Комментари хушас

11 Нарăс, 2021

Тантăш № 5 (4724) 11.02.2021

Пĕчĕк çăлтăрăн пуласлăхĕ пысăк

Шупашкарти 64-мĕш шкулта 2-мĕш класра ăс пухакан Пинерпи Алексеева хăйĕн тантăшĕсенчен чăваш чунĕллĕ çитĕннипе çеç мар, пултарулăх конкурсĕнче хутшăнса малти вырăнсем йышăннипе те уйрăлса тăрать. Нумаях пулмасть вăл регионсен шайĕнчи çамрăксемпе ачасен «Астăвăм çăлкуçĕ» фестиваль-конкурсра çĕнтернĕ. Унта Пинерпи республика çинчен хăй çырнă сăвва вуланă. Пандемине пула тупăшу онлайн мелпе иртнĕ. Тĕрлĕ регион ачисем хăйсен сăввисене вуланине видео ÿкерсе жюри членĕсем патне çитернĕ. Чи пултаруллисен ячĕсене палăртнă. Пĕлтĕр хĕрача «Чăваш Ен сăррисем – 2020» Раççей шайĕнчи фестивалĕн финалисчĕ пулнă.

3 çултах сыпăкласа вуланă

Пинерпи 8 çулта çеç пулин те вун-вун конкурса хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Çакна портфолиори чылай дипломпа Хисеп хучĕ çирĕплетет. Ытларах вăл хăйĕн пултарулăхне сăвва илемлĕ вулакансен тупăшăвĕсенче тĕрĕслет. Кирек еплине те питĕ хăвăрт вĕренет. Хĕрачан чи пĕрремĕш çитĕнĕвĕ — «Çĕрпÿ районĕн пĕчĕк мисĕ» конкурсра «Пĕчĕк çăлтăр» номинацире çĕнтерни.

Пинерпи 3 çул çурăрах сыпăкласа вулама тытăннă. Шкул сукмакне такăрлатма тытăниччен 5 çул ача-пăча академине çÿренĕ. Шупашкарти 7-мĕш ача садĕнче чăваш чĕлхипе культурине халалланă уйрăм пÿлĕм пурри те пĕчĕкскере аталанма хистенĕ. Хĕрача икĕ шăллĕшĕн — ырă тĕслĕх.

«Çăлтăрчăк» валли сюжет тунă

6 çулта чухне амăшĕ ăна «Хавал» пĕрлешÿ пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ ашшĕ-амăшĕн тата вĕрентекенсен «Аталану» ассоциацийĕн ача-пăча клубне илсе çÿреме тытăннă. Çапла эрнере пĕрре хĕрача шăллĕсемпе пĕрле пĕлĕвне тăван чĕлхепе тарăнлатнă. Тĕрлĕ вăйă-ташă урлă унпа тата ытларах çывăхланнă. Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче тухса тăнă амăшĕ пуçарнă «Çăлтăрчăксем» кăларăм валли Пинерпи сюжет та ÿкернĕ.

Алексеевсен çемйинче чăвашла калаçаççĕ. Çавăнпах мĕн пур ачи пĕчĕкренех тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме вĕренет те. Конкурссенче те Пинерпи ытларах чăвашла çырнă сăвăсене вулама тăрăшать. Акă, тĕслĕхрен, ача садĕнче иртнĕ Çĕнĕ çул уявĕнче Алексеевсен ачисем Хĕл Мучине тăван чĕлхепе сăвă каласа кăтартнă.

Пĕррехинче Пинерпи амăшĕ патне çакăн пек ыйтупа пынă: «Анне, мĕншĕн ачасем чылайăшĕ çывăх çыннисене «мама, папа» тесе чĕнеççĕ. Чăвашла пачах та калаçмаççĕ?» Хурав çапларах пулнă: «Вĕсем – пĕр чĕлхе, эсĕ вара виççĕ пĕлетĕн. «Виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс», — тенĕ ваттисем. Нимĕнрен те ан вăтан, хĕрĕм. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ илме пулăшать». Сăмах май, хĕрача акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕренет.

Кунĕн-çĕрĕн ÿкерет

Пинерпи Шупашкарти С.М. Максимов ячĕллĕ 1-мĕш музыка шкулне те çÿрет. Фортепиано класĕнче иккĕмĕш çул ăсталăхне туптать. «Этюд», «Курочка», «Полька», «Во поле береза стояла» тата ытти пысăках мар композицие калама пĕлет. Музыка шкулне вăл эрнере виçĕ хут çитет.

Хĕрачан амăшĕ Мальвина Петрова çапла каласа кăтартрĕ: «Пинерпи кунĕн-çĕрĕн ÿкерет. Аллине мĕн лекет — çавна тытать те киçтĕкпе хут çине куçарать. Чĕр чунсем уйрăмах хитре пулаççĕ. Çын портретне ÿкерме те маçтăр. Тепĕр çул ăна ÿнер шкулне яма шухăшларăмăр». Хальлĕхе хĕрача уроксем хыççăн кĕçнерникунсерен «Калейдоскоп» кру жока çÿрет. Унта тĕрлĕ ал ĕçĕ тума вĕрентеççĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

 

♦    ♦     ♦

 

Представят республику на чемпионате России

Ученик 47-й школы города Чебоксары, активист детского школьного объединения «Перекресток», Дима ВЛАСОВ стал победителем Чемпионата первенства Чувашской республики по спортивным танцам «Восходящие звезды-2021». Он и его партнерша были отобраны представлять нашу республику на чемпионате России, который состоится уже в марте.

 

♦    ♦     ♦

 

Победил в двух конкурсах

Ученик 4-го класса 20-й школы города Чебоксары Константин ИВАНОВ занял 1-е место в VI Всероссийском конкурсе детских научных работ «Совенок-исследователь», который был проведен развивающим центром школьников и дошкольников «Совенок». Также мальчик и его отец стали первыми в Республиканском творческом конкурсе «Лучший папа» в номинации «Все делаем вместе».

 

♦    ♦     ♦

 

Юный исследователь

Ученик Чувашского кадетского корпуса ПФО имени Героя Советского Союза генерал-майора А.В. Кочетова, активист поискового отряда имени Героя Советского Союза Зои Парфеновой Иван САВЕЛЬЕВ занял 1-е место на республиканском этапе Всероссийского конкурса исследовательских и краеведческих работ «Отечество».

Всего в нем приняло участие 62 юных исследователя из 15 районов и 6 городов Чувашии. Иван отличился в номинации «Военная история. Поиск».

 

♦    ♦     ♦

Диплом за кулинарные способности

Ученица Акрамовской школы Моргаушского района Елизавета КУДАШОВА заняла 1-е место в Республиканском кулинарном конкурсе «Вкусы мира». Она победила в номинации «Авторская кухня», предоставив на суд жюри изумительный меренговый торт. Девочка была награждена дипломом I степени и памятным подарком – мягкой игрушкой.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.