Тантăш № 4 (4723) 04.02.2021
Çĕр чăмăрĕн шăпи пирĕнтен те килет
Шăккалат хучĕн е пластик кĕленчен малашнехи «çул-йĕрĕ» пирки шухăшланă-и эсир? Йăлари хытă каяшсен контейнерне кăларса ывăтатпăр та манатпăр. Вĕсем вара çÿп-çап купине лексе темиçе вун-вун çул выртаççĕ. Хăш-пĕри чылай вăхăт иртсен те çĕрмест. Сиенлĕ япаласем тăпрана, шыва, сывлăша лексе этем организмне самай хавшатаççĕ.
Каяшсен пысăк пайĕпе вара тепĕр хут усă курма пулать. Пĕлетĕр-и, 25 пластик кĕленчерен флис кофта, шăл тасатмалли кивĕ щеткăсенчен ручкăсем туса кăларма май пур! Шупашкарти 55-мĕш шкулти волонтерсен «Утăм малалла» экоотрячĕн хастарĕсемшĕн çакă вăрттăнлăх мар, вĕсем хула çыннисен экологи культурине аталантарас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçлаççĕ.
Гранта тивĕçнĕ
55-мĕш шкула ура ярса пуссанах 1-мĕш хутри контейнерсем куç умне лекрĕç. Акă, пĕри — пластик кĕленчесем, тепри усă курнă батарейкăсем валли. Шăл тасатмалли кивĕ щеткăсем, хупăсем пухмалли те пур. Вĕренÿ учрежденийĕнче ачасен экологи культурине ÿстерес, çут çанталăка упрама вĕрентес ĕçе тимлени курăнать.
Вăтам тата аслă класра вĕренекенсенчен экоотряд йĕркелес шухăш технологипе ИЗО предмечĕсене вĕрентекен Екатерина Игоревна грант çĕнсе илнĕ хыççăн çуралнă. Проектпа килĕшÿллĕн шкулта экокĕтес тунă, çут çанталăка упрас енĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хатĕр хастарсене пĕр чăмăра пуçтарнă. Ун пеккисем паянхи кун – 40 ача. Вĕсем тĕрлĕ экологи акцийĕпе мероприятине хутшăнаççĕ, килсĕр йытă-кушак приючĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, усă курнă япаласене иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ. 2020 çулта кăна çамрăк экологсем 3 тоннăна яхăн кивĕ хут, 78 килограмм пластик, 2 михĕ хупă пухнă.
— Батарейка 100 çул иртсен те çĕрмест, 20 тăваткал метр çĕр лаптăкне /унта вара пĕр чĕрĕп пурăнаять\ е 400 литр шыва сиенлетет. «Батарейка пар та чĕрĕпе çăл» экологи акцине хутшăнса эпир Çĕр чăмăрне тасарах тăватпăр, чĕр чунсене çăлса хăваратпăр. «Ырă хупăсем» /«Добрые крышечки»\ ыр кăмăллăх проекчĕ сусăр ачасене пулăшма май парать. Эпир пластик хупăсене ятарлă завода ăсататпăр, вĕсемшĕн тÿлекен укçа-тенкĕ «Волонтерсем тăлăх ачасене пулăшаççĕ» ыр кăмăллăх фондне куçать. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çапла майпа фонд 7 сусăра кÿмепе тивĕçтернĕ. Эппин, çак парха-тарлă ĕçре пирĕн те тÿпе пур. Килсĕр йытă-кушак приютне те тимлĕх уйăратпăр. «Шанчăклă тус» акцие хутшăнса кивĕ хут пухатпăр, уншăн тÿлекен укçа- тенкĕпе туяннă апат-çимĕçе чĕр чунсем патне çитеретпĕр, — çамрăк экологсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ юхăма аталантаракан Екатерина Куракина.
Пархатарлă ĕç
— Йăлари хытă каяшсене уйăрса пухсан эпир хамăр пурăнакан Çĕр чăмăрне тасарах тăватпăр. Нумаях пулмасть шкулта чексене уйрăммăн пуçтарма тытăнтăмăр. Вĕсене термохут çинче пичетлеççĕ, вăл ахальлинчен уйрăлса тăрать. Шкулти столовой-буфетра ачасем канфет- шăккалат, пылак шыв, улма-çырла сĕткенĕ туянаççĕ, çатăрка хутсене, карттун курупкасене урнăна мар, ятарлă контейнера пăрахтарас килет. Шкулта тĕрлĕ каяша пухма май çук, çапах та экокĕтесе анлăлатас шухăш пур. Тепĕр 1-2 контейнер пулсан аван пулмалла. Пĕрре усă курнă япаласене уйăрса пухас шухăш çине малтанах иккĕленсе пăхатчĕç пулсан вăхăт иртнĕçемĕн нумайăшĕ ку пархатарлă ĕç пулнине ăнланса илчĕç. Экологи акцийĕсене хутшăнас тĕллевлисен йышĕ ÿссех пырать, эппин, хамăр пурăнакан Çĕр чăмăрĕн пуласлăхĕ, тасалăхĕ ачасене шухăшлаттаратех, — палăртрĕ отряд ертÿçи.
Усă курнă япаласене иккĕмĕш пурнăç парас ĕçе те тимлĕх уйăраççĕ экоотряд хастарĕсем: технологи урокĕсенче тĕрлĕ япала ăсталаççĕ. 8-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем пир татăкĕсенчен, çав шутра кивĕ джинс тумтиртен шоппер сумкăсем çĕлеççĕ, илемлетеççĕ. Хĕрачасенчен çак ĕçпе наукăпа практика конференцине хутшăнакан та, саккаслăх сумка çĕлекен те пур.
Иртнĕ вырсарникун эковолонтерсем «Таса хутлăх» организацин хастарĕсем йĕркеленĕ «Экомаршрутка» акцие хутшăннă, палăртнă вырăнсенчен пластик япаласем, эмел блистерĕсем, тимĕр /консерв банкисем\, тетрапак /улма- çырла сĕткенĕн курупкисем\, чексем уйрăммăн пухнă.
Вĕренекенсен экологи культурине ÿстерес тĕллевпе волонтерсем электрон хаçат кăларма, видеороликсем хатĕрлеме палăртаççĕ. Вĕсене кÿршĕ шкулсенче тата ача сачĕсенче экоуроксем ирттерме усă курĕç. Шкул ачисене çут çанталăка упрасси пирки презентаци, уçă калаçу урлă каласа парĕç пулсан чи пĕчĕккисем экологи ыйтăвĕсемпе вăйă урлă паллашĕç.
«Вĕсем хăйсем мана тупаççĕ…»
Хастар волонтерсенчен пĕри — 11- мĕш класра ăс пухакан Даша Флегонтова. Чĕр чунсене юратаканскер килсĕр йытă-кушак шăпине çывăха илет. Пĕррехинче урамра урине амантнă йытта тĕл пулнă хĕрача. Ăна шеллесе ветеринари клиникине илсе кайнă, сыватнă. Пурăна киле анчăка усрама илекен те тупăннă. Тепрехинче Даша апат çименнипе халсăрланнă çурана çăлнă.
— Начарскер, çăмĕ те тĕллĕн- тĕллĕн кăна юлнă, кайри ури çине те тăраймастчĕ, хуçăлнăран ерипен кăна сĕтĕретчĕ. Ăна йытă çури тесе те калама çукчĕ, юмахри тĕлĕнтермĕш чĕр чуна аса илтеретчĕ. Ăна кирлĕ пулманнипе кăларса пенĕ. Йытă çурие шелленипе пăрăнса утаймарăм, 2 эрне хушши хулан тепĕр вĕçĕнчи ветеринари клиникине, унтан вăхăтлăх пурăнмалли вырăна илсе çÿрерĕм. Хайхискер майĕпен вăй илсе сывалчĕ, кил те тупрăмăр, — пулни-иртнине каласа пачĕ пике.
Даша пулăшăвĕпе темиçе чĕр чун та кил тупнă. Нумаях пулмасть тепĕр 3 йытă çури хуçаллă пулнă. Халĕ пике килсĕр пĕр анчăк валли пурăнмалли вырăн шырать.
— Вĕсем мана хăйсем тупаççĕ, — тет Даша хуçасăр чĕр чунсем пирки. — Эпĕ тăватă ураллă туссен умĕнчен пăрăнса утайманнине пĕлнĕнех туйăнать. Куçĕнчен пăхатăн та, мĕн тери тунсăх унта! Çав тери шеллетĕп вĕсене. Йытă-кушака ăшă килтен кăларса яни — пысăк явапсăрлăх. Чĕр чунсем хăйсене япăх пулнине, мĕн те пулин ыратнине калаймаççĕ, вĕсем çак енпе этемрен вăйсăртарах. Пирĕн вĕсене май пур таран пулăшмаллах, — пытармарĕ чун ыратăвне хĕрача. Вăл хăй те йытăпа кушака çапла майпах усрама илнĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Живые уроки в музее
По поручению Министра образования республики Аллы Салаевой и Управления образования города Чебоксары для школьников были организованы «Живые уроки» с посещением выставки отреставрированных картин известных художников «Продлевая жизнь шедевров...»
«Живые уроки» – это проект, ставший одним из перспективных видов как внеурочной, так и учебной деятельности. Он успешно реализуется в городе Чебоксары уже более 5-ти лет. Ежегодно в нем принимают участие свыше 50-ти тысяч школьников.
Проект направлен на получение знаний не только в школе, сидя за партами, но и путем применения практического материала на базе музеев, предприятий и памятных мест города. Это помогает столичным школьникам разнообразить, дополнить учебный процесс и объединить полученные знания в целостную картину.
В рамках данной программы были организованы проекты «Пеший туризм», «Промышленный туризм», а также сезонные – «Лето в парке» и «Чебоксарские каникулы».
Выставку в Чувашском государственном художественном музее уже посетили ученики лицея №44 города Чебоксары. Старшеклассники прикоснулись к уникальным полотнам, узнали много исторических фактов и познакомились со стилями живописи. Также они смогли дополнить свои знания по различным предметам: истории, литературе и изобразительному искусству.
Публике представили более 70-ти работ Айвазовского, Куинджи, Рокотова, Перова, Фешина и других знаменитых мастеров. Над коллекцией работали 17 реставраторов: они готовили картины к выставке в Третьяковской галерее в рамках проекта «Золотая карта России».
♦ ♦ ♦
Дежурство в детском саду
Дежурство имеет большое значение в воспитании детей: оно формирует желание трудиться на общее благо, оказывать помощь взрослым, проявлять заботливое отношение к своим товарищам.
Воспитанники старшей группы «Гномики» ежедневно отслеживают очередность своего дежурства на стенде, размещенном в специальном уголке. Вооружившись столовыми приборами и салфетками, они с удовольствием выполняют трудовые поручения.
Анастасия ВЛАДИМИРОВА, воспитатель. Чебоксары, 130-й детский сад.
♦ ♦ ♦
Отличилась прекрасным вокалом
Ученица 1-го класса школы №2 города Чебоксары Варвара ДОЛГОВА стала победителем чемпионата и первенства Чувашской Республики по танцевальным направлениям «Танцы 21». Ей удалось отличиться прекрасными исполнительскими данными в вокально- инструментальном конкурсе «21 нота».
♦ ♦ ♦
Победитель конкурса
Ученица школы №36 города Чебоксары Яна ЦВИЛИШИНА – победитель IV Республиканского конкурса детского творчества «Рождество глазами детей» в номинации «Декоративно- прикладное искусство» в возрастной категории 11-13 лет.
♦ ♦ ♦
Одаренная и трудолюбивая
Ученица 5-го класса школы № 20 города Чебоксары Дарья МОТКОВА – обладатель именной стипендии Главы Чувашской Республики для одаренных детей. Одна из лучших учениц класса является активной участницей многочисленных олимпиад и конкурсов различных форматов и направлений: уже не один раз становилась победителем и занимала призовые места. Любимое ее занятие – танцы, которыми она начала заниматься с 5-ти лет. Кроме этого, Даша углубленно изучает английский язык, увлекается пением и танцами, с удовольствием участвует в школьных мероприятиях и в экскурсиях по родному краю. Входит в актив класса, является культоргом и организатором классных праздников.
♦ ♦ ♦
С исследовательской работой – в Москву
Ученица 9-го класса школы №33 города Чебоксары Анна ИЛЬИНА примет участие в финале всероссийского конкурса научно-исследовательских работ им. Д.И. Менделеева в Москве.
Свое научное исследование «В тылу как на фронте» она посвятила трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей и выступила в секции «История, искусство и культура». После трех этапов – школьного, муниципального и регионального – получила высокую оценку экспертного жюри конкурса и была отобрана в финал. Сегодня Анна готовится к защите своей работы на очном этапе, который будет проходить с 5 по 7 февраля в Москве.