç. Ача-пăча кĕнекисен ярмăрккине библиотека ĕçченĕсем юмах-халапри, литературăри геройсене сăнарлакан тум тăхăнса тухниех 2014 метр вăрăмăш пултарулăх бульварĕ мĕнле асамлă сывлăшпа сывланине кăтартать: Шупашкар – çĕнтерÿсен хули. "Эпир мăшăрланатпăр!" туй парадне вара 10 ушкăн хутшăнчĕ – кун пек кайсан тепĕр 5 çултан Рио-де-Жанейро карнавалне хăваласа çитетпĕр! Пуç тăрринчех явăнакан мăн "лĕпĕшсем" – параплансем – тÿпене каç сĕмлĕхне карсан Хĕрлĕ лапамра Лариса Долина концерчĕ пуçланчĕ. Каçпа 10 сехетре вара тухăçран чутах хĕвел сиксе тухмарĕ: уяв вут-хĕлхемĕ ăна улталанă – фейерверк-салюта шурăм пуç килнипе чутах арпаштарман сар хĕвел!

 

В.СТЕПАНОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.