Комментари хушас

12 Нарăс, 2021

Ансăр анасем тата «ылтăн» пăрăхсем

Эрнекун иртнĕ Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕнче ăнăçлă ĕçлекен, хăйĕн продукцине чикĕ леш енне те ăсатакан предпияти директорĕ производство цехĕсене паянхи кун та вутăпа хутса ăшăтни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Газ кĕртес тенĕ иккен. Анчах самай вăрăм газопровод тумалла — 1,9 км. Газовиксен ячĕпе çырупа тухнă та — вĕсен хакĕ тĕлĕнтерсех ягнă: 17 миллион тенкĕ ыйтаççĕ! «Ăçтан кунашкал хаксем? Пăрăхĕсем ылтăнран-им?»

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем районта производствăна аталантармалли çĕр лаптăкĕсем çителĕксĕрри çинчен пăшăрханса каларĕç. Евгения Беликова хăш-пĕр колхоз çĕрĕсене пайсем тăрăх валеçсе пĕтернипе кăмăлсăрланчĕ. Çав пайсенчен нумайăшне хыт хура пусса илнĕ — нумай çул никам та усă курмасть: «Нивушлĕ вĕсене саккунпа килĕшӳллĕн туртса илме май çук? Кам тухăçлă усă курма пултарать — вĕсене памалла, усă пулĕ». Экономика аталанăвĕн министрĕ ку енĕпе ĕçлеме пуçлассине çирĕплетрĕ. «Туртса илме пулать, чăн та, ку ĕç вăраха пыраканскер. Апла пулин те ăна кăçал пуçаратпăрах», — терĕ Дмитрий Иванович.

Шупашкар районĕнчи пĕр фермер, çырла çитĕнтерсе пысăк тупăш илмелли май тупнăскер, ял хуçалăх çĕрĕсем çинче çурт-йĕр çĕклеме, çакăн валли амăшĕн капиталĕпе усă курма ирĕк памашкăн ыйтать. Шухăш, Анатолий Аксаков шучĕпе, интереслĕ, анчах Сергей Артамонов ку пуçарăва татăклăн хирĕçлерĕ: кашни уйра пӳртсем хăпартма пуçласси ăна килĕшмест, кайран вара хуçисем унта газ, шыв пăрăхĕсем туртмалла теме пуçлĕç.

Çапла, нумай ыйтăва сӳтсе яврĕç. Вĕсем калаçу шайĕнче кăна юлмасса шанас килет. Çав шутра — Çĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи хăрушă пушарта вилнисене асăнса часавай тăвасси те. Анатолий Аксаков унти çынсемпе курнăçнă май вĕсем вун-вун ача пурнăçне татнă инкек пулнăранпа 60 çул çитнĕ май часавай тумашкăн пулăшу ыйтни çинчен каларĕ. Пĕрлех унти мемориала та çĕнетмелле. Укçапа пулăшакана Анатолий Геннадьевич тупнă-мĕн, вырăнти влаçсен тивĕçлĕ проекта суйласа илмелле кăна — çак ĕçе васкатма ыйтрĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: