Комментари хушас

18 Нарăс, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 6 (1183) № 18.02.2021

ЫЙТĂМ

«Хушăран шăпана шанатăп»

Календарьти кашни кунах тĕнчере мĕнле те пулин уявпа е историре çырăннă пулăмпа палăрăмлă. Паянхи пирки интернет сайчĕсенче мĕн çыраççĕ-ха? Тĕнчере Канфет кунĕ-мĕн, Америка календарĕнче — улма-çырла эрехĕ тутанмалли. Çавăн пекех нарăсăн 18-мĕшĕнче

— Юр пĕрчи касса кăлармалли, Сăмахсăрах ăнланмалли кун, Мĕн пур çăмăлттай çынсен уявĕ… Çакăн пирки вуласа пĕлнĕ май камăн пичĕ çинче кулă ялтăрамĕ?

Пурнăç çулĕпе тĕллевлĕн утакан çын хăйне çăмăлттайсен йышне кĕртме хăймĕ. Анчах хушăран шухăшласа иличчен туса хунă утăм такамăн пурнăçĕнче те сиксе тухать. Пирĕн вулакансем хăйсен мĕнлерех хăтланăвне çăмăлттайлăх пек хаклаççĕ-ши?

МАРГАРИТА, 45 çулта, Шупашкар районĕ:

— Хама, тĕрĕс тăватăп-ши тесе çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăхнăран, çăмăлттайсен йышне пачах кĕртес килмест. Çапах та хушăран ытла тарăн шухăшламалла та мар-тăр: пуçа мар, шăпана шанмалла. Сăмахран, туссем йытă усрама сĕнсен «ăна мĕнле пăхăп, пирĕн хваттерте ун валли вырăн пур-и» тесе шухăшланă тăк çак чĕр чун паян çумра пулмĕччĕ те. Халĕ вара тăватă ураллăскер — çемьери кашни çын тусĕ, уншăн яваплăха пурте туяççĕ. Канма аякка каяс килнĕ чухне укçа-тенкĕ енчен хĕсĕккипе чылайăшĕ çула тухмасть. Эпĕ вара мĕн пуррине пухса кăмăл хыççăн кайма пултаратăп. Ĕненетĕр-и, çук-и, каннă хыççăн нухрат тĕлĕшпе йăлтах майлашăнать.

ФЕДОР, 37 çулта, Вăрмар районĕ:

— Хамăн ĕçпе тăрмашатăп. Предприниматель çулĕ айккинчен пăхаканшăн кăна çăмăл, яланах тупăшлă пек курăнма пултарать. Хушăран теветкеллĕ утăм тумасан кĕсьере чăштăртатнине кĕтсе те илеймĕн. Çав вăхăтрах кăмăла ирĕке ярсан — тенкĕсĕр мар, пуссăр юлас хăрушлăх сиксе тухĕ. Астармăш шухăша вăхăтра çăварлăхлайман самант манăн пурнăçра та пулнă. Банкран кивçен илме май пурри те илĕртнĕ-тĕр. Техника хăш-пĕр хатĕрĕшĕн кредита татмасăрах урăх тĕрлине туянма васкарăм. Ĕç-хĕлрен тупăш сахалрах кĕме пуçласан пĕтĕм укçа банксен умĕнчи парăма татмашкăн каятчĕ. Аран çăрăлса тухрăм çавнашкал лару-тăруран. <...>

Ирина ИВАНОВА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦    ♦    ♦


СĂМАХ ПАРĂР-ХА

Ирех тăрать, тумланать…

Пуян çемьере ӳснĕ пулсан та юлхавланма хăнăхман Нарспи пирки пыракан çак сăмахсене ялта тĕпленнĕ кирек хăш çын çинчен калама пулать ахăр. Кахаллансан хĕлле сĕтел çине çăкăр хăй тĕллĕн пырса выртасса шанма хĕн. Ирпе хĕвелтен малтан тăрса каçпа унран каярах юлса выртсан кăна тулать пӳлме те, нӳхреп те. «Юрать каç пулать», — çу кунĕсем çитсен çапла калать пĕлĕшĕм.

Çĕр ĕçĕ чăваша вилме те, пуйма та памасть теççĕ те, юлашки çулсенчи кăтартусем çак шухăша хирĕçлеме пăхаççĕ. Акă ЧР Ял хуçалăх министерстви паллаштаракан цифрăсемех ял хуçалăхĕнче те ăнăçтарма май пуррине çирĕплетеççĕ. Республикăн кăнтăр енчи районĕсен брендне çаврăннă чăваш суханĕ çинчен сăмахăм. Çапла, ăна ӳстерме пĕрре те çăмăл мар. Тепĕр тесен, çĕр ĕçĕ хăçан ансат пулнă? Çапах та тăван кĕтесре пилĕк авни ют çĕрте тар юхтарнинчен пĕрре те кая мар тупăш кӳни куç кĕрет. Ĕçе йĕркелеме кăна пĕлмелле. Ку та çăмăл мар та ĕнтĕ… Улмуççи айĕнче пан улми çăвара кĕрсе ӳкессе кĕтсе выртманнисем малаллах талпăнаççĕ. Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, сухан ӳстерекенсем, ăна аякка ăсатмашкăн, тăтăшах фитосанитари докуменчĕсемпе тивĕçтерме ыйтаççĕ. Пĕлтĕр çак тĕллевпе специалистсем 208 тонна севок йышши сухана тишкернĕ. Продукци хăйне кĕтекен çĕршыв ыйтакан нормативсене тивĕçтернине палăртнă. Çапла чăваш суханĕ Беларуçе, Казахстана, Молдовăна çитнĕ. Пурĕ — 87,46 пин долларлăх. Чăваш ял хуçалăх çимĕçĕ чикĕ урлă каçни аван паллах. Анчах та хамăр тăрăхра ăна çул паманни куç кĕрет. Çак ыйтупа нумай çул калаçаççĕ, çапах та лав вырăнтан хускални питех сисĕнмест. Ял-хулари лавккара çаплипех хамăр тăрăхри апат-çимĕçе тупса илме хĕнтерех. Нарăс уйăхĕнче «Манăн бизнес» центрта иртнĕ тĕл пулура шăпах çак ыйтăва сӳтсе явнă. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Вак суту-илӳ тăвакан компанисен ассоциацийĕн /АКОРТ/ президиумĕн председателĕ Сергей Беляков, пысăк лавккасен регионсенчи сечĕсен представителĕсем тата вырăнти тавар туса илекенсем хутшăннă. Паян республикăра федераци тата регион суту-илӳ 9 сечĕ 542 объект уçнă. Вырăнти таварсенчен çăкăр-булка, чăх какайĕ курма пулать. Чăваш çĕрĕ çинче ӳснĕ пахча çимĕç сентресен 10% кăна йышăнать. Олег Николаев кун пек лару-тăру республика ертӳлĕхне тивĕçтерменнине палăртнă. Вăл «лавккари лавкка» меслетпе ĕçлеме сĕннĕ.

«Çак шухăшпа экспертсем те килĕшеççĕ — супермаркетсем хăйсен лаптăкĕнче пасар майлă кĕтес йĕркелеме, унта фермерсемпе ял хуçалăхĕнче ваккăн ĕçлекенсене суту-илӳ тумашкăн ирĕк пама пултараççĕ. Ку меслете эпир темиçе уйăх каяллах сĕннĕччĕ. Çав вăхăтрах ятарлă çак вырăнсене чăваш культурипе çыхăнтарса йĕркелесен аван пулмалла. Паллă ĕнтĕ, экологи енчен таса продукци кăна сутмалла», — тенĕ Олег Алексеевич.

Регион ертӳçин шухăшне РФ Патшалăх Думин комитет ертӳçи Анатолий Аксаков та ырланă. Вырăнти апат-çимĕçе республика хăнисем те хапăлласах туянасса шаннине палăртнă. Ассоциаци президиумĕн председателĕ Сергей Беляков виçĕ енлĕ калаçăва кĕске вăхăтрах хут çине куçарса суту-илӳ сечĕсен ертӳçисем патне çитерме шантарнă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА

♦    ♦    ♦


НАЦИ ПРОЕКЧĔ

Чăваш чĕлхи «ÿсмешкĕн» чăрмантарнă…

«Ырă кун пултăр», — çапла кĕтсе илчĕç Муркаш районĕнчи Çатракасси шкул вĕренекенĕсем. Ачасем тăван чĕлхепе хутшăнни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Çакă, чи малтанах, йăх-несĕле хисеп тунине кăтартать. Çакăнта ĕçлекенсем чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшни куç кĕрет. Вĕсен витĕмĕпе ачасем тăван чĕлхепе калаçса çитĕнеççĕ, ăруран ăрăва куçакан пуянлăха упраççĕ.

Хăтлă пӳлĕмрен куçарнă

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Людмила Никитина хăйĕн ĕç пӳлĕмне кĕртсе кăтартрĕ. Вун пĕрмĕшсем ăс пухаççĕ кунта. Вĕсен ертӳçи ачасем вĕренӳре ĕлкĕрсе пынине палăртрĕ. Сăмах май, паянхи лару-тăрăва шута илсе шкул ачисем, ытти çĕрти пекех, пĕр класра вĕренеççĕ. Шалта — хăтлă, анчах... тăвăр. 13 çамрăкпа 1 вĕрентекенĕн 27 тăваткал метр лаптăкра вырнаçма тивет. Малтан, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен, ачасем пысăк та çутă пӳлĕмре пĕлӳ илнĕ. Хальхи улшăну «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн шкулта «Ӳсĕм вырăнĕ» /Точка роста/ хатĕрленипе çыхăннă. Çакăн валли виçĕ пӳлĕм уйăрнă. Чăваш чĕлхипе литература класĕ вырăнĕнче проект çырмалли лапам уçма йышăннă.
Çакăнта пĕлӳ илнисем валли вара учительсен пӳлĕмне уйăрнă. Унта юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Класа чăвашлăхпа çыхăннă стендсемпе хăтлăлатнă. Пурнăç уттипе тан пыракан Людмила Никитина çĕннисене вырнаçтарма ĕмĕтленнине пытармарĕ. Çав вăхăтрах çакăнта тăван халăхăн кун-çулне, культурине, йăли-йĕркине сăнлакан кĕнекесен пĕр пайне кăна куçарма май килнĕ. «Вĕсем кашни урокрах кирлĕ», — палăртать учитель. Сăмахран, класра чăвашла-вырăсла 10 словарь упранать. Халĕ ăна кĕнеке лавккисенче шырасан та тупаймăн. Кубоксем куçа илĕртеççĕ. Вĕрентекен хăйĕн тата ачасен дипломĕсене портфолиосене пухса пырать. Тĕрлĕ конкурсра мала тухни хăех çакăнта тăван чĕлхене юратнине çирĕплетет. Туслă йыш хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрни тӳрех курăнать. Нумай конкурс çĕнтерӳçисен ячĕсене çырса та çитереймĕн.

Несĕлсене хисепленине палăртаççĕ

Людмила Валериановна хăйĕн пурнăçне хальхи ăрăва тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе халалланă. Малтан Кашмашри тулли мар шкулта вăй хунă, 1998 çулта Çатракассине куçнă. Класс ертӳçине çирĕплетнĕ ăна.

11-мĕш класра пĕлӳ илекенсемпе чăваш чĕлхи пирки сăмах пуçартăм. «Çуллахи вăхăтра атте-аннепе пĕрле Сочие канма кайнăччĕ. Унта чăвашсемпе тĕл пултăмăр. Тăвансемпе курнăçнăнах туйăнчĕ», — аса илчĕ тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçи Димитрий Скворцов.

«Чăваш чĕлхипе литература пӳлĕмĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каласа хăварас килет. Унта «уçă урок», канашлу ирттереттĕмĕр. Хăнасене кĕртсе кăтартаттăмăр. Унчченхи вĕрен-текен Эльвира Ярикова ăна хăтлăлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Унтан эпĕ унăн ĕçне малалла тăсрăм. Хальхи вĕренӳ çулĕнче çав пӳлĕме пĕтерчĕç», — чун ыратăвне пытармасть Людмила Никитина.

10-мĕш класс вĕренекенĕ Ангелина Спиридонова Людмила Валериановна чăвашлăхпа çыхăннă конкурссене хутшăнма хавхалантарнине палăртать. Çамрăк тĕрлĕ тапхăрти поэтсен сăввисене артист пекех вулать. Нумаях пулмасть «Хусанкай вулавĕсем» конкурсра мала тухнă вăл. Шкул ачи вĕренӳре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынине палăртма уйрăмах кăмăллă. «Пуласлăхра хамăн тĕпренчĕксене те чăвашла калаçма вĕрентĕп. Тăван чĕлхене упраманни атте-аннене юратманнине пĕлтерет», — кашни сăмаха виçсе калать вĕренекен.

Чăваш чĕлхипе литература хăтлă пӳлĕмĕнчен куçарнине çунат хуçнипех танлаштарать Людмила Валериановна. «Ытти çул чун ыйтнипе конкурссене хутшăнаттăмăр. Халĕ хама хистесе хатĕрленме тивет», — пытармасть педагог.

Ăрусен хăвачĕ вырăн тупĕ-и?

Çатракасси вăтам шкул директорĕ Виталий Прокопьев чăваш чĕлхипе литература вĕрентме хими пӳлĕмне сĕннине калать. Халĕ, вĕренекенсем куçса çӳременрен, пушах вăл. Ăна кирек хăш вăхăтра йышăнма пулать. Анчах унта — хими урокĕпе çыхăннă стендсем. Çакăнта чăвашлăх хăйĕн вырăнне тупасси иккĕленӳллĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦    ♦    ♦


ПĂТĂРМАХ

Ачисене шăнтса вĕлересшĕн пулнă-ши?

Юлашки вăхăтра Раççей телекуравĕн тĕп каналĕсемпе Чăваш Енпе çыхăннă хыпарсем çине-çинех янăрарĕç. Шел те, ыррипе мар… Чи хăрушши вара виçĕ ачаллă амăшĕпе çыхăнни пулчĕ.

Çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă усал ĕç çĕршывăн тĕп хулин Çĕнĕ Мускав текен районĕнче кăçалхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулса иртнĕ. 33 çулти хĕрарăм виçĕ ачине вăрманлă вырăна «Лада Веста» машинăпа илсе çитерсе çаппа-çарамас хывăнтарнă. Ачасен телейне, вĕсене инçех мар вырнаçнă поселокра пурăнакан арçын асăрханă. Вăл йыттине уçăлтарма илсе тухнă-мĕн. Полицие шăнкăравланă. Паянхи шартлама сивĕре çак ĕç-пуç чуна çӳçентерет. Паллă ĕнтĕ, тӳрех ыйту çуралать — хĕрарăм ăс-тăн енчен йĕркеллех-и?

Раççей Тĕп следстви управленийĕн Мускав хулинчи уйрăмĕ лару-тăрăва уçăмлатмашкăн уголовлă ĕç пуçарнă. Çул çитменскерсен пурнăçне татма тăнăшăн хĕрарăма 20 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Енчен те экспертиза ăс-тăн енчен йĕркеллех маррине палăртсан сипленме ăсатĕç.

Хальлĕхе вара, «Комсомольская правда» уçăмлатнă тăрăх, çакă паллă.

Хайхи арçын, юр кĕрчĕ патĕнче чарăннă машинăран тухнă çынсем вăрман еннелле утнине асăрхасан, вĕсене куçран вĕçертес темен. Чунĕ сиснĕ тейĕн… Машина патне чупса çитсен хывса хăварнă япаласемпе атă-пушмака асăрханă. Хĕрарăм, хăй те çаппа-çарамасланнăскер, çав вăхăтра ачисене юр ăшне вăркăнтарнă. Хăй тем кăшкăрашнă, пепкисем тавра сиккеленĕ. Арçын ачасем вуннăра тата икĕ çул çурăра пулнă, кĕçĕнни, хĕрача, — 11 уйăхра. Вăйран кайнă шăпăрлансем пулăшу ыйтса пĕтĕм чун хавалĕпе кăшкăрнă, макăрнă. Вĕсене пулăшма тесе пынă арçын çине хĕрарăм сиксе ӳкнĕ. Пепкисен çывăхне яман. Полици ĕçченĕсем çитсен кăна чарма май килнĕ ăна. Пурне те больницăна илсе кайнă. Çул çинче вăталăххи тăн çухатнă… Амăшĕнне те алă-урине тăм илнĕ. Çав кунсенче Мускав тăрăхĕнче вăйлă çил-тăман алхаснă, урамра 15 градус сивĕ пулнă.

Йĕрке хуралçисем уçăмлатнă тăрăх, ачасен амăшĕ — Шупашкартан. Юлашки çулсенче Мускавра тĕпленнĕ. Пĕлĕшĕсем хĕрарăм çинчен япăх каламаççĕ. Ырă кăмăллă тата ачасене юратаканскер. Пурнăç çулĕпе хăй тĕллĕн утма пуçласан килĕштернĕ арçынран ача çуратнă. Анчах çемье çавăрман. Хĕрарăм ачипе пĕрле ют çĕршыва тухса кайса унта пурăннă. <...>

М.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

♦    ♦    ♦


АСĂРХАНУЛĂХ

Пепке çураличченех ун сывлăхĕпе тухтăр кăсăкланать

— Атя, тухтăра эпир санпа мĕн тума вĕреннине кăтартатпăр, — шур халатлă «аппасен» пӳлĕмне кĕнĕ май 10 уйăх тултарнă кĕçĕн хĕрĕпе Юльăпа çепĕççĕн калаçать виçĕ ача амăшĕ Ирина Крылова.

Нумай ачаллă амăшĕн тĕпренчĕке çитĕнтерессипе пурнăç опычĕ пĕчĕк мар, çапах та педиатр тимлĕхĕ темрен паха пулнине палăртать вăл. Участок тухтăрĕ Валентина Рыбакова пĕчĕкскере çуралнăранпах сăнаса тăрать.

— Ачана мĕнле апатлантарасси, сывлăхне аталантарасси пирки кăна мар, асăрханмалли самантсем çинчен те каласах тăрать тухтăр. Ачана ĕмĕртнĕ хыççăн хăйĕн краватьне хумаллине, пепке алли çитме пултаракан вырăнта чикекен-касакан япала, электрохатĕр тытмалла маррине, кашни утăмра сисĕмлĕх кирлине асрах тытатпăр, — теттепе вылякан хĕр пĕрчи çинчен куç илмест Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча поликлиникине кашни уйăхра пырса çӳрекен тимлĕ хĕрарăм.

2020 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — Чăваш Енре, Раççей мĕн пур регионĕпе танлаштарсан, пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ чи пĕчĕк шайра. Росстат палăртнипе — 2,1%. Маларахри тапхăрта çут тĕнчене тин килнисемпе 1 çул тултаричченхи ӳсĕмрисен йышĕнче ку кăтарту 3,3% танлашнă. Юлашки 5 çулта республика асăннă енпе малти вырăнсенчен чакман.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп педиатрĕ Эльвира Павлова лару-тăру çакнашкал йĕркеленнине перинаталь центрĕсен, ача-пăча поликлиникисен тата стационарсен тимлĕ ĕç-хĕлĕпе сăлтавлать.

— Çав вăхăтрах ачасен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплăха туйни пысăк пĕлтерĕшлине асăнмалла. Чăваш Енре поликлиникăсен çумĕнче ача-пăчаллă çемьесен тĕлĕшпе социаллă патронаж йĕркеленин, медицина учрежденийĕ профилактика тĕрлĕ организацийĕпе çыхăнса ĕçленин усси пурах, — ăнлантарать вăл.

Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕнче пепкене çуралнă кунранпах сăнама тытăннине, 18 тултариччен тимлĕхрен вĕçертменнине палăртмалла. Хĕр çитĕнсе çемьеленсен, ача амăшĕ пулма хатĕрленсен каллех кунта килет. Пепке çураличченех унпа педиатр кăсăкланать, тĕрлĕ калаçу ирттерет. Центрта хĕрарăмсемпе çул çитмен çамрăксене медицинăпа социаллă пулăшу паракан уйрăм йĕркеленĕ.

— Çие юлнă хĕрарăма тĕрлĕ çивĕч ыйту пăшăрхантарать тĕк çакă пепке сывлăхне те витĕм кӳме пултарать-çке. Уйрăмăн тĕллевĕ — ашшĕ е амăшĕ пулса тăрассин ырă енĕсене курма хăнăхтарасси. Елена Макарова педиатр ертсе пыраканскерте медицина психологĕсем те ĕçлеççĕ. Вĕсем çул çитмен çамрăксене те, çие юлнă хĕрарăмсене те сăнаса тăраççĕ, сисчĕвлентерекен лару-тăруран тухма пулăшаççĕ, — уçăмлатать центр тĕп тухтăрĕн педиатри енĕпе ĕçлекен заместителĕ Маргарита Макеева. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦    ♦    ♦


КУН-ÇУЛ

«Эсĕ те пулин пурăн, хĕрĕм»

— Çĕр çула çитесчĕ-ха. Патшалăх укçа парать халĕ. Вутă кирлĕ мар, шыв килех юхса кĕрет. Пурăн та пурăн, — тет Çĕрпӳ районĕнчи Анатри Шурçырмара пурăнакан Анастасия Арсентьева.

90 çулти кинемей пурнăçра хура-шурне самай курнă пулин те кун-çулăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлет. Уçă кăмăллăскер çине-çинех шӳтлеме тăрăшать. Çакă вăй-хал хушать пулинех.

— Мĕншĕн пурăнас мар? Пĕччен пурăннине кура налук та тӳлемелле мар. Хама вара укçине вăйпах ывăçĕпех параççĕ, — кулать Анастасия Алексеевна.

Çак ялтах çуралнă, кунтах ӳснĕ вăл. Вăрçă ачисем мĕнле нушапа çитĕннине чухлама йывăр мар. Анастасия аппа та асаппа иртнĕ кунсене куççульленмесĕр аса илеймест.

— «Наряд, наряд» тетчĕç пĕрмай. Кĕркунне çунапа тухса кайнă та хĕлĕпе те киле таврăнайман. 14-15 çула çитсен арçын ачасемпе вăрман турттарма Пăвана кăларса ячĕç. Пĕр усал лаша пачĕç. Выльăх кутăнланнăран макăра-макăра хам та туртса пăхнă. Çамрăк чухне нимĕн те ыратмастчĕ те йăлтах манăçрĕ. Халĕ акă ура сурса чуна илет, — тет ĕмĕрне колхозра тăрăшса ирттернĕскер.

Хĕр шутне кĕрсен фермăра ĕçлеме пикеннĕ вăл, вăкăрсем пăхма шаннă ăна. Мĕн ватăличченех пурнăçланă ку тивĕçе.

— Халĕ те ĕçлеттĕм пулĕ-ха. Юрать вăкăрĕсене пуçтарса кайрĕç. «Эсĕ лайăх ĕçлетĕн» тетчĕç те фермăран ямастчĕç вĕт, — калаçăва тăснă май каллех шӳтлесе илет кинемей. — Пăхнă-ха вăкăрĕсене, аптраман. Анчах шăварма йывăрччĕ. Халĕ фермăна шăкăр-шăкăр шыв юхса пырать те… Ун чухне тарасаран кăлармалаччĕ, — сăмах çăмхине тăсатпăр «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕскерпе.

Вăрçă нуши пур çемьене те пырса тивнĕ. Васильевсенчен те айккипе иртмен. Анастасия Алексеевнăн икĕ пиччĕшĕ фронта тухса кайнă. Шел, пĕри те таврăнайман. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чикки чавма тытăнсан ашшĕпе аппăшне çак ĕçе явăçтарнă.

— Анне 13 ача çуратнă. Чылайăшĕ пĕчĕклех вилнĕ. «Хăть эсĕ те пулсан пурăн», — макăратчĕ ман çине пăхса анне. 74 çулта вилчĕ вăл. Аппа 85 çула çитиччен пурăнчĕ. Пирĕн килте усрав ача та пулнă. Пасара кайсан «кама ача кирлĕ» тенине илтет анне. Хăй çуратнă пепкисем пурăнайманран 2 эрнери ачана илсе килет. Вăл 60 çула çитиччен пурăнчĕ. «Эсĕ мăнă пултăн-ха», — тетчĕç тепĕр чухне. «Эпĕ аннен мĕн пуррине пĕтĕмпех пуçтарса тухнă», — теттĕм, — чунне уçать ырă кăмăллăскер. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.