Комментари хушас

18 Нарăс, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 6 (6354) № 18.02.2021

Кукашшĕ 7 мăнукĕ валли 7 тухья туяннă

АНАСТАСИЯ КИРИЛЛОВА «MISS INTERNATIONAL UFA» КОНКУРСРА ИКĔ ТУХЬЯ УЛĂШТАРНĂ. ПĔРИ — АМĂШĔН, ĂНА 22 ÇУЛ КАЯЛЛА «ЧĂВАШ ПИКИ» КОНКУРСРА ÇĔНТЕРНĔШĔН ПАНĂ. ТЕПРИНЕ НАСТЬĂНА КУКАШШĔ ПĔЧĔК ЧУХНЕХ ПАРНЕЛЕНĔ. ГЕННАДИЙ ДМИТРИЕВ 7 МĂНУКĔ ВАЛЛИ 7 ТУХЬЯ ТУЯННĂ.

Чĕлхе вĕренме – вырсарни шкулне

Анастасия Кириллова уроксенче пушкăртла калаçнă чухне учительсем ăна мухтанă. «Эс чăнах та пушкăрт мар-и?» — шÿтленĕ вĕсем хĕрача лайăх пупленине кура. Ĕпхÿре пурăнакан чăваш хĕрĕ тăван тата патшалăх чĕлхисемпе çăмăллăнах калаçнă.

Настя мĕн пĕчĕкрен П.М.Миронов ячĕллĕ Чăваш чĕлхин вырсарни шкулне çул такăрлатнă. Унта ăна амăшĕ çавăтса кайнă. Олеся Геннадьевна асăннă шкулта ачасене вĕрентет. Анастасия тăван чĕлхене ăса хывнисĕр пуçне культурăпа, йăла-йĕркепе çывăхрах паллашнă. Мероприятисенче сăвăсем вуланă, чăваш юррисене шăрантарнă. «Хам астăвасса, шкулта ача яланах нумайччĕ, халĕ те çаплах. Вĕсем чĕлхене, юрлама, ташлама вĕренеççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. Халĕ эпĕ шкула 7 çулти йăмăкпа 6-ри шăллăма ăсататăп. Вĕсем те тăван чĕлхене ăса хываççĕ», — каласа кăтартрĕ М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче 1-мĕш курсра вĕренекенскер. Настя иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕсемпе пĕрле кашни каникула кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче ялта ирттернĕ. Вĕсем мăнукĕсемпе яланах чăвашла калаçаççĕ.

Вĕсен çемйи культурăна парăннă тесен те йăнăш мар. Настьăн кукашшĕ ялти культура çуртĕнче чылай çул ертÿçĕ пулнă. Геннадий Дмитриев çамрăк чухне юрăç пулма ĕмĕтленнĕ, ăна Шупашкара та юрлама чĕннĕ. «Ку ĕç мар», — тăванĕсем çапла каласан унăн ĕмĕчĕ пăчланнă. Арçын кашни уяврах тĕрлĕ юрă шăрантарса çынсен кăмăлне çĕклет. Настьăн амăшĕ «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕнче 24 çул ташлать. Коллективра аслăраххисем те, çамрăксем те пур. Йыш ул-шăнсах тăрать. Олеся Геннадьевнăн чылай тăванĕ çамрăк чухне ансамбльте ташланă. Настя та пĕчĕкренех репетицисене çÿренĕ, амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Хĕр çывăх çыннине кура-тăр ташăçă ăсталăхне алла илме шухăшланă. Вăл — пулас хореограф. «Тĕрĕссипе, анне ташă вăрттăнлăхĕсене ятарласа ниçта та вĕренмен. Вăл хореограф пулма ĕмĕтленнине нумаях пулмасть, аслă шкула вĕренме кĕрес умĕн, çеç пĕлтĕм. «Çамрăк чухне ку енĕпе ăс пухма май пулман», — терĕ», — пĕлтерчĕ çамрăк.

Пике малтан ÿнер енĕпе вĕренме шухăшланă. Çав вăхăтрах ÿнер, музыка шкулĕсене çул такăрлатнă вăл, бал ташшисене ташлама та çÿренĕ. Хĕр живопиçпе те кăсăкланать. Алла аттестат илсен унăн шухăшĕ улшăннă, вăл ташăçă пулас килнине ăнланнă.

Тетте çинче — чăваш эрешĕ

Ĕпхÿре çулленех «Miss International Ufa» илем тата пултарулăх конкурсĕ иртет. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ — тупăшăва çак хулара пурăнакан тĕрлĕ халăх хĕрĕсем хутшăнни. Пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн иртнĕ конкурса Настя Кириллова ăнсăртран лекнĕ. Тĕрĕссипе, унта урăх чăваш хĕрĕн хутшăнмалла пулнă. Амăшĕ Анастасийăна хăйне тĕрĕслесе пăхма ыйтнă. Хальхинче конкурс çĕнĕ форматпа иртнĕ, ăна вырăнти телеканалпа кăтартнă.

«Ÿкерÿ кĕркуннех пуçланчĕ. Финал раштав уйăхĕнче иртрĕ, ăна Çĕнĕ çул умĕн сенкер экранпа кăтартрĕç», — аса илчĕ пике. Конкурса 7 çын хутшăннă. Тĕрлĕ халăх хĕрĕсем куракансене хăйсен культурипе паллаштарнă, пултарулăхне кăтартнă. «Конкурсăн пĕрремĕш кунĕнче эпĕ чăваш тĕррипе паллаштарас тесе алла йĕппе çип тытрăм. Ытти хĕрпе пĕрле библиотекăра пушкăрт сăввисене вуларăмăр. Тепĕр тапхăрта пушкăртсен ташшине ташлама тиврĕ. Чак-чак пĕçерессинче те тупăшрăмăр. Финалта Çĕнĕ çул теттине илемлетрĕмĕр. Ăна наци эрешĕпе капăрлатмаллаччĕ. Тет-тене чăрăш çине çакрăмăр, эреш пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартрăмăр», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Çичĕ эрнене тăсăлнă телекăларăмра кашни халăх хĕрĕ пирки уйрăм сюжет хатĕрленĕ. Настя чăваш йăли-йĕрки, чĕлхе пуласлăхĕ пирки мĕн шухăшланине каласа кăтартнă.

Конкурсра çĕнтерÿçĕ пулман, кашни хĕрех номинацире палăртнă. Анастасия — «Çураçулăх мисĕ». Пикесене асăнмалăх чалма, сулă парнеленĕ, илем салонне кайма сертификат тыттарнă. Сулă çинче ятпа хушамата гравировка тунă.

Фейерверк тĕлĕнтернĕ

Настьăн амăшĕ 22 çул каялла Чăваш Енре иртнĕ «Чăваш пики» конкурсра гран-прие тивĕçнĕ. Пĕлтĕр ав хăйĕн те çавнашкал тупăшăва хутшăнма тÿр килнĕ. Настя Шупашкарта çулленех иртекен «Чăваш пики» конкурсра вăйне тĕрĕслесе пăхма шухăшланă. Шел, коронавируса пула ăна дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Конкурса килтен тухмасăрах хутшăннă, видео ÿкернĕ. Пике хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă, наци апатне янтăланă. Пултарулăх номерĕ валли ташă хатĕрленĕ. Ку енĕпе ăна амăшĕ пулăшнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

 

♦    ♦     ♦

 

Упăшки вилсен тăнсăр пуличченех макăрнă

«Анне мана хăй çут тĕнчене килнĕ кун çуратнă, çавăнпах пурнăçăм телейсĕр пуль», — калаçăва пуçларĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Турханкассинче пурăнакан, 37 çулта чухнех упăшкинчен 5 ачапа тăлăха юлнă Раиса Васильева.

 Кăмака хутса çăкăр пĕçернĕ

Хусан Турă амăшĕн кунĕнче çуралнă Раисăн ачалăхĕ йывăр килнĕ. Пĕр килте вĕсем çиччĕн ÿснĕ. «Анне пире пĕчченех çитĕнтернĕ. Атте эпĕ 5-мĕш класра чухне сарăмсăр вилчĕ. Эпĕ çемьере — вăтамми. Анне ирхи 4 сехетре фермăна тухса каятчĕ. Мана кĕçĕннисене пăхма хушса хăваратчĕ. Шкула кайиччен кăмака хутса çăкăр пĕçереттĕм, кăнтăрла валли яшка лартса хăвараттăм», — ачалăхне аса илчĕ ырă чунлă хĕрарăм.

Ялти шкулта 10 класс пĕтерсен Раиса Шупашкара çĕвĕçе вĕренме кайнă. Вĕсене арçын костюмĕсене çĕлеме вĕрентнĕ. Каярахпа ку ăсталăха алла илнĕ пике пĕртăванĕсене хăех тумтир çĕлесе тăхăнтартнă. «Хулара пурăнма килĕшмерĕ. Вĕренсе тухрăм, практикăна вĕçлерĕм те яла таврăнтăм. Унти шăв-шавран пуç ырататчĕ, халăх хĕвĕшнине чăтма пултараймастăм», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Яла килсен Раиса фермăна дояркăна вырнаçнă. 1979 çулта çак ял йĕкĕчĕпе Геннадий Васильевпа çемье чăмăртанă. Вăл ун чухне фермăра электрик-монтерта ĕçленĕ. Салтакран килнĕ каччă маттур пикен кăмăлне çавăрма пултарнă. Вĕсем çурла уйăхĕнче, Сăпасра, туй тунă.

«Малтан йывăç пĕчĕк çуртра пурăнтăмăр. Урамалла виçĕ чÿрече пăхатчĕ. 1980 çулта çĕнĕ пÿрт лартрăмăр. Хунямапа тата хуняçапа килĕштерсе пурăнма тăрăшаттăм. Хам та йышлă çемьере çитĕннĕрен 5 ача çуратрăм: виçĕ ывăлпа икĕ хĕр. Асли Саша 1980 çулта çут тĕнчене килчĕ. 1982 çулта Сергей çуралчĕ. Тепĕр çул, Микула кунĕнче, ывăл çуратрăм та Коля ят патăмăр. 1985 çулта Наташăна кун çути парнелерĕм. Мăшăрăм арçын ачасем пирки кăна ĕмĕтленетчĕ. Урăх çуратмастпăр тесе чылай çул пурăнтăмăр. «50 çулта пенсие тухас тесен пиллĕкмĕшне çуратмаллах», — терĕç. 1991 çулта тепĕр хĕр çут тĕнчене килчĕ. Ăна Оля ят патăмăр. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, пурăнмалли кĕтеслĕ, ача-пăчаллă. Ÿстернĕ чухне нушине пайтах курнă. Çуртне те тунă, ачисене те çитĕнтернĕ. Мăшăрпа мĕн пур йывăрлăха парăнтарнă эпир», — иртнине аса илчĕ хĕрарăм.

«Çĕр çыртса пуç çапрăм»

1996 çулта Васильевсем пысăк çухату тÿснĕ. Раиса шухăшланă тăрăх, усал чунлă çынсем эрехе темĕн ярса Геннадий Васильевича ĕçтернĕ, вăл килне çитичченех вилнĕ. «Савнă мăшăрăм пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çынна ырă тăвассишĕн çунатчĕ, электрикчĕ вăл. Кама кăна пулăшмарĕ- ши? Пурне те юраса çитерейместĕн çав. Мăшăрăмпа 17 çул пĕрле пурăнтăмăр, вăл вилнĕренпе 25 çул çитрĕ. Çав хăрушă вăхăта тĕлĕкри пек астăватăп. Эпĕ тăнсăр пуличченех макăрнă. Çынсем кайран каласа кăтартнă тăрăх, тупăка шăтăка антарсан эпĕ хыççăн сикме хăтланнă. Çывăх çыннăм-сем тытса чарман тăк упăшкапа юнашар кĕрсе выртăттăм пуль», — куççульленчĕ хĕрарăм.

Нарăсăн 2-мĕшĕ Раиса Ивановнăшăн хурлăхлă куна çаврăннă. Упăшки вилсен 40 кунран тин тăна кĕнĕ вăл: «Пумилккере халăх кĕрлет. Эпĕ ыйхăран вăраннă пек куçа уçрăм та кĕреке тулли халăха, сĕтел тулли апат-çимĕçе курсан: «Мĕн ĕçки кунта?» — тесе кăшкăрма тытăнтăм. Пумилккесене манăн тăвансем ирттерме пулăшнă. Эпĕ макăра-макăра ухмаха ерме тытăннă. Ĕçе те каяйман. Пирĕн пĕчĕк пÿрт чÿречинчен масар курăнатчĕ. Макăрма пуçлаттăм та хам та сисместĕм — масар çинче тăна кĕреттĕм. Ял çыннисем мана киле çавăтса килни темиçе те пулнă. «Эсĕ кайрăн та манăн халĕ мĕнле пурăнмалла?!» — эпĕ çапла каласа мăшăрăн вил тăприне патакпа çапнине курнă çынсем. Пĕррехинче ача ĕсĕкленĕ сасса илтсе тăна кĕтĕм. «Анне, атя киле», — кĕперен туртса чĕнчĕ пĕчĕк хĕрĕм. Пă-хатăп та: эпĕ каллех масар çинче. Тĕпренчĕкĕме шеллесе чун каниччен ÿлесе макăртăм та хĕрес хывса: «Мăшăрăм, манăн чуна хытар, урăх кунта илсе ан кил, ачасене тăлăха хăваратăп вĕт кун пек», — çĕр çыртса пуç çапрăм. Чăнах та, çакăн хыççăн чун хытрĕ. Текех масар çинче аташса çÿремен эпĕ…»

Хĕрарăмшăн арçын çумра пулни, унăн юратăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Раиса Ивановна мăшăрсăр тăрса юлсан вăл çумра чухне мĕн тери лайăх пулнине ăнланнă. «Киле ÿсĕр таврăнсан та ман çине алă çĕклесе курман. Юратнă çыннăм усал пулнă тăк унран 5 ача таран çуратмастăм. Эпĕ хунямапа килĕштер-меннине пĕлетчĕ пулин те нихăçан та амăшĕн хутне кĕрсе ман пирки япăх каламастчĕ. Пирĕн хушша кĕместчĕ. Мĕн пур ĕçе пĕрле тăваттăмăр. Качча килнĕ чухне пÿртре çут çанталăк газĕ те, шыв та пулман. Пусă типе-типе ларатчĕ. Каçхине шыв вăрлама тухаттăмăр. Мана унсăр пурăнма çав тери йывăр пулчĕ. Пулăшакан, пĕрле ларса пуплекен çын çукран эпĕ хуçăлтăм. Тĕрĕслĕх шыраса суда та кайрăм. Преступлени тунă йĕр çук тесе заявление йышăнмарĕç», — чунне уçрĕ тивĕçлĕ канури хĕрарăм.

Мăшăрне пытарнă хыççăн Раиса Ивановнăн ачисем чирленĕ. Малтан иккĕшĕ больницăра выртнă, унтан тепĕр виççĕшне сиплеме илсе кайнă. Пĕчĕкскерсем сарă чирпе нушаланнă.

Тĕпĕ-йĕрĕпе çуннă

Çăва тухсан, çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Васильевсен çемйине тепĕр инкек çитнĕ. Вĕсен кил-çурчĕ, хуралтă таврашĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса çĕрпе танлашнă. «Вăл вăхăтра эпĕ совхозра хăмла пахчинче бригадирта ĕçлеттĕм. Ывăлăм Саша урамра вутă татнă. Вăл та нимĕн те сисмен. Пушар каçхи 6 сехетре алхасма тытăннă. Çав кун асар-писер çиллĕччĕ. Çулăм хуралтăсене питĕ хăвăрт ярса илчĕ. Эпĕ чупса çитнĕ чухне пĕчĕк çуртпа сарай çунатчĕç. Нимĕн те илсе тухаймарăмăр. Çири тумпа урамра тăрса юлтăмăр. «Нÿхрепре çĕр улми пур, часах лартмалли вăхăт çитет. Хăть ăна илсе тухасчĕ», — тесе кăшкăртăм. Ăна та кăлараймарĕç, йăлтах çунса кайрĕ. Манăн ачасене мĕн çитермелле? Куляннипе хытă макăртăм», — çав куна аса илчĕ Раиса.

Пушар сÿнтерме халăх йышлă пухăннă. Витри-витрипе шыв йăтнă. Çынсем ытларах кÿршĕсен çурчĕ çине сапнă. «Хĕрлĕ автан» унта куçасран шикленнĕ. «Пушарнăйсем вăхăтра килнĕ тĕк мĕн те пулин сыхласа хăварма май килĕччĕ-и тен? Пĕр машина кăшкăртса килчĕ те шыв çуккине пĕлтерчĕç. Хăмла пахчинче çав кун юпасем çуннă тет. Унта сÿнтерме кайнă та шывĕ пĕтнĕ. Сĕнтĕрвăрринчен тепĕр машина килчĕ. Унтан ура çинче тăрайми ÿсĕр арçын тухрĕ. Манран эрех ыйтма та именмерĕ намăссăр. Хам макăратăп, тарăхнипе пĕрне мăйран ярса илтĕм те питĕнчен çапрăм. «Эпĕ килсĕр тăр-са юлтăм, эсир тата манран эрех ыйтатăр-и?» — кăшкăрса йĕтĕм. Каярахпа çак пуçлăхăн алăкĕнчен шаккама тиврĕ. Вăл мана курсан намăсланнипе пуçне чикрĕ. Каçару ыйтрĕ, страховка илмешкĕн кирлĕ хутсене хатĕрлеме пулăшрĕ», — иртнине чунран кулянса аса илчĕ нушине самаях курнă хĕрарăм.

Эрех ĕçсе çÿремен

Пушар хыççăн Васильевсем хуняшшĕн шăллĕ Михаил Нестеров патĕнче пурăннă. Инкекре хуралтăсем çеç мар, сурăхсемпе сыснасем, чăх-чĕп çуннă. Ĕнене çеç çăлма ĕлкĕрнĕ. Ютра нумаях пурăнман вĕсем. Çурла уйăхĕнче пĕчĕк çурт лартса унта куçнă. Пысăкраххине çĕкличчен икĕ çул хĕл каçнă. 1999 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче çĕнĕ пÿрт ĕçки тунă вĕсем. «Пиччесемпе шăллăмсем, йăмăк нумай пулăшрĕç. Малти Чиперуй ялĕн çыннисене йывăр чухне алă панăшăн пысăк тав. Тумтир, апат-çимĕç, укçа пачĕç. Йывăрлăхсене пула эпĕ алла черкке тытасса кĕтекенсем те пулчĕç-тĕр. Темле пулсан та япăххине çынна кăтартман. Эрех ĕçсе ял тăрăх çапкаланса çÿремен. Килте çĕрĕпе макăрсан та урама тухсан çынпа кăмăллăн калаçнă. «Ах, çав Раиса шÿтлеме те, пуплеме те пултарать-çке. Чун хавалне ăçтан çитерет-ши?» — тетчĕ кÿршĕ-аршă. Манăн чунра мĕн пулнине ника-ма та пĕлтермен, пĕр ялта пурăнсан та анне патне кайса макăрман. «Раис, ялти хĕр вăл сĕтел айĕнчи кушак пек. Килсе кай-ха, мĕнле пурăннине каласа кăтарт», — тетчĕ. «Пĕтĕмпех лайăх, анне», — хуравлаттăм. Халĕ тем пек каяс килсен те çывăх çыннăм çук. Вăл çĕре кĕнĕренпе 9 çул çитрĕ, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. — Ун чухне ачасене пăхма питĕ йывăр пулчĕ. Чи кĕçĕнни, 5-ри хĕрĕм, йăпшăнса пыратчĕ те: «Анне, пÿрт лартмалла мар пулсан эсĕ мана пальто илсе парăттăн вĕт», — тетчĕ. Куççуле тытса чараймастăм. Çапах чăтрăмăр, йывăрлăхсене çĕнтерме хал çитертĕмĕр».

Шанчăклă арçын пур

Халал хучĕ çине çырнине ĕненес тĕк 15 çултан çурт ун çине куçмалла. 16 çултан Раиса Васильева нотариус патне кайнă. Анчах вăл ăна килсĕр тăрса юлас хăрушлăх пуррине систернĕ. «Мана пичче çурта урăх çĕрте хăпартма сĕннĕччĕ. Ачасем хирĕç пулчĕç. «Атте те кунта вилнĕ. Эпир пурте кунта çуралнă. Çĕнĕ çурта çакăнтах çĕклетпĕр», — терĕç. Икĕ хутчен суд пулчĕ, мĕн чухлĕ укçа тăкакланчĕ-ши? Мĕн чухлĕ тăрăшрăмăр, мĕн чухлĕ макăртăмăр. 17 çултан тин çурта хам çине куçарма пултартăм. Чутах ачасемпе урамра тăратса хăваратчĕç. Эпĕ мĕн тÿснине тăшман та ан куртăр. Çурт хăпартас тесен пайтах тар тăкмалла. Çывăрман каç, выçăллă-тутăллă пурăннă кун мĕн чухлĕ пулнă-ши? Тырă вырма пуçласан Тутарстана ĕçлеме çÿреттĕм. Хамăр ял çыннисене те пĕрле илсе кайнă. Кашнинчех 2-шер тонна тырă илсе килеттĕмĕр. Пенза облаçне кăшман тирпейлеме те кайнă. Пĕррехинче 15 михĕ сахăр илсе килтĕмĕр. Çавна сутса çурт хăпартма укçа тунă… — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. — Пушарта çуннă хыççăн хуняма пирĕнпе пĕр каç та çывăрмарĕ. Тÿрех хĕрĕсем патне кайрĕ. Вăл манăн пилĕк ачаран пĕрне те пĕр минут пăхса паман. «Кам çуратнă, çав пăхтăр», — тетчĕ. Ача çуратма кайсан аслисене анне патне кайса яраттăм. Хире-хирĕç тăрса тавлашса курман пулин те вăл яланах манпа хирĕçмелли сăлтав шыратчĕ. Эпĕ картише тухса каяттăм. Кил-тĕрĕшри ĕçсене туса йăлтах манăçатчĕ. «Ах, çав кин çилленме те пĕлмест, çавăншăн ăна юрататăп», — тетчĕ. Хуняçа пирĕнпе пĕчĕк çуртра икĕ çул пурăнчĕ. Çĕнĕ çурта куçас умĕн ăна хĕрĕсем илсе кайрĕç. «Илсе кайăр! Чÿрече янахĕ çине чечек вырăнне лартатăр-и е кĕсьене канфет вырăнне чикетĕр-и? Сирĕн патра пурăнтăр. Укçи те, хăй те пырать», — терĕм хамах. Пушар хыççăн вăл та пирĕн пекех нимсĕр тăрса юлчĕ. Эпĕ ăна, шалкăм çапнăскере, ваттисен çуртне хăваламан. Утайманскере пăхса пурăнтăм. Ачисем килетчĕç те: «Атте, укçа ăçта?» — тетчĕç». <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

♦    ♦     ♦

 

Мăлатук шакканă сасă илтĕнмест, кран хускалмасть,

 е Çынсем «Хĕрлĕ парăса» кĕтсе ывăнни çинчен

Шупашкарта пурăнакан Софья 2016 çулта хваттер туянма шут тытнă — авланма хатĕрленнĕ ывăлĕ валли уйрăм кĕтес пултăр тенĕ. Вăл тĕп хулари Энергетиксен урамĕнче «Хĕрлĕ парăс» пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕ çĕкленнине пĕлнĕ. Застройщикĕ — «ГрандСтрой». Проектра çÿллĕ те капмар çуртсем Атăл хĕрринче вырнаçассине палăртнă. Çут çанталăк, мăнаçлă юхан шыв илемĕпе киленсе пурăнмалли питĕ лайăх вырăн-çке!

 «Ывăл авланса уйрăлма ĕлкĕрчĕ»

«80 тăваткал метр лаптăклă хваттере пая кĕрсе туянтăмăр. Çамрăксене хĕсĕк ан пултăр, мăнуксем валли те вырăн çиттĕр терĕмĕр. 2016 çулта ипотека кредичĕ илтĕмĕр, тÿлевĕн пĕр пайне куçартăмăр. Унтанпа ывăлăм авланса уйрăлма та ĕлкĕрчĕ. Эпир вара хваттер уççине çаплах алла илейместпĕр. Çамрăк çемье пурăнмалли уйрăм кĕтес пулманранах арканчĕ пуль тесе шухăшлатăп», — кулянчĕ Софья туса пĕтермен çÿллĕ çурт еннелле тинкерсе.

Иртнĕ эрнере Чăваш Енĕн строительство министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕ Евгений Ортиков, «ГрандСтрой» тĕп директорĕ Наталья Гридасова «Хĕрлĕ парăс» комплексăн пайçисемпе тĕл пулчĕç. Наталья Ивановна строительство уксахланин сăлтавне уçăмлатрĕ. 25 хутлă çурта 2018 çулта хута ямалла пулнă. 1 подъездра 4 лифт вырнаçтарма палăртнă. Подрядчик кашни хваттертех ăшă урай, ăшă балкон тума шантарнă. Строительство пынă вăхăтра хваттерсен планировкине улăштарма ирĕк панă. Хальлĕхе çуртра чÿречесем лартса пĕтермен, ăшă кĕртмен.

Çил-тăмана пăхмасăр халăх тĕлпулăва йышлăн пухăнчĕ. Хваттерсен хуçисем застройщик ĕçĕпе кăмăлсăрланчĕç. Вăхăт шăвать, анчах ĕç вырăнтан хускалмасть. Чăтăмлăх курки тахçанах тулса тăкăнма пуçланă.

«Пирĕн йыш пысăк. Ачасем ÿсрĕç, авланчĕç, качча тухрĕç. Хваттерте пурин валли те вырăн çитмест. Çавăнпа çĕннине, чылай пысăкраххине, туянас терĕмĕр. Энергетиксен урамĕнчен инçех мар пурăнатпăр та çĕнĕ комплекс çĕкленнине пĕлсен хавхалантăмăр. Инçе куçма тивмĕ-çке. Юнашарах вăрман, Атăл пурри илĕртрĕç. Кĕркунне мăшăрпа кăмпана çÿреме ĕмĕтлентĕм. Шел, арăм çĕнĕ хваттере кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕчĕ», — пăшăрханса калаçрĕ Михаил. Çемье 15-мĕш хутра вырнаçнă хваттере туяннă. Пĕлтĕр арçын унта хăпарса курнă, строительсем тунă ĕçсемпе паллашнă. Пушă хваттерте çил витĕрех вĕрнĕ. Унтанпа 5 уйăх иртнĕ.

«Тĕлпулуччен кунта 3 кун килсе çÿрерĕм. Мăлатук шакканă сасă илтĕнмерĕ, кран вырăнтан хускалмарĕ. Хуралçăсăр пуçне никам та курăнмарĕ. Паян кăшт ĕçленĕн туйăнать-ха», — пĕлтерчĕ Михаил. Арçын хваттер туянмашкăн илнĕ кредита тÿлесе татнă ĕнтĕ. 5 çул ытла хваттер кĕтекен Михаилăн алли усăннă. Пĕтĕм шанчăк – прокуратурăра, Строительство министерствинче.

Йĕкехÿресемпе кĕрешсе ывăннă

Çакнашкал тĕлпулусем пĕлтĕрхи юпа тата чÿк уйăхĕсенче те иртнĕ. Ун чухне застройщик 2020 çул вĕçĕнче çурта хута яма, хваттер уççисене пама шантарнă. Паянхи кун тĕлне ĕçсен 98 процентне пурнăçланă. Халĕ инженери тытăмĕсене, вентиляци хатĕрĕсене вырнаçтараççĕ. Наталья Гридасова ĕнентернĕ тăрăх, ĕç вĕресех тăрать, анчах çурта çу уйăхĕччен хута яраймĕç.

«Тăпра 1 метр çурă тарăнăш шăннă, çавăнпа халĕ çурт çывăхĕнчи лаптăка хăтлăлатма май пулмĕ», — терĕ Наталья Ивановна. Ку хурав пайçăсене тивĕçтермерĕ. 3,5 çулта çĕклеме шантарнă çурта 5,5 çул тăваççĕ-çке. Застройщик пайçăсене панă сăмаха пурнăçлайман.

«Пире объектра мĕн пулса иртни тивĕçтермест. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен ĕçсене пурнăçламасан çирĕп мерăсем йышăнăпăр. Об±екта хăвăр вăйпа вĕçлеме тăрăшăр», — терĕ Владимир Максимов. Прокурор сăмахĕ те çирĕп янăрарĕ: çак тапхăрта ĕçе вĕçлемесен ака уйăхĕн пуçламăшĕнче йĕрке хуралçисем вырăна çитĕç, документсене тĕрĕслĕç те уголовлă ĕç пуçарĕç. Анчах çакă ĕçе хăвăртлатмĕ. Уголовлă ĕç пуçарсан компани ертÿçине 10 çуллăха ирĕксĕр хăварма пултарĕç. «ГрандСтрой» компание панкрута кăларса ĕçсене тепĕр предприятие куçарасси те вăраха тăсăлĕ. Кунашкал процедурăна 2-3 çул пурнăçлаççĕ.

Хăйĕнпе Альбина тесе паллаштарнă хĕрарăм «ГрандСтрой» ертÿлĕхне ĕçе вăраха тăснăшăн айăпларĕ: «Инçех мар ĕçленĕрен кунта хваттер туянма шут тытрăм. Реклама хучĕ çинчи илемлĕ сăн ÿкерчĕксем илĕртрĕç çав. Пĕлтĕрхи çулла кашни ир стройка çывăхĕнчен иртсе çÿрерĕм. Çурт пушахчĕ, строительсем курăнмарĕç. Çанталăк тÿлек тăнă вăхăтра мĕншĕн ĕçлес мар?» «Хĕрлĕ парăс» комплекс çывăхĕнчи кивĕ çуртсенче пурăнакансем те ĕçе вĕçлессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсен пÿрчĕсене ишсе антарса хваттер пама шантарнă-çке.

Энергетиксен урамĕнче нумай çул кун кунлакан Лидия капмар çурт çине тинкерсе ассăн сывларĕ. Вăл пурăнакан çуртăн стени çуркаланнă. Ăна юсаса çĕнетмеççĕ, киввинчен часрах куçмалла. «Путвалти йĕкехÿресемпе кĕрешсе ывăнтăм. Çитменнине, пăрçа ĕрчерĕ. Унпа кĕрешнин усси çук, нимĕн те пулăшмасть. Тахçан Энергетиксен урамĕнче пурнăç вĕресе тăратчĕ. Урамра ача-пăча сасси татăлмастчĕ. Çамрăксем тухса тарчĕç, ачаллă çемьесене шутласа кăлармашкăн икĕ алăри пÿрнесем çитеççĕ. Кунта «Хĕрлĕ парăс» микрорайон çĕклессине пĕлсен савăнтăм. Тинех пирĕн патра та лавккасем уçăласса шантăм. Шел, тÿрре тухмарĕ ку», — кулянса калаçрĕ ватă çын инçех мар вырнаçнă «Олимп» комплексри капмар çуртсем çине тинкерсе. Унти застройщик кĕске вăхăтра 3 çурт çĕкленĕ. «ГрандСтрой» вара пайçăсене вăрах кĕттерет, килĕшÿре палăртнă условисене пурнăçламасть. <...>

 Ольга КАЛИТОВА.

 

♦    ♦     ♦

 

 Павликăн пурнăçĕ 160 миллион тенкĕ тăрать

Шупашкарта пурăнакан Аленăпа Евгений Серейкинсем иккĕмĕш ачи çураласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсенчен те ытларах аслă ывăлĕ Саша савăннă, шăллĕне часрах курма ĕмĕтленнĕ. Амăшĕ ача çуратмалли çурта кайсан арçын ача ун патне çырусем çырнă.

Сайра тĕл пулакан чир

Павлик пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Тухтăрсем вăл сывах пулнине пĕлтернĕ. 5-мĕш кунхине Аленăпа ывăлне киле янă. «Пашăпа аннÿ патне каятпăр, пуçтарăн», — ашшĕ çапла каласан Саша савăннипе тăрст-тăрст! сиккеленĕ. «Мана халь çав саманта сăмахсемпе каласа кăтартма, аса илме йывăр», — терĕ Алена.

Телей, савăнăç пĕр самантра кĕленче евĕр чăл-пар саланнă. Паша 1 уйăха çитсен алли-урине сахалрах хускатма тытăннă. Ашшĕ-амăшне ку сисчĕвлентернĕ. Шăпах çавăн чухне медтĕрĕслев витĕр тухнă. «Мышцăсен тонусĕ начар», — темех хăрамалли пуррине пĕлтермен невролог, массаж, электрофорез тума сĕннĕ, витаминсем çырса панă. Серейкинсем массажиста киле чĕннĕ. Специалист 1-2 сеанс ирттерсен ачана тепĕр невролога кăтартма сĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ вăхăта сая ямасăр тÿлевлĕ специалист патне кайнă. «Пашăн, ахăртнех, СМА», — тенĕ вăл. Çак сăмахсене илтсен Аленăпа Евгений ури айĕнчи çĕре туйми пулнă, вĕсемшĕн тĕнче пĕр çеккунтра йăтăнса аннă. Сăмах мĕн пирки пынине вĕсем питĕ лайăх ăнланнă. СМА — сайра тĕл пулакан генетика чирĕ. Вăл нерв тытăмне сиенлетет, мышцăсем хавшаса пыраççĕ, çавна май çурăм шăмми кукăрăлать, ачана сывлама йывăр пулать, хускалаймасть. Невролог Республикăри ача-пăча клиника больницине кайма сĕннĕ. Унти специалистсем те Пашăн СМА пулнине çирĕплетнĕ. Арçын ачана больницăна вырттарнă. Генетика анализĕсем килсен иккĕленÿ юлман: Павликăн — йывăр чир, сиплемесен… Кун пирки шухăшлама та хăрушă. «Чун ыратнипе кăшкăрма та, пулăшу ыйтма та, ним пирки шухăшлама та пултараймарăмăр. Куç умĕнче тĕтреччĕ, урăх нимĕн те… Питĕ вăйлă шок пулчĕ», — çав куна Аленăн аса илес килмест. Малта Серейкинсене тата пысăкрах йывăрлăхсем кĕтнĕ. Халĕ вĕсем кашни кун кĕçĕн ывăлĕн пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпех — эмел

СМА — каварлă чир. Вăл куç умĕнче Павликăн вăйне, хускалас туртăмне туртса илнĕ. Арçын ача хăй тĕллĕн сывлама, çăтма, ÿсĕрме пăрахнă. Павликăн пурнăçне çăлакан укол пур. Анчах ку эмел хакне пĕлсен çÿç-пуç вирелле тăрать: 160 миллион тенкĕ! Унашкал укола пĕр хутчен çеç тăваççĕ. Çавăн хыççăн ача майĕпен ура çине тăрать.

Хальлĕхе Павликăн пурнăçне урăх эмелпе тытса пыраççĕ. Пĕрремĕш çул ăна çурăм шăмминчен 6 хутчен тăваççĕ, кайран — çулталăкра 4 хут. Ку укола пурнăç тăршшĕпех тумалла. Пĕри 5 миллион тенкĕ тăрать. Павлик валли çак эмеле ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви уйăрса парать.

«Хальлĕхе 4 укол турĕç. Лайăх улшăнусем пулни тÿрех сисĕнет. Павлик аллипе сулкалашма, хăй тĕллĕн сывлама тăрăшать. Халĕ вăл Мускаври больницăра реанимацире выртать. Мăшăрăм унпа пĕрлех», — каласа кăтартрĕ Евгений Серейкин.

Саша шăллĕне питĕ кĕтет, вăл 6 çулта кăна пулин те йăлтах ăнланать. «Паша вырăнĕнче эпĕ пулинччĕ, вăл вара — килте. Хăçан сывалĕ-ши?» — арçын ача çапла каласан амăшĕ чĕринчен çĕçĕпе чикнĕнех туять. Вăл икĕ ывăлне те питĕ хытă юратать-çке, унăн иккĕшне те ăшшăн ыталас килет. Саша каратэпе кăсăкланать, ашшĕ хоккейла выляма юратать. Темшĕн Аленăна Павлик футболпа çывăх пулассăн туйăннă. Анчах шăпа вĕсемпе ав урăхла «вăйă» вылять. «Шанатăп, ĕненетĕп: пĕрре-хинче çемьепе, икĕ ывăлăмпа та, хăтлă кухньăра пухăнăпăр та чей ĕçĕпĕр, хаваслăн кулăпăр», — чи пысăк ĕмĕчĕ пирки пĕлтерчĕ Алена. Амăшĕн сăмахне Турă илтетех.

Хĕл Мучи патне янă çыру

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Павлика операци тунă: трахеостома тата гастростома лартнă. Вĕсем пĕчĕк ачана питĕ кирлĕ. Ку япаласене яланлăхах вырнаçтарман. Хайхи хаклă укола тусан вĕсене кăларĕç.

«Чунăма пĕртен-пĕр шанчăк ăшăтать: ывăлăн пурнăçне çăлатăпах, эпир пурте Павлика пурăнма шанчăк парăпăр. Пире çак укол хăвăртрах кирлĕ, — чунне уçрĕ Алена. — Çемьере ача çуралсан килте асамлăх тупăнать. Пÿртре урăхларах шăршă кĕнĕ пек туйăнать. Кашни уйăх, эрне, кун — савăнăç. Ача кашни кун ÿсет, çĕннине вĕренет. Унăн кулли, хăйĕн чĕлхипе калаçни… Акă вăл пуçне тытма хă-нăхать, енчен енне çаврăнма хăтланать… Çакă — юмах евĕр, ăшă вăхăт. Павликăн çемйинче вара йăлтах пушă. Ача çуралнă, асамлăх килмелле пек. Вăл вара çук. Мĕншĕн тесен Паша реанимацире. Мĕншĕн тесен Паша вилмеллех чирлĕ. Мĕншĕн тесен шăпа пирĕнпе усал вăйă вылять», — чунĕнче капланнă йывăр туйăмсене кăштах та пулин çиеле кăларма тăрăшрĕ амăшĕ.

«Ырă чунлă Хĕл Мучи! Сан пата Шупашкарти Саша Серейкин çырать. Кăçал эпĕ хама лайăх тытрăм, халĕ санран Çĕнĕ çул парни ыйтасшăн. Пĕлетĕп: чылай ача санран тетте, велосипед, компьютер, телефон е планшет ыйтать. Эпĕ те унччен çаплахчĕ. Эсĕ манăн пĕтĕм ĕмĕте пурнăçларăн. Хĕл Мучи, мана халĕ çаксем кирлĕ мар. Пĕртен-пĕр пысăк ĕмĕте пурнăçла тархасшăн. Шăллăм Павлик пурăнтăр. Чир унăн пурнăçне кашни кун вăрттăн вăрлать. Атте-анне каланă тăрăх, Павлика пĕр укол çăлаять, анчах ăна илме пирĕн укçа çитмест. Эсĕ чăн-чăн асамçă пулнине пĕлетĕп. Мана илтетĕнех. Вара эпир Павликпа пĕрле чупăпăр, футболла выльăпăр», — Саша Çĕнĕ çулта çакăн пек çыру шăрçаланă. Вăл халĕ тахçанхи пек тетте пирки ĕмĕтленмест, чи пĕлтерĕшли тата кирли уншăн — Павлик килте унпа юнашар, сывă пулни.

Ача варта йĕркеллех аталаннă. Тухтăрсен те нимĕнле иккĕленÿ çуралман. Анализсем йĕркеллех. Мĕншĕн çапла пулса тухнă-ха?

«Пирĕн тĕслĕхре çие юлнă самантрах темĕн пулнă, анчах кун пирки никам та пĕлмен кăна мар, шухăшлама та пултарайман. Пирĕн упăшкапа иксĕмĕрĕн те СМА генĕ пĕрер çеç пулнине пĕлнĕ-и? Çук, çук, тепĕр хутчен çук. Эпир — сывă çынсем, ĕçкĕçсем, наркомансем мар, пире ÿпкелемелли сăлтав çук. Эпир пĕлмен. Анчах çакă яваплăхран хăтармасть. Халĕ куншăн пирĕн ывăл явап тытать, вăл вара пĕчĕк, хăйне хÿтĕлеймест…» — малалла калаçрĕ Алена. Унăн та, упăшкин те пĕрер СМА ген /чылай çыннăн икшер пулать/. Вĕсем — сывă носительсем. Унашкаллисен чирлĕ ача çуралас шанчăк — 25 процент. Павлик шăпах çак йыша лекнĕ. Сывă ача çут тĕнчене килес шанчăк та 25 процентпа танлашать. Павлик чирлине пĕлсенех Сашăна анализ партарнă. Унăн пĕтĕмлетĕвне ашшĕ-амăшĕ хăра-хăра кĕтнĕ. Тавах Турра, Саша сывах.

«Хăрушă тĕлĕк»

Ача йывăр чирлĕ пулнине пĕлсен ашшĕ-амăшĕ мĕн чăтса ирттерет- ши? Тухтăрăн приговор евĕр янă-ракан сăмахĕсене епле йышăнмалла? Анчах çыннăн хăйне алла илсе тăван тĕпренчĕкĕн пурнăçĕшĕн кĕрешме вăй çитермелле.

Аленăпа Евгений диагноз, сипленмелли эмел хакĕ пирки илтсенех хуçăлса ÿкнĕ. Вăтам пурăнакан çемьен ун чухлĕ укçана ăçтан тупмалла? Ĕмĕрĕпе ĕçлесен те çавăн чухлĕ пухаяс çук-çке.

Алена çывăх тусĕ Женя патне шăнкăравласа Павлик чирли пирки пĕлтернĕ. «Хăрушă тĕлĕк», — кĕскен хуравланă шока кĕрсе ÿкнĕ Женя, малтанах мĕн каланине ĕненеймен вăл. Аленăн пичĕ тăрăх пĕр чарăнмасăр вĕри куççуль юхнă, пырне йÿçĕ чăмакка ларнă. Иккĕшĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕр ĕсĕклесе макăрнă, унтан пĕр-пĕрне лăплантарма тăрăшнă. Ун чухне Серейкинсен пĕр тумлам шанчăк та пулман, социаллă сетьсенче ушкăнсем уçса укçа пухасси пирки шухăшламан та.

— Çитет, Жень. Илтетĕн-и? Макăрма чарăн. Никам та вилмен!

— Мĕншĕн? Çук, ку тĕрĕс мар. Ку хăрушă тĕлĕк çеç. Нивушлĕ çакă пирĕнпе пулса иртет, Алена?

Вĕсем иккĕшĕ те — амăшĕ. Туссем лăпланайман. Сасă хăрăлтатма тытăниччен, куç шыçăниччен, сăмса питĕрĕниччен макăрнă.

— Нивушлĕ нимĕн тума та çук? Ален… Шăп ан тăр, кала. Эсĕ кунтах-и?

— Çăлăнăç пур. Анчах эсĕ, ахăртнех, хăлху илтнине ĕненмĕн. 2,3 миллион доллар. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

♦    ♦     ♦

 

Григорьев кĕпер çинчен сикнĕ, Арсентьева паллă актерсемпе тĕл пулнă

Чăваш эстрадинче тĕрлĕ енлĕ аталаннисем йышлă. Ара, юрлама та, ташлама та, кинора ÿкерĕнме те, уяв ертсе пыма та пултараççĕ. Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕреççĕ-ши тульккăш? Этно-поп стиле кăмăллакан Эрнес юрăç ав режиссер та иккен! Вăл ÿкернĕ кинофильма çитес эрнере Тутар Республикинче пуçласа кăтартĕç. Светлана Алякимова /юрăçăн чăн ячĕ/ фильмра чăвашсен пĕрремĕш режиссерĕ Иоаким Степанов- Кошкинский тата Тани Юн актриса киноискусствăна мĕнле аталантарнине уçса панă. «Куççуль тухмалăхах кăмăллă! Фильма манăн тăван хулара Нурлатра кăтартĕç», — хыпарланă Эрнес Инстаграмри страницинче. Ытти артистăн пурнăçĕнче мĕн пулса иртнĕ-ха? Юлашки хыпарсемпе паллашар.

«Эстрадăри чи экстремаллă çын» номинаци пуçарас тăк çак ята пĕр сăмахсăрах Евгений Григорьев тивĕçĕ. Индире слон утланма та, кÿлĕре тарзанкăпа ярăнма та, Китайра 260 метр çÿллĕшре вырнаçнă кантăк кĕпер çинче утма та шикленмест. Халĕ ав каллех подписчикĕсене тĕлĕнтернĕ: ну-маях пулмасть, Сочире каннă вăхăтра, Раççейри çакăнса тăракан чи вăрăм кĕпер çинчен сикнĕ. Паллах, ятарлă вĕренпе çыхăннă вăл. «Чуччу çинче ярăнтăм темелле. Вĕçерĕннĕ хыççăн ÿкнĕ чух чĕлхе вĕçĕнчен мĕнле сăмах вĕçсе тухнине ан та ыйтăр, пурпĕр каламастăп», — шÿтлесе çырнă Евгений видео айне. Кĕпер çÿллĕшĕ — 170 метр. Çынсем артистран тĕлĕнме пăрахаймаççĕ: «Вăй-хал ăçтан тухать-ши?» «Батарейки лайăх», — хуравлать Женя. Пĕрисем унран тĕслĕх илсе çавнашкал кĕпер çинчен сиксе курасшăн. Теприсем чĕрине ярса тытнă, «Тек ун пек ан хăтлан», — тенĕ. «Мĕнрен ытларах хăратăн, çавна халех, çак самантра, туса курмалла. Çавăн пек çын вăйлăрах пулĕ», — палăртнă Евгений. Ара, вăл Сочи хулинчех чул ту тăрринче те тăрса курнă. «Шăлавар кăшт йĕпе пулсан та эпĕ телейлĕ. 125 метр вăл — 41-мĕш хут, çавах хăратмасть», — çапла çырнă сăн ÿкерчĕк айне. Эсир вара çапла тума хал çитереетĕр-и?

Туй ертсе пыракансем хăйсем те çемье çавăраççĕ. Иван Архипов юрăç çакна палăртса ĕçтешĕ, пĕлтĕр ЮТВ телеканал премийĕнче «Чи лайăх ертÿçĕ» номинацире çĕнтернĕ Дмитрий Лукиянов, авланнине хыпарланă. Ăна, ахăртнех, чылайăшĕ Наци телекуравĕнче кăтартнă «Ротаци» проект тă-рăх пĕлет. Лукияновсен туйне шăпах Ивана ертсе пыма шаннă. Çамрăксем тăванĕсене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ: каччи те, хĕрĕ те юрă шăрантарнă. «Музыкăна юратакан çемье», — çапла çырнă Иван Архипов видео айне. Сăмах май, вăл çулталăка тухăçлă пуçланă: туй хыççăн туй, çуралнă кун… Çав вăхăтрах Наци телекуравĕнче «Ир пулсан» кăларăма ертсе пыма ĕлкĕрет. Канусăр епле-ха тата? Иван Архипов ишме кăмăллать- мĕн. Шывран тухсан, хăй каланă тăрăх, çĕнĕрен çуралнăн туять. Ар-тист бассейна пĕччен мар, юратнă мăшăрĕпе Аннăпа çÿрет. Эппин, Архиповсем — спортпа туслă çемье!

Вĕсенчен Алексей Московский юрăç та юлмасть. Нумаях пулмасть вăл йĕлтĕр çине тăнă та сăртран ярăнса аннă. Ывăлĕ Богдан та ашшĕпе пĕрле йĕлтĕр сырнă. «Çанталăк лайăх та алла перчетке тăхăнмасăрах ярăнтăм. Эпĕ Раççейре мар тейĕн», — çырнă «Чу-ча-ча», «Арăм юнашар пулсан» хитсене шăрантаракан Алексей. Ăна Шупашкартах сăртран йĕлтĕрпе ярăнмашкăн май пурри тĕлĕнтернĕ. Ара, тĕп хулара ятарлă центр пур, унта трасса хатĕрленĕ. Хăшĕ-пĕри кун пирки илтмен те иккен. Халĕ, Алексей Московкий хыпарласан, тÿрех йĕлтĕр сырма чупрĕç пуль-ха!

«Тăван радиора» чылай çул ĕçленĕ çамрăк юрăç Алена Арсентьева Мускавра «Останкино» шкулĕнче ăсталăхне туптани çинчен эпир нумай пулмасть çырнăччĕ. Вăл паллă киноактерсем ертсе пыракан уроксене çÿренĕ. «Юрату çамрăка пăхмасть» юрăпа чăваш эстрадине вирхĕнсе кĕнĕ Алена çак кунсенче актер ăсталăхĕпе экзамен тытнă. Ăна паллă актер Михаил Богдасаров йышăннă. Кашнин хайлава илемлĕ вуламалла пулнă. Курса çÿрекенсем чылай репетици ирттернĕ. «Эпĕ хайлава мĕнле вулани хама килĕшмерĕ. Пăшăрханни, яваплăха туйни ура хучĕç. Çапах препода-вательсем мана мухтарĕç», — палăртнă ентеш. Экзамен вĕçленсен медиашкулта пĕлĕвне тарăнла-такансем валли Ольга Спиркина, Тигран Кеосаян артистсем ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксен «çăлтăрсемпе» куçа-куçăн тĕл пулма, вĕсене тĕрлĕ ыйту пама май килнĕ.

«Асамат» ушкăн юрăçи Алина Корнилова больницăна лекнĕ. Тÿрех хăраса ан ÿкĕр, веçех йĕркеллĕ. Çамрăк юрăç çĕрĕпе хырăм ыратнипе нушаланнă, ирхине васкавлă медицина пулăшăвне чĕнме тивнĕ. Тĕрлĕ анализ илнĕ хыççăн тухтăрсем ăна киле янă. Чылайăшĕ артистка ача кĕтет тесе шухăшланă, анчах ку тĕрĕс мар-мĕн. Алина сăнанă тăрăх, чир паллисене пăхас тăк унăн ротавирус пулнă. Çапах чир тесе ахаль лараймăн çав. Çамрăк юрăç хăйне лайăхрах туйма тытăнсанах ĕçе пуçăннă. Подписчикĕсене савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ вăл: ташă проектне хутшăнма хатĕрленет. Çак кăларăма çитес вăхăтра ЮТВ телеканалпа кăтартĕç. Ăна паян ÿкерме пуçлаççĕ, унта тăхăр мăшăр хутшăнать. Мĕнлерех проект пулĕ-ши ку? Часах пĕлĕпĕр.

Нумаях пулмасть республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă паттăрсене халалланă конкурс йĕркеленĕ, логотип шухăшласа кăларакан çынна укçан хавхалантарма шантарнă. Ÿнерçĕсенчен, дизайнерсенчен ĕç чылай килнĕ. Сергей Петров юрăç та вăйне тĕрĕслесе пăхма шухăшланă. Ара, вăл та ÿкерме кăмăллать вĕт. «Сарă хĕрача» юрра шăрантарса чапа тухнă артист каланă тăрăх, ку ĕçпе вăл ача чухнех кăсăкланма тытăннă. Çамрăк арçын медаль тата логотип эскизĕсене ÿкернĕ. Конкурсра çĕнтереймен пулин те пуç усман. Сăмах май, Сергей Петров нумаях пулмасть хăйĕн ĕçĕсен виртуаллă куравне йĕркеленĕ. Живопиçе кăмăллаканскер ăна «Звучащие картины» ят панă. Артистăн ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртса çынсем ăна ăшă сăмахсен купи айне тунă: «Маттур», «Талантлă çын пур çĕрте те пултаруллă»… Кунпа килĕшмесĕр тăраймăн. Кам пĕлет, тен, çитес вăхăтра Сергей Петров чăн-чăн курав йĕркелĕ? <...>

Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçне Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.

 

♦    ♦     ♦

 

1 тонна тырă панăшăн савăннипе макăрнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Елена Матвеева 14 çулта пулнă. Кĕркунне унран тăватă çул аслăрах Нина ашшĕпе Павел Константиновичпа пĕрле окоп чавма кайнă. Пĕррехинче Павăл чирлесе таврăннă, ун вырăнне Еленăна янă.

 Елен /çывăх çыннисем ăна çапла чĕннĕ/ икĕ эрне шăннă çĕре лумпа такканă. «Хĕлле питĕ сивĕччĕ. Сурсан сурчăк çĕре ÿкиччен шăнса ларатчĕ», — çапла каласа кăтартатчĕ анне. Кукаçи сывалсан каллех окоп чавма кайнă, анне киле таврăннă. Лере ачасемпе çамрăксем кукаçие питĕ кĕтнĕ. Хăш чухне бригадирсем вĕсене канма та, ăшăнма та паман — ĕçлеме хăваланă. «Павăл пичче килчĕ!» — савăнса ун йĕри- тавра сиккеленĕ ачасем. «Çак ачасем мĕн кураççĕ? «Ешĕл курăк» кăна вĕт вĕсем», — тесе кукаçи хÿтĕленĕ», — амăшĕ мĕн каласа кăтартнине аса илчĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Чиперуй ялĕнче пурăнакан Галина Алексеевна.

Елена Матвеева /хĕр чухне Павлова пулнă/ çак ялтах çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи колхоза кĕмен. «Инхозсен» налук ытларах тÿлеме тивнĕ. Ăна парса татма çемье икĕ ĕне хĕл каçарнă, лаша усранă. 1942 çулта ашшĕне вăрçа илсе кайнă. «Виççĕмĕш вăрçа каятăп, таврăнаймастăп пуль», — тенĕ икĕ вăрçăра çапăçнă арçын. Арăмĕ Тарье 5 ачапа юлнă. Асли Нина вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Чи кĕçĕнни Шура ашшĕнчен 9 уйăхра юлнă. Елен — çемьери иккĕмĕш ача, ун хыççăн икĕ арçын ача пулнă. Килти чылай ĕç ун çине тиеннĕ.

Ашшĕ вăрçа кайсан Елен фермăна ĕçе кĕнĕ. Пĕр çул ĕçлесен 1 тонна тырă панă. «Килте арçын пур пекех туйăнчĕ», — тесе Тарье кил картишĕнче каллĕ-маллĕ макăрса утнă. «Колхоза ан кĕрĕр», — вăрçă хирĕнче çапăçнă Павăл килне тăтăшах çапла çырнă. Вăхăт нумаях та иртмен — унăн вилнĕ хучĕ килнĕ. Унччен каçсерен лармана çÿрекен Елен унта тухма пăрахнă. Амăшĕ Тарье куляннипе утайми пулнă. Ăна мунчара сиплесе çулталăкран ура çине тăратнă. Павăл вăрçăра вилсен çемье колхоза кĕнĕ, çавăн чухнех вĕсен лашине çавăтса тухса кайнă.

Ялти виçĕ хĕрарăма, çав шутра Тарьене те, колхоз валли çăкăр пĕçерттернĕ. «Ах, Елен, сана çăпата тума вĕрентсе хăвараймарăм ĕнтĕ», — куляннă Павăл вăрçа кайнă чухне. Елен ку ĕçе хăнăхас тесе кÿршĕри Алтати патне кайнă. Вăл кăтартнине тÿрех астуса юлайман ахăртнех. «Ак çакăн пек çăпата хуçаççĕ, ак çакăн пек!» — Алтати тарăхнипе хĕре питĕнчен чăнкки- чанкки çутăлтарнă. Елен тек никамран та ыйтман, хăех çăпата хуçма вĕреннĕ. Вăрман касакан аппăшĕн кашни эрнерех çăпати çĕтĕлнĕ, йăмăкĕ ун валли çĕннине хатĕрленĕ. Пушăт касма вăрмана çÿренĕ. Лесник питĕ усал пулнă. Пÿрте ăшăнма кĕртсе хунă пушăта урама илсе тухса пуртăпа вакланă. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.