Комментари хушас

20 Нарăс, 2021

Тăван çĕршыва хÿтĕлеме шантарчĕç

Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕн воспитанникĕсем шăматкун присяга тытрĕç, тарăн пĕлӳ илсе Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсем пулма тупа турĕç.

Чи пăлхануллă тата яваплă самант… Ачасен куçĕсем савăнăçпа çуталса йăлкăшрĕç… Чун-чĕри ыррăн хумханчĕ ахăртнех. Кадет корпусĕнче пĕлӳ илекенсене присяга тытнă ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ. «Тупа туса эпир хамăр çине пысăк яваплăх илетпĕр, дисциплинăна çирĕп пăхăнма, умра тăракан тĕллевсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама шантаратпăр. Çакă питĕ хисеплĕ тата чыслă. Эсир Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи пулас тени тантăшăрсене те хавхалантарать, сирĕнтен тĕслĕх илме хистет. Пурнăçăн çак çулĕпе çирĕп утма сире ăнăçу сунатăп», — терĕ вăл.

Кадет корпусĕн воспитанникĕсене федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров та саламларĕ. Çавăн пекех вăл РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн саламне те вуласа пачĕ.

Присяга тытнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уяв хыççăн çитĕнекен патриотизм воспитанийĕ парассипе тата кадет юхăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Чăваш Республикинче кадет юхăмне вăйлатассине чăннипех те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе, паллах, Чăваш Ен кадет корпусĕн тӳпи пысăк. Çавăн пекех хуласемпе районсенчи шкулсенче те кадет класĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем те çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратмашкăн вĕрентме, йăла-йĕркене упрама, истори еткерлĕхне сыхлама хăнăхтараççĕ.

«Çулран çул кадет класĕсен шучĕ ӳссех пырать, — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май. — Унта пĕлӳ илекен ачасем чылай енчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем тăрăшуллă, хастар, пултаруллă, яваплăхлă. Çакă кадет юхăмĕ çитĕнекен ăрăва ырă витĕм кӳнине çирĕплетет те ĕнтĕ. Чи кирли тата уйрăмах пĕлтерĕшли кунта — чун-чĕрере патриотизм туйăмне вăратни».

Сăмах май, Чăваш Ен кадет корпусĕ Раççей Федерацийĕн Сывлăш-космос çарĕсем валли пулас специалистсене хатĕрлет. Хальхи вăхăтра кунта 384 кадет пĕлӳ илет. Кăçал 6-10-мĕш классене 137 çынна вĕренме йышăннă.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчекĕсем кунта...
 

Рубрика: