Комментари хушас

21 Нарăс, 2021

Сунарҫӑсен биатлонӗ иртрӗ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари акар йытăceн питомникĕнче паян сунарçăсен биатлонĕ иртрĕ. Кăçалхипе 5-мĕш хут йĕpкеленĕ ăмăpтусене республикăpи районсенчен тата кÿpшĕ регионсенчен килнĕ 14 команда хутшăнчĕ.

Вĕсене тата курма килнисене ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Николай Косулин, Лаш Таяпа ял тăpăxĕн пуçлăxĕ Светлана Ермакова, ăмăpтусен тĕп йĕpкелÿçи - "Акар" питомник директорĕ Леонид Князев, ыттисем саламларĕç, тупăшусенче ăнăçу сунчĕç.

Кaшни командăpa - 3 çын. Биатлонистсем пĕрремĕш тапхăpта хăйсем анчах, ыттисенче вара йытăсемпе чупрĕç. Пăшалпа тĕл пеме пултарнине кăтартса пачĕç.

Николай Косулин палăpтнă тăpăx, çaкнашкал ăмăртусем экологи культурипе сунарçăсен этикине йĕpкелеме-лайăхлатма пулăшаççĕ.

www.hypar.ru Ирина Клементьева сăн ÿкерчĕкĕсем.
 

Рубрика: