Комментари хушас

21 Çурла, 2014

Хăюллă та тавçăруллă Люся

Çак хĕр ачан ятне яланлăхах Белоруссири В. И. Ленин ячĕллĕ пионер организацин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Минскра, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине халалланă музейĕн пĕр залĕнче унăн портретне вырнаçтарнă.

Вăл тăшман эшелонĕсене рельсран пăрса яман, горючи цистернисене сирпĕтмен, гитлеровецсене пăшалтан пемен... Пĕчĕк пионер çеç пулнă-ха Люся Герасименко. Анчах унăн кашни ĕçĕ пирĕн Çĕнтерÿ кунне çывхартнă.

«Кÿлĕ вара?»

Çывăрса каяс умĕн Люся ашшĕне асăрхаттарчĕ:

– Атте, манса ан кай: мана иртерех вăратмалла. Çуран кайăпăр. Эпĕ чечек пуçтарăп. Икĕ çыхă – сана тата аннене валли.

– Юрĕ, юрĕ, çывăр, – Николай Евстафьевич простыне тÿрлетрĕ, хĕрне чуп турĕ те çутă сÿнтерсе тухрĕ.

Минск çывăрмасть. Уçă чÿречерен çĕртме уйăхĕн ăшă çилĕпе пĕрле илемлĕ кĕвĕ, кулă, иртсе çÿрекен трамвайсен сасси кĕрет. Николай Евстафьевичăн Мясников ячĕллĕ заводри парти организацийĕн ĕçне тĕрĕслени çинчен хутсем хатĕрлемелле. Тунти кун райком бюровне çитмелле. Папкине илчĕ те вăл кухньăна утрĕ. Унта арăмĕ хуçаланать: ыран çемйипех хула тулашне çитсе курасшăн-çке. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ – Минск кÿллине уçмалли кун.

– Ну, манăн пĕтĕмпех хатĕр, – терĕ Татьяна Даниловна. – Эсĕ çаплах ĕçлесшĕн-и-ха тата?

– Кăштах ларам-ха. Эсĕ каях, кан... – Николай Евстафьевич папкине уçрĕ.

Кÿлĕ уçнă çĕрте пулма май килмерĕ Герасименко çемйин. Ирхине, килтен тухсанах, вĕсене пĕр мотоциклист хăваласа çитрĕ:

– Герасименко юлташ! Николай Евстафьевич! Сире халех райкома чĕнеççĕ.

– Мĕншĕн? – тĕлĕнчĕ Николай Евстафьевич. – Паян вырсарни кун вĕт?

– Сăлтавне пĕлместĕп. – Мотоциклист куçлăхне антарчĕ. – Сывă пулăр!

– Атте, кÿлĕ вара мĕнле? – Люся куçĕнче куççуль йăлтăртатрĕ.

– Эпĕ часах таврăнăп, хĕрĕм. Ĕлкĕрĕпĕр-ха...

 

Вăрçă пуçланнă!

Анчах Николай Евстафьевич килне сĕм çĕрле çеç таврăнчĕ. Люсьăпа Татьяна Даниловна картишреччĕ, унта çуртри пур çын та пуçтарăннăччĕ. Хăйсем пăшăл-пăшăл калаçаççĕ. Пурне те хăрушă хыпар ăнран янă: "Гитлер Германийĕ СССР çĕрне тапăннă". Минскра хальлĕхе лăпкă пулин те кашниех ăнланать: чикĕре йывăр çапăçусем пыраççĕ, унта ывăлсем, упăшкасем, пиччесем, çывăх çынсем пуç хураççĕ.

Аслисем те, ачасем те ватă кинемее Прасковья Николаевнăна уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унăн ывăлĕ Петя – Хĕрлĕ Çар командирĕ, Брестра службăра тăрать. Радиопа пĕлтернинчен вара çакă паллă: унта хаяр çапăçусем пуçланнă. Тен, çак вăхăтрах, халĕ вĕсем лăпкăн калаçнă чухне Петр Иванович салтаксене тапăнăва кăларать?

– Люся, – шăппăн чĕнсе илчĕ ашшĕ хĕрне. – Аннÿне кала, эпĕ киле каятăп.

Акă пĕтĕм çемье çутă çутмасăрах каçхи апата ларчĕ. Шăп. Хăйне мĕн хумхантарни çинчен ялан ашшĕпе калаçма юратакан Люся та сăмах чĕнмест, пĕр кун хушшинчех аслăланчĕ тейĕн.

– Акă мĕн, амăшĕ, – терĕ Николай Евстафьевич сĕтел хушшинчен çĕкленнĕ май. – Хăвна тата Люсьăна мĕн кирлине хатĕрле. Куçса каймалла пулать.

Амăшĕ кăшт çеç илтĕнмелле йĕрсе ячĕ.

– Анне, халĕ эпĕ лагере каймастăп пуль ĕнтĕ? – ыйтрĕ Люся.

– Фашистсене çапса аркатăпăр та, хĕрĕм, сана чи лайăх лагере ярăпăр.

– Артека-и?

– Паллах, Артека. Аннÿне пулăш-ха. Тен, ыран сире машина Минска илсе çитерĕ? Манăн каймалла. Райкомрах çĕр каçăп.

Алăк сасси пулчĕ. Николай Евстафьевич картлашка тăрăх анни илтĕнчĕ. Часах пĕтĕмпех шăпланчĕ.

Сасартăк радио ытти чухнехинчен урăхларах калаçма тытăнчĕ.

– Граждансем, сывлăш тревоги! Сывлăш тревоги!

Таçта Минск хĕрринче зениткăсем кĕмсĕртеттереççĕ, тĕттĕм тÿпене прожектор çутисем çураççĕ. Люсьăпа амăшĕ бомбăран пытанмалли вырăна анчĕç. Тепĕр кунне радио çак сăмахсене пĕр чарăнми каларĕ. Минск çийĕнче вара пирĕн истребительсем фашист самолечĕсемпе кĕрешеççĕ. Çапăçу каçпа та чарăнмарĕ, тепĕр кунне те. Герасименко çемйи лăпкăрах вырăна куçса ĕлкĕреймерĕ.

 

Хулара – гитлеровецсем

Хулана гитлеровецсем йышăнчĕç. Фашист пусмăрĕнчи хура кунсем пуçланчĕç. Вĕсем питĕ вăраха тăсăлчĕç. Пĕр кун уйăх пек туйăнчĕ, уйăх вара – çулталăк пек. Минск палламалла мар улшăнчĕ. Нумай çурта ишĕлтернĕ е çунтарнă. Йĕри-таврах – ваннă кирпĕч куписем, ишĕлчĕксем, бомба е снаряд ÿксе пулнă шăтăксем. Хула шăпланчĕ, анчах пăхăнмарĕ. Горючи цистернисем сирпĕнсе сывлăша çĕкленеççĕ. Тăшман эшелонĕсем рельсран татăлса каяççĕ. Ишĕлчĕксем хушшинчен пăшалпа пени илтĕнет. Лагерьтен тыткăнри салтаксем тараççĕ. Юпасем, картасем, арканнă пÿртсенчен юлнă стенасем çинче листовкăсем курăнма тытăнаççĕ... Аслисем, ватăсемпе ачасем чунтан курайман тăшмана хирĕç çĕкленчĕç. Гитлеровецсем çак çĕре çавăрса илсенех Минскра хула комитечĕн вăрттăн партийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ертÿçи – Исай Павлович Казинец. Халăхра ăна Победит тесе чĕнеççĕ, ахăртнех, çĕнтерÿ унпа пĕрле çÿрессе шанаççĕ. Вăрттăн ушкăнсенчен пĕрне Николай Евстафьевич Герасименко ертсе пырать.

 

«Менелник»

...Çав çулхине авăн уйăхĕ питĕ ăшă килчĕ. Тин кăна кăштах çумăр çуса иртрĕ, тусана пусăрăнтарчĕ. Акă сывлăш та унчченхинчен чылай тасарах. Николай Евстафьевич чÿречине уçрĕ. Унтан уçă сывлăш тата нумаях пулмасть сÿнтернĕ пушар шăрши кĕчĕ. Урамра Гитлер патрулĕ курăнса кайрĕ – кĕç-вĕç пăшалтан пеме хатĕр тейĕн. Акă вĕсем тĕл пулнă кинемее хупăрласа илчĕç. Пĕри карçинккинче темĕн шырать, тепри автоматран тĕллет те: "Пук! Пук!" – тесе кăшкăрать. Кинемей шикленсе ÿкнипе сăх-сăхать, нимĕçсем кула-кула пăрăнса утаççĕ.

Николай Евстафьевич ватăскерĕн селĕпрех сассине илтрĕ:

– Чун иллисем! Çын вĕлерекенсем!

"Вăхăт çитрĕ", – шухăшласа илчĕ те Николай Евстафьевич Люсьăна чĕнсе илчĕ:

– Хĕрĕм! Ăнăçу сана! Нимĕн те манмарăн-и?

– Çук, атте!

– Аван. Эсĕ вара, амăшĕ, чей хатĕрле. Кам та пулин ыйтсан – пирĕн уяв. Санăн менелникне паллă тăватпăр.

Люся картише тухрĕ. Картлашка çине ларчĕ те теттисене: пуканисене, тĕрлĕ тĕслĕ татăкĕсене – вырнаçтарма тытăнчĕ. Арçын ачасем пачах та урăх çĕрте вылянипе тата çывăхра аслисем кăна иртсе çÿренипе мĕн ĕç пур унăн? Айккинчен пăхсан хĕр ачана хăйĕн теттисемсĕр пуçне урăх нимĕн те кăсăклантармасть пек курăнать. Анчах ку апла мар. Йĕри-тавра мĕн пулса иртнине Люся питĕ тимлĕ сăнаса ларать. Вăл вылять кăна мар, постри тивĕçне пурнăçлать. Акă çемье пĕлĕшĕ Саша пичче, Александр Никифорович Дементьев, курăнса кайрĕ. Вăл хĕр ачан ашшĕпе пĕрле заводра ĕçлет.

– Эпир юсанă машинăсемпе фашистсем вил тăпринчен инçе каяймĕç, – тенĕччĕ вăл пĕррехинче Люсьăн амăшне.

Анчах вăл та паян килесси çинчен ашшĕ пĕр сăмах та каламарĕ-çке.

– Мĕнле пурăнатăн, Люся? – сăмах хушрĕ Александр Никифорович.

– Аптăрамастăп, – хĕр ача çĕкленчĕ. – Килте... – Хваттерте никам та çуккине каласа ĕлкĕреймерĕ Люся, Саша пичче ăна пÿлчĕ:

– Аннÿ кирлĕ мана. Тен, çăнăх туянĕ вăл?

Ку "вăрттăн сăмах" пулчĕ.

– Вăл килтех...

Палламан инке пырса тăчĕ.

– Хĕр ачи, аннÿ çăнăх туянасшăн мар-и?

– Туянасшăн. Çирĕм виççĕмĕшне кĕрĕр...

Каллех инке, пиччесем...

"Саккăрăн – пурте çитрĕç пулмалла", – Люся çăмăллăн сывласа ячĕ те сылтăм çивĕтне салтма тытăнчĕ. Туять вăл, ашшĕ чÿречерен сăнасах тăрать. Вăл вара ăна паллă парать: никам та çук, хăвăр ĕçĕрпе аппаланăр. Люся сулахай çивĕтне тĕкĕнсен вара – хăрушлăх: картишре палламан çынсем – асăрханăр! Анчах хальлĕхе нимĕн те çук, çавăнпа хĕр ача тăрăшсах сылтăм çивĕтне çыхать. Герасименко хваттерĕнче вара вăрттăн юхăм канашлăвĕ пырать. Коммунистсем фашистсемпе кĕрешмелли çул-йĕрсене шыраççĕ. Ирĕн те каçăн хапсăнчăксем канăç ан тупчăр. Пĕлччĕр вĕсем – Минск çыннисене чĕркуçлентерейместĕн...

Картишре сасăсем илтĕнчĕç. Николай Евстафьевич чÿречерен пăхрĕ: Люся картлашка çинче курăнмасть. Вăл картиш варринче хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче тăрать, хăй сылтăм çивĕтне алăран вĕçертмест. Акă вăл пуçне çавăрчĕ те ашшĕпе хĕрĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. Николай Евстафьевич ăна ырласа пуçне сулчĕ. Канашлу малалла пырать. Люся тусĕсемпе класла вылять.

– Акă, юлташсем, пулчĕ тейĕпĕр. Эппин... – Николай Евстафьевич каласа пĕтереймерĕ, ача-пăча юрри илтĕнсе кайрĕ.

– Арăм! Мĕн пуррине хăвăртрах сĕтел çине кăлар. – Александр Никифорович Дементьев тĕлĕннине курсан вара кил хуçи çапла ăнлантарчĕ:

– Картише гитлеровецсем çитнĕ. Люся паллă пачĕ. Хумханма кирлĕ мар – эпир Татьяна Даниловнăн "менелникне" уявлатпăр...

(Малалли çитес номерте.)

 

А. Н. Печорская çырнине

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.