Комментари хушас

20 Çурла, 2014

Пĕрлехи вăйпа

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ситуаци центрĕнче информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли курав мелĕпе республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе çыхăнса ирттернĕ брифингра сÿтсе явнă тĕп ыйту - Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» указне пурнăçа кĕртни.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова граждансен сывлăхне витĕм кÿрекен пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - ку енĕпе медицина пĕлтерĕшĕ пысăках та мар.

«Сывлăх - пĕр пĕтĕмĕшле ăнлав. Ăна медицина тытăмĕ кăна мар, вăл пурăнакан хутлăх, пурнăç йĕрки, вĕренÿ шайĕ, çул-йĕр сийĕн пахалăхĕ, спорт сукмакĕ пурри-çукки тата ытти те витĕм кÿрет», - çапла шухăшлать Татьяна Богданова.

Муниципалитетăн кашни йĕркеленĕвĕн çÿлерех асăннă указпа килĕшÿллĕн сывлăхăн профильне çирĕплетмелле, урăхла каласан хăйсен тăрăхĕн факторĕсемпе уйрăмлăхĕсене тĕплĕн тишкермелле, çынсен сывлăхне ырă тата япăх витĕм кÿрекен сăлтавсене тупса палăртмалла. Çавна тĕпе хурса муниципалитет аталанăвĕн стратеги планне хатĕрлемелле. Унăн тĕп шăнăрĕ район-хулара демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе тата халăх йышне упрассипе, çавăн пекех çынсем вилессине чакарассипе, пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăнмалла.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн стратегийĕсемпе килĕшÿллĕн сывлăх профильне хатĕрленĕ чухне муниципалитет ĕçĕ-хĕлĕн вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, çут çанталăкпа усă курас, экологи, хула строительствин, юрăхлă хутлăх туса хурас, тирпей-илем кĕртес, территорие симĕслетес тата ытти тытăма пырса тивекен секторсен хушшинчи хаклава тĕпе хумалла. Татьяна Геннадьевна çакна уйрăммăн палăртрĕ: аталанăвăн стратеги планне тунă чухне халăх шухăш-кăмăлне шута илмелле.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин медицина реабилитацийĕ енĕпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена Наумова çирĕплетнĕ тăрăх - инфекциллĕ мар чир-чĕр - чĕрепе юн тымарĕсен, сахăр диабечĕн, сывлав, апат ирĕлтерекен органсен - сăлтавĕ сывă пурнăç йĕрки тытса пыманнинчен килнĕ пĕтĕм амакăн 70 проценчĕпе танлашать. Çĕнĕ указпа килĕшÿллĕн йĕркеленекен профилактика тытăмне медицина компонентне те /вăраха кайнă чирпе нушаланакансене диспансер мелĕпе тĕрĕслесе тăрĕç/, унпа çыхăнманнине те /сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси/ кĕртнĕ.

«Пирĕн граждансен хăйсен сывлăхне хавшатакан сăлтавсем пирки тата ăна çирĕплетес тĕлĕшпе мĕн тумаллине пĕлмелле», - палăртрĕ Елена Наумова. Вăл брифинга пухăннисене кăçалхи çичĕ уйăхра ирттернĕ диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн социаллă ыйтусен пайĕн пуçлăхĕ Галина Васильева пĕлтернĕ тăрăх - кăçал Шупашкарăмăр пĕтĕм тĕнчери «Сывлăхлă хуласем» проекта хутшăнма тытăннăранпа 10 çул çитнине паллă тăвать. Вăл хăтлăхлă хутлăх йĕркелес, сусăрсене инфратытăм объекчĕсемпе усă курмашкăн май туса парас, халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе пысăк опыт пухнă. 2014 çулта та хула администрацийĕ сывлăха тĕреклетмелли малашлăх тĕллевĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ мероприятисем туса ирттерчĕ. Общественноç çакна кĕçех тивĕçлипе хаклама пултарĕ.

Брифинга вĕçленĕ май ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина халăх сывлăхне упрас тата пурнăçĕн пахалăхне ÿстерес енĕпе муниципалитетсенче ведомствăсен хушшинче йĕркеленĕ канашсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатасса шаннине пĕлтерчĕ. Пĕрлехи вăйпа кăна республикăри район-хулара çынсене хăйсен сывлăхне тĕреклетмелли мероприятисене пуçаруллă хутшăнтарма май килĕ.

С.ПЕТРОВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.