Комментари хушас

18 Нарăс, 2021

Чăваш ĕç паттăрĕсене халалласа — курав

Паян Чăваш патшалăх архивĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа «Тăван чикĕсен хӳтĕлевĕнче» документ куравĕ уçăлчĕ. Унта сумлă хăнасем — Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева тата ыттисем — хутшăнчĕç.

Светлана Каликова архив ĕçченĕсем кĕске вăхăтрах курăмлă ĕç туса ирттернине палăртрĕ: архива паттăрлăх кăтартнă тыл ĕçченĕсем çинчен калакан хутсемпе, сăн ӳкерчĕксемпе пуянлатнă, чылай документ тĕпчесе тишкернĕ. Пĕлтерĕшлисем чăваш халăхĕн ĕç паттăрлăхне халалланă документсен пуххине кĕрĕç.

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа республикăра чылай ĕç пурнăçланать, вĕсене ача садне çӳрекен шăпăрлансенчен тытăнса ватăсем таранах хутшăнаççĕ. Министр каланă тăрăх, çулталăк вĕçлениччен мемориал уçма, документсен пуххи тата кĕнеке кăларма, фильм ӳкерме палăртнă.

Наталья Николаева ĕç çыннисен паттăрлăхне яланах асра тытма чĕнсе каларĕ. «Паян пурнăçланакан ĕçсене пулас ăру хакласса, вĕсен чунĕсенче патриотизм туйăмĕ пурăнасса шанатăп», — терĕ вăл.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕç паттăрлăхĕ кăтартнă çынсен шăпипе кăсăкланакан Алевтина Петровна курава Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ. 80 çул каялла унăн амăшĕ те окоп чавнă çĕре хутшăннă.

«Питех те кирлĕ, сумлă ĕç пуçланчĕ Чăваш Республикинче. Ку таранччен окоп чавма хутшăннă паттăрсем çинчен уйрăммăн калаçман. Ваттисем каласа панисене çырса илсе пулас ăрусене валли хăварасчĕ», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ вăл.

www.hypar.ru Вера Шумилова сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: