Комментари хушас

10 Нарăс, 2021

21-мĕш ача çут тĕнчене килнĕ

Нарăсăн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулин администрацийĕн ЗАГС пайĕнче тин çуралнă 3 ачана регистрациленĕ.

Арюхинсем хăйсен тĕпренчĕкне питĕ хăйне евĕрлĕ ят панă — Янис. Николаевсен çемйинче те ывăл çуралнă, ăна Данила ят панă. Степановсен çемйинче хĕрача çут тĕнчене килнĕ, ăна Анастасия тесе çыртарнă. Пĕчĕк Настьăна килĕнче Захар тата Егор пиччĕшĕсем чăтăмсăр кĕтеççĕ.

Сăмах май, шăпах та Степановсен çемйи 21-мĕш ĕмĕрĕн 21-мĕш çулĕнче 21-мĕш регионта çуралнă 21-мĕш ачана регистрациленине çирĕплетекен сертификатлă пулнă, пĕлтерет Çĕмĕрле хулин администрацийĕ.

www.hypar.ru Minust.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