Комментари хушас

22 Кăрлач, 2021

«Хыпар» 5-6 (27738-27739) № 22.01.2021

ПУРĂНАС КИЛЕТ

Сывлăх хитрелĕхрен темиçе хут хаклăрах, пĕлтерĕшлĕрех

Çапла шухăшлать операци сĕтелĕ çине икĕ хутчен выртнă хĕрарăм

«Сирĕн рак», — тенине илтсен пациентсенчен нумайăшĕ ку хыпара пурнăç вĕçленнĕн йышăнать. Çапах хăрушă чире çĕнтересси çын мĕнле кăмăл-туйăмпа сипленнинчен те килет. Çапла палăртать Шупашкарта пурăнакан 59-ти Тамара Ивановна. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл хаçат вулаканĕсене:

Пирĕшти пек ачасем те чирлеççĕ

— Эпĕ хама усал чир çулăхасси пирки нихăçан та шухăшламан. Шкулта вĕрентекенре тăрăшнăран кашни çулах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Яланах йĕркеллĕ пулнă. «Сирĕн кăкăрта пысăках мар мăкăль пур. Хăрушă мар вăл, ан шикленĕр. Диспансеризаци тухма çеç ан манăр», — терĕ мана виçĕ çул каялла маммографи тутарнă хыççăн тухтăр. Специалист сăмахне илтнĕ хыççăн пĕр хушă лăплантăм. Çапах чунра темшĕн лăпкă мар. Кăкăрти шыçăсем пирки вулама пуçларăм. Унта çырса кăтартнă палăрăмсем хамăн пур пек те, çав хушăрах çук та пек. Усал шыçă аталанса вăй илмелли сăлтавсем пулмалла мар пек ĕнтĕ: эпĕ нихăçан та усал йăласемпе туслă пулман, 20-ре качча кайса икĕ ача çуратнă, иккĕшне те çулталăка çитиччен ĕмĕртнĕ, ку органа шăнтнине, хытах ыраттарнине астумастăп. Кăкăра ятарлă литературăра çырса кăтартнă пек хам тĕллĕн тĕрĕслеме пуçларăм. Темскер лекнĕн туйăнать.

Хăрушă-ши е çук-ши тесе нумай куляннăран онколог-маммолог патне кайма шухăш тытрăм. Хам пурăнакан вырăнти поликлиникăна мар, республикăри онкологи диспансерне. Тÿлевлĕ йышăнăва çырăнтăм. Унти тухтăр маммографи кăтартăвне тĕплĕн тишкерчĕ, кăкăра тытса пăхрĕ. «Шел те, сире савăнтараймастăп», — тесе анализсем пама ячĕ, операцие тата сиплеве хатĕрленме хушрĕ.

Кăкăрти шыçă ахаль мăкăль çеç маррине пĕлсен пĕтĕм тĕнчене кÿрентĕм. Мĕншĕн шăпах манăн ракпа чирлемелле-ха? Кама усал тунă эпĕ? Мĕншĕн халех çĕр айне кĕрсе выртмалла манăн? Мĕншĕн, мĕншĕн, мĕншĕн текен ыйту питĕ нумай, анчах хуравĕсем çук. Куляннипе, кашни кун питĕ нумай макăрнипе çывăрайми пултăм. Хам çине алă хурас шухăш та çуралчĕ. Çывăх çынсемшĕн тиев пулас килмест. Çав хушăрах эпĕ вилсен пирĕн сусăр ачана кам пăхĕ? Ашшĕ пур-ха, анчах вăл тепĕр хĕрарăм илсе килĕ те ывăл пуриншĕн те ытлашши пулĕ. Хамăр тăвансен, пĕлĕшсен хушшинче усал шыçăпа чирлекенсене аса илтĕм. Шел, вĕсен хушшинче ачасем те пур. Акă кумсен юлташĕн хĕрачи иккĕре çеç-ха, унăн усал шыçă пуррине тупса палăртнă. Пурăнма пуçланă çеç вĕт-ха хĕр пĕрчи, никама та усал туман. Епле майпа чир çулăхнă ун çумне? Е тата урăх регионта пурăнакан пĕлĕшсем хăйсен тăванĕсем темиçе çул каялла 7-ри хĕрачине пытарнине каласа панине аса илтĕм. Шкула кай-машкăн ун валли сумка, хитре тум, пысăках мар кĕлеллĕ туфли туяннă. Вĕсене тăхăнса тантăшĕсемпе пĕрле парта хушшине хăвăртрах ларма ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах ÿт ракĕпе асапланаканскере авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен пытарнă, пирĕшти пек таса чунлăскере шкула кайма туяннă япаласемпех тупăка вырттарнă. Пĕртен-пĕр ачине çĕр айне чикнĕ чухне ашшĕ-амăшĕн чĕри епле çурăлса кайман-ши? Çырма- вулама вĕренесшĕн ăнтăлакан хĕрача никама та усал туман ĕнтĕ, шăпи çапла килсе тухнă.

Çак ачасене аса илтĕм те шартах сикрĕм. Хама алла илме тĕллев лартрăм. Эпĕ сывалатăпах тесе сипленме пуçларăм. Тухтăрсем мĕн хушнине йăлтах пурнăçлама тытăнтăм.

Çывăх çынсем хавхалантарчĕç

Хамăн чир пирки тăвансене пĕлтертĕм. Вĕсенчен нумайăшĕ мана лăплантарчĕ. Йăлтах йĕркеллĕ пулассине, эпĕ çак чире çĕнтерессине палăртсах тăчĕ. Операцие онкодиспансерăн кăкăр шыççисен уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Агафонкин онколог тухтăр турĕ. Манăн сывлăхпа, кăмăл- туйăмпа кăсăклансах тăчĕ вăл. Калама çук йывăр вăхăтра тухтăр çапла хавхалантарни пуç усма памасть. Пĕрремĕш тапхăрти, иккĕмĕшне куçма пуçланă усал шыçă пулнă манăн. Тавах Турра, хул айĕнчи лимфа тĕввисенче шыçă çук, метастазăсем пулма ĕлкĕреймен.

Ялан «больничнăй» илес мар тесе ĕçрен кайма заявлени çыртăм. Пенси укçи параççĕ вĕт. Хими сиплевĕ витĕр тухнăран çÿç тăкăнма пуçларĕ. Гормон эмелĕсем ĕçнĕрен хама япăх туйрăм. Çавăнпа репетитор пулса занятисем ирттерме те чарăнтăм. Вĕренекенсем мана яланах хитре курма хăнăхнă- çке. Уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшса çуллахи вăхăтра ялта пурăнтăм. Сусăр ывăла та пĕрле илсе кайрăмăр. Ăна мăшăр пăхрĕ, килти пĕтĕм ĕçе вăл пурнăçларĕ: апат пĕçерчĕ, çум çумларĕ, пахча çимĕç çитĕнтерчĕ. Упăшкана, тăвансене мана май килнĕ таран пулăшнăшăн тав тăватăп.

Паллах, онколог патĕнче шутра тăнăран тĕрĕслеве тăтăшах кайрăм. Шел, тепĕр çулталăкран çав кăкăртах каллех шыçă ÿсме тытăнни паллă пулчĕ. Иккĕмĕш хут операцие выртрăм. Ку хутĕнче шыçăпа пĕрлех кăкăра та касса илчĕç. Психологи тĕлĕшĕнчен питĕ йывăр пулчĕ. Хама сиплекен тухтăр сĕннипе онкодиспансерта иртекен сывлăх шкулне темиçе хутчен кайса килтĕм. Унта ман пек чирлĕ çынсем валли усăллине нумай каласа параççĕ. Çав шкула темиçе хутчен кайнă хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕм: кăкăр хитрелĕхĕ мар, пурнăç темиçе хут хаклăрах. Çывăх çынсемшĕн эпир сывă пулни пĕлтерĕшлĕрех. Тепĕр самант та кăшт лăплантарчĕ: рак малтанхи пекех 1-мĕшпе 2-мĕш тапхăрсен хушшинчи. Вăл сарăлманни те япăхах мар пуль тетĕп.

Халĕ унтанпа çулталăк ытла иртрĕ. Тухтăрсем йĕркеллех пулнине палăртаççĕ. Вĕсен сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса пурăнатăп: эрех- сăра ĕçместĕп, вĕри мунчана каймастăп, хĕвел çинче хĕртĕнместĕп.

 ЭСИР ПĔЧЧЕН МАР

Усал шыçăпа çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ-и? Çырăр [адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ]; электрон адрес: hypar1@ mail.ru; шăнкăравлăр [тел. 8-967-470-09-94].

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА хатĕрленĕ.

 


 

ЭПИР ТĔПЧЕРĔМĔР

«Вилĕ» кăлпасси тата тинĕс шăршисĕр пулă çинчен

Пасарта куртка туянма тăрсан хăйĕн таварне импорт тесе мухтакан сутуçа «Китайран пуль…» терĕм те — кÿренмерĕ, тÿррĕн хуравларĕ: «Халь мĕнле япала Китайран мар вара?» Çав çĕршыв ăслă технологисемпе пирĕнтен чылай мала кайнă пулин те Китайран тени пирĕншĕн «пахалăхĕпе япăх» тенĕнех илтĕнет. Хамăрăн пулман та — унтан чылай çул йÿнĕ тавар кÿнĕ, йÿнни вара, паллă, паха пулма пултараймасть. Çакă пĕтĕм сферăна пырса тивет. Çав шутра — ĕçме-çимене те. Лавкка-пасар сентрисем çинче пахалăхĕпе япăх апат-çимĕçшĕн кама айăпламалла? Китая кăна мар. Хамăрăннисем те тахçанах хаклине йÿннипе улăштарма вĕренсе çитнĕ.

 Хамăрăнне туянăр! Питĕ лайăх девиз. Хамăрăн тăк — пахалăхĕпе лайăх тесе шухăшлатпăр. Анчах яланах апла мар çав. Кăлпасси туса кăларакан предприяти ертÿçипе калаçатăп. Продукци пахалăхĕ пирки сăмах пуçартăм. Кăлпассире аш кăна мар — çакна хăй те пытармасть. Çаплах калать: «Ашран кăна тăвас тăк — пирĕн кăлпассие кам туянайĕ? Калăпăр, фермер сысна тушкине килограмĕшĕн 220 тенкĕрен кая сутмасть – вăт, шутласа пăхăр, кăлпасси миçе тенке кайса ларĕ?»

Ансат арифметика мелĕсене тĕпе хурса хирĕçлеме пăхатăп: килограмне 220 тенкĕпе туянсан мĕншĕн кăлпассин килограмĕ те 220 тенкĕ кăна мар? Ман çине айван çине пăхнăн тинкерет: «Тушкара шăмă тÿпи мĕн чухлĕ — ăна кăлар. Сăмах май, сыснан чĕрĕ виçинче таса аш тÿпи 70% ытларах кăна. Çав ашра та салă виçи пысăк – 24% таранах пулма пултарать. Хайхи шăмăсем — 11-13%, шăнăрĕсемпе кăмăрчакĕ — çур процент патнелле... Аша тирпейлени, персонал ĕçĕ, суту-илÿри хушма хак, ытти – вĕсене хуш, çапла вара таса ашран кăна пĕçерекен кăлпассин килограмĕ сахалтан та 600 тенке е унтан та ытларах кайса ларĕ!»

Кирек мĕнле бизнес та чи малтан тупăша мала хуни паллă. Акăлчан публицисчĕ Томас Джозеф Даннинг 19-мĕш ĕмĕртех каланă: 300% услам пулас тăк — çакассипе хăратсан та капитал кирек мĕнле преступлени тума хатĕр. Эпир калаçнă тепĕр специалист, хăй вăхăтĕнче аш-какай комбинатĕнче ĕçленĕскер, кăлпасси тĕлĕшпе шăпах çакă тÿрре тухнине палăртать. Пĕр комбинат пуçлăхне лайăх паллать те — вăл хăйĕн предприятийĕнче туса кăларакан продукцин анлă ассортиментĕнчи ливер кăлпассине кăна туянать иккен, ыттине çимест. Мĕншĕн тесен ăна мĕнле хатĕрленине лайăх пĕлет.

Çав специалист хăйĕн опытне аса илчĕ. Лайăх ашран хатĕрлекен кăлпассиренех сентре çинче выртнă май кăшт шĕвек тухни палăрнă. Туянакан унашкал çимĕçе илесшĕнех мар. Мĕн тумалла? Соя хушнă та — ку ыйту татăлнă. Кăлпассирен сысна шăрши кĕнине ĕне ашĕ хушса пĕтернĕ. Анчах ку кăлпасси тĕсне улăштарнă — тĕксĕмлетнĕ. «Çутатмашкăн» йÿнĕрех чăх ашĕ хушнă. Унтан продукци тутине вăйлатмалли хутăшпа, ароматизаторсемпе усă курма тытăннă.

Пĕлмесĕр каламасть ĕнтĕ: «Кашни аш-какай комбинатĕнчех пысăк укçа илекен уйрăм çын пур. Çук, ăна тар тăкса ĕçленĕшĕн мар, чĕлхине тытма пĕлнĕшĕн çапла лайăх тÿлеççĕ. Вăл хайхи хутăшсемшĕн яваплă. Хăйĕн савăчĕпе цеха тухать те хатĕр фарша кирлĕ чухлĕ çав хутăшсене чăмтарать, анчах кун пирки сăмах вакласа çÿремест…»

Çапла вара «юлашкинчен пирĕн кăлпассире сысна ашĕ юлмарĕпе пĕрех». Анчах продукци пăхма кăмăллă, тутипе лайăх тата… хаклă мар. Потребительсем хапăл тусах туянаççĕ. Паллах, пурăнса курнисем унччен, совет саманинче, кăлпасси пачах урăхлаччĕ теме пăхаççĕ, анчах вĕсен сасси илтĕнмест. Тĕрĕссипе, промышленноç производстви çак çулпа кайса, сахал тăкакланса пысăкрах услам тумалли меле суйласа илсе, унчченхи чăн кăлпассие тĕп турĕ. Шел, халь тин «вилнĕ ĕне сĕчĕ тутлăччĕ» темелли çеç юлать пуль.

Кăлпасси кăна пулсанччĕ! Сĕт нумаййипе ăна ытти региона ăсатакан республикăра сĕт тирпейлекен хăш-пĕр предприяти хăйсен продукцине хатĕрлеме ютран кÿрекен йÿнĕ пальма çăвĕпе, типĕ сĕтпе усă курнă тĕслĕхсем тăрă шыв çине тухрĕç те — мĕн тĕлĕнмелли?

Лавккара ĕçме-çиме туяннă чух ăна хăçан туса кăларнине пăхас йăла çук: сентре çинче мĕн пур — тытатăп та илетĕп. Пăхмалла иккен. Ĕнер холодильнике уçрăм та — пĕр вунă кун каяллах туяннă сĕт курупки ларать. Уçнă, анчах çурри — çаплипех. Сыпса пăхрăм — йÿçмен. Хăçан кăларнине пăхсан вара чутах кутăн кайса лараттăм. Чÿк уйăхĕнчех савăта тултарнăскер! Ĕнер сунă сĕт пек — тути па-чах та улшăнман. Çак сĕт мĕнле-ха «натуральнăй» пулма пултартăр?!

Е тата — чăх ашĕ. Дефицит саманинче пирĕн лавккасен сентрисем Буш тукмакĕсемпе туличчен чăх ашĕ унашкал тутăллă /тĕрĕсрех — тутăсăр/ пулма пултарни пирки эпир тĕлленмен те вĕт. Ял ачисем чăх ашĕн чăн тутине пĕлеççĕ-ха ĕнтĕ, анчах паян хула ачисенчен хăшĕсем унашкал аша тутанса та курман пуль. Халь лавккасенче сутаканни тĕпрен илсен тутипе чÿпĕк вĕт — ним тути çук.

Пулă пирки те çавнах каламалла. «Лайăх пулăран тинĕс шăрши кĕрет, — терĕ мана иртнĕ эрнере Шупашкарти Тĕп пасарти пулă уйрăмĕнчи сутуçă. — Вăрах выртнинчен е пăсăлма пуçланинчен кăна пулă шăрши кĕрет. Эсĕ ăна, пулла, куçран пăх. Куçĕ тăрă мар тăк, эппин, тахçанах тытнă пулă…» Эпĕ хальччен пулă шăрши кĕмен пулă туяннине астумастăп — «свежийне» пĕрре те курман-ши вара? Тинĕс шăршине илес тĕк — тинĕсре тытман пулăран ăçтан тинĕс шăрши кĕтĕр? Аквакультура тени паян хамăр çĕршывра та аталанать, анчах Раççее пулла Китайран нумай кÿни те вăрттăнлăх мар. Унта вара пулла çитĕнтерме синтезланă ÿсĕм гормонĕпе анлăн усă курни паллă. Тепĕр тесен, хайхи 300% услама асра тытсан хамăрăннисем те унашкал хутăшсемпе усă курмаççĕ тесе шантарса калама та йывăр.

Ĕçме-çиме ассортиментĕнче çăкăр уйрăм вырăн йышăнать — пирĕншĕн çăкăрсăр пуян кĕреке те чухăн пек. Хакне кура çăкăр производствинче услам хыççăн хăвалани усăсăр, унта хайхи хутăшсем валли тем тесен те вырăн çук пек. Анчах, çак кунсенче çăкăр пĕçерекен предприятисенчен пĕрин ертÿçипе курнăçма тиврĕ те, куçа уçрĕ — кунта та ĕç-пуç çивĕч-мĕн. Паха çăнăх хаклă, унпа кăна усă курсан çăкăр та хаклăрах пулĕ. Çакă вара пекарньăсене хайхи тĕрлĕ хутăшпа, маргарин йышши çусемпе анлăн усă курма хистет. Вĕсем япăх çăнăхран та кăпăшка та тутлă çăкăр пĕçерме май параççĕ иккен.

Пĕлекенсем суйма памĕç: республикăра çăкăр комбиначĕсем яланах хамăрăн тулла /унăн пахалăхĕ пур çĕрте те пысăк тееймĕн — фураж валли лайăх/ Краснодар тăрăхĕнче çитĕнтернĕ тырăпа хутăштарса авăртнă çăнăхран пĕçернĕ. Хĕвеллĕ кăнтăр тулли 30% кая мар пулмалла — çакнашкал йĕркене тĕпе хунă. Паян вара çак йĕрке вăйра-и, ăна хăш комбинатра пăхăнаççĕ — предприятисен ертÿçисем уççăн хуравласси пирки иккĕленетĕп. Краснодар тырринчен авăртнă çăнăхăн килограмĕ 29,5-30 тенкĕ тăрать, хамăр тырăран авăртни 21 тенкĕ — уйрăмлăхне туятăр пуль…

Малалла çырса каяс тăк — тата та шаларах кĕме те пулать. Хамăрăн тăрăхри хуçалăхсем, фермерсем юлашки çулсенче пысăк тухăçлă тулă çитĕнтереççĕ — маттур. Анчах çакă пур çĕрте те паха вăрлăхпа усă курнипе, агротехнологие çирĕп пăхăннипе сăлтавланманни те вăрттăнлăх мар. Пĕлĕшĕм пĕр фермер тĕш тыррăн пысăк тухăçĕпе мăнаçланни çинчен калать: «Малтан шарламарĕ-ха, пĕрле ларса çур литр пушатнă хыççăн вара чĕлхи салтăнчĕ — тырă ÿсĕмне хăвăртлатакан хутăшпа нумай усă курнине йышăнчĕ. Пурпĕр калать: «Ним япăххи те çук — ку бизнес вĕт!» — тет».

Николай КОНОВАЛОВ.

 


 

МУХТАВЛĂ ЕНТЕШСЕМ

Галина СОЛОВЬЕВА: Библиотекарь пулас шухăша виçĕ çул тĕрĕслерĕм

 Наци библиотеки ĕçлеме пуçланăранпа 150 çул çитрĕ. Çак тапхăрта унта пин-пин çын вăй хунă, тăван халăха çутта кăларма, çамрăксене, студентсене пĕлÿ çулĕ çине тăма, ăсчахсене аталанма пулăшнă. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Соловьева — асамлă çак керменте 35 çула яхăн ĕçлет. Галина Павловна паян — «Хыпар» хăни.

 БИОГРАФИРЕН

Галина Соловьева Тăвай районĕнчи Чутейре çуралса ÿснĕ. Вăл ертсе пынипе Наци библиотекин электрон вулавăшĕ, «Чăваш Енĕн культура еткерлĕхĕ» портал аталанса пырать, тавра пĕлÿ енĕпе ăслăлăх-тĕпчев ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, республикăри тата Раççей регионĕсенчи вулавăшсене методика тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿреççĕ. Галина Павловна — библиографи хатĕрĕсемпе электрон кăларăмсен авторĕсенчен пĕри. Вăл ертсе пынипе «Чăваш кĕнеки: 1961-1980» тата «Чăваш кĕнеки: 1981-2000» вырăсла-чăвашла каталог кун çути курнă. Чăваш Республикин Хисеп грамотине [2001], С.Янтуш медальне [2012], Н.Я.Бичурин орденне [2016] тата «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» астăвăм медальне [2020] тивĕçнĕ.

 — Галина Павловна, сан пирки тĕплĕнрех пĕлес килет. Библиотекарь профессине суйлани мĕнпе çыхăннă? Килтисенчен вулавăшра ĕçлекенсем пулнă-и?

— Çемьере вулавăшра ĕçлекен пулман. Аннем Екатерина Яклашкина ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хучĕ, «Кубнинский» совхозра пăру пăхрĕ. Хăйĕн ĕçне, питĕ йывăр пулсан та, юрататчĕ. Килĕшекен ĕçре çитĕнÿсем тума май пуррине аннен тĕслĕхĕ аван çирĕплетет, вăл темиçе медале, «Пилĕк çуллăх ударникĕ», «Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» ятсене тивĕçнĕ. Эпир, унăн тăватă ывăлĕ тата пĕр хĕрĕ, шкул хыççăн фермăна васкаттăмăр, юратнă аннене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Аттем Павел Яклашкин совхоз рабочийĕ пулнă. Сад ĕрчетме юрататчĕ. Килте те сад пурччĕ. Шел, çывăх çыннăмсем ир çĕре кĕчĕç. Халĕ тăван ялта пиччем Анатолий пурăнать. Библиотекарь ĕçне кăмăлласси тăван ялти пуçламăш классене вĕрентекен Дарья Юркинăран пуçланчĕ. Дарья Ильинична шкулти вулавăш библиотекарĕнче те ĕçлерĕ. Мана, шкул ачине, пĕр пÿлĕмри шкапсенчи кĕнекесем питĕ кăсăклантаратчĕç. Вĕсене вуласан темĕн çинчен те пĕлме пулать-çке. Çавăнпах питĕ нумай вулаттăм. Чутейри шкул хыççăн вăтам пĕлÿ илме хамăртан сакăр çухрăмри Тĕмере çÿрерĕм. Унта çĕнĕ профессисем илĕртме пуçларĕç. Вĕсенчен пĕри — воспитатель. Çапла алла аттестат илсен библиотекаре те, воспитателе те вĕренме ятарласа каймарăм, вĕсенчен хăшĕ ытларах килĕшнине тĕрĕслесе пăхас терĕм.

— Мĕнле майпа?

— Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн техника профессийĕн училищине вĕренме кĕтĕм, ăна пĕтерсен комбинатри пир тĕртекен фабрикăра ĕçлерĕм. Виçĕ çултан «пиçсе» çитрĕм темелле, Горький /халĕ Чулхула/ облаçĕнчи Борти культурă-па çут ĕç училищине библиотекаре вĕренме кĕтĕм. Кайран пĕлĕве куçăн мар майпа Хусан патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче туптарăм. Наци библиотекине, ун чухне вăл М.Горький ячĕллĕччĕ, 1986 çулта вырнаçрăм. 1993 çултанпа пай ертÿçинче ĕçлетĕп. Наци библиотеки — чăваш халăхĕн еткерлĕхĕ çинчен пичетленĕ пĕтĕм материала пухса, системăласа вулакан патне çитерекен учреждени. Унта ятарласа çак ĕçпе ĕçлеме «Чăваш кĕнеки» центр йĕркеленĕ. Эпĕ шăпах çав центрăн ертÿçи, унта пурĕ 10 çын вăй хурать.

— Ĕлĕкрех асăннă пай «Наци литературипе тавра пĕлÿ пайĕ» ятлăччĕ. Хăв ĕçлекен вулавăш пирки кăштах та пулин каласа кăтартсам…

— Библиотека тĕллевĕсенчен пĕри — вулакана тăван тăрăхпа паллаштаракан литературăпа çывăх-латасси. Наци библиотекин тавра пĕлÿпе наци литературин фончĕ регион пурнăçне çутатакан информаципе пуян, кунта 214928 документ, çав шутра 60677 экземплярĕ — чăвашла /«Кĕнеке палатин» фончĕпе пĕрле/. Библиотека çулсерен çĕнĕрен пичетленекен пиншер кĕнекепе пуянланать. «Чăваш кĕнеки» центрăн информаци çăл куçĕнче — 80 пин ытла кĕнеке, хаçат-журнал, микрофильмсем, сидиром, аудиопа видеодокументсем. Наци литературипе, хăть те хăш вăхăтра та, кирек ăçта пурăнсан та, усă курма тивĕçлĕ майсем туса парасси — паян пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев. Хамăрăн пĕтĕм фонда электронлă каталога кĕртсе вулакан патне çитертĕмĕр. Çак ĕçе эпир Раççейри тĕп библиотекăсенчен малтан пурнăçларăмăр. Чăваш кĕнекипе паян библиотека залĕнче кăна мар, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнсан та, интернет урлă килтен, ниçта тухмасăрах паллашма пулать. Электронлă вулавăша йĕркелени вара тулли текстсене те вулама май парать.

— Электронлă вулавăш терĕн-ха. Пуян-и вăл?

— Паянхи кун тĕлне унта — 40 пине яхăн документ, вĕсенчен 22 пинĕшне уççăнах вулама пулать. Ăна, паллах, автор прависене пăхăнса йĕркеленĕ. Унта — илемлĕ литература хайлавĕсем, тĕрлĕ темăпа çырнă кĕнекесем, диссертаци автореферачĕсем, хаçат-журнал, статьясем, юрă-кĕвĕ нотисем, карттăсем…

— Вулакансене кăсăклантарас, чăваш кĕнекине анлăрах сарас, вĕсемпе усă курма меллĕ майсем туса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ интернет проект хатĕрлетĕр.

— Вĕсенчен пĕри — «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке». Коллекцие вун саккăрмĕш ĕмĕр варринчен пуçласа тухнă тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литературăн чи паха та сумлă хайлавĕсем кĕреççĕ. Çеçпĕл Миш-шин, Константин Ивановăн, Ухсай Яккăвĕн, Илпек Микулайĕн, Куçма Турханăн, Юрий Сементерĕн тата ытти вун-вун çыравçăн хайлавĕсем чăваш литературин ылтăн фондне вырнаçса юлчĕç. Паян унта чăвашсен 100 çыравçин 205 произведенийĕ, вĕсенчен 128-шĕ — чăвашла, ытти — вырăсла куçарнисем. Хăш-пĕр хайлава вулама кăна мар, итлеме те май пур. 2019-2020 çулсенче чăваш артисчĕсем вуланă произведенисен вăхăчĕ 28 сехете яхăн. Кăçал ĕçе малалла тăсасшăн. Ăна «Чăваш Республикинче вулава аталантарма пулăшасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пыратпăр. 88 хайлава итлеме пулать. Тăван чĕлхепе культурăна юратакан, чăвашлăха аталантарма тăрăшакан кашни çыннăнах çак кĕнекесене вуласа тухмалла е итлесе тавра курăма анлăлатмалла пек туйăнать.

— Санăн пуçарăвупа хатĕрлекен «Çулталăк кĕнекине» те палăртса хăвармаллах. Унăн та электронлă верси пур-çке.

— Çапла, электронлă календарь учрежденисемпе уйрăм çынсене ĕç кунне йĕркелесе пыма пу-лăшать. Кунта республикăри предприятисемпе организацисем, паллă пулăмсем çинчен тата Чăваш Ен историйĕнче, политикипе хуçалăх аталанăвĕнче, культурăпа наука пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсем çинчен информацисем вырнаçтарнă. Кун кĕнекинче архив материалĕсем те пур. Библиотекăн тепĕр пысăк проекчĕ — «Чăваш Енĕн культура еткерлĕхĕ» портал. Вăл чăваш халăх историйĕпе тата ăс-хакăл культурипе паллаштарать. Унта руна тапхăрĕнчи авалхи чăваш çырулăхĕ, çĕнĕ çырулăхăн аталанăвĕ, чăваш ячĕсем, чĕлхе çинчен каланисем, чĕлхене сăвапласа çырнă сăвăсем, халăх сăмахлăхĕ вырăн тупнă. Виртуаллă /электронлă/ куравсем те вулакансене информаципе тивĕçтерес ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ.

— 2020 çул кирек хăш тытăмра ĕçлекеншĕн те чăрмавсем, йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Вула-вăш ĕçченĕсем, епле ирттерсе ятăр ăна, мĕнле ĕçсем пурнăçлама мехел çитертĕр?

— Пĕлтĕр, «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтри произведенисене тĕпе хурса «Литературăллă Чăваш Ен: çĕр çуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» вулакансен референдумне ирттертĕмĕр. Унта, чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланăскерте, Александр Артемьевăн «Салампи» романĕ çĕнтерчĕ. Пысăк уяв ячĕпе çавăн пекех «Чăваш Республики: 100 çуллăх летопиçĕ» виртуаллă проект хатĕрлерĕмĕр. Вулавăшăн, ăслăлăх тата архив учрежденийĕсен çăл куçĕсемпе усă курса йĕркеленĕскер, Чăваш Ен аталанăвне, кун-çулне уçса пачĕ. Юбилейпе çыхăнтарнă онлайн-лекцисем те пулчĕç.

— Галина Павловна, «Чăваш кĕнеки» центр пурнăçлакан ĕçсем çинчен тем вăхăт каласа, тем чухлĕ çырса кăтартма пулать. Пирĕн вара хăв пирки те пĕлес килет. Библиотекăра ĕçлеме пуçланă самантсем аса килеççĕ-и?

— Паллах. Эпир, ялта çуралса ÿснĕ ачасем, республикăн паллă çыннисене — писателĕсене, искус-ство деятелĕсене, художникĕсене — питех курса кайман. Çавăнпа библиотекăри пĕрремĕш мероприяти, вăл Александр Кăлкан çыравçăпа иртнĕччĕ, уйрăмах асра юлчĕ. Кăлкан пек шап-шурă çÿçлĕскер хăйне питĕ йăваш, кăмăллă тытни питĕ- питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Тавра пĕлÿ пайĕн пуçлăхĕ Людвига Виссарова нумай пулăшрĕ ун чухне. Пирĕнтен аслăрах ĕçтешсенчен те — Людмила Ивановăпа Людмила Павловăран — чылай вĕрентĕм эпĕ.

— Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕн?

— Ĕçре пачах çук вăл. Библиотекăра «Асамлă тĕрĕ» кружок ĕçлет. Ăна чи малтан Евгения Жачева ертсе пыратчĕ. Чăваш тĕррине тĕрлеме шăпах унран вĕрентĕм. Халĕ килте чун ыйтнă чухне алла йĕппе çип тытатăп. Хам ăсталанă ал шăллисем те, салфеткăсем те пур. Ытларахăшне парнелеме хатĕрлетĕп. Çекĕлпе те çыхатăп. Кĕнеке вулама юратман библиотекарь çук пулĕ. Юлашки çулсенче вĕсене итлеме кăмăллатăп. Ĕçре компьютер умĕнче ларса куç ывăнать, çавăнпа аудиокĕнекесем итлетĕп. Чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе вăхăтра паллашса тăратăп. Хаçат-журналпа, тĕрлĕ кă-ларăмпа тăван ялти библиотекăна та тивĕçтеретĕп. Хама панисене парнелетĕп. Ялти пиччене хаçат çырăнса паратăп. Шăллăм çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.

Коронавирус амакĕччен бассейна, гимнастика тата йога занятийĕсене çÿреттĕм. Пандеми часрах иртсе кайтăрччĕ. Спортзала çÿрес килет.

— Çемье пысăк-и? Мăшăру мĕн ĕçлет?

— Володя — автобус водителĕ. Муркаш районĕнчи Патаккассинчен вăл. Апат пĕçерме питĕ ухата. Эпĕ ĕçрен таврăннине çывăх çыннăм ытларах чухне сĕтел çинчи тутлă апатпа кĕтсе илет. Хуняма патне кайсах çÿретпĕр, вăл пĕччен пурăнать. 87 çулта пулсан та пире тĕрлĕ кукăль пĕçерсе хăналама юратать. Темиçе çул каялла унти садра çĕнĕ йывăçсем лартрăмăр. Вĕсем мĕнле çитĕннине сăнама юрататăп. Ывăл Сергей коопераци институтĕнче вĕренчĕ, унăн икĕ ывăл — Илюшпа Павăл. Ывăл хăйĕн çемйипе уйрăм пурăнать. Мăнуксемшĕн тунсăхлатпăр, çавăнпа вĕсемпе тĕл пулнă самант маншăн — чăн-чăн телей, савăнăç.

— Тус-юлташ нумай-и?

— Чи çывăх тантăшсем библиотекăра кăна мар. Хăй вăхăтĕнче пĕрле вĕреннисемпе те, тăван ялтисемпе те çыхăну тытатăп. Час-часах курнăçаймастпăр, хутшăнаймастпăр ĕнтĕ, анчах телефонпа калаçсах тăратпăр.

— Тăван ял хăй патне туртать-и?

— Чутее кайсах çÿретпĕр, унта çывăх тăван сахаллансах пырать.

Надежда СМИРНОВА.

 


 

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

«Шанăçа тÿрре кăларатпăрах»

Хресчен-фермер хуçалăхĕсене аталантарма май туса паракан «Агростартап» программăпа ялсенче кăçал та усă курма пултараççĕ. Гранта 2020 çулта тивĕçнисенчен пĕри Вăрнар районĕнчи Геннадий Спиридонов 3 млн тенкĕлĕх грантпа еплерех усă курнипе паллаштарать.

— Чикĕ леш енче туса кăларнă Дойц Фар трактора 4,580 млн тенкĕ парса туянтăмăр. Хамăр ĕçлесе илнине 1,5 млн тенкĕ хушрăмăр. 110 лаша вăйĕллĕ, кустăрмаллă, çĕре сухалама-кăпкалатма, ял хуçалăх культурисене акма, груз турттарма, ытти ĕçе пурнăçлама питĕ меллĕ. Манăн иртнĕ çулсенче туяннă трактор-машина тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пур. Хресчен-фермер хуçалăхне налук инспекцийĕнче хам хушамат-ятпах шута кĕртнĕ.

Грант илессишĕн документсем хатĕрлеме камсем пулăшрĕç?

— Эпĕ малтан Вăрнарти совхоз-техникумран, каярахпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, Вăрнар районĕнчи «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативне 2003 çултанпа ертсе пыратăп. Çавăнпа вĕсене пухнă чухне кăткăс ыйту нумай пулмарĕ. Бизнес-проекта «Агро-Инновацисем» предприятипе пĕрле хатĕрлерĕмĕр.

«Агростартап» программăна пилĕк çул хушшинче пурнăçламалла. Малалла аталанма шухăшлатăр-и?

— Производствăна пысăклатма тĕллев лартасшăн. Чăн та, хресчен-фермер хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр сарма йывăр. Çавăнпа «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăнса грантпа ферма тăвасшăн.

— Хăш культурăсене акса çитĕнтертĕр?

— Тырă, горчица, çĕр улми... Тухăçĕ лайăх пулчĕ, сутлăх хакĕ те начар мар. Çĕр ĕçĕнчи тăкака саплаштарса тупăш та илетпĕр. Трактор хакне виçĕ-тăватă çултан саплаштаратпăрах. «Агростартапа» хутшăнакансене грантпа усă курса çитĕнÿ тума сĕнетĕп, каялла чаксан субсидие патшалăха тавăрса пама тивет. Фермера вăл пĕчĕк мар пулăшу парать. Шанăçа тÿрре кăларатпăрах. Тар кăларсах ĕçлеме тивет.

Юрий МИХАЙЛОВ.

 


 

Куçа-куçăн

Олег Николаев историе «Хыпарпа» çырас кăмăллă

«Пултарулăхăр çăл куç пек тапса тăтăр» — çапла каласа пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун «хыпарçăсемпе» ирттернĕ, «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ тĕлпулăва.

«Хыпар»

Олег Алексеевич 115 çулхи хаçатăн пĕлтерĕшне, вăл пысăк ĕç пурнăçланине лайăх туять — пире хамăрăн ĕçе малашне те юратса пурнăçлама сунчĕ. Çав шутра влаçа критиклеме те именмелле мар: «Эпир пурнăçлакан ĕçе эсир, журналистсем, урăхларах, тиркевлĕ куçпа хаклани вулаканшăн интереслĕ кăна мар, пирĕншĕн те усăллă».

Калаçăва информполитика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина та хутшăнчĕ. Вăл регион ертÿçи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе çапла çавра сĕтел хушшинче хутшăннин форматне пысăка хурса хакларĕ, республикăн чи ватă /лайăх пĕлтерĕшпе/ периодика пичет кăларăмĕн ĕçченĕсемпе паллашма хавас пулнине палăртрĕ.

Издательство çурчĕн директорĕ Татьяна Вашуркина регион ертÿçине парне, сăн ÿкерчĕксен альбомне, пачĕ. Унта — «Хыпарăн» 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче тухнă пирвайхи номерĕн, «хыпарçăсен» тĕрлĕ çулхи ÿкерчĕкĕсем. Тата — Олег Николаев пире панă интервьюсем. Альбом тулли мар-ха — пушă страницăсем пур. Олег Алексеевич çакăн сăлтавне тÿрех ăнланчĕ: «Малалли историе пĕрле çырăпăр».

Хăй те тĕлпулăва пушă алăпа килмен: хайхи историн черетлĕ страници теме те пулать — республика Пуçлăхĕ Издательство çурчĕн ĕçченĕсене наградăсемпе чысларĕ. Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне халалланă медальпе мăнаçланакан журналистсен йышĕ хушăнчĕ: Маргарита Ильина, Валентина Багадерова, Ирина Клементьева, Роза Власова. Вĕсене тата ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ Лена Атамановăна саламланă май Олег Алексеевич журналистсенчен кашнинех республика аталанăвĕшĕн тăвакан ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕ.

2020 çул хаклавĕ

Унтан вара тĕлпулу пресс-конференцие çаврăнчĕ — регион ертÿçинчен ушкăнпа интервью илтĕмĕр. Тĕп редактор Татьяна Вашуркина иртнĕ çула пĕтĕмлетме ыйтрĕ, вăл ансат пулманнине кура Олег Николаевăн кăмăлĕпе кăсăкланчĕ: премьер должноçне тепĕр çынна шанса пулăшуçă çине таянасшăн мар-и? Унашкал шухăш çук, терĕ Олег Алексеевич, ĕçе малашне те хальхи пекех — харăсах икĕ должноç йышăнса — йĕркелесе пырасшăн. Иртнĕ çул çăмăл пулманни вара куçкĕрет: ку чи малтанах «ахаль те йĕркелесе çитереймен ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе хушма йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ».

Апла пулин те 2020 çула ытти çулпа, Чăваш Енри лару-тăрăва ытти регионти ĕçсемпе танлаштарнă май вăл çулталăка япăх тесе хакламасть. Кирек мĕнле пулсан та промышленноç анса ларман — виçĕм çулхин 99% ытларах шайне çитме пултарнă. Бюджета пурнăçлас тĕлĕшпе те палăртнине ирттерсех тÿрре кăларнă. 2019 çулхипе танлаштарсан тăкаксене 26% чухлех ÿстерме пултарнă. Çав шутра Шупашкарта «виçĕ кĕпер» ятпа паллă çула федерацин хушма укçине илсе юсама май килнĕ.

Çапла, хăш-пĕр проект пурнăçланман — унсăр мар. Калăпăр, Шупашкарăн кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнче садик тума палăртни. Ăна тăвайман — федераци бюджетĕнчен илме пултарнă 86 миллион тенке çухатнă теме пулать, анчах ун вырăнне тепĕр çĕрте ача сачĕ çĕкленĕ. Тепĕр тесен, хайхи миллионсене те тавăрма пулать-ха: Раççей Çут ĕç министерствипе калаçнă — кăçал ĕçсене пурнăçласан укçапа пулăшма шантараççĕ. Мускав республика валли уйăрнă, пĕлтĕр усă курмасăр юлнă 1,8 миллиард тенкĕрен çак укçа шăпи кăна тĕтреллĕ темелле, ытти укçана йăлтах контрактланă — вăл çухалмасть. Çав шутра — троллейбуссем туянмалли 1,073 миллиард тенкĕ. Пĕтĕмпе 68 троллейбус кÿмелле пулнă, 10-шне кăна илсе килсе ĕлкĕрнĕ. Ĕпхÿри троллейбус завочĕ панкрутлăх процедурисене пула чарăнса ларни чăрмантарнă. Анчах халь хушма килĕшÿсем тунă, тата 58 троллейбус çитес уйăхсенче килмелле.

Тата 291 миллион тенкĕ усă курмасăр юлни БОСри ĕçсемпе

çыхăннă. Унти шламонакопительсене рекультиваци тума ятар-

лă вак чул кирлĕ, ăна Атăл тăрăх кăна илсе килме пулать. Ка-

рьер харăсах ун чухлĕ чулпа тивĕçтереймен, кайран вара Атăл

çинчи навигаци хупăннă… Юхан шыв çулĕ уçăласса кĕтме тивет.

Юлнă ытти 1,3 миллиард тенкĕ — республика укçи. Вăл,

паллах, пĕтмест — кăçал ĕçе кайĕ. Олег Алексеевич чи мал-

танах тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе

тивĕçтерейменшĕн пăшăрханать. Укçа, 200 миллион тенкĕ пат-

нелле, пур, анчах хваттерсем пулман. Тĕрĕсрех, укçа çулталăкăн

иккĕмĕш çурринче килнĕ, анчах строительсем хваттерсене мала-

рах сутса пĕтерме ĕлкĕрнĕ. Çийĕнчен пĕлтĕр пандемипе çыхăн-

нă лару-тăру çурт-йĕр рынокĕнчи «хаксене пăсса ячĕ». Ыйту та-

тăлмалла, ЧР Пуçлăхĕ асăннă категорисене кăçалхи пĕрремĕш

кварталтах хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессине çирĕплетрĕ.

Пысăк тата пĕчĕк проектсем Çак йĕркесен авторĕ те экономика темине тăсрĕ — инвестицисемпе кăсăкланчĕ: пысăк проектсем пур-и, Çĕнĕ

Шупашкарта биопластик туса кăларассипе çыхăннă, Чă-

ваш Енĕн çĕнĕ историйĕнче пулман виçелĕх — 60 миллиард

тенкĕлĕх — производство йĕркелесси тÿрре тухĕ-и, Европăна

Китайпа çыхăнтармалли магистралĕн республика урлă иртмел-

ли сыпăкĕн строительствинчен регион дивидендсем илейĕ-и?

«Химпромри» биопластик производстви — чăннипех питĕ пы-

сăк проект. Вăл тÿрре тухасси пирки Олег Николаев нимĕн чухлĕ

те иккĕленмест. Химкомбинат юлашки çулсенче «чÿречесĕр

пушă корпуссене те ĕçе кĕртсе пынине» кура — пушшех. Биопла-

стик проекчĕ химкомбинат территорине тĕпрен çĕнетĕ. Чăн та,

вăл хăвăрт пурнăçламалли проект мар — вăхăт иртĕ.

Анчах, Олег Алексеевич шучĕпе, экономика аталанăвне çак-

нашкал пысăк пĕр проектпа кăна çыхăнтарни вырăнсăр. Пире ну-

май проект кирлĕ. Вĕсене республикăн социаллă пурнăçпа эко-

номика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă. Çав

шутра — экопаркра, агропаркра, ытти площадкăра тÿрре кăлар-

малли пысăк мар проектсем. Бизнес валли хăтлă условисем

йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ çăмăллăх предпринима-

тельлĕхе вăй патăр. Предпринимательсен бизнес-проекчĕсене

тимлĕх кирлĕ. Вĕсене вĕрентмелле, пуçарăвĕсене хакламалла,

пурнăçлама пулăшмалла — продукцие экспорта ăсатма пулăшас-

си таранах. Çапла тусан тин чăн аталану пулĕ.

М-12 дивиденчĕсем

М-12 автотрасса строительстви вара Чăваш

Еншĕн кăна мар, çĕршывсен шайĕнчи пы-

сăк проект. Магистралĕн 95 километрлă

сыпăкĕ Чăваш Ен урлă иртĕ. Республика унăн строительствин-

чен усă курма тивĕç. Ку енĕпе регион ертÿлĕхĕ çине тăрса ĕçлет.

Олег Николаев хăй кăна Росавтодор представителĕсемпе виçĕ

тĕлпулу ирттернĕ, транспорт, строительство, çут çанталăк ре-

сурсĕсен министрĕсем генподрядчик представителĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ.

Малтан строительство штабне Хусанта кăна йĕркелесшĕн

пулнă, республика ертÿлĕхĕ çине тăнипе ăна Чăваш Енре те

туса хунă. Çак штаб строительство вĕçленичченех, 2024 çулччен

ĕçлĕ, ку вара, паллах, строительствăпа çыхăннă çивĕч ыйтусене

татса парассине ансатлатĕ. Çав шутра — ĕçе Чăваш Енри субпо-

дрядчиксене явăçтарасси, кунти стройматериалсемпе усă курас-

си. Сăмах хăйăрпа тăпра пирки кăна мар: металл, асфальт, бетон

— çул-йĕр строительствинче тем те кирлĕ. Е тата — хăйăра, тă-

прана ял хуçалăх тĕллевлĕ лаптăксенчен мар, çырмаллă-мĕнлĕ,

усă курман вырăнсенчен турттарасси. Хăйăр илнĕ вырăнсенче

тем пысăкăш-сарлакăш шăтăксем ан юлччăр, çав вырăнсене ре-

культивацилемелле тата ытти те. Пĕр сăмахпа, хайхи штабпа

ĕçлесе пĕрле татса памалли ыйту пайтах.

Строительство вĕçленсен те магистраль республикăна усă

кÿтĕр. Трасса çумĕнче тивĕçлĕ инфратытăм кирлĕ — автозаправ-

кăсенчен тытăнса кафесем таранах. Çакă та бизнесшăн меллĕ

пулĕ. Олег Алексеевич строительствăшăн яваплă тытăмсен

представителĕсене сĕнÿ пани пирки те каларĕ: автоçул тĕрлĕ

регион урлă иртнине кура çул хĕррипе наци кухнисен апачĕпе

сăйлассине йĕркелемелле, наци сувенирĕсене сутма та пулать.

Пуçарăва ырласа йышăннă, ку магистраль хăйне евĕрлĕхĕ пулĕ.

Шыв — пурнăç

Пĕлтĕр Олег Николаев Владимир Путинпа видеоконфе-

ренцмелпе çыхăнса републикăри ĕçсене сÿтсе явнăччĕ

— кăнтăр енчи районсене шывпа тивĕçтермелли водово-

да туса пĕтермешкĕн пулăшу ыйтнăччĕ. Çав ыйту шăпи мĕнле-

рех? Ĕçе пуçăннă, терĕ Олег Алексеевич, халь проект ĕçĕсем

пыраççĕ. Кăçалах пăрăхсем хывма пуçласшăн, пĕтĕмпех йĕр-

келлĕ пулсан хăш-пĕр яла çитес çул таса шыв çитĕ. Анчах

ĕçмелли шыв ыйтăвĕ ытти районшăн та кăтартуллă. Пĕлтĕр Шу-

пашкар çумĕнчи Чантăра шыв панă, Улатăра, Пăрачкава та таса

шыв кирлĕ. Тĕллев — кашни яла паха шывпа тивĕçтересси, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Çавăн пекех каяш шывсем тĕлĕшпе те ĕçлемелле. Хальччен

ку енĕпе çирĕп политика пулманни куçкĕрет. Канаш районĕнчи

Шăхасанта, авă, тасатакан хăватлă сооружени хута янă. Ял пы-

сăк мар, «халь «ытлашши» хăватлă об±екта тытса тăраймаст-

пăр тесе макăрса çÿреççĕ». Çавăнпа та пур енĕпе те тĕплĕ шут-

лани кирлĕ, çĕнĕ технологисемпе усă курмалла — çакă тăкаксене чакарĕ.

Çивĕч тепĕр ыйту — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи

пассажирсене илсе çÿрекен транспорт. Çивĕчлĕх пуррине реги-

он ертÿçи лайăх пĕлет. Çийĕнчен хăй те автомобиль рулĕ умне

час-часах ларнине кура çак хуласен хушшинче маршруткăсем

мĕнлерех çÿренине курать те — «çÿç-пуç вирелле тăрать». Ун

шучĕпе, ыйтăва икĕ хулан пĕрлехи маршручĕсене йĕркелесе

татса памалла. Çав вăхăтрах çын пĕр билетпах çитмелли çĕре

çитме пултартăр. Кун пирки транспорт министрĕпе те, хуласен

пуçлăхĕсемпе те калаçнă — çивĕчлĕх сирĕлмелле: «Тата кăштах тÿсĕр…»

Ял шăпи

«Хыпарçăсем» — ялтан тухнă халăх, çавăнпа та пире ял

шăпи уйрăмах пăшăрхантарать. Надежда Смирно-

ва хăйĕн тăван ялĕпе кÿршĕллĕ ялта пĕлтĕр 25 çын

çĕре кĕни пирки каларĕ, пĕр ача та çуралман: «Çамрăксем ялта

юлччăр тесен мĕн тума пулать?»

Олег Николаев та ялшăн чунтан кулянни куçкĕрет, çапах, ун

шучĕпе, яш-кĕрĕме ялта хăварас тени тĕрĕс мар — вĕсен вĕрен-

ме каймалла вĕт-ха, професси илмелле. Кайран вĕсене яла та-

вăрасси — урăх ыйту. Чи малтанах ялти пурнăçа çамрăксемшĕн

илĕртÿллĕ тумалла. Унти условисене хуларипе танлаштар-

ни ку енĕпе пулăшма тивĕç. Ял ипотеки пысăк тĕрев пулмал-

ла: «Раççейре çак ипотекăна валеçме тытăнсан эпир 1 милли-

ард тенкĕ кредит памаллине палăртнăччĕ. 1,1 миллиард тенкĕ

валеçнĕ те ĕнтĕ. Çийĕнчен республикăра нумай ачаллă çемье-

семшĕн ипотека ставкине 0,1% таран чакартăмăр».

Республикăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне кашни ял тăрăхне

100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарни те хăйне евĕрлĕ утăм

пулчĕ: «Пĕчĕк 1915 проекта пурнăçланă — питĕ интереслĕ пуçару.

Халь ял тăрăхĕсенче тата мĕн тума пулать тесе шутлаççĕ — усăл-

лă пулчĕ». Яла аталантармалли проектсем татах пулĕç: садик-

сем, таса шыв, çулсем… — ĕçлемелли пайтах. Çакă ялсенчи

пурнăçа хăтлăрах тума май парать, ялта пурăнас текенсем ытларах пулĕç.

