«Хыпар» 17-18 (27750-27751) № 19.02.2021
АЯКРИ ЧĂВАШ
Хаçатри статьяна ăнсăртран вуласан...
2010 çулта ирттернĕ çырав тăрăх, Раççейре 1435,9 пин чăваш пурăнать, вĕсенчен 621 пинĕшĕ — Чăваш Ен тулашĕнче. Кăнтăрта е çурçĕрте, Çĕпĕрте е ытти вырăнта пурăнсан та чунĕпе вĕсем çуралса ÿснĕ тăрăхĕнчех. Паян вулакансене паллаштаракан йăхташăмăр та — çав йышранах. Сăмахăм Тюменьте пурăнакан Владислав Тимофеев çинчен.
— Владислав Петрович, эпĕ илтнĕ тăрăх, эсир Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ. Йăнăшмастăп-и?
— Çапла, çапла. Уйкас Хачăкра 1952 çулта хресчен çемйинче кун çути курнă. Ял ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ. Эпĕ те çаплах. Пиллĕкмĕш класран пуçласа çулленех колхоз лашисене пăхнă, хĕллехи вăхăтра конюхра ĕçлекен аннене янаварсене апатлантарма пулăшнă. Килти хуçалăхра мĕн туни çинчен сăмах вакламăп, ялта пурăнакан кашни çын ун пирки эпĕ каламасăрах лайăх пĕлет. Тен, хальхи ачасене пысăк ĕçсене явăçтармаççĕ, пирĕн вăхăтра: «Ку — санăн тивĕç, çакă — манăн», — тесе пайласа тăман. Кĕçĕннисем аслисем çумĕнче ĕçе, пурнăçа хăнăхса, вĕренсе пынă.
— Çĕпĕре çул тытасси мĕнпе çыхăннă?
— Унччен Москакассинчи сакăр çул вĕренмелли тата Калайкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухрăм, салтакра пултăм. Унтан таврăнсан икĕ çул Муркашри ял хуçалăх техникинче водительте ĕçлерĕм. 1975 çулта Тюмене тухса кайрăм. Грузчикра та, водительте те ĕçлеме тиврĕ. Çапах пĕлĕве ÿстермелли пирки самантлăха та манман. Ялуторово ях хуçалăх техникумĕнче куçăн мар майпа техник-механик специальноçне илсен инженерта вăй хума пуçларăм. Ун хыççăн Тюменьти индустри институтĕнче вĕренсе «производство йĕркелÿçи» специальноçпа дипломлă пултăм. Çапла майпа 1991-2016 çулсенче юсавпа строительство тата монтаж енĕпе ĕçлекен «Мартика» организацин директорĕнче вăй хутăм.
— Эсир облаçри чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн хастарĕ пулнине те пĕлетпĕр. Хăçан пуçăнтăр ку ĕçе?
— 1991 çулта «Тюменская правда» хаçатра ăнсăртран Е.Фадеевăн статйине вулама тиврĕ. Унта облаçри чăвашсен пĕрремĕш пухăвĕ иртесси пирки пĕлтернĕччĕ. «Геолог» культура керменне пуçтарăннă чăвашсем тăван чĕлхепе калаçнине илтсен çав тери савăннăччĕ. Çавна май «Тăван» ман куç умĕнче чăмăртанчĕ теме пултаратăп. Малтанхи тапхăрта чăвашлăх ĕçĕнче эпĕ спонсор пек ытларах палăртăм, мероприятисем ирттерме нухратпа пулăшрăм, «Çĕпĕр — Атăл» общество йĕркелес ĕçе тÿпеме хыврăм. 2002 çулта мана хама та чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн канашне суйларĕç.
— Ун чухне организацие Владимир Логинов ертсе пыратчĕ.
— Çапла, Владимир Николаевич пулнă. Вăл «Тăван» валли кĕтес тупас тесе чылай тăрмашрĕ. Кĕçех Энергетиксен урамĕнчи çуртра пÿлĕм пачĕç, анчах ăна тĕпрен юсама тиврĕ. Шăпах ăна йĕркене кĕртме хутшăнтăм. Стройматериалсем парса пулăшрăм, юсав ĕçĕсене пурнăçланă рабочисене тÿлерĕм. Каярахпа çурт çумĕнчех «Шупашкар трикотажĕн» пĕчĕк лавккине уçни пире ассоциаци ĕçне нухратпа тивĕçтерсе тăма чылай пулăшрĕ.
— Эсир «Тăванăн» вице-президенчĕ те пулнă мар-и-ха?
— 2007 çулта çирĕплетрĕç. Çичĕ çул ĕçлерĕм хушма çак ĕçре. Ун чухне ассоциаци президенчĕсем Владимир Логинов, Светлана Гавронина, Анатолий Архипов пулчĕç. Çапла майпа «Тăван» йĕркелекен пур мероприятие те хутшăнтăм. Унсăр пуçне Чăваш Енрен килекен хăнасене кĕтсе илме, вĕсемпе çÿреме тиветчĕ. Хамăрăн общество сĕннипех 2011-2014 çулсенче Тюмень облаçĕн Национальноçсен ĕçĕсен комитечĕ çумĕнчи координаци канашĕнче те ĕçлерĕм, ун хыççăн тата икĕ çул, каллех «Тăван» шаннипе, — облаçăн Культура департаменчĕн общество канашĕнче.
— Тавра пĕлÿ ĕçĕпе кăсăкланасси хăçан пуçланчĕ тата?
— Ку ыйту мана яланах канăç паман. 7-8 çул каялла вара хамăрăн ентеш-ăсчах В.Баранов Ишим уесĕнче /халĕ Аромашево районĕ/ 1913 çулта чăваш ялĕсене — Манаковка, Северный, Половинка — регистрацилени пирки архив докуменчĕсемпе тивĕçтерчĕ. Столыпинăн аграри реформи вăхăтĕнче чăвашсене тĕрлĕ вырăна куçарса кайни мана тарăн шухăша ячĕ. 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи ялсенче тĕпленсе пурăнакан чăвашсен çирĕп, ĕçлеме пултаракан çемйисене Тобольск кĕпĕрнине ирĕксĕрлесе янă. Унта вĕсен пушă вырăнсене йĕркене кĕртме тивнĕ. Асăннă ялсен юбилейĕ ячĕпе ăслăлăх-практика конференцийĕ ирттертĕмĕр, документлă фильм ÿкертĕмĕр, кĕнеке кăлартăмăр, ял çыннисем валли уяв концерчĕ йĕркелерĕмĕр.
— Эсир хальхи вăхăтра — наци культурин «Ентешлĕх» фончĕн ваттисен канашĕн тата Тюмень облаçĕнчи чăваш тавра пĕлÿçисен ертÿçи. Çак тивĕçсене мĕнле майпа пурнăçласа пыратăр?
— Çĕпĕр чăвашĕсен историне, хамăн несĕлсен кун-çулне тĕпчетĕп, облаçра тавра пĕлÿçĕ йăхташсене çыхăнтарса тăракан пĕрлĕх йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлетĕп. Инçетре те тăван культурăпа йăла-йĕркене пĕлсе, хисеплесе пурăнасшăн. Çак тĕллевпе унта Чăваш картишĕ уçасшăн. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Суйлавсем çывхарнă май политкĕрешÿ çивĕчленет
Регион ертÿçи улшăннă хыççăн республикăра пĕр парти сасси кăна илтĕнмелли тапхăр вĕçленчĕ темелле. Апла пулин те Навальный тавра явăнакан ĕç-пуçа шута илмесен — ыттисем шавлă акцисем ирттермеççĕ, пăтăрмахсем çук… Чăннипе вара депутатсем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ.
Тĕллев — ытларах сасă пухасси
Халĕ вĕсен кахалланса ларма пушшех юрамасть, унсăрăн çĕршыври, республикăри политика пурнăçĕн айк-кинче тăрса юласси те часах. Суйлав çывхарать вĕт — авăн уйăхĕнче Раççей Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалла. Вăхăт чылай-ха тесе лăпланса ларни вырăнсăр, шăпах суйлавсенче хăйсен вăйне-хăватне кăтартмалла. Партисен ĕçĕн чăн пĕлтерĕшĕ шăпах çакăнта – влаçра пуласси. Апла тăк çитес суйлавсенчи кăтартушăн — ытларах сасă пухассишĕн — вĕçĕмсĕр ĕçлемелле, паян вара пушшех çанă тавăрмалла. Çавна май партисем, вĕсен республикăри уйрăмĕсем хăйсен хастарлăхне ÿстерсех пырасса кĕтни вырăнлă. Пĕчĕккĕн «йăшăлтатма» пуçланине туятпăр ĕнтĕ.
Общество палати, авă, авăн уйăхĕнчи сасăлав мĕнле иртессине тимлекен Общество сăнавĕн штабне туса хуни çинчен пĕлтерчĕ. Иртнĕ тунтикун йĕркеленĕ ларура штаб ертÿçи кам пулассине те палăртнă — «Правда ПФО» интернет-хаçат редакторне Александр Белова шаннă. Уншăн ку опыт çĕнĕ мар — республика Пуçлăхĕн тата вырăнсенчи пухусен депутачĕсен пĕлтĕрхи суйлавĕ тĕлне те çакнашкал штаб уçнăччĕ, ун чухне те çак тытăм ĕçне Александр Борисовичах йĕркелесе пынăччĕ.
Çапла вара суйлав умĕнхи кампани старт илчĕ теме те юрать-тĕр. Партисен республикăри уйрăмĕсем çак тапхăра мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕреççĕ — тишкерме хăтланса пăхар. Пурне те асăнаймăпăр — вĕсен йышĕ пысăк, Тĕп суйлав комиссийĕн иртнĕ çул вĕçленнĕ тĕле хатĕрленĕ списокĕнче республикăра регистрациленĕ 24 уйрăма палăртнă, кашнин ятне кăна асăнсан та хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Тепĕр енчен, вĕсенчен чылайăшĕ пирки Чăваш Енре пурăнакансенчен хăшĕсем илтмен те пуль — представителĕсем парламент тытăмне кĕнĕ партисемпе çырлахар.
Никам та ют мар — пурте пĕрле
Ыттисем ан кÿренччĕр те — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» республикăри политика анинче çав-çавах чи хăватлă вăй тенипе никам та тавлашаймĕ. Йышĕпе те, укçа-тенкĕ майĕсемпе те. Паллах, республика Пуçлăхĕн должноçĕнче паян унăн элчи пулманни çак парти представителĕсен мăнаçлăхне кăшт пусарчĕ те пуль, анчах ку, тĕрĕссипе, нимĕн те улăштармарĕ — «едроссем» регионăн çĕнĕ ертÿлĕхĕпе пĕр чĕлхеллĕ пулма тăрăшни куçкĕрет.
Çакăнта Олег Николаев хăйне ăслă тытнине те палăртмалла: партисен представителĕсемпе çине-çинех курнăçать, хăй «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» элчи пулнипе курнăçланмасть. Пĕр сăмахпа, ытти парти представителĕсене кÿренме сăлтав памасть. Вăл ирттерекен мероприятисене Патшалăх Думин хăйĕнпе пĕр партири депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Игорь Моляков кăна мар, Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов та хутшăнаççĕ — вĕсем «Пĕрлĕхлĕ Раççейре» пулни ĕçтешлĕхе нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть.
Дума депутачĕсемшĕн, паллах, парламентри ĕç малти вырăнта. Алена Аршинова, партин регионти уйрăмне ертсе пырассине хăй çине илнĕскер, «Контактра» «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцин парламентри ĕçĕпе тĕплĕ паллаштарать. Юлашки кунсенче тишкернĕ ыйтусен шутĕнче, сăмахран, граждансен пурăнмалли çурчĕсене газ сечĕсемпе çыхăнтарассине тÿлевсĕр тăвасси, çак ĕçе хăвăртлатасси. Алена Игоревна çирĕплетсех калать: Чăваш Енре газификацие 100 проценчĕпех вĕçлес тĕлĕшпе парти уйрăмĕ пĕтĕмпех тăвĕ.
Çав вăхăтрах вĕсем регионпа тачă çыхăну тытни кăмăллă — меллĕ кашни самантпа усă курма тăрăшаççĕ. Черкесов, авă, шăматкун «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва та хутшăнчĕ. Çак ăмăртăва 2005 çултанпа çуллен тухать иккен. Ăна тунтикун Шупашкарти 22-мĕш шкул картишĕнчи уçă тÿпе айĕнчи музее уçнă çĕрте те куртăмăр. Çар вертолетне вырнаçтарнă та, паллах, ача та йышлă. Те сивĕпе — вĕсенчен пĕрне тем пулнă, тĕшĕрĕлсе аннă. Ăна пулăшма чи малтан шăпах Леонид Ильич васканă — врач темерĕн…
Паллах, пандеми партиецсем халăхпа курнăçассипе çыхăннă майсене ансăрлатрĕ, анчах паянхи технологисем граждансемпе куçăн мар мелсемпе хутшăнма пулăшаççĕ. Çавăнпа «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти уйрăмĕ онлайн йышăну пÿлĕмĕ уçни чăннипех вырăнлă. Çынсемшĕн меллĕ — таçта каймасăрах ыйтусен хуравне тупма пулать. Çак кунсенче студи хăни Ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин пулчĕ. Калаçу модераторĕ — ПР членĕ, тĕп хула пуçлăхĕн заместителĕ, партин «Халăх тĕрĕслевĕ» проекчĕн ертÿçи Виктор Горбунов. Ĕçлевпе çыхăннă тема яланах çивĕч. Студи хăни граждансен нумай ыйтăвне хуравларĕ — ĕç укçине тĕрĕс мар тÿленинчен тытăнса пĕр садик заведующийĕ хăйне пăхăнакансемпе киревсĕр пулни таран. Хăшĕсене шута илсе уйрăммăн тишкерме шантарчĕ.
Ÿркенмесен партиецсем валли ĕç мăй таран. Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов шăматкун республикă-ри хăвăрт шахмат чемпионатне уçма хутшăнчĕ, спортăн çак тĕсĕпе туслисен йышĕнче ача та нумайланнăшăн савăннине палăртрĕ. Пушă алăпа килмен — шахматистсене профессионалсем усă куракан 10 электрон шахмат сехечĕ парнелерĕ.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» элчисем мĕн парнелемеллине пĕлеççĕ çав. Кĕнеке парнелемелли кун, нарăсăн 14-мĕшĕ, тĕлне партин «Истори астăвăмĕ» проекчĕн координаторĕ, ЧПУ ректорĕ, ПК депутачĕ Андрей Александров Шупашкарти 2-мĕш шкула пынăччĕ — çĕнĕ профессисен атласĕпе килнĕ. Çак кĕнеке — питĕ кирлĕ профессисемпе паллашмалли чăн энциклопеди. Шкул ачисемшĕн — «ÿссен эсĕ кам пулатăн?» ыйтăва хуравлама пулăшмалли лайăх кăларăм.
ПР ытти ĕçпе пĕрлех хăйĕн членĕсен вĕренĕвне пысăка хуни кăмăллă. Иртнĕ эрнере партин аслă шкулĕ че-ретлĕ вĕренÿ йĕркеленĕ. Çĕршывăн 50 регионĕнчен пухăннă йышра пирĕн ентешсем те пулнă: тĕп хула пуçлăхĕн заместителĕ Николай Владимиров, Культура институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова, партин Çĕмĕрле хулин пухăвĕнчи фракцийĕн ертÿçи Леонид Пронин. Лекцисем, семинарсем, практика занятийĕсем… «Темиçе кунра ытти чухне çулталăк пухма тивекен пĕлÿ илтĕмĕр», — теççĕ федераци шайĕнчи «ПолитСтартапа» хутшăннăскерсем.
Тавлашу усса каймĕ
РФ Коммунистсен партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ юлашки вăхăтра Мускавран хăнасене çине-çинех йышăнчĕ. Валентин Шурчанов пурнăçран уйрăлнă май кунти коммунистсем лидерсăр юлчĕç те — ăна палăртмалла, хайхи визитсем çакăнпа та çыхăннă пулĕ. Пĕрремĕш секретарь тивĕçĕсене Валентин Сергеевичăн ывăлĕ Алексей Шурчанов пурнăçлать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлавсем çывхарнă тапхăрта рескомăн тулли праваллă лидерĕ кирлех — уçăмлăх пулмаллах.
Нумаях пулмасть Чăваш Ене РФКП Тĕпкомĕн республикăри парторганизаци кураторĕ Евгений Дроздов килсе кайрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи условисенче коммунистсене çирĕп пĕрлĕх кирлĕ. Ку енĕпе вара регионта ĕç-пуç чаплах мар. Хайхи пĕрремĕш секретарь кам пуласси тĕлĕшпех — тĕрлĕ шухăш. Дроздов вара темиçе кунра республикăри вун пилĕк районта пулса унти коммунистсемпе курнăçма ĕлкĕрчĕ. Вырăнсенчи çивĕч ыйтусемпе паллашнисĕр пуçне çав тĕлпулусенче партин çамрăк резервне — комсомолецсене — комсомол билечĕ панă. Çапла, комсомолецсем паян та пур. Йышра çамрăксем пулсан, эппин, парти пуласлăхĕ пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Коммунистсем хăйсене «асăрхаттарас» енĕпе те пуçаруллă. Улатăрти активистсем, авă, ирĕклĕ суйлава хÿтĕлесе хирĕçлев акцийĕ ирттернĕ. Ăна виртуаллă майпа йĕркеленĕ, анчах плакачĕсем чăннисемех — Улатăр мэрне уççăн тата пĕтĕм халăхпа суйласшăн. Тепĕр тесен, кунашкалли Улатăрсемшĕн кăна кăтартуллă мар. Пăрачкавра районăн общество канашĕ пухăннă та — унта та районсен пуçлăхĕсене тÿррĕн суйлас ыйтупа калаçнă. Влаç представителĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертÿçисем, ыттисем — пурте тенĕ пекех пуçлăхсене уйăрса лартассишĕн. Вырăнти коммунистсем кăна суйлавшăн пулнине çирĕплетнĕ. Вĕсен шухăшĕ-пе, суйлава пăрахăçлани влаç узурпацийĕ патне илсе пырать.
Кирлĕ тĕк — Жириновский хута кĕрĕ
Нарăсăн 15-мĕшĕнче Раççей либерал-демократсен партийĕн регионсенчи саккун кăларакан аслă органĕсенчи фракцийĕсем пурте пĕр харăс федерацин страховани пенсийĕсем çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне тăратнă. Çав шутра — Чăваш Енре те. Сăмах ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене индексацилесси пирки пырать — парти уйрăмĕсем кашни регионтах индексацие тавăрасшăн. РЛДП членĕсен шучĕпе, пенсионерсене ĕçлекеннисем тата ĕçлеменнисем çине пайлама юрамасть, пенсисене индексацилессине Конституцире те палăртнă — вăл мĕн пур пенсионера пырса тивмелле. Халĕ вара пенсионерсенчен чы-лайăшĕ ирĕксĕртен ĕçрен каять. Саккун проекчĕ ĕçлекен пенсионерсене кÿрентерекен тĕрĕсмарлăха сирме пу-лăшмашкăн тивĕç. Республикăн Патшалăх Канашĕн пысăкрах йышĕ ырласан саккун проектне Патшалăх Думине тишкерме ярса парĕç.
РЛДП активисчĕсене çĕршыв шайĕнчисем кăна мар, вак ыйтусем те кăсăклантараççĕ. Çав вак ыйтусен хыçĕнче те — уйрăм çынсен нуши. Калăпăр, темиçе ял ĕçмелли шывсăр нушаланни. ПК депутачĕ Константин Степанов çакăн пирки социаллă сетьсенчен пĕлнĕ те — унта кайса ĕç-пуçпа паллашма тĕв тунă. Çынсен кăмăлсăрлăхĕ сăлтавсăр мар иккен. Пĕчĕк Этмен ялĕнче, сăмахран, 150 çын пурăнать. Темиçе çул шывсăр тертленеççĕ. Хĕле кĕмессерен тарасасенчи шыв çухалать-мĕн. Пуссисене тарăн чавнă пулин те — шыв çук. Çынсем район администрацийĕнчен те пĕрре кăна мар пулăшу ыйтнă — лав вырăнтах. Ялăн кунти скважинăна реконструкцилемелли проект та пур, анчах çынсем ниепле те шыв кĕтсе илеймеççĕ.
Депутат тивĕçлĕ органсене халăх нушине çывăха илмешкĕн хистеме шантарать. Кирлех тĕк — Жириновские хăйне явăçтарасси те часах — чи\çивĕч ыйтусене вырăнсенчи активистсем унăн йышăну пÿлĕмне ярса параççĕ.
Аксаков кунта, Аксаков унта…
Журналистсенчен пĕрре кăна мар илтнĕ: Игорь Моляков республика парламентĕнче ĕçленĕ вăхăтра сессисем интереслĕ иртетчĕç — Игорь Юрьевич кашнинчех мĕн те пулин интересли туртса кăларатчĕ, шăв-шав çĕклетчĕ. Шел, халь ПК сессийĕсем ытла та лăпкă иртеççĕ. Анчах ку «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» парти элчисем пуç пĕкнине пĕлтермест. Дума депутачĕ Анатолий Аксаков мĕне тăрать! Унччен те пуçарусăр пулман-ха, анчах вăл республикăн Аслă экономика канашĕн председателĕ пулса тăнă хыççăн пушшех нумай ĕç ун тавра пулса иртет. Аксаков унта, Аксаков кунта: экономика ыйтăвĕсене тишкереççĕ, социаллă лару-тăрăва хаклаççĕ, уйрăм предприятие пулăшассине сÿтсе яваççĕ — çакă парти имиджĕшĕн те усăллă.
Канашлу-ларура Анатолий Геннадьевич тишкерекен ыйтусене лайăх пĕлни куçкĕрет çирĕпленет, сĕнĕвĕсем вырăнлă — пулăшмалли, ыйтăва татса памалли майсене сĕнет, çак ĕçе хăй хутшăнма хатĕррине ĕнентерет. Çак кунсенче, авă, федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсен представителĕсемпе тĕлпулу иртрĕ. Ун умĕнхи канашлура Анатолий Аксаков яваплă министрсене тÿррĕн каларĕ: хăнасемпе ытла сăпайлă калаçса çитет — вĕсенчен çирĕп ыйтмалла, унсăрăн усси пулмĕ, хайхи сетьсенче республикăра туса кăларакан продукци тÿпи çав-çавах ытла та пĕчĕк пулĕ. Мĕн тетĕр, çакнашкал «хатĕрленÿ» усă кÿчĕ пулас — хайхи тĕлпулура «федералсен» кăмăлĕ çемçелни куçкĕрет палăрчĕ. Вĕсем хăйсен сечĕсен республикăри лавккисенче вырăнти продукци валли ятарлă кĕтессем уйăрма та хирĕç мар — хăйне евĕр «лавккари лавккасем» тума май пур. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Федор АЛЕКСЕЕВ: Тантăшсем клуба каятчĕç, эпĕ вăрмана чупаттăм
«Ырă ĕç ырă çимĕç паратех», — теççĕ. Çак шухăшпа «Симĕс хула» экологи организацийĕн хастарĕсем те килĕшеççĕ. 2011 çулта Шупашкарти çут çанталăк тусĕсемпе хула администрацийĕн экологи управленийĕ пуçарнипе йĕркеленнĕскер тавралăха упрас енĕпе ырă чылай ĕç тăвать. Общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн председателĕ Федор Алексеев каласа кăтартрĕ.
БИОГРАФИРЕН
Федор Алексеев 1989 çулта Çĕмĕрле хулинче çуралнă. 2011 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Бизнес технологийĕсен шкулĕнче /2010- 2011/ тата ЧППУ аспирантуринче /2011-2013/ пĕлÿ илнĕ. 2007-2015 çулсенче çут çанталăк наукисен факультетĕнче методистра тата преподавательте ĕçленĕ. 2015 çултанпа — Креатив академийĕн директорĕ. Вăл — вун-вун проект авторĕ, РФ Правительствин, Чăваш Ен Пуçлăхĕн, Крылов ячĕллĕ фонд стипендиачĕ.
— Чи малтан эпир хулара çуркуннепе кĕркуннесерен экологи субботникĕсем ирттерме пуçларăмăр. Экологи управленийĕ михĕсемпе, перчеткесемпе тивĕçтеретчĕ, пуçтарнă çÿп-çапа илсе каятчĕ. 2013 çулта Çут çанталăк ресурсĕсен министерствипе пĕрле ĕçлеме тытăнтăмăр, экологи проекчĕсем çырма, тĕрлĕ акци, фестивальсем, экоуроксем, ăсталăх сехечĕсем, «çавра сĕтелсем» йĕркелеме пуçларăмăр.
— Экологи организацийĕн йышĕ пысăк-и? Эсир ирттерекен акцисене камсем хутшăнаççĕ?
— Пирĕн йышра — 15 çын. Вĕсем проектсем хатĕрлеççĕ, акцисем ирттереççĕ... Мероприятисене 50 яхăн çынна явăçтаратпăр: шкул ачисене, студентсене, ĕçлекен çамрăксене. Аслă ÿсĕмрисем те хутшăнаççĕ. Ырă ĕç тăвакан уйрăм çынсем те çук мар. Калăпăр, Шупашкарти çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче пĕр çын хăй пурăнакан вырăнти парка пăхса тăрать: çÿп-çап пуçтарать, йывăç-тĕм лартать, курăк çулать... Тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшакансен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Эковолонтерсен ĕçĕ питĕ пархатарлă. Субботник хыççăн пĕр-пĕр вырăнта таса юлни кăмăла çĕклет паллах. Пирĕн тĕллев çÿп-çап пуçтарасси кăна мар, этем тавралăха ан варалатăр, ăна упратăр тесе ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартасси те.
— Шел те, çынсем тавралăха самай варалаççĕ…
— Çапла, çÿп-çап та сахалланмасть. Пĕр вырăнта пуçтаратăн, тепĕр вырăнта каллех тупăнать. Вăрмансенче, шыв хĕрринче, çырмасенче пикниксем, ĕçкĕ- çикĕ ирттереççĕ, шашлăк пĕçерсе çиеççĕ те вараласа хăвараççĕ. Хăйсем хыççăн пуçтарас йăла çук. Шел те, каланине, асăрхаттарнине те чылайăшĕ шута илесшĕн мар. Сăмахран, пĕлтĕр кĕркунне 15 субботник ирттертĕмĕр. Шупашкарти вăрмансенче, пĕчĕк юхан шывсен хĕрринче, симĕс лаптăксенче çÿп-çап пуçтаратпăр. Çавăн пекех Атăл леш енчи лаптăксене те тасататпăр. Уйрăмах сыхлакан территорисенче те варалаççĕ. Халăх çÿрекен, канакан вырăнсенче контейнерсем лартнă, анчах вĕсене вăхăтра илсе тухмаççĕ. Ку енĕпе те ыйту нумай.
— Çынсем тавралăха ан варалаччăр тесен мĕн тумалла-ши?
— Вĕсен ăс-тăнне, шухăшлавне улăштармалла. Çитĕнекен ăру сахалрах çÿпĕленине сăнатăп. Экологи енĕпе ирттерекен мероприятисен витĕмĕ пурах. Килекен ăру ку енĕпе тимлĕрех пуласса шанатăп.
— Наци библиотекинче эколидерсен шкулĕ ĕçлет. Ăна мĕн тĕллевпе йĕркеленĕ?
— Шкулăн ĕçне 2016 çулта пуçартăмăр. Экологи енĕпе ĕçлекен специалистсемпе экспертсем шкула çÿрекенсене экологи проекчĕсем çырма, мероприятисем йĕркелеме вĕрентеççĕ. Юлашкинчен шкул итлевçисем проект хатĕрлесе хÿтĕлеççĕ. Çакă экохастарсен йышне пысăклатма пулăшать. Пирĕн патра вĕреннисене общество организацийĕсене ертсе пыма шанаççĕ. Тĕслĕхрен, 2019 çулта Пĕтĕм Раççейри çут çанталăка сыхлакан обществăн Чăваш Енри уйрăмне туса хучĕç. Унăн председателĕ пулма ЧПУ студентне Юлия Сергеевăна çирĕплетрĕç.
— 2020 çулта сирĕн организаци Президент гранчĕсен фончĕн икĕ грантне тивĕçнĕ. Вĕсем çинчен каласа кăтартсамăр.
— Пĕрне «Эпĕ вăрмана юрататăп» проекта пурнăçа кĕртме пачĕç. Ку проект вăрман ресурсĕсене упрассипе çыхăннă. Грант пулăшнипе Атăл леш енче йывăç лартрăмăр, кăçал та ку ĕçе малалла тăсăпăр. 2010 çулхи пушарта унта нумай йывăç-тĕм кĕлленнĕ. Проектăн тепĕр тĕллевĕ — экоуроксем ирттересси. Вĕсенче экспертсемпе учительсем çÿп-çапа уйăрса пуçтарасси тата энергие перекетлесси çинчен каласа кăтартрĕç, уйрăмах сыхлакан территорисемпе паллаштарчĕç. Экоуроксем 43 шкулта иртрĕç, 4000 яхăн ача хутшăнчĕ. Çак проекта пĕтĕмлетсе кăçал куçса çÿрекен лагерь йĕркелесшĕн. Унта экологи акцийĕсенче палăрнă çамрăксемпе педагогсене пуçтарасшăн.
Иккĕмĕш проект «Экологипе медицина çыхăнăвĕ» ятлă. Коронавирус инфекцийĕ алхаснă вăхăтра ку ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн Шупашкарта Берендей вăрманĕнче тата Гузовский паркĕнче «Экологи сукмакĕсем» йĕркелерĕмĕр. Ку проект — коронавируспа чирлесе ирттернисемпе сывлăха тĕреклетес шухăшлисем валли. Аслă ÿсĕмри çынсем ытларах хутшăнаççĕ. Сук-макпа утнă май вĕсем стендсем çинче кăтартнă хăнăхтарусене тăваççĕ. Хăнăхтарусем сывлав ор-ганĕсене çирĕплетме пулăшаççĕ. Вĕсем йывăр мар — ватă çын та, ача та тума пултарать. Пĕтĕмпе — 10 «станци». Çав хăнăхтарусене епле пурнăçламаллине ютубра та пăхма пулать. Вĕсене Шупашкарти П.Осипов ячĕллĕ 1-мĕш больницăн медицина реабилитацийĕн центрĕн тухтăрĕсем хатĕрленĕ. Экологи сукмакĕпе утакансене фитнес браслетсем, скандинавсен мелĕпе утмалли патаксем паратпăр. «Экологи сукмакĕсене» час-час ирттерме тăрăшатпăр.
— Унсăр пуçне те кăсăклă мероприятсем ирттеретĕр-ха ĕнтĕ.
— Шыв кунĕ, Кайăк кунĕ, Энергие перекетлемелли кун… Тавра пĕлÿ енĕпе ĕçлетпĕр. Шел те, пирĕн ачасем Чăваш Енри çут çанталăка, тавралăха, паллă вырăнсене начар пĕлеççĕ. Çавна май ака уйăхĕнче экологипе тавра пĕлÿ квесчĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта 100 яхăн команда хутшăнать. Вĕсем кайăксен чăвашла-вырăсла ячĕсене пĕлес, Чăваш Ен картти çинче пĕчĕк тата вăтам юхан шывсене палăртас тата ытти енĕпе тупăшаççĕ. Çавăн пекех авалхи юман, шыв сикки, заповедник пирки каласа кăтартатпăр.
Çамрăксем компьютер умĕнче нумай лараççĕ, аллинчен телефон каймасть. Вăрмана канма кайсан вĕсем шашлăк çисе савăннисĕр пуçне унта урăх нимĕн те лайăххи курмаççĕ. Çуркунне экологипе туризм квесчĕ йĕркелетпĕр. Эпир вĕсене турмаршрутпа мĕнле çÿремеллине, вĕренпе, карабинпа тата ытти хатĕрпе епле усă курмаллине вĕрентетпĕр, пушă вăхăта мĕнле ирттермеллине кăтартатпăр. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ĕç вăрттăнлăхĕ
Сыснасем талăкра пĕрер килограмм ÿт хушаççĕ
Пĕлтĕр кашни талăкра «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕнче çурасене палăртнă килограма çитиччен çитĕнтермелли уйрăмра — 549-шар, самăртмалли цехра 978-шар грамм ÿт хуштарнă. Унăн ĕç-хĕлĕпе цех ертÿçи Валентина Егорова паллаштарчĕ.
— Сысна пăхакан операторсен ĕç эрни пилĕк кунран тăрать. Вĕсене лайăх шалу тÿлеççĕ. Филиал ĕçченĕсен пĕлтĕр вăл вăтамран 34634 тенкĕпе танлашнă. Производствăри пысăк кăтартушăн хаклă парнепе /холодильник, телевизор, газ плити т. ыт. те/ хавхалантараççĕ. Цехра тăрăшакансенчен Эльвира Яшина аслă оператора çăмăл автомашинăпа чысларĕç. Вăл 1988 çулта «Восход» хуçалăхра сысна пăхма тытăннă, 2005 çултанпа — «Çĕрпÿ беконĕнче». Хушнă ĕçе пысăк яваплăхпа тата палăртса хунă вăхăтра пурнăçлать, çĕннине хăвăрт алла илет, цех коллективĕпе яланах пĕр шухăшлă. Тухăçлăхшăн ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе — икĕ хутчен, ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе наградăланă.
— Тата камсене ырăпа асăнатăр?
— Сысна пăхма «Восход» хуçалăхран пуçланă Светлана Григорьевăпа ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анна
Макарова каярахпа филиалра ĕçлесе паха опыт пухнă. Вĕсенчен çамрăксем вĕренеççĕ. Сăмахран, Екатерина Свеклова — маттуррисенчен пĕри. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Тырра сутмастпăр, халăха паратпăр»
Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвара каймалла пулчĕ. Хĕл кунĕсем… Юр куллен çăвать. Çулсене тасатаççĕ-и? Яла машинăпа çитме пулать-и? Çакна пĕлмесĕр тапранса тухаймăн…
«И-и-и… Тасатмасăр. Манзуркин пур-иç! Çул çинче кроссовкă кунчинчен кĕмелĕх те юр тăратмасть. Урамсем çатма пек яп-яка», — терĕç тăвансем. Ку хушамата пĕрремĕш хут кăна илтместĕп. Темиçе çул каялла Кокель пленэрне ют çĕршывран килнĕ хăнасем ялти клуб ертÿçи Манзуркин пирки хăйсене тарават кĕтсе илсе ăшшăн ăсатнăшăн ырласа калаçнăччĕ. Тепрехинче тата Турханти пĕлĕшĕн ашшĕ: «Пирĕн çĕрсене Манзуркин илнĕ те… Утă-улăмне те, тыррине те çителĕклех парать», — тенĕччĕ. Халĕ акă мана та халăха кăмăллăн калаçтаракан Сергей Манзуркинпа паллашма тÿр килчĕ.
Çухалса кайман
Сергей Манзуркинăн пурнăç çулĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнĕ ăру кун-çулĕнчен пит уйрăлсах тăмасть. Хурама Тăвар ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл, Турхан шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Кÿкеçри профтехучилищĕре вĕреннĕ.
Ĕç биографине Сергей Николаевич Турханти участок больницинче пуçланă. 1986 çулта салтакран таврăнсан васкавлă медпулăшу машинин водителĕнче ĕçлеме тытăннă. 1992-1996 çулсенче колхозра водительте тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн вăрман хуçалăхне куçнă. Каярахпа Йошкар-Олари политехника институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, вăрман хуçалăхĕн инженерĕ пулса тăнă. Патăрьелти вăрман хуçалăхĕн директорĕн заместительне çитнĕ, çак должноçра Сергей Манзуркин тăватă çул ытла тăрăшнă…
Анчах çĕршыв арканнă хыççăнхи йывăрлăхсене çĕнтереймесĕр хăй вăхăтĕнче самай сулмаклă ĕçлесе пынă предприяти 21-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунă çуллăхĕн варринче хупăннă. Çынсем ĕçсĕр тăрса юлнă. Миçе ăраскала хуçса хăварнă-ши çакă? Çухалса кайманнисем çапах та шурлăх авăрĕнчен ишсе тухма пултарнă. «Ĕçсĕр тăрса юлтăм та… — иртнине аса илнĕ май пĕлтерчĕ Сергей Николаевич. — Çав вăхăтра ялти клубра ваканси пулчĕ. Унта вăхăтлăх тесе вырнаçрăм та… Вара вунă çула яхăн директорта ĕçлерĕм».
Кокель пленэрне килнисем Манзуркина ырласа калаçни шăпах çав çулсемпе тÿр килет те ĕнтĕ. Ялти пысăк пĕр мероприяти те çав тапхăрта Сергей Николаевич хутшăнмасăр иртмен. Чылай çул каялла Район кунне Турханта анлă паллă тунине акă таврари çынсем паянхи пек лайăх астăваççĕ. Ун чухне Сергей Николаевич 80 ытла юрăçран тăракан хор пухнă. Кунсăр пуçне тата купăс калакансем, ташлакансем çирĕме яхăн пулнă. Пурне те тăма вырăн çитменрен сценăна пысăклатма тивнĕ. Çак ушкăнпа кайран кÿршĕ ялсене те çитнĕ, унта пурăнакансене вун-вун юрăçăн хăватлă сассипе савăнтарнă. Яла аталантарассишĕн те нумай тăрăшать вăл. Çавна кура халăх ăна виçĕ хутчен ял тăрăхĕн, районăн депутатне суйланă.
«Пирĕн Сергей Николаевич»
Çак çулсенчех Сергей Манзуркин предприниматель ĕçне те кÿлĕннĕ. Чи малтанах пилорама уçнă, вăрмантан йывăç турттарса хăма çурма пуçланă. Анчах çуркунне вăрмана кĕрейместĕн. Çынсем çак вăхăтра ĕçсĕр лараççĕ. Ĕçченсене çăкăрсăр хăварас мар тесе Манзуркин çĕрпе ĕçлеме пуçланă, халăхăн пай çĕрĕсене тара илнĕ. Хальхи вăхăтра вăл 200 яхăн гектар çинче тĕш тырă туса илет, 160 яхăн гектар çинче курăк ÿстерет. «Тырра сутмастпăр. Халăха пайшăн валеçетпĕр, хуçалăхра ĕçлекенсене паратпăр. Шалăвĕ пысăках мар та вĕсен», — терĕ Сергей Николаевич.
Пысăках мар текен çав шалу… уйăхра вăтамран 27-30 пин тенкĕпе танлашать иккен. Çынсем ăна кĕрхи-çурхи ĕççи вăхăтĕнче кăна мар, çулталăк тăршшĕпех илсе тăраççĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн хавхалантарассине те çирĕп йĕркене кĕртнĕ. «Кашни кунах ĕçе тухаççĕ. Вĕсем хăйсемех тракторист та, водитель те, комбайнер та. Пур енĕпе те ăста, пултаруллă, тивĕçĕсене ăнăçлă туса пыраççĕ. Вăхăтлăх ĕçлекенсем те пур. Тырă типĕтнĕ, алланă, вăрлăх хатĕрленĕ чухне хамăр ялти çынсене, кÿршĕ ялсенче пурăнакансене ĕçе илетпĕр», — каласа кăтартрĕ Сергей Николаевич. Ялан хуçалăхра ĕçлекенсем вара вун иккĕн. Вениамин Мурзуков, Михаил Кошкин, Владимир Долгов… Çак çынсем — Сергей Манзуркинпа тахçанах ĕçлекенскерсем. «Шанчăклă, тăрăшуллă, питĕ маттур», — терĕ вĕсем пирки Сергей Николаевич. Механизаторсем те ертÿçĕ пирки калаçнă чухне «пирĕн Сергей Николаевич» теççĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Сĕм çĕрлечченех окоп чавнă
Канаш районĕнчи Шелттем ял тăрăхĕнче хаяр вăрçă çулĕсенче окоп чавма хутшăннă виçĕ çын пурăнать. Унтанпа 80 çул иртнĕ пулин те çăмăлах мар тапхăр халĕ те вĕсен асĕнчех. Виççĕшне те вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕпе чысланă.
Пĕр çемьерен — пиллĕкĕн
Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан Клавдия Петрова Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ. Хăй аса илсе каланă тăрăх, унăн ашшĕне, икĕ пиччĕшĕпе аппăшне окоп чавма илсе кайнă. 15-ри Клавдийăна Улатăр тăрăхĕнчи вăрмана ĕçлеме янă. Сăр хĕрринчи хÿтĕлев сооруженийĕсем валли 2 метр та 20 сантиметрлă пĕренесем хатĕрлеме хутшăннă вăл. Амăшĕ çăкăр пĕçерсе пара-пара янине палăртнă. Клавдия Сергеев-на хăйĕн ĕмĕрĕнче хура-шурне пайтах курнă. Мăшăрĕпе 10 ача çуратса ÿстернĕ, «Амăшĕ-героиня» ор-дена тивĕçнĕ.
Паянхи кун вăл 23 мăнукĕпе тата вĕсен 26 ачипе савăнать. «Клавдия Петрова 95 çулта пулин те кĕнеке вулать, хыпарсемпе кăсăкланать. Пурнăçа юратать», — пĕлтерчĕ Çĕнĕ Шелттем ял библиотекин заведующшийĕ, Шелттем ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Таисия Иванова. Нумаях пулмасть вăл культура ĕçченĕсемпе пĕрле Клавдия Сергеевна патĕнче пулнă, тыл ĕçченĕ хăйĕн шăпи пирки каласа кăтартнине видеокамерăпа ÿкернĕ. «Çак видеоматериал архивра упранĕ, килес ăрусемшĕн усăллă пулĕ», — терĕ Таисия Васильевна.
Çăпата сырса ĕçленĕ
Нина Васильева 1924 çулта Кивĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 17-ре пулнă. Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă, Тăвай районĕнче окоп чавнă. «Вăй питти ÿсĕмре пулнăран пĕтĕм ĕçе эпир пурнăçланă тесен те юрать. Пире çынсен пахчисен çумĕнчех окоп чавтарчĕç. Пĕррехинче çапла арçын пуртă йăтса тухрĕ, пире касассипе хăратса кăшкăрчĕ. Хăюллăраххисем ун пирки кирлĕ çĕре пĕлтерессипе хăратрĕç те кил хуçи пуçне усса кĕрсе кайрĕ», — çапла каласа кăтартнă Нина Демьяновна. Окоп чавнă çĕрте кам çăпатапа, кам кăçатăпа ĕçленине аса илнĕ вăл. Тăхăнмалли енчен чаплах пулман çав ун чухне.
Нина Васильева мăшăрĕпе 9 ача çуратса çитĕнтернĕ, шел, хальхи вăхăтра 5-шĕ çеç пурăнать. Тыл ĕçченне тата ĕç ветеранне паянхи кун хĕрĕ пăхать.
Йĕпе тум çинчех
Кивĕ Шелттемри Мария Авдеева та Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă. «Эпир пилĕк тантăшпа пĕрле пĕччен пурăнакан ватă хĕрарăм патне хваттере кĕтĕмĕр. Шăн çĕре кунĕпех таккаттăмăр, хăшĕсем лумпа ĕçлетчĕç. Ĕç пĕр минутлăха та чарăнман. Сĕм çĕрле тин ĕç пăрахаттăмăр. Кил хуçи хĕрарăмĕн килне алăпа хыпашласа çеç кĕреттĕмĕр, хунар çутма юрамастчĕ. Ватă çын питĕ чухăнччĕ, килĕнче нимĕн те çукчĕ, çапах вăл пире хĕрхенсе шыв вĕретсе паратчĕ. Çапла кăшт ăшăнма май килетчĕ. Ывăннипе тÿрех урайне выртаттăмăр. Тумтирпе атă-пушмака типĕтмешкĕн кăмака çинче вырăн çит-местчĕ, йĕпескерсене хамăр ая хурса çывăраттăмăр. Ирхине ирех тăрса каллех окоп чавма васкаттăмăр. Кунне пĕрре çитеретчĕç», — çапла аса илнĕ пуш уйăхĕнче 99 çул тултаракан Мария Яковлевна. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Çынсем паян мĕн вулаççĕ?
«Вулав — чи лайăх вĕренÿ», — тенĕ тĕнчипе паллă вырăс поэчĕ Александр Пушкин. Французсен чаплă писателĕ, философĕ Дени Дидро палăртнă тăрăх, вулама пăрахнă çын шухăшлама та пĕлми пулать. Цицерон вара кĕнекесĕр çурта чунсăр юлнă кĕлеткепе танлаштарнă. Кĕнеке пирки каланă ăслă шухăш, танлаштару питĕ нумай. Анчах вĕсен пĕлтерĕшĕ паянхи кун чакман-и? Халĕ çынсем кĕнеке вулаççĕ-и? Вулаканнисем тата мĕнлисене алла тытаççĕ? Хальхинче эпир çак ыйтусене тишкертĕмĕр.
Çĕнĕ ĕмĕр витĕмĕ
Хăй вăхăтĕнче пирĕн çĕршыв вулас енĕпе тĕнчере малтисен ретĕнче тăнă. Çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕ улшăнусемпе пуянланчĕ: пĕрремĕш вырăна телевизор, интернет тата ытти тухса тăчĕç. «Общество шухăшĕ» фонд ирттернĕ ыйтăм тăрăх, Раççей халăхĕн 35 проценчĕ шкул хыççăн вулама пачах пăрахнă. Хальхи вăхăтра чи нумай вулакансен шутĕнче — индуссем, вĕсем эрнере çак киленĕç валли 11 сехет уйăраççĕ, Раççей çыннисем вăтамран — 7 сехет ытларах. Китайра пурăнакансем те пирĕнтен ытларах вулаççĕ. Унта халăха нумай вулаттарас тĕллевпе ятарлă программăсем йышăннă. Американсемпе акăлчансем вара пирĕнтен те сахалрах вулаççĕ.
Кĕнекепе туслисен йышĕ мĕне пула пĕчĕкленет? Специалистсем çакăн сăлтавĕсен шутне çĕршыври финанс кризисĕ вăхăтĕнче 600 яхăн кĕнеке лавкки хупăннине кĕртеççĕ. Танлаштарма: Европа çĕршывĕсенче 5-6 пин çын пуçне кĕнекепе сутă тăвакан 1 лавкка пулсан, Раççейре — 50-55 пин çын валли пĕрре. Çĕнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунă çуллăхĕнче тĕп издательствăсенче пичетрен тухнă кĕнекен вăтам хакĕ 189 тенкĕ тăнă пулсан, 2012 çулта — 255 тенкĕ. Унтанпа хак тата ÿснĕ — паянхи кун сутлăхра 1 пин тенкĕрен хаклăрах кĕнеке те самай.
Экспертсем палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра кĕнеке киленÿ хатĕрĕ пулса тăнă. Енчен те арçынсем вулассипе кăсăкланаççĕ тĕк вĕсен аллинче — боевиксем, хĕрарăмсем детективсемпе юрату романĕсене килĕштереççĕ. Раççей патшалăх библиотекин ĕçченĕсен шухăшĕпе, СССР арканнă хыççăн пасар самани вăй илнĕ май çынсене психологи пулăшăвĕ кирлĕ пулнă, криминалпа çыхăннă литература вĕсене экономикăпа, политикăпа çывăхлатнă.
Истори романĕсене кăмăллаççĕ
Тĕлĕнмелле те, çак лару-тăрура классика литературишĕн шăпах телекурав çăлăнăç пулса тăчĕ. Сенкер экран çине классиксен произведенийĕсене тĕпе хурса ÿкернĕ илемлĕ фильмсемпе телесериалсем тухрĕç. Сăмахран, «Идиот» фильм чылайăшне Федор Достоевскин романне алла тытма пулăшрĕ. «Мастер и Маргарита», «Доктор Живаго», «В круге первом», «Герой нашего времени» хайлавсене экранизацилени те халăха литературăпа ытларах кăсăклантарчĕ.
Кусем — 10-20 çул каяллисем. Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр пĕлтĕр хатĕрленĕ «Раççей вулаканĕ» тишкерÿ пĕтĕмлетĕвĕ малтанхисенчен самай лайăхрах, вăл шанăçа ÿстерет. Çав тĕпчев тăрăх, Раççейре пурăнакан кашни иккĕмĕш çын /53 процент/ кĕнеке вулать /пилĕк çул каялла 45 процент пулнă/. Вулакансен пысăк пайĕ — хĕрарăмсем /59 процент/. Респондентсен йышĕнче аслă пĕлÿ илнисен шучĕ — 68 процент. Ыйтăм вулакансен пысăк пайĕ 60 çултан иртнине пĕлме пулăшнă. Вĕсем виçĕ уйăхра вăтамран çичĕ кĕнеке вуланă. Интернетпа пачах усă курманнисем тăхăршар кĕнекепе паллашма ĕлкĕрнĕ. Чи сахал вулакансем — 25-34 çулсенчисем.
Респондентсем мĕнле кĕнекесемпе кăсăкланаççĕ-ха? Вĕсен 30 проценчĕ историпе çыхăннă романсене кăмăллать, 28 проценчĕ — ача-пăча литературине, учебниксемпе ăслăлăх кĕнекисене алла илекенсем — 28 процент. Ыттисем боевиксене, тĕн литературине килĕштереççĕ.
Алăран алла çÿреççĕ
Чăваш Енри вулакансем пирки мĕн пĕлетпĕр-ха? Пирĕн алăра унашкал статистика пĕтĕмлетĕвĕсем çук, çавăнпа вулавăшра ĕçлекенсемпе хамăр çыхăнтăмăр. Пĕрремĕш шăнкăрав Елчĕк районĕнчи Курнавăшри библиотекăна пулчĕ. Унта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Горшкова вăтăр саккăрмĕш çул вăй хурать. Раиса Онуфриевна пĕлтернĕ тăрăх, кĕçĕн классенче вĕренекенсен кĕнеке вулас туртăмĕ питĕ пысăк. Вĕсем мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.
— Иртнĕ çул фонд çĕнĕ кĕнекесемпе самай пуянланчĕ, çав шутра ача-пăча кĕнеки питĕ нумай. Хальхи вăхăтра пирĕн 550 вулакан, вĕсенчен 63-шĕ — 14 çула çитменнисем. Аслă ăрури вулакансен пысăк пайĕ — тивĕçлĕ канура. Вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ Елизавета Мясникова иртнĕ çул чи нумай вулакансенчен пĕри пулчĕ, вăл 100 яхăн кĕнеке илчĕ. Библиотекăна пĕрре килнĕ чухне 6-7 кĕнеке илсе каять. 80 çул тултарнăскер юрлама-ташлама та питĕ ăста. Унăн тантăшĕсем те кĕнекепе туслă, — каласа кăтартрĕ Раиса Горшкова. — Эпир Ангелина Павловская çыравçăпа тĕлпулу та ирттернĕччĕ. Улька Эльменĕн «Упраймарăм сана», «Çирĕп чунлисем телейлĕ» произведенийĕсене вуламан çын юлман ялта. Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак», Василий Эктелĕн «Хурăн çырлин уçланки» кĕнекисем алăран алла çÿреççĕ. Çĕнĕ кĕнекесене кăна мар, маларах вуланисем патне çĕнĕрен таврăннине те палăртса хăвармалла. «Ĕмĕр сакки сарлака», «Хура çăкăр» романсем пирки-ха сăмахăм.
Комсомольски районĕн тĕп библиотекин директорĕпе Инна Ядровăпа та çыхăнтăмăр. Каçалти ача-пăча библиотеки уроксем хыççăн кулленех шăв-шавпа тулать: пĕрисем мероприятисене хутшăнаççĕ, теприсем кĕнеке вулаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шăпăрлансем вĕрентекенсем панă список тăрăх литературăпа паллашаççĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...