Комментари хушас

11 Нарăс, 2021

Умри тĕллевсем пысăк

Юлашки уйăхсенче, шел те, ковид чылай çын пурнăçне татрĕ. Вăхăтсăр çут тĕнчерен кайнисен йышĕнче — Валентин Шурчанов, Лев Кураков… Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ĕнерхи, черетлĕ 47-мĕш, сессийĕ парламент историйĕнче тарăн йĕр хăварнă сумлă çак çынсене шăп тăрса асăннинчен пуçланчĕ.

21-мĕш çула кĕтĕмĕр. Депутатсемшĕн вăл хăйне евĕрлĕ çулталăк: финиш çывхарса пырать. Авăн уйăхĕнче — суйлав. Çакна аса илтерсе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова парламентăн пилĕк çулхи ĕç-хĕлне кĕскен пĕтĕмлетрĕ: 16 сесси ирттернĕ, çĕр-çĕр саккун проектне пăхса тухса çирĕплетнĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тăватă хутчен тĕл пулнă, патшалăх влаç органĕсен представителĕсен вун-вун докладне итленĕ, парламент сехечĕсем ирттернĕ… Çак ĕçсем, тĕпрен илсен, халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннине пĕлтерчĕ Альбина Егоровна. Çавăн пекех вăл умра тата та пысăкрах тĕллевсем тăнине палăртрĕ. «Улттăмĕш суйлаври депутатсен полномочийĕсем вĕçленсе пыраççĕ тенипе ĕç тухăçлăхне, хăвăртлăхне чакарас марччĕ, — терĕ вăл. — Малашлăхра эпир хутшăнса тумалли ĕçсем татах пур-ха». Çак шутра вăрçă ачисене пулăшасси, муниципалитсен пуçлăхĕсен тӳрĕ суйлавĕн ыйтăвне татса парасси, сехет йĕпписене маларах куçарасси тата ытти те…

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Документра республика халăх пурнăçĕн пахалăхĕн шайне ӳстересси тĕп вырăнта тăрать. «Çырура палăртнине пурнăçлама пирĕн вăйсене пĕрлештермелле, çынсем çитес вăхăтрах ырă улшăнусене туйса илме пултарччăр», — терĕ парламент спикерĕ, комитетсене документра палăртнисене пурнăçа кĕртмелли плана хатĕрлеме хушрĕ.

Ĕнерхи сессире депутатсем 15 ыйту пăхса тухрĕç. ЧР вĕренӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин килте вĕренекен сусăр ачасене хушма социаллă пулăшу уйăрма хатĕрленĕ проект саккунĕпе паллаштарчĕ. Документра çак ушкăнрисене кунне икĕ хутчен тӳлевсĕр апатпа тивĕçтерессине палăртнă. Алексей Лукшин ăнлантарнă тăрăх, ачасен апатланăвĕн тăкакĕсене саплаштарĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 0,3 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрма тивет. ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарнă саккун проекчĕ те ачаллă çемьесене пулăшассине тĕпе хурать. Документра амăшĕн капиталĕпе çыхăннă информацие çынсем патне çитермелли йĕркене уçăмлатассине палăртнă. Çавăн пекех проект пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе амăшĕн капиталĕн укçине эскроу счет çине куçармалли майсене пăхса тухма сĕнет. Икĕ саккун проектне те депутатсем ыйтусăр, мĕншĕн тесен вĕсем çынсен пурнăçне лайăхлатни куçкĕрет, пăхса тухса ырларĕç.

Тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пултаракансен йышне те анлăлатма йышăнчĕç. Çапла вара малашне патшалăх программине хутшăнакан адвокатсем строительствăна пая кĕрсе шар курнă граждансен, панкрута тухнă е ĕç-хĕл лицензине туртса илнĕ кредит организацийĕсен вкладчикĕсен интересĕсемпе саккунлă прависене хӳтĕлĕç. Çавăн пекех сессире ЧР Контрольпе счет палатине муниципалитетсен финанс контрольне пурнăçламалли полномочийĕсене пама йышăнчĕç. Унччен пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене кварталта пĕр хутчен палăртнă. Малашне çĕнĕ йĕркепе ăна çулталăклăха çирĕплетĕç. Ку ыйтупа доклад тунă Вячеслав Рафинов пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çул валли авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен палăртĕç. Çак виçе пĕлтĕрхи иккĕмĕш кварталтинчен пĕчĕкрех пулмĕ.

Сессире депутатсен умне Чăваш Республикин Контрольпе счет палатин председателĕ Светлана Аристова тухрĕ. Вăл ведомствăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

www.hypar.ru