Комментари хушас

11 Нарăс, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 5 (1182) № 11.02.2021

Çаврака çуртри çаврака сĕтел хушшинче

Красноармейски салинчи кăнтăр-хĕвел тухăç микрорайонти çĕнĕ çуртсем аякранах хитре курăнаççĕ. Хăш-пĕр кил патне çул уçман. Юр хÿсе лартниех çакăнта çын пурăнманнине çирĕплетет. Ахăртнех, шалти ĕçсене вĕçлеймен. Тен, кил хуçисем шыв, газ кĕртессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ?

Хальлĕхе — тара илнĕ хваттерте

Виçĕ ачаллă Правдинсем хальлĕхе тара илнĕ хваттерте пурăнаççĕ. Мария Владимировна хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Кил хуçи Алексей Михайлович Мускава ĕçлеме çÿрет. Алла кĕрекен укçапа хăйсен йăвине çавăраççĕ вĕсем. Кăшкарĕ хатĕр. Тăррине витнĕ, кантăк лартнă. Çанталăк ăшăтсан шалти ĕçсене пурнăçлама тытăнĕç. Каллех хĕрÿ тапхăр пуçланĕ.

«Виççĕмĕш пепке çут тĕнчене килсенех, 5 çул каялла, çĕр лаптăкĕ виçсе пачĕç. Çуралнă тăрăхрах тĕпленме шухăш тытнăччĕ, çавăнпах патшалăх тĕревленĕшĕн савăнтăмăр. Çурт хăпартнă чухне федераци тата регион амăшĕн капиталĕн сертификачĕсемпе усă куртăмăр», — чунне уçать Мария Правдина. Йышлă çемье, паллах, çĕнĕ çĕре май пур таран хăвăртрах пурăнма куçасшăн. Килте килĕшÿ хуçалансан ĕмĕт часах çитесси куç кĕрет.

«Вун тăваттăри Виктория кĕçĕннисемшĕн Антонпа Костьăшăн хăйне яваплă туять. Ăна килти ĕçсене шанма пулать», — хăйне пулăшакан çитĕннине çирĕплетет амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсене хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарнине пытармасть вăл. Виктория ташăпа, ют чĕлхесемпе кăсăкланнишĕн, пал-лах, ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет. Антон ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕнче кĕлеткине çирĕплетет. Ача садĕнчи Костя аппăшĕпе пиччĕшĕнчен тĕслĕх илет.

Электричествăпа ăшăтаççĕ

Батраковсем Çĕнĕ 2021 çула хăйсем çĕкленĕ çуртра кĕтсе илнĕ. Шыв, газ пăрăхĕсем хуманни те чăрмав пулман вĕсемшĕн. Çаврăнăçуллăскерсем хăйсемех майне тупнă. Çакăнта тĕпленнĕ ытти çемье пекех çăл чавнă. Икĕ хутлă пÿрте электричествăпа ăшăтма палăртнă. Тăкаклă пулнине те шута илмен. Чун хăтлăхне укçапа виçме пулать-и вара?

Людмила Батракова çурт хăпартнă чухнехи йывăрлăхсене аса илет. Техника шырама, шыв турт-тарма лекнĕ вĕсен. Пур пĕрех шухăшланине пурнăçа кĕрме вăй çитернĕ.

Халĕ пысăк пÿртре пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Чечек, пахча çимĕç калчисем парка çитĕнеççĕ. Çĕр ĕçĕпе аппаланма юратакан хĕрарăмшăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Людмила Анатольевна нумай хваттерлĕ çурт картишĕсенче те чечек ÿстерет. Çуллахи вăхăтра çак илем иртен-çÿрене тыткăнлать. Çав вăхăтрах дачăра ĕçлени савăнăç кÿрет ăна. Çакăнтах сысна, кролик çитĕнтернĕ ĕçчен çемье. Сăмах май, вĕсем çулленех инкубаторпа чĕпĕ кăлараççĕ. Кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕшĕнех уйрăм çуртра пурăнма ĕмĕтленнине калать нумай ача амăшĕ.

Батраковсен çемйи волейболла вылять, турнирсене хастар хутшăнать. Спортпа туслăскерсене малти вырăнсене йышăнни пушшех хавхалантарать.

Шупашкарта çитĕннĕ Людмила Анатольевна ял пурнăçне суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнмен. «Эпĕ мунча кĕме юрататăп. Милĕкпе çапăнсан чун канать. Хамăра ятăн мунча хăпартас тесех дача туянтăмăр. Темĕн тĕрлĕ чечек акрăм. Йăлтах шăтрĕ. «Хĕлĕпе чечек çисе пурăнăпăр-и?» — шÿтлесерех калаçрĕç çывăх çыннăмсем. Кайран, тавралăх асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе витĕнсен, хăйсемех çак илеме куç илмесĕр сăнарĕç», — йăл кулать кил вучахне упракан хĕрарăм.

Ку микрорайонта Батраковсем çурт никĕсне чи малтан хывнине палăртмалла. «Ылтăн ача», — тет виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ пирки амăшĕ. Шăпах вăл çут тĕнчене килсен çемье çĕр лаптăкне, патшалăх ытти пулăшăвне тивĕçнине урăхла епле хаклăн?

Людмила Анатольевна хăйсен çурчĕ патне йышпа çул уçнине каласа кăтартать. Ăмăртмалла ĕçленĕ май юр хыракан трактор килессе куç пек кĕтнине палăртать.

Газ та кĕртнĕ

Темиçе урама кĕрсе тухнă май Алексеевсен çаврака çурчĕ патĕнче чарăнмасăр пултараймарăмăр. Кил хуçи Валерий Вадимович «Газпром» организацире дефектоскопистра вăй хурать. Декрет отпускĕнчи Любовь Николаевна кĕçĕн тĕпренчĕкĕсене пăхать.

«Малтан ыттисем пекех тăваткал çурт хăпартма, аялта путвал тума палăртнăччĕ. Шыв çиелте тăнăран проекта улăштарма тĕв турăмăр», — калаçу пуçларĕ çемье пуçĕ. Çавăн чухнех çаврака пÿртре çаврака сĕтел хушшине апата ларма ĕмĕтленме пуçланă вăл. Пĕр тăхтамасăр çурт çĕнĕ проектне хатĕрленĕ. Арçын ĕçе пуçăнсан шухăш хăватне ирĕке яни куç кĕрет.

«Çĕр лаптăкне парсанах юлташсем пулăшма пуçларĕç. Çурт хăпартас ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хыврĕ. Çав вăхăтрах строительство организацийĕнче вăй хуракансене тара тытрăмăр», — 5 çул каялла канма пĕлмесĕр ĕçленине куç умне кăларать Валерий Вадимович.

Йышлă çемье электричество пралукĕсем карса çитеричченех çĕнĕ çĕре пурăнма куçнă. «Çурта генераторпа та, газ балонĕпе те ăшăтрăмăр. Кайран, электричество кĕртсен, пурнăç çăмăлланчĕ. Анчах пысăк лаптăка ăшăтнăшăн хулăн укçа кăларса хума тиврĕ. Ку мел те çырлахтармарĕ. Çавăн-пах кăмака купаларăмăр. Вутă çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Урăхла каласан, кăмака хутса укçа пере-кетлерĕмĕр», — кил-йышшăн тем тума та пултарнине çирĕплетет Валерий Алексеев. Нумаях пулмасть вĕсен килне те ырлăх çитнĕ. Ахальтен мар арçын пÿрте газ кĕртнине хавхаланса каласа кăтартрĕ. Халĕ лайăх пурăнмашкăн пĕтĕм услови пур. Пусă чавса пÿрте шыв та кĕртнĕ, канализаци пăрăхĕсене те хунă вĕсем. Арçын çине тăмасăр çак ĕçсене пурнăçлаймăн. «Арăм юратни вăй парать. Çак туйăма эмел хăвачĕпе те танлаштараймăн», — калаçăва сыпăнтарнă май вăрттăнлăха уçать çемье пуçĕ. Унпа епле килĕшмĕн?

Алексеевсен ачисен ячĕсем те хăйне евĕрлĕ. Кира тени хитре илтĕнет. Елисей ятлисене, чăн та, тăтăш тĕл пулаймăн. Ку сăмах уçă нумай сас паллисемпе илĕртнĕ ашшĕ-амăшне. Виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ икĕ ятпа çÿрет: çурални çинчен свидетельствăра — Гордий, чиркÿре — Гордей. Николай çветтуй кунĕнче çуралнă хĕрачана Николь тесе чĕнеççĕ. Гектор илемлĕ фильмри тĕп сăнар ячĕпе пĕр килет. Çывăх çыннисем пĕр-пĕринпе канашланă чухне ят хушаматпа килĕшсе тăнине шута илнĕ.

Валерий Вадимович нумай ача пăхса çитĕнтерме ĕмĕтленнине пытармасть. Арăмĕпе упăшки хăйсем те йышлă çемьере кун çути курнă.

Повара вĕреннĕ Любовь Николаевна тутлă апат-çимĕç янтăланине палăртмасăр хăвармарĕ арçын. «Ăна пулах ытлашши килограмсем хушăнма пуçларĕç», — шÿтлеме те пĕлет вăл.

Алексеевсен килĕнчи çаврака сĕтел хушшинче хăйсем валли кăна мар, хăнасене вырнаçтармалăх та вырăн çитет. Çаврăнакан ĕмĕтри хатĕр асамлăхпа çыхăннăнах туйăнать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

♦    ♦    ♦

 

«Коронăллă» 13 кун

Акă эпĕ те «коронăллă». Мĕнех, паллашар, эппин, коронавирус. «Сывă-и?» — теместĕп. Мĕн тесе сана сывлăх сунмалла манăн? Пуçу пĕтсен лайăхрах. Çĕр питĕнчен пач çухалсан тата аванрах! Çакăн пек килсе тухрĕ — санпа тĕл пулмах лекрĕ — апла, шăпа ĕнтĕ ку. Мĕнех, кĕрешĕпĕр. Пĕл: вăрçă пуçлатăп санпа.

16.01.2021. Мăшăрăмпа кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа санаторире канаттăмăр. Çакăн пирки тахçанах ĕмĕтленнĕччĕ. Тĕрĕссипе, çуркуннех палăртнăччĕ, анчах шухăшланине пурнăçлама карантин чăрмантарчĕ. Хĕлле çапах та ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Анчах… Упăшкан пиллĕкмĕш кун ĕнтĕ температура чакмасть. Хавшасах пырать вăл. Вăйĕ те, кăмăлĕ те çук. Пире коронавирус çакланмасса шаннăччĕ. Анчах та пурте пĕр тÿпе айĕнчех çÿретпĕр. Инкек пирĕн алăкран та шаккарĕ. Çакă кăна лăплантарать — ачасем ку тапхăрта пирĕнпе хутшăнман.

Çак усала çаклатма пултарассине тĕлленмен те. Эпĕ хама питĕ лайăх туяттăм. Санаторире процедурăсене, бассейна çÿреттĕм, уçăлма тухаттăм. Пĕр сăмахпа, пурнăçпа киленеттĕм. Анчах та упăшкан сывлăхĕ хавшасах пынине кура ăна киле таврăнма ÿкĕте кĕртрĕм. Тÿрех «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илтĕм. Тавах медицина ĕçченĕсене — сых ятне тесе мана та пĕрле лартса кайрĕç. Компьютер томографийĕ упăшкапа иксĕмĕрĕн те ÿпке шыçнине палăртрĕ — мăшăрăмăн манăннинчен тăватă хут пысăкрах лаптăк сиенленнĕ. Сехет те иртмерĕ, пире çине тăрса сиплеме пуçларĕç — капельница, укол, таблеткăсем… «Эпир — шанчăклă алăра», — пĕтĕмлетрĕм эпĕ.

Хальлĕхе коридорта выртатăп. Хĕрарăмсен палатинче вырăн çук. Кам-тăр сывалса тухасса кĕтетпĕр. Медперсонал тĕлĕшпе — ырă сăмах кăна.

Больницăри пĕрремĕш ирхи апат: манка пăтти, çăкăр çур чĕлли тата услам çу. Юрать хĕрĕм тимлĕхсĕр хăвармасть.

8-мĕш палатăна куçарчĕç. Ку шанăç кÿрет — манăн цифра. Мăшăршăн пăшăрханатăп — ниепле те самайланаймасть. Юлташăмсене уншăн кĕлĕ тума, хăйсене вара упрама ыйтатăп.

Чÿречерен курăнакан йывăçсем çине уйăпсем килсе ларчĕç. Ахăртнех, мана хавхалантарасшăн.

17.01.2021. Иккĕмĕш кун иртнине сиссе те юлаймарăм. Анализсем, капельница, укол… Палатăри кÿршĕсемпе паллашрăмăр. Пĕр эмелпе кунне тăватă хутчен укол тăваççĕ, капельница — икĕ хут. Температура аранах 36-а çитрĕ. Упăшка та каç енне хăйне лайăхрах туйма пуçларĕ. Чăн та, унăн температури чакмасть-ха. Ăна кислородпа сывлаттараççĕ. Хырăмĕ выçнине калать. Ку лайăх паллă. Ĕç ыйтăвĕсене татса пама та хăтлантăмăр. Епле-ха унсăр?..

18.01.2021. Ĕçсĕр ухмаха тухатăп. Айăк та ывăнса çитрĕ. Йăлтах лайăх чухне кăна аван. Мăшăрăм та хăйне лайăх туять. Апат анать. Сипленетпĕр. Майĕпен тăна кĕретпĕр. Чи кирли, усала вăхăтра пĕтермелле. Киле каяс килет. Анчах — юрамасть. Çав сăмахах калатăп — ан чирлĕр. Упрăр хăвăра.

Паян çĕнĕ препаратпа сиплеме пуçларĕç. Пуç мими те, кĕлетке те сирпĕнсе тухать пулĕ терĕм…

19.01.2021. Ирхине зарядка турăм. Çав шутра — планка та. 1 минут. Ытларах та пултараттăм. Палатăри хĕрсем хăраса ÿкрĕç. Ахлатма, охлатма пуçларĕç те — парăнтăм. Хавшакрах-ха. Сиплев малалла пырать. Ÿпкелешме сăлтав çук. Мăшăрăмăн та лару- тăру йĕркене кĕрсе пырать. Ăна хавхалантарас тĕллевпе мăнуксен хĕрĕм ярса панă сăн ÿкерчĕкĕсене, видеосем кăтартатăп. Вăл пĕчĕккисене питĕ юратать.

20.01.2021. Сăлтавсăрах йăл кулатăп. Кÿршĕсем мăкăртатнине илтес мар тесе… Ырри пирки кăна шухăшламалла!

21.01.2021. Асамлă кун паян… 21 ĕмĕрти 21 çулхи 21-мĕш регионти кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ… 21 сехет те 21 минутра ĕмĕтленме манса каяс марччĕ. Вĕçсĕрлĕх! Илтсем мана! Шухăшăмсене сан пата вĕçтеретĕп!

22.01.2021. Ир аван пуçланчĕ. Зарядка турăм. Планка — 2 минут. Вăй çителĕклĕ. Тухтăрсем аван пăхаççĕ. Чĕрене виçĕ хутчен те тĕрĕслерĕç. Хими анализĕ тума кашни кунах юн илеççĕ. Хама тĕлĕнмелле лайăх туятăп. Киле каяс килет. Анчах та тухтăр тем шахвăртать. Çавăнпах, сиплев тулли курсне тухмаллине ăнланса, лăплантăм.

Шурă халатлисен сăмахĕнчен. Ÿпкисем 5% кăна сиенленнисене киле кăларма хатĕрленеççĕ кăна, пĕр кĕтмен çĕртен — реанимаци. Вирус тĕлĕнмелле хăрушă тата каварлă. Вăл пĕтĕм организм витĕр тухать, пур органа та тыллать. Лайăхланнă пек туйăнма пуçлать кăна, икĕ хут вăйлăрах пырса çапать. Çак çĕр çинче çухалма та пулать капла… Эпир леш тĕнчене васкамăпăр. Пурăнатпăр-ха! Каç еннелле рентген кăтартăвĕ килчĕ: ÿпке сиенĕ — 2%. Тунти кун, тен, кăларĕç те…

Ÿпкене пулăшмалли сывлав хусканăвĕсем тăватăп. Çур минут. Сахал, сахал…

Паян чирлисенчен пĕрне çухатрăмăр. Хăрушă. Тархасшăн, çывăх çыннăрсене упрăр. Мĕн те пулин сиссенех тÿрех больницăна чупăр. Турăçăм! Манăн çывăх çыннăмсене çăлсам тата упрасам!

23.01.2021. Вĕçев — йĕркеллĕ! Йăлтах — графикпа килĕшÿллĕн: процедурăсем, зарядка, планка — 2 минут. ЭКГ. Тухтăрсем. Ĕç ыйтăвĕсем. Пурнăç — малалла. Мăшăрăм та ура çине тăчĕ. Ĕçе туртăнать. Шел, санаторире паллашнă пĕлĕшĕмĕр халĕ те хăйне начар туять.

24.01.2021. Тем, ăнланмалла мар. Вăй таçта кайса кĕчĕ. Сăн-пит шурса кайнине тĕкĕр çине пăхмасăрах туятăп. Шалтан силлет. Юн пусăмĕ те, температура та чиперех. Ирхине тухтăр палатăсем тăрăх çÿренĕ май хама мĕнле туйнине ыйтрĕ те: «Питĕ лайăх!» — терĕм. Ĕненмерĕ. «Пулма пултараймасть!» — терĕ. Чăннинех каларĕ. Чир çулмаллипех çулать. Ÿпке пĕтĕрĕнет, юн çăралать, чĕре асапланать. Тухтăр, ахăртнех, пĕлсех калать.

Ĕнер таблеткăсем пама пăрахрĕç. Уколсен шутне чакарчĕç. Киле кăларма хатĕрленеççĕ. Гормонсем аван, паллах, анчах организмăн малалла хăй тĕллĕн пурăнма вĕренмелле. Паян, ахăртнех, çавăнпа хама начар туятăп. Çакă вăхăтлăх кăна иккенне питĕ шанас килет. Упăшкапа иксĕмĕр те реабилитаци витĕр аванах тухасса ĕненетĕп. Килте стенасем те пулăшаççĕ. Вирусран йĕр те тăрса юлмĕ.

25.01.2021. Хама тĕлĕнмелле япăх туятăп… Çĕрле температура хăпарса кайрĕ: 38.4. Юн пусăмĕ, пачах тепĕр май, анса ларчĕ: 60/45. Пуç çурăлса тухать. Пĕтрĕм иккен! Киле тухасси çинчен шухăшламалли те çук. Силлет кăна. Сивĕ тар юхать. Анализсем япăх. Мĕнле-ха капла?! Вунă кун ăнăçлă сипленнĕ хыççăн çакăн пек пулма пултарать-и вара???

Юрать хăть упăшкан йăлтах йĕркеллĕ. Чăн та, унăн та анализсем чаплах мар. Пĕр сăмахпа, малалла сипленетпĕр. Йăлтах лайăхланасса шанас килет. Пельмень çиесчĕ. Хăймапа. «Вечера на хуторе близ Диканьки» фильмри пек — эпĕ çăвар карса кăна ларам, пельмень хăех çăвара вĕçсе кĕтĕр. Эпĕ хăймапа йăлт вараланса пĕтем. М-м-м… Каçхине хĕрĕм апат илсе килессе куç пек кĕтетĕп.

Çывăрма выртас умĕн температура 39-а çитрĕ. Хама такам лÿчĕркесе, таптаса тăкнă пек туятăп — ман тăрăх 100 танк тухнă тейĕн. 23 сехет тĕлне температурăна чакарчĕç.

Палатăри хĕрарăм та паян хăйне начар туять. Унăн пусăмĕ 210-а çитрĕ. Кун пекки нихăçан та пулманнине калать. Килнĕренпех хăйне лайăх туятчĕ. Паян — капельница айĕнче. Мĕнле вирус ку? Мĕн тăвать халăхпа вăл? Нимĕн те ăнланмалла мар. Хăрушă. Пĕр самантра йăлтах пуç хĕрлĕ çав-рăнать. Коридорта каталка сасси илтĕнет. Каллех такама реанимацие илсе кайрĕç. Упрăр хăвăра, туссем. Çывăх çыннăрсене упрăр! Ан чирлĕр!

Чÿрече янаххи çине кăвакарчăн килсе ларчĕ. Вăл яланах хыпарпа килет. Ырри пултăрах.

26.01.2021. Вун пĕрмĕш кун. Аптрамасть пек. Температура — 37,6. Майĕпен хăех чакрĕ. Пуç та, куç та уçăлса пырать. Криз иртрĕ… Çавăн пек шухăшлас килет. Антибиотик улăштарчĕç. Хырăм выçать. Ирех упăшка патне сÿтĕн çиме чупрăм. Çынсем çывăраççĕ. Ирхи пилĕк сехет. Çăвар тулли какай чăмлатăп…

Мăнук паян хăй тĕллĕн ура çине тăма пуçланă — видео ярса пачĕç. Çакăнтан лайăхрах эмел пур-и?

27.01.2021. Ир пуçланать! Кун вăранать! Хĕвел йăл кулать! Кăмăл аван. Эпир сывалса пыратпăр! Тавах сире, тухтăрсем! Эсир — пирĕн управçă пирĕштисем! Сывлăхлă пулăрах!

Çак урапа сассине чăтма пултараймастăп. Вилĕм сасси. Тата тепĕр пурнăç кайрĕ. Турăçăм, йышăнсам çак чуна хăвăн патна. Манăн çывăх çыннăмсене, юлташăмсене, пĕлĕшĕмсене çăлсам тата упрасам. Май пур таран асăрханăр. Упрăр хăвăра. Çапах та пурах çак амак… Хăрушă та каварлăскер.

Ура! Ура! Уррааа! Эпĕ хама питĕ лайăх туятăп! Анализсем питĕ лайăх! Мана ыран киле кăлараççĕ!

28.01.2021. Вун виççĕмĕш — ТЕЛЕЙЛĔ — кун! Килĕм, тăван килĕм, эпĕ таврăнатăп сан патна!!! <...>

Covidпа кĕрешсе çĕнтернĕ хĕрарăм каласа кăтартнине Маргарита ИЛЬИНА çырса илнĕ.

 

♦      ♦      ♦

АЛĂРИ КĂСĂЯ-И Е ТŸПЕРИ ТĂРНА-И?

Несĕлсен çулĕ — çитĕнÿ çулĕ

И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ Надина Джавадова /хĕр чухнехи хушамачĕ Мышкина/ çинчен каласа кăтартма уйрăмах кăмăллă. Турцире тĕпленнĕскер тинтерех Чăваш Енре хăналанчĕ.

Чăваш пулнишĕн хисеплеççĕ

«Стамбулта чăвашсен диаспорине йĕркелерĕмĕр. Хальлĕхе документ алă пусса çирĕплетмен ăна. Хут ĕçĕ вăраха тăсăлать. Çакă юлташсемпе тĕл пулса ĕмĕт-тĕллев тавра калаçма чăрмантармасть. Паянхи лару-тăрăва шута илсе Турцири чăвашсемпе телефонпа çыхăнатпăр», — тăванлăх туйăмĕ нимрен хаклине палăртать йăхташăмăр.

Турцире тĕрĕк халăхĕсен хушшинче футбол турнирĕ йĕркелесшĕн. Надина Джавадова республика ертÿлĕхĕ патне çырупа тухнă. Çавăнпах чăвашсен футбол команди çула тухас шанăç пур.

Йăхташăмăрсем фильм ÿкерекенсене Тĕрĕк халăхĕсен кинофестивальне хутшăнма пулăшаççĕ. Надина Джавадова Чăваш Енпе паллаштаракан ĕçсене турккăлла куçарнă ĕнтĕ.

Пирĕн тăрăхран çула тухнисене кĕтсе илесси, вырăнти халăхпа çыхăну тытма тата хутшăнма пулăшасси — диаспорăн тепĕр тĕллевĕ. Калăпăр, Николай Егоров профессор Стамбул университетĕнчи конференцире тухса калаçнă. Диаспора ертÿçи юнашар пулни хавхалану кÿнĕ-тĕр ăна.

Надина Джавадова Турцире Чăваш çурчĕ уçма палăртать. Унта тăван халăхăн историйĕ, культури, йăли-йĕрки упранĕ. «Ку хутĕнче Стамбула чăвашлăхпа çыхăннă мĕнле япала илсе каятăн?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. «Зоя Игнатьева ăстан турилккисене илтĕм. Олег Цыпленков Петĕр Хусанкайăн сăввисен 5 пуххине парнелерĕ. Анне килти кĕнекесене парса ячĕ. Елчĕкри кÿршĕсем тĕрленĕ саппунсем, тутăрсем, чăваш кĕпи хатĕрлесе хунăччĕ», — пулчĕ хурав. Вăл ытти халăх çыннисем наци çи-пуçĕпе кăсăкланнине калать.

Шупашкарта вĕреннĕ вăхăтра малашлăхра ют çĕршывра хăйĕн вырăнне тупасси çинчен шухăшланă-ши вăл? «1996 çулта Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе пĕрле Турцири тата Кипрти курултая хутшăнма май килчĕ. Шăпах çавăн чухне чăваш чĕлхипе мухтанма пултарнине ăнланса-туйса илтĕм, мĕншĕн тесен пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чăваш пулнишĕн хисеп турĕç, сăмах пачĕç», — йăх-несĕлĕн çулĕпе утни чыс кÿнине çирĕплетет Елчĕк хĕрĕ. Сăмах май, университетра пĕлÿ илнĕ чухне «Чăваш пики» сумлă ята тивĕçрĕ вăл. «Чăваш хĕр-хĕрарăмĕ хăйĕн вăйне шанать. Çакăнпа ытти наци çыннисенчен уйрăлса тăрать», — хушса калать тĕнче курнăскер.

Вĕреннĕ те, ĕçленĕ те

Диплом илсенех çамрăк специалист Çĕнĕ Шупашкарти радиора ĕç вырăнĕ тупнă. Хăйĕн кăларăмĕсенче çивĕч ыйтусем хускатнă.

1999 çулта тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ Чăваш Енре иртнине асăнса хăвармалла. Ун чухне журналист хăнасене республикăн паллă вырăнĕсене кăтартса çÿренĕ. Аякран килнисем пуян тавра курăмлă чăваш хĕрне пĕлĕвне тарăнлатмашкăн, Стамбул университетне аспирантурăна вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Çамрăк каллех хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма шухăш тытнă.

Çапах экзамен тытиччен 8 уйăх турккăлла вĕренме лекнĕ унăн. Чĕлхене пĕлнине çирĕплетекен сертификат илсен темиçе аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Стамбул патшалăх университетне чун хушнипе суйланă вăл.

Çаврăнăçуллăскер пĕр харăсах вĕреннĕ те, ĕçленĕ те. «Эсĕ вырăсла, нимĕçле пĕлетĕн. Пысăк пĕр предприятие экспорт координаторĕ кирлĕ», — университетра пĕлÿ паракансемех ĕç сĕннĕ ăна. Ку организаци Раççейпе, ытти çĕршывпа çыхăну йĕркеленĕ. Çапла майпа Надина Джавадовăн ĕç опычĕ пухăнса пынă.

Тĕрĕк халăхĕн пĕр пеклĕхĕ

Кайсери хулинче турккă чĕлхине ăша хывнă вăхăтра пулас мăшăрĕпе паллашнă чăваш хĕрĕ. Курăр-ха, шăпа çырнине шыраса ăçта çити кайма лекнĕ унăн...

«Сахиб 1993 çулта 9-мĕш класс хыççăн Турцие Азербайджанран пынă. Турккăлла калаçма пĕрле вĕрентĕмĕр. Эпĕ Стамбула куçсан шăнкăравласах тăчĕ. Çырусем шăрçалаттăмăр. «Хăйне евĕрлĕ çыратăн. Писатель мар-и эсĕ?» — тĕпчетчĕ. «Эпĕ журналистика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Çавăнпах çырасси — маншăн шăл çемми», — ăнлантараттăм ăна. Малтан — вырăсла, унтан хамăр сисмесĕрех турккăлла калаçма пуçларăмăр», — сăмах çумне сăмах çыпăçать.

Сахибпа Надина 2002 çулта çемье çавăрнă. Бакура туй кĕрлеттернĕ вĕсем.

«Пулас мăшăрăм амăшĕпе чи малтан паллаштарчĕ. Ун чухне эпĕ общежитире пурăнаттăм. Мана вахтăна чĕнчĕç. Тухрăм та — Сахиб амăшĕпе пĕрле тăрать. Çакнашкал пулса тухасса шухăшламанран пăлхантăм. «Сана пулă ресторанне илсе каясшăн», — сăмах пуçарчĕ пулас пăянам. Унпа тÿрех чуна уçса калаçрăмăр. Ăна ывăлĕ ятарласа чĕнсе илнĕ. «Вăл сана качча илесшĕн», — терĕ хĕрарăм. Ара, эпир пĕрлешесси çинчен татăклă калаçман. «Сахиб тĕллев тытрĕ тĕк — пурнăçлатех», — йăл кулăпа çуталчĕ азербайджан хĕрарăмĕ», — пĕрремĕш тĕл пулăва куçĕ умне кăларчĕ Надина Джавадова.

Унăн упăшки медицина факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Çапах хăйĕн пурнăçне бизнеспа çыхăнтарнă. Ăна кулленхи ĕçре арăмĕ те пулăшса пырать.

Унсăр пуçне Надина Джавадова Турцири бизнесменсене ятарлă курссенче вырăсла вĕрентнине аса илет. Стамбул патшалăх университетĕнче аспирантсене нумай пулăшать вăл. Унăн, политикăпа социаллă наукăсен кандидачĕн, статйисем турккăлла тухакан хаçат-журналта тăтăш пичетленеççĕ. Халĕ аслă шкулта вĕренме тĕллев тытнисемпе ытларах ĕçлет вăл.

Журналист массăллă информаци хатĕрĕсенче мĕнле ыйтусем хускатать-ши? «Юлашки вăхăтра тĕрĕк хĕрарăмĕсем тавра çыртăм. Вĕсен пĕр пеклĕхĕпе уйрăмлăхне палăртрăм. Пĕлтĕр Турцире пысăк конференци иртрĕ. Ку ĕçе 32 çĕршыври хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Эпĕ чăвашсем çинчен каласа кăтартрăм», — ăнлантарать тăван халăхпа мăнаçланаканскер. Çав вăхăтрах студентсем Чăваш Ен халăхĕ, пурнăçĕ, çыхăнăвĕсем пирки ыйтса пĕлнине пытармасть вăл. Халĕ, тĕслĕхрен, Стамбул патшалăх университетĕнчи тĕрĕк чĕлхисен уйрăмĕнче вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕ çыраççĕ. Вĕсен ассистенчĕ Надина Джавадова çамрăксен тăрăшулăхне палăртать.

«Тĕрĕк чĕлхине пĕлсен арабла вĕренме çăмăл. Турцире акăлчанла калаçма хăнăхрăм. Елчĕкри вăтам шкулта, Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç чĕлхине ăса хывнăччĕ. Çакă та хăйне май пуянлăх. Чĕлхе пĕлнĕрен Францие, Германие, Испание, Сингапура, Китая... ĕçпе çитме тÿр килчĕ», — калаçăва тăсать Елчĕк хĕрĕ. Çула тухсан ют çĕршывсенче те юлташ тупать вăл.

Турцири Ĕçлĕ хĕрарăмсен комитетĕнче те хастарлăхпа палăрать Надина Джавадова. Çакă та çĕнĕ çыхăнусем йĕркелемешкĕн пулăшать ăна.

Виçĕ çĕршыв çыннисем

Сахибпа Надина Джавадовсем йĕкĕреш çитĕнтереççĕ. Вун улттăри Саидпа Жасминăна тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ.

«Эпĕ те, ытти хĕрарăм пекех, килти хăтлăхшăн яваплă. Упăшка çемье ытлă-çитлĕ пурăнассишĕн тăрăшать. Ĕç пуçличчен пĕр- пĕринпе канашлатпăр. Маншăн мăшăрăм — чи çывăх тус», — çирĕплетет кил хуçи арăмĕ.

Чим, азербайджан çемйи чăваш хĕрне тÿрех йышăннă-ши? Надина пулас хунямăшĕпе пулă ресторанĕнчех пĕр чĕлхе тупнă. Ăна чăвашлăх, тăван ялĕ, çывăх çыннисем çинчен каласа кăтартнă.

Надина Джавадова Баку хулине хăнана кайсан тÿрех ĕçе пуçăннă: апат пĕçернĕ, чашăк-тирĕк çунă, кил таврашĕнче тирпейленĕ. «Авланман тепĕр ывăл пулсан ăна та чăваш хĕрне качча илме ÿкĕте кĕртĕттĕм», — кинĕн ĕçченлĕхне палăртмасăр хăварман хунямăшĕ.

Сахиба та Чăваш Енре ăшшăн йышăннă. Кĕрĕве çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. «Эсĕ мăнукăма лайăх пăхатăн-и, юрататăн-и?» — калаçу пуçарчĕ кукамай. «Питĕ юрататăп, ăна кÿрентерместĕп», — хурав пачĕ мăшăрăм. «Апла тăк эпĕ те сана юрататăп», — пĕтĕмлетрĕ кукамай. Упăшкапа иксĕмĕр çак саманта пĕр вĕçĕм аса илетпĕр.

Çемьере юрату хуçалансан ăнланма та, каçарма та, йывăрлăхсене чăтса ирттерме те пулать. Манăн шухăшпа, пĕр-пĕрин çине пăхса пĕр турилккерен апат çини — чи пысăк телей. Çакă мăшăра хăват парать. Кĕскен каласан, азербайджан арçынĕ йăлтах киле сĕтĕрет. Вăл арăмне тутлă çитерет, капăр тумлантарать. Кирек ăçта кайсан та унăн мăшăрĕн чи хитри пулмаллине аса илтерет», — ăнлантарать кил вучахне упракан хĕрарăм.

Джавадовсен виçĕ çĕршывра хăйсене ятăн кĕтес пур. Икĕ ачаллă çемье Стамбулти çуртра тĕпленнĕ. Раççее килсен Мускаври хваттерĕнче чарăнаççĕ вĕсем. Унсăр пуçне Бакури дачăна кайса çÿреме вăхăт тупаççĕ. Унта улма-çырла йывăççисем лартса тултарнă. Хунямăшĕ те пахчара ĕçлеме пулăшать.

«Çуллахи вăхăтра Шупашкарпа Мускавра тата Бакура пĕрер уйăх пурăнатпăр. Çавнашкалах шкул уçăличчен ачасене ют çĕршыва, тинĕс хĕррине илсе каяс килет. Виçĕ уйăхра пур çĕре те ĕлкĕрме пулать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

♦      ♦      ♦

 

Ветеринар та кирлĕ, агроном та…

Чăваш Ен, тĕпрен илсен, аграри республики шутланать. Нумай район аталанăвĕ АПК çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă. 14 муниципалитет экономикинче ял хуçалăх витĕмĕ 50 процентран та пысăк. Çав вăхăтрах аграри отраслĕнче хальхи вăхăт ыйтнă пек ĕçлесе пымашкăн кадрсем çителĕксĕрри ура хурать. Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче иртнĕ канашлура Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă май палăртни асра: «Лару-тăрăва халех улшăну кĕртме тăрăшмасан 5-7 çултан республикăри агропромышенноç комплексĕнче хăш-пĕр специалист кирлĕ шайран çурри кăна тăрса юлĕ. Çавăнпа та çĕр ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тытăм валли çамрăксене тĕллевлĕ хатĕрлемелле, ялта пурăнма услови-сем йĕркелемелле».

Кадрсем чăннипех ватăлса пынине хăш-пĕр кăтарту çирĕплетет. Сăмахран, ял хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра тăрăшакан инженер-механизаторсен вăтам ÿсĕмĕ 57 çулпа танлашать. Кашни иккĕмĕшĕ 45 çултан аслăрах. Вуннăшĕнчен пĕри кăна 35 çула çитеймен.

Мĕнпе çыхăннă-ха çакнашкал ÿкерчĕк? Хуравне вулакан хăех тавçăрать-тĕр. Юлашки çулсенче яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ялта юласшăн мар. Пуласлăхсăр хутлăх пек курать чылайăшĕ сала таврашне. 2010-2019 çулсенче республикăри пĕр районта та демографи ÿкерчĕкĕ ырă енне туртăнманни çак сăлтавпах çыхăнман-и вара? Халăх ялтан кайса пынипех агрокомплекс тытăмĕ кадрсем тĕлĕшпе вăйланас вырăнне чухăнланать. Ĕçлекенсен йышĕнче вăй питти арçын сахалли — уйрăм ыйту. Ял хуçалăх чылай предприятийĕ вăхăтлăх ĕçсемпе чикĕленнĕрен çемье пуçĕсемшĕн шалу ыйтăвĕ тухса тăрать. Çапла пĕри те тепри аякка кайса ĕçлесе тăрантарать кил-йыша.

Камсем тăрăшаççĕ-ха паян çĕр çинче? Пурнăçра сăнани экспертсем палăртнипе пĕр килет: «çурма профессионалсем». Урăхла калас тăк, ятарлă пĕлÿсĕрех ĕçе пуçăнса майĕпен хăнăху илекенсем. Уйрăмах фермерсен хуçалăхĕсенче сисĕнет çакă. Ял хуçалăх аслă шкулĕсемпе техникумсенче специальноç алла илекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ анчах дипломра палăртнă специальноçпа килĕшÿллĕн пилĕк авать-мĕн. Çийĕнчен вĕсен йышĕнче те ялта вырнаçнă организацие каякан сахал. Çĕршывра кадр çитменлĕхĕ вара ÿссех пырать. Паянхи кун Раççее 8 пин ытла ял хуçалăх предприяти ертÿçи, 9 пин ытла тĕп агроном, 10 пин тĕп зоотехник, çавăн чухлех тĕп ветеринар, 14 пине яхăн тĕп инженер кирлине пуçа шăнăçтарма çăмăл мар.

Лару-тăрăва ырă енне улăштарма регионсен асăннă отраслĕн ведомствисем вĕрентÿ министерствисемпе пĕрле стратеги çул-йĕрне палăртни, тĕллевлĕ ĕçлени пулăшĕ. Чăваш Енре çакнашал практикăна пуçланă темелле. Ял хуçалăх министерстви Чăваш патшалăх аграри университечĕпе тачă çыхăнса тĕрлĕ проект пуçарать. Республикăри чылай шкулта агроклассем уçни хăйĕн «çимĕçне» паратех-тĕр. Аслă шкул ертÿлĕхĕ палăртнă тăрăх, вĕсенче пĕлÿ илекенсем асăннă заведение йышлăн вĕренме кĕреççĕ.

Вăхăт пурнăçа тÿрлетÿсем кĕртме хистет. Малашлăхра Чăваш Енре Раççейри пĕрремĕш агрошкул та уçăлĕ-и тен? Шăпах çак шухăша республикăри вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Ен республика вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев тата ял хуçалăх техникумĕсен ертÿçисем сÿтсе явнă. Ятарлă шкул Муркаш районĕнчи Кашмашра уçăлма пултарать. Чăн та, çак ялта хальхи вăхăтра вĕренÿ çĕнĕ объектне çĕклеççĕ. Пĕлÿ çуртĕнче 108 ача вырнаçĕ.

Паллах, çитĕнекен ăру ку е вăл профессипе шкултах паллашма пуçлани питĕ паха. Канашлура Алла Салаева министр çамрăксем пулас специальноçа ĕç вырăнĕ пуррине кура суйлани тĕрĕс утăм тесе çирĕплетнĕ. Агра-ри шкулĕн усăлăхĕ нумай енлĕ пулма тивĕç. Вĕренекенсем çăкăр туса илес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывнипе пĕрлех ветеринари пуçламăш пĕлĕвне те илме пултарĕç. Пуçарăва сÿтсе явакансем асăннă проект малашлăхра республикăри тĕрлĕ районшăн ырă тĕслĕхе çаврăнасса кĕтеççĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

 

♦      ♦      ♦

 

Награда хуçине 30 çултан «шыраса тупнă»

Афганистан вăрçинче мирлĕ халăха хÿтĕлеме совет çарĕн чикĕ сыхлакан салтакĕсем те хутшăнни паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. 1982 çулта 9820-мĕш çар чаçĕнче десант-штурм маневр ушкăнĕн — кĕскен калас тăк ДШМГăн — «Хĕвел тухăç» пайĕ йĕркеленнĕ. СССР чиккине сыхлас, интернационал тивĕçне пурнăçлас тĕлĕшпе паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе офицерсен йышĕнче пирĕн ентеш те — Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕн каччи Валерьян Морозов — пулнă. Пограничниксен чаçĕнче хĕсметре тăнăскер Афганистанра 17 операцие хутшăннă. Хăюлăхшăн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ вăл, çав шутра хăш-пĕрне — чыслама тăратнă хыççăн 30 çултан тин…

Вăрмар ен каччине 1982 çулта Афганистанри тытăçусенче хăйне ырă енчен кăтартнăшăн икĕ тĕрлĕ награда — «Паттăрлăхшăн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем — пама тăратнă. Анчах хĕсметре чухне те, çартан таврăнсан та тÿрех кĕтсе илеймен вĕсене салтак. Операцире пĕрле пулнă, медальсене тивĕçнĕ тусĕсем унăн та вĕсенни пек награда пулмалли пирки аса илтерсен В.Морозов вырăнти çар комиссариатне ыйтупа пынă. Унти ĕçченсем тĕрĕслĕхе шыраса Мускава çырнă. Валерьян Морозов ячĕпе нимĕнле хут та тăратман-мĕн. Награда докуменчĕсем пур-ха, анчах вĕсем Валерьян мар… Валерий ячĕпе-мĕн. Ытти йăлтах тÿр килнĕрен медальсен хуçи Валерьян пулнине ĕненеççĕ. 2012 çулта совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен кăларма йышăннă куна халалланă уявра чыслаççĕ вĕсемпе паттăра.

Пысăкрах наградăна та — «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена — тивĕçмелле пулнă-мĕн. Çакăн çинчен застава пуçлăхĕн çапăçусен енĕпе яваплă заместителĕ Аскар Нургалиев 5 çул каялла Тулăра иртнĕ тĕл пулура калаçу пуçарнă. Пĕр тытăçура чăваш салтакĕ ăна хăйĕн кĕлеткипе хупласа вилĕмрен çăлнă. Шел, орден тĕрлĕ сăлтавпа хуçи патне çитеймен.

Вăрçăра — виçĕ ăру

Кивĕ Вăрмарти Морозовсен йăхĕнче «хÿтĕлевçĕ» сăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Валерьян аслашшĕ Леонтий Максимович финн вăрçинче çапăçнă. Ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа кĕрешнĕ. Ленинград ункинче хыпарсăр çухалнă. Çулсем иртсен Нева юхан шывĕ хĕрринчи хулара пурăнакан мăнукĕ, Валерьянăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ Инна, Леонтий Максимов ятне Пискарев масарĕнче пытарнисен списокĕнче шыраса тупнă.

Валерьян ашшĕ Вячеслав Леонтьевич çар хĕсметĕнче Венгрири пăлхава путарма хутшăннă. Афганистан вĕри тытăçăвĕсенче тăнăç халăха хÿтĕленĕ чăваш каччи хăйĕн пирки «вăрçа хутшăннă виççĕмĕш ăру çынни» тесе тĕрĕсех палăртать.

— Ача чухне салтакран таврăнакан моряксем çине ытараймасăр пăхаттăм. Тăван Кивĕ Вăрмар шкулĕнче саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан Чулхулари юхан шыв училищине пăрахут юсавçине вĕренме кайрăм. Училище хыççăн пăрахутсем юсакан заводра çултаклăк ĕçлерĕм те — салтака кайма ят тухрĕ, — çапла пуçларĕ калаçăва ĕнерхи салтак. — Малтанах Амур облаçĕнчи сержант шкулĕнче БМП отделенийĕн командирне вĕрентĕм. Ун хыççăн Киргизири Нарымри пограничниксен отрядĕнче хĕсметре тăтăм. Кашни уяв умĕн Китай чиккине сыхă хураллама темиçе çынна уйăратчĕç. Çапла пĕррехинче пире, çичĕ салтака, лини заставине ячĕç. Çавăнта, тинĕс çийĕн 2700 метр çÿллĕшĕнче, 7 уйăх тăтăмăр. Отряда таврăнсан ДШМГ валли ушкăн йĕркелерĕç. Питĕ çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн 206 çын йышне эпĕ те, пĕртен-пĕр чăваш ачи, лекрĕм.

Вилĕмрен хăтăлма шăпа пÿрнĕ

Пирĕн çул Таджикистанри Мускав поселокнелле выртрĕ, унти пограничниксен отрядне вырнаçрăмăр. Операцие ирех тухса каяттăмăр. Аэропорт çумрахчĕ. Вертолетпа чикĕ леш енне вĕçнĕ май малтанах шиклĕх туйăмĕ те çукрахчĕ: тар /порох/ шăршине туйса курмасăр «операци» сăмахăн пĕлтерĕшне никам та туллин ăнланаймасть.

Пĕрремĕшĕ 1982 çулхи ака уйăхĕнче Ташкурганра иртрĕ. Хулана пĕтĕмĕшле совет çарĕн салтакĕсем çавăрса илнĕ. Кашни заставăн пĕрер урам сыхламалла. Разведка кăтартăвĕсем тăрăх, хулара — 1000-1500 пăлхавçă. Вĕсене парăнтармалла е тĕп тумалла. Душмансем пурте хĕрарăм тумĕ тăхăнни тĕлĕнтернĕччĕ: паранджапа хăйсене палламасса шаннă ахăртнех. Анчах утти арçыннăн-çке, — 40 çула яхăн каялла пулса иртнине аса илме тытăнчĕ Валерьян Вячеславович.

Операци виçĕ кунран пуçласа эрне таран, хушăран вара уйăх та пынă. ДШМГ хĕвел тухăç ушкăнĕн афган çĕрĕ çинче дислокаци вырăнĕ пулманнипе кашни çапăçу хыççăн салтаксем каялла хамăр çĕршыва таврăннă. Канса вăй илнĕ те — каллех…

— Вертолет анса ларма юрăхлă вырăнта хăварать те пире, малалла çуран утмалла. Сăртлă-туллă вырăнта çÿлелле хăпарма çăмăл мар, анчах аялалла анмашкăн пушшех те йывăр. Чăнкă та çÿллĕ вырăнсенче ура чĕтреме пуçлать. Хамăр çинче сахалтан 30 килограмм тиев пулнине шута илмелле. Миномет, патронсем… Шăрăхра шывшăн касăхатăн. Юрать сăрт тăрринче юр пур — ăна ирĕлтерсе ĕçеттĕмĕр. Пуш хирте сывлăш питĕ вĕри — 40-50 градус. Союзран вертолетпа шыв илсе килетчĕç, ан-чах шăрăх çанталăкра вăл вĕреме кĕменни кăна. Шывшăн вăйлă антăхнă самантсенче тăван ялти кĕпер çывăхĕнчи çăл куç аса килетчĕ. Ун патĕнчи йывăç валашка… «Киле таврăнатăп тăк çав валашкана кĕрсе выртатăп» тесе шухăшлаттăм. Сăрт çинче кишлакри пусăсенчи шыва ĕçме юраман — вĕсене наркăмăшланă. Е, ĕçмесĕр пултарайман чухне, организма сиенлесрен эмел паратчĕç. Хĕсметри туссенчен чылайăшĕ дезинтери, гепатит çаклатни çавăнпах çыхăннă, — тăсăлать калаçу йывăр вăхăта аса илнĕ май. — Шăрăх çанталăкра çапăçу пынă вырăнсенче виле шăрши тăратчĕ. Мазари-Шарифа пырса кĕни асра. Илемлĕ авалхи хулара урамсемпе киленсе кăна çÿремелле пек…

Вăрçă — вăрçах. Унта хитрине, ыррине курма кăмăл та, хевте те çухалать-тĕр. Çапах та сăн ÿкерчĕк альбомĕсене кăтартнă май ветеран салтак чи илемлĕ вырăнсем çинчен каласа пама манмасть. Мазари- Шарифра чаплă пĕр мечĕт умне кирек хăçан та тĕлĕнмелле капăр шурă кăвакарчăнсем пухăннине асăнать те — çакна тăнăçлăх кайăкĕсем çынсене лăпланса туслă пурăнма ыйтни пекех йышăнас килет.

— Çапăçăва кĕрекен салтак чĕрĕ çынах, унăн та чунĕ ыратать. Чĕререн пăшăрханнă мĕнле самант асра? — çăмăл мар тапхăр çинченех калаçатпăр.

— Сăртсен тăрăхĕнчи Куфаб хушăкĕнче басмачсене йĕрлетпĕр. Сăмах май, пирĕн ушкăн Абдул Вахоб ертсе пыракан хурахсене тытассипе тимленĕ. Палатка лартрăмăр, йĕри-тавра чулсенчен хÿтлĕх «стени» купаларăмăр. Хамăрăн салтаксене те сыхлаттăмăр. Ирхине хурал улăштарма манăн каймаллаччĕ. Демобилизаци пирки çур çул каяллах хушу тухнăран хама ирĕклĕрех туяс килетчĕ. Икĕ çул ытла хĕсметре тăраканскерсем çамрăк салтаксем килессе кĕтеттĕмĕр. Хамăн вырăна сыхлама урăххине каласшăнччĕ — чĕнмерĕм. Хурал пĕччен тăма юраман çĕртенех /тыткăна илес хăрушлăхран сыхланса. — Авт./ юлташсене улăштарма никамсăр хăпартăм. Манпа пĕрле пыма палăртнă Вадим, Пермь облаçĕн каччи, чирленĕччĕ.

Тахăш самантра минометран сирпĕнтерме тытăнчĕç. Хама асăрхарĕç те çавăнпа переççĕ тесе шухăшларăм. Аяккарах пĕр мина çурăлчĕ, иккĕмĕшĕ... Виççĕмĕшĕ палаткăпа юнашар пырса кĕрслетрĕ… Эпĕ выртса тăракан ретри сакăр салтак тÿрех вилмелле аманнă. Пĕрин пуçне вăйлă ти-вертнĕ, вăл госпитальте куç хупнă. Теприн çурăмне мина ванчăкĕ кĕрсе ларнă, вăл çул çинчех сывлама чарăннă.

Çакнашкал лару-тăрура ăшри туйăмсене ăнлантарма та пĕлмелле мар. Пĕр енчен, сывă юлма пÿрнĕшĕн шăпана тав тумалла пек. Тепĕр енчен, çавăн чухлĕ юлташа пĕр харăс çухатма питĕ йывăр. Мĕншĕн пĕччен кайнă-ши тесе те пайтах кулянтăм — вилнĕ туссенчен пĕри те пулин сывă юлатчĕ, — чунне уçать Валерьян Вячеславович.

Паллах, Афганистанри хăш-пĕр самант çинчен уççăн калама салтак халĕ те тăхтаса тăрать. Киле çыру çырас тăк хурав ямалли адрес тĕлĕнче пограничниксен пĕр-пĕр чаçне палăртни, çапăçăва хутшăнни пирки шарлама юраманни, цинк тупăкра таврăнакан пограничниксем Афганистанри çапăçусенче пуç хунине вăрттăнлăхра тытни — çакăн çинчен вулакан хăех тавçăрать ахăртнех. «Çĕршыв чиккине сыхланă чухне вилнĕ», — çухату тÿснĕ çемьесен çакăн евĕр ăнлантарупа çырлахма тивнĕ. Тупăксене мĕншĕн уçтарманни куç кĕрет паллă. Çак йĕркене пăсасран салтака пытарма патшалăх хăрушсăрлăхĕн комитечĕн ĕçченĕ те кайнă.

— Туссем каласа панă тĕслĕх асра. Ĕпхĕве хурлăхлă мероприятие йĕркелеме çитнĕ ушкăна салтак амăшĕ тупăка уçтарма тархасласа ыйтнă. КГБ ĕçченĕ вилнин суранĕсем питех курăнманнине тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн, чăн та, ирĕк панă, — çарти альбомсен хушăмне /унта — çапăçăва пĕрле çÿренĕ, операцисен вăхăтĕнче пуç хунă 17 салтак сăнĕ/ уçкаласа пĕр авăк шухăша путать ветеран. 206 салтакран 31-ĕшĕн пурнăçĕ татăлнă.

Кĕтмен савăнăç тата пăлхану… Çак туйăмсем те Морозов чĕринче хуçаланнах ĕнтĕ. Хăçан? Пĕррехинче Таджикистанра чаçре чухне «Мороза» /раципе чăваш каччине çапла чĕннĕ/ пĕр салтак шыранине пĕлтернĕ. Урăх чаçре хĕсметре тăракан ентешĕ шыраса килнĕ-мĕн. Савăннăскерсем тăван чĕлхепе — чăвашла — калаçнă.

— Пăлхану тетĕр-ха… Ахăртнех, киле кайма ирĕк парсан Совет Союзне таврăннă самантра пулнă вăл. Афганистан чикки урлă Пянж юхан шывĕ урлă каçатпăр. Вертолëтра шăплăх хуçаланать. Пурте сывлама чарăннă тейĕн. Пуçра пурин те пĕр шухăш: «Мĕн чухлĕ хăрушă операцирен сывă-чĕрĕ тухрăмăр. Юлашки самантра та Турă сыхлатăрччĕ — пирĕн самолета асăрхаса ан печчĕрех». Чикĕ урлă каçсан тин салонра сасăсем илтĕнме пуçларĕç, — ассăн сывласа янă вăхăт паян та манăçман.

Морозовсен аслă ывăлĕ, çулталăк ытла никама пĕр хыпар та çырманскер, çартан таврăнни пĕтĕм ял-йышшăн уява çаврăннă. Валерьян 1983 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Совет çарĕн кунĕнче, пырса кĕнĕ тăван килне.

Вĕçевçĕсене тĕл пулни

«Гражданкăра» йĕкĕт Чулхулари юхан шыв техникумĕнче вĕренсе пăрахут механикĕн специальноçне алла илнĕ. Атăл тăрăх навигацие матрос, боцман пулса тухнă. «Дзержинский», «Леонид Соболев», «Козьма Минин» теплоходсемпе туристсене хуларан хулана илсе çÿренĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.