Комментари хушас

22 Кăрлач, 2021

Стипендипе илнĕ фотоаппарат пурнăçне улăштарнă

«2013 çулта, студент чухне, пĕрремĕш хут стипендие тивĕçрĕм. Çав укçапа фотоаппарат туяннăччĕ. Ку хăйне евĕр старт пулчĕ, мана видео ÿкерес енĕпе аталанма пулăшрĕ. Халĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнче видеостуди ертсе пыратăп. Ачасене компьютерпа усă курса мультфильм хатĕрлеме вĕрентетĕп. Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери конкурссене тухса çÿретпĕр», — палăртрĕ Татьяна Андреева педагог. Вăл кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тепĕр хут тивĕçрĕ.

Асăннă стипендие вĕренÿре, ăслăлăхра, пултарулăхра, спортра тата ытти çĕрте çитĕнÿ тунăшăн параççĕ. Çамрăксем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç.

«Эсир яланах шыравра, малашне те çаплах сунатăп. Сирĕнтен чылайăшĕ Чăваш Ен чысне республика тулашĕнче хÿтĕлет. Сирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнатпăр», — палăртрĕ Олег Николаев паян Правительство çуртĕнче стипендие тивĕçнĕ 40 çамрăка саламланă май.

ШУХĂШ

Татьяна ГЕРМАНОВА, Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ:

— Хальччен стипенди илменччĕ. Эпĕ математика предмечĕпе Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра тата Пĕтĕм Раççейри «Православи культурин никĕсĕ» олимпиадăра çĕнтернĕ. Математикăпа питĕ йывăр, логика задачисене шутлама тивнĕччĕ. Пуçа самаях ĕçлеттермелле. Валентина Васильева учитель хатĕрленме чылай кĕнеке пачĕ. Альбина Ефимовăпа, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенпе, тăван халăх историйĕпе йăли-йĕркине тĕпчерĕмĕр, православи тĕнĕ пирки нумай вуларăм.

Татьяна ПАВЛОВА, Шупашкарти музыка училищин студентки:

— Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче ăсталăха 7 çул туптанă хыççăн музыка училищине вĕренме кĕтĕм, халĕ 2-мĕш курсра ăс пухатăп. Эпĕ — пулас дирижер. Пĕтĕм тĕнчери «Звездный олимп» фестивале, Пĕтĕм Раççейри «Cheba Jazz» конкурса хутшăнса I cтепень лауреачĕ пулнăччĕ эпĕ. Çак çитĕнÿсемшĕн пуçласа Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕм.

www.hypar.ru Ирина Кошкина сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: