Медаль эскизне суйланă
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа кăçал 80 çул çитет. Çавна май пирĕн республикăра медаль çирĕплетме йышăннăччĕ.
Аса илтерер: медаль эскизне палăртма конкурс ирттерчĕç. Унта 11 ĕç тăратнă. Вĕсене геральдика тата фалеристика правилисене пăхăнса хатĕрлеме тивнĕ. Чи сумлă та тивĕç ĕç тесе жюри членĕсем Раççей Федерацийĕн халăх художникĕ Геннадий Правоторов хатĕрленине суйласа илнĕ. Эскиза Раççей Президенчĕ çумĕнчи Геральдика канашне пăхса тухма ярса панă.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.