Тепĕр енчен, республика пысăк мар, транспорт çÿревĕ йĕр-

келлĕ пулсан çынсем ялта пурăнса хулана ĕçлеме çÿремешкĕн

пултараççĕ — çакна та сивлемелле мар. Çапах ĕç вырăнĕсем

ялта ытларах кирли те куçкĕрет. Ку енĕпе тивĕçлĕ утăмсем пур.

Пĕлтĕр ялсенче çĕнĕ производствăсем йĕркелемелли, пурри-

сене вăй памалли 336 инвестпроекта пурнăçланă, хуçалăхсем,

фермерсем çăмăллăхсемпе усă курса çĕнĕ техника чылай туян-

нă, çакăн валли бюджетăн 4 миллиард ытла тенкине тăкакланă.

Тепĕр ыйту та ялпах çыхăнчĕ: яш-кĕрĕм кану кунĕсенче хула-

ран яла таврăнать, анчах культура çурчĕсем, клубсем кану кунĕ-

сенче ĕçлемеççĕ — çамрăксем ниçта кайма аптраççĕ… Олег Ни-

колаев кун пирки те пĕлет. Культура çурчĕсем нумай мероприя-

ти ирттереççĕ, анчах — кăнтăрла, ĕç кунĕсенче. Халăх вара çав

вăхăтра ĕçре, çынсен пушă вăхăчĕ — каçхине, кану кунĕсенче.

Çак ыйтăва Культура министерствипе сÿтсе явнă, кану вырăнĕ-

сене шăматкун-вырсарникун та ĕçлеттерес тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах улшăнусем пулĕç.

Чĕлхемĕр — чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхине ачасене садикренех вĕрентмелле тенипе те

Олег Алексеевич туллин килĕшет. Хăй ялти пĕр садикре

пулнине аса илчĕ: вăл чăвашла калаçать, ачасем те унпа

тăван чĕлхепех пуплеççĕ, воспитательсем вара ыйтусене пикен-

сех вырăсла хуравлаççĕ… «Çапла пулсан эпир чăвашла кĕнеке-

сем кăларнин, ытти ĕçĕн усси пулмĕ», — татăклăн каларĕ респу-

блика Пуçлăхĕ. Ун шучĕпе, ачасем пĕчĕкрен чăвашла калаçсан,

чăваш юрри-кĕввине итлесе, чăваш йăлисене чуна хывсан ÿссен

кăна чăваш пулса упранса юлма пултарăпăр.

Ку чăваш тĕррине те пырса тивет. Чăваш тĕррин кунне уяв-

лассине çирĕплетнĕ май вăл чăваш тĕррин шкулне йĕркелес-

сине пуçарни те хамăрăн йăла-йĕркене упрассипе тÿррĕнех

çыхăнни çинчен каларĕ. «Ялсенче ĕлĕкрен ларма çÿренĕ. Улах-

ра тĕрленĕ, юрланă, пĕр-пĕринпе хутшăннă. Халь, калăпăр, би-

блиотекăсене çÿреччĕр — унта тĕрлеме, тĕрре вĕренме пулать.

Çакă та — халахăмăрăн генсен шайĕнчи тарăн астăвăмне çирĕ-

плетни», — терĕ Олег Алексеевич.

Журналистсем çакнашкал тĕлпулусенче тем тĕрлĕ темăна та

хускатаççĕ, хăйсене пырса тивекен ыйтусене кăна памаççĕ. Сă-

пайлă. Ку хутĕнче вара çавнашкал ыйту та пулчĕ. Тĕрлĕ сфе-

рăра ĕçлекенсен хăйсен хисеплĕ ячĕсем пур, МИХсен предста-

вителĕсен кăна — çук. Тава тивĕçлĕ пулсан — культура ĕçченĕ…

Сăмах май, чылай регионта хаçат-радио-ТВ ĕçченĕсен хăйсен

тава тивĕçлĕ ячĕсем пур. Олег Николаев шучĕпе, кун пирки шу-

хăшласа пăхмалла — журналистикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хи-

сеплĕ ятне туса хурас ыйтăва тишкерме хăйĕн Администрацийĕн

ертÿçине сĕнмешкĕн çийĕнчех хушрĕ.

Чутай характерĕ

Хăйне пайăррăн пырса тивекен ыйтусем те пулчĕç. Калă-

пăр, Чутай характерĕ — мĕнлерех вăл? Тÿрех хуравла-

ма та аптрарĕ — калаçăва малтанах шÿте çавăрчĕ: «Ман

çине пăхăр та — Чутай характерне куратăр…» Унтан уçăмлатрĕ:

«Атте эпĕ 7 çулта чухнех çĕре кĕнĕ те — асаттепе çитĕннĕ, унпа

нумай калаçнă. Вăл калатчĕ: «Хĕвелпе пĕрлех вăранса тăрсан,

унпа пĕрле кăна çывăрма выртсан тин сĕтел çинчен çăкăр та-

тăлмĕ, çурт-йĕр çирĕп пулĕ». Пăлхарсем вăрмансене кайса пур-

нăç йĕркеленĕ вĕт. Асатте те Хĕрлĕ Чутайсем вăрман касса уй-

сем туни çинчен каласа паратчĕ. Харсăр пулнă — характер тени çакăнта пуль…»

Критикăна мĕнле йышăннине те уçăмлатрĕ: «Вăл пулмасан

хама япăх туятăп — унсăрăн çĕртен уйрăлса каясси те часах.

Эпир вăл е ку пулăма пĕр енчен куратпăр, урăх çын тепĕр ен-

чен пăхса тивĕçлĕ канаш пани вара мана çав пулăм пирки çĕнĕ пĕлÿ парать».

Ĕç мăй таран пулин те — кĕнеке вулама вăхăт тупать. Нума-

ях пулмасть вулани — Перекет банкĕ пуçарнипе пичетленекен

ярăмри «Будущее разума» кĕнеке. Искусствăлла интеллект çин-

чен. Хăйĕн кĕçĕн хĕрне /«9 çулта пулин те вăл маншăн çав-çавах

пĕчĕк-ха»/ кĕнеке вуласа пама та ерçеет: «Куллен 30-шар страница вулатпăр».

Республика Пуçлăхĕн должноçĕнче вара чăннипех çĕкленÿллĕ

кăмăлпа ĕçлет. Маларах таçта та ĕçлеме тивнĕ пулин те ăна кунта

кичем мар. Хăйĕн çывăх ĕçтешĕ тата тусĕ Анатолий Аксаков Му-

скавра, ытти çĕрте иртнĕ тĕлпулусенче пĕрре кăна мар каланине

те аса илчĕ: «Ăна Чăваш Енре ĕçлеме сĕнĕр кăна — тÿрех пăрах-

са пырĕ. Чăваш Ен патриочĕ вăл». Чăннипех çапла-мĕн: «Кунта

пурăнас, кунта ĕçлес килет. Географи вырнаçăвĕ тĕлĕшпе кăна

та мар: хăтлă республикăра пурăнас килет — кунта ачасене çитĕ-

нтересчĕ, асатте-асаннесен вил тăприне пуç тайса пурăнасчĕ».

Калаçу вĕçĕнче «эпир сире нумай ыйту патăмăр, тен, сирĕн

хăвăрăн та пирĕнтен ыйтмалли пур?» тени вара Олег Алексе-

евичшăн кĕтменлĕх пулчĕ ахăр. Çапах журналистсем шÿтлесе

«эсир хатĕрленсе килмен иккен» тенине кулса йышăнчĕ: «Эпĕ манран ыйтнине хăнăхнă».

 Николай КОНОВАЛОВ

 


 

ВĔРЕНТŸ

Медалистсенчен ытларахăшĕ Мускаври аслă шкулсене суйлать

 Кăрлачăн 18-мĕшĕнче Етĕрнери 3-мĕш шкула çитсе куртăмăр. 32 градус сивĕ пулнăран пĕлÿ çуртĕнче ачасем çукчĕ, вĕсем килĕсенчен дистанци мелĕпе вĕренетчĕç. Апла пулин те Татьяна Кузнецова директор пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, хăйсен «иккĕмĕш килĕпе» хаваспах паллаштарчĕ. Кунта вĕрентÿ ĕçне самана ыйтнă пек çĕнĕлле йĕркеленĕ.

Татьяна Кузнецова Етĕрне хулинче çуралса ÿснĕ. 1975 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Диплом илсен ăна Етĕрне районĕнчи Стрелецки шкулне ĕçлеме янă. Татьяна Михайловна кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ панă. Каярахпа ăна Етĕрне хулинчи 1-мĕш шкула куçарнă. Пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне кура директорăн пуçламăш классен ĕçне йĕркелекен çумне, каярахпа шкул директорĕн çумне лартнă. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл куçăн мар майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулса тăнă. 2010 çултанпа — Етĕрнери 3-мĕш шкулăн директорĕ. «Пирĕн шкул çамрăк, ăна 1998 çулта хута янă. Хальхи пекех астăватăп: пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăна уçма ЧР Президенчĕ Николай Федоров хутшăннăччĕ. Пирĕншĕн ку питĕ пысăк савăнăç пулнăччĕ. Эпир хамăр шкула питĕ юрататпăр. Вăл — Етĕрне районĕнчи чи пысăк тата чи пĕлтерĕшлĕ вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пĕри. Унта районти мĕн пур ачан пĕрре виççĕмĕш пайĕ пĕлÿ илет. Паянхи кун шкулта — 700 ытла вĕренекен. Пĕлтĕр хулара пуçламăш шкул хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Ăна хута янăранпа пирĕн ачасемпе вĕрентекенсен пĕр пайĕ унта куçрĕ. Унччен 1 пин ытла вĕренекенччĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Татьяна Михайловна.

Етĕрнери 3-мĕш шкул малтанхи çулсенченех республикăри тĕрлĕ конкурса хастар хутшăннă. Калăпăр, 1999 çулта вĕсем «Савăнăç шкулĕ» конкурсра çĕнтернĕ. 2002 çулта «Çĕнĕлĕхсем уçакан шкул» ятлинче 3-мĕш вырăн йышăннă. 2004, 2005 çулсенче «Спортпа чи туслă шкул» ята тивĕçнĕ. Кунта вĕренекенсенчен нумайăшĕ республикăри Олимп резервĕсен спорт шкулĕсене куçнă, Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ. «Пирĕн шкулта йывăр тата çăмăл атлетика, хăвăрт утасси вăйлă аталаннă. 2006 çулта эпир ялти чи лайăх 100 шкул йышне кĕтĕмĕр, 1 миллион тенке тивĕçрĕмĕр. Çав укçапа компьютерсем илтĕмĕр. Пирĕн компьютер класĕ иккĕччĕ. Ун чухне ку сенсаципе танччĕ. Каярахпа «Çĕнĕ технологисемпе усă куракан чи лайăх шкул» ята та тивĕçрĕмĕр. Уншăн панă 200 пин тенкĕпе проекторсем, компьютерсем туяннăччĕ», — калаçăва тăсрĕ директор.

Татьяна Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, ЧР Вĕрентÿ министерстви кăçал Етĕрнесене хальхи йышши 50 компьютер, 20 ноутбук илме пулăшнă. Ку вĕренÿ çулĕнче çавăн пекех физика кабинетне çĕнĕлле йĕркеленĕ. Ăна хальхи йышши оборудованипе пуянлатнă. «2019 çулта Пĕтĕм Раççейри Президент ăмăртăвĕсене хутшăнтăмăр. Пирĕн команда Анапăра республика чысне хÿтĕлерĕ. Футболистсем чеченсенчен пĕр мечĕк сахалрах тапса кĕртнĕччĕ, çавна май хĕрÿ тупăшура 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăн пекех шкул пресси лайăх ĕçлет. Çамрăк калемçĕсем «Гелиос» хаçат кăларса тăраççĕ. Хамăр вăя тĕрĕслеме çулсеренех регионти шкул хаçачĕсен конкурсне хутшăнатпăр. 2019 çулта «Ялти чи лайăх хаçат» номинацире III степень диплома тивĕçрĕмĕр. Шкулта ачасене шахматла выляма хăнăхтаратпăр. 2019 çулта «Шахмат — шкулта» проектпа килĕшÿллĕн республикăра çĕнтерÿçĕ пултăмăр та 100 пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç. Ачасемпе çамрăксене па-триот воспитанийĕ парас тĕллевпе шкулта кадет юхăмне аталантаратпăр. Пĕтĕмпе — ултă кадет класĕ. Республикăри ăмăртусене хастар хутшăнатпăр. Пирĕннисем «Чи лайăх кадет класĕ» ята пĕрре мар йышăнчĕç», — палăртрĕ Татьяна Михайловна.

Шкулта 39 вĕрентекен вăй хурать. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ — аслă категориллĕ. Ачасем пĕлÿ енне туртăнасси педагогран та, паллах, нумай килет. Çавăнпа 3-мĕш шкулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсем питĕ лайăх. Химипе, физикăпа, математикăпа тата вырăс чĕлхипе 100 балл пухакансем çулсеренех пур. Пĕлтĕр 11-мĕш класс пĕтерекенсен йышĕнче харăсах 9 медалист пулнă. Пур медалист та пĕлĕвĕ тарăн пулнине çирĕплетнĕ. Тăваттăшĕ — Мускаври аслă шкула, ыттисем ЧПУпа ЧППУна суйланă. Татьяна Кузнецова пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех 3-4 ача çар училищисене вĕренме кĕрет. Хĕрсем те çар енĕпе каяççĕ.

«Пирĕн шкулăн хăйне евĕр йăла пур. Çулсеренех нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче офицерсен балне ирттеретпĕр. Хĕрсемпе каччăсем бал тумĕ тăхăнса ташлаççĕ. Унта ШĔМ, çар комиссариачĕн ĕçченĕсене чĕнетпĕр. Питĕ хитре, илĕртÿллĕ мероприяти. Çулсеренех çу уйăхĕн 9-мĕшĕ умĕн ача-сем çар çи-пуçне тăхăнса утаççĕ. Ку енĕпе ятарлă конкурс та иртет. Унта çулсеренех чи маттуррисе-не палăртатпăр. Çĕртме уйăхĕнче выпускниксен балĕ пурне те пуçтарать. Хитре уява чылайăшĕ кĕтет, интересленет. Кунта никама та чĕнме кирлĕ мар, хула çыннисем хăйсемех пуçтарăнаççĕ», — каласа кăтартрĕ Татьяна Михайловна.

ЧР Вĕрентÿ министерствин пулăшăвĕпе Етĕрнесем шкул столовăйне те çĕнетеççĕ. Вĕсем савăт-сапа çумалли машина, пĕçермелли шкапсемпе бак, çĕр улми шуратмалли оборудовани туяннă. Шкулта ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессине лайăх йĕркеленĕ. Кунта çурма фабрикатсемпе усă курмаççĕ, тутлă, усăллă апат хатĕрлеççĕ.

Пĕлтĕр шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» /Точка роста/ центр уçăлнă. Уншăн вĕренекенсем те, ашшĕ- амăшĕ те савăннă. Кадет юхăмне малашне те аталантарасшăн, спортсменсем ÿстересшĕн вĕсем. Пурнăçпа тан утма тăрăшнăранах кунта 5 çул каялла волонтерсен командине те йĕркеленĕ. Вĕсем ачаранах сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Ксения Владимирова волонтер «Пĕрле пурнăçлатпăр» акцие хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Ăна «Артек» лагере канма каймашкăн путевка панă.

 Роза ВЛАСОВА.

 

 


ЧĂВАШ ЕН МУХТАВĔ

Анатолий Емельянов /1932- 2000/ — Чăваш халăх çыравçи, СССР Писательсен союзĕн членĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă. Вăрнарти зооветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухсан ветеринарта ĕçленĕ. 1958-1959 çулсенче — ВЛКСМăн районти комитечĕн секретарĕ, 1965-1972 çулсенче Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Анатолий Викторович çавăн пекех Ленингра-дра партин аслă шкулĕн журналистика факультетĕнче /1963/ тата А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче /1975/ пĕлÿ илнĕ. 1972 çулта ăна ЧАССР культура министрне çирĕплетнĕ. 1978-1986 çулсенче Чăваш Енри Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Унăн пĕрремĕш очеркĕсемпе калавĕсем 1957 çулта «Тăван Атăлпа» «Ялав» журналсенче кун çути курнă. 60-мĕш çулсенче «Канăçсăр çуркунне», «Кăвайт çутисем», «Катăлнă уйăх» кĕнекисем пичетленсе тухнă, 70-мĕш çулсенче тепĕр виçĕ кĕнеки вырăсла кун çути курнă. 80-90-мĕш çулсенче повеçĕсемпе романĕсем халăхра анлă сарăлнă: «Çавал сарăлсан», «Кĕмĕл çил», «Хура кăрăç»... «Шăнкăрав курăкĕ» кĕнекешĕн Анатолий Емельянов Чăваш Ен комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие тивĕçнĕ, вăл — ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ те. Ăна Халăхсен туслăхĕн тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. 2005 çулта Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редак-цийĕ журналистсен А.Емельянов ячĕллĕ премине çирĕплетнĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.