Комментари хушас

20 Кăрлач, 2021

Прививка чир-чĕртен упрать

Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна тутарма тытăнчĕç. «Прививка туни чир-чĕртен упрама май парать», — теççĕ специалистсем.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пирĕн регионта пурăнакан 2600 çын прививка тутарнă. Çак тĕллевпе республикăри 28 медучрежденире вакцинаци пункчĕ уçнă. Кунашкал пунктсене татах уçма палăртнă, хăш-пĕр пысăк организаци-предприятире те вакцинаци пункчĕсем пулĕç. Чăваш Ене 4442 доза илсе килнĕ, кăрлач уйăхĕнче 17500 доза кӳрсе килĕç.

Прививка тутарас тесен малтан заявка тăратмалла. Ку ĕçе патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, медрегистратура урлă тума пулать, 122 номерпе шăнкăравласа çырăнма юрать, врач та черет тăратать. Медицинăн информаципе аналитика центрĕн директорĕ Светлана Ананьева каланă тăрăх, ятарлă номерпе шăнкăравлакан нумай. «Талăкра 300 ытла шăнкăрав йышăнаççĕ операторсем. Çавăн пекех çывăх вăхăтра «Сасăллă пулăшуçă» тытăм ĕçлесе кайĕ. Страховка полисĕн номерне пĕлтермелле, ыттине робот палăртать», — терĕ вăл.

Республикăри вакцинаци центрĕн пуçлăхĕ Нина Рассказова ăнлантарнă тăрăх, коронавируспа чирлесе ирттернисен тата антителăсем пуррисен прививка тутарма васкамалла мар. Ача кĕтекен хĕрарăмсен, йывăр чир-чĕрпе аптракансен, гриппа е ОРВИпе чирлекенсен прививка тутарма юрамасть. Сергей Ефимов инфекционист каланă тăрăх, прививка тунă хыççăн çыннăн ӳт температури ӳсме, йывăрлатма пултарать, ку 1-2 кунран ытла тăсăлмасть. Çавăнпа прививка тусан йывăр ĕç тума хушмаççĕ, аллерги паракан çимĕçсене тутанмалла мар, эрех-сăра ĕçме юрамасть.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ căн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: