Комментари хушас

20 Кăрлач, 2021

«Хресчен сасси» 2 (2840) № 20.01.2021

Чирлĕ хир сыснисем

Хĕрлĕ Чутай районĕнче Африка чумин инфекцине тĕп тăвассипе, унăн çулне пÿлессипе ĕçлеççĕ. Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем инкек вырăнĕнче пулса лару-тăрăва хакланă, вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене палăртнă. Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулхи декабрь вĕçĕнче «Резон» обществăн «Балхаш» сунар çĕрĕ çинче сыснасен Африка мурĕ алхасма тытăннине палăртнă. Инкекĕн сăлтавĕ — чирлĕ хир сысни. Хĕрлĕ Чутай районне çийĕнчех карантина илнĕ. Хăрушлăх енĕпе пĕрремĕш зонăна Атнар, Иккĕмĕш Липовка, Сорăм, Березовка, Хĕрлĕяр, Хурапыр ялĕсене кĕртнĕ. Иккĕмĕш зонăра — Тарапай, Кишля ялĕсем.

Карантина илнĕ май çак вырăнта ют çынсен пулма, выльăха пусма, хир сыснипе çыхăннă ытти ĕçе пурнăçлама юрамасть. Пĕрремĕш зонăна лекнисене сысна какайне, унран хатĕрленĕ продукцие сутма, туянма, урăх çĕре илсе кайма, выльăх-чĕрлĕх ярмăркки ирттерме чарнă. Иккĕмĕш зонăна лекнисене выльăха ирĕкре çÿретме юраманнине асăрхаттарнă.

Февраль уйăхĕ вĕçлениччен район территорийĕнче 25 хир сысни тытмалла. Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче Африка мурĕн çулне пÿлессипе ĕçсем пыраççĕ. Мероприятисен планне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслессипе Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийĕн специалисчĕсем Атнар, Питĕркасси ял тăрăхĕсенче рейдсем ирттерме палăртнă. Унта Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийĕн специалисчĕсене, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи выльăх чирĕпе кĕрешекен станцийĕн, право органĕн ĕçченĕсене, яваплă ытти çынна явăçтараççĕ.

Иртнĕ эрнере мероприятисем мĕнле пурнăçланнипе тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн хир сыснин виллине çунтарнине, кĕлне чавса чикнине палăртнă. Унсăр пуçне вăл выртнă тăпрана типĕ хлор извеçĕпе сиенсĕрлетнĕ /1 тăваткал метра 2 кг/. Чир сарăлма пултаракан пĕрремĕшпе иккĕмĕш зонăсен чиккинче талăкĕпех пост тăратнă.

Документсем тăрăх Атнар, Питĕркасси ял тăрăхĕсенчи хушма хуçалăхсенче сыснасем пуррине палăртман. Сысна ĕрчетекен организацисем, выльăх пусмалли, чĕр тавар тирпейлекен пунктсем çук. <...>

 


 

Программа йышăннă

2021 çулта республикăра «Чăваш Республикин территорийĕнче Сосновский пултăранпа кĕрешесси» тĕллевлĕ программăна пурнăçлама тытăнмалла.

Юлашки çулсенче Сосновский пултăран республикăра хăвăрт сарăлма тытăнни шухăшлаттарать. Иртнĕ çул Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев Етĕрне районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май ăна хирĕç кĕрешмешкĕн ятарлă программа йышăнасси пирки каланă. Кăçал вара вăл пурнăçа кĕмелле.

Сиенлĕ курăка пĕтермешкĕн юлашки виçĕ çулта бюджетран укçа уйăраççĕ-ха, анчах ăна парăнтарма йывăр иккен. Им-çам сапни, çулса тăни пур чухне те пулăшаймасть. Çулсерен унăн лаптăкĕ ÿссех пырать. Пĕлтĕр пултăран 300 ытла гектар çинче тымар янине тупса палăртнă. Ятарлă программа йышăнни кăна унăн çулне пÿлме май парĕ.

Сосновский пултăран — нумай çул ÿсекен сунчăклă ÿсен-тăран. Вăл ытларах çул-йĕр, юхан шыв хĕррипе, юхăннă, усă курман лаптăксенче ашкăрса ларать. Чечекленнĕ вăхăтра туни 2-3,5 метра çитет. Пĕр ÿсен-тăранран пĕр пине яхăн вăрă пулать. Çавна май курăк хăвăрт сарăлать. Унăн тымарĕ тарăн, çирĕп.

Ăçтан сарăлма тытăннă-ха усал курăк? 1960 çулсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пултăрана пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, выльăх апачĕлĕх акма тытăннă. Хулăн туналлă, сарлака çулçăллăскертен симĕс масса нумай тухнă. Анчах кĕçех курăкăн çитменлĕхĕ палăрма тытăннă: ăна çитернĕ выльăхăн сĕчĕ йÿçек пулнă, силос хывма та юрăхсăр иккен. Ÿсен-тăран чечеке ларнă, вăрри чăмăртаннă чухне çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ. Унăн сĕткенĕ ÿте лексен пĕçертет. Йăнăша ăнланса илнĕ хыççăн ăна пусă çаврăнăшĕнчен кăларнă, пултăранран çине тăрсах хăпма тытăннă.

ЧР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Марина Загребаева Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçипе Николай Маловпа программăна сÿтсе явнă май ял тăрăхĕсенче пултăран хăрушлăх кăларса тăратманнине палăртнă. Анчах ăна хирĕç вăхăтра кĕрешмесен пулăхлă çĕрсем çинче сарăлма, çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулма пултарать.

«Министерство республика территорийĕнче пултăран сарăлассине пĕтерме тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра субсиди парас йĕркене пăхса тухаççĕ», — тенĕ Марина Анатольевна. Николай Малов районсенче ятарлă бригадăсем йĕркелеме, вĕсене оборудованипе, тумтирпе, им-çампа тивĕçтерме сĕннĕ. Ку енĕпе филиал специалисчĕсем те пулăшĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.

 


Пахалăхсăр вăрлăхшăн - штраф

Административлă кодекс çĕр улми вăрлăхне ятарлă лавккасенче туянса лартма сĕнет. Пахчара туса илнĕ ытлашши çĕр улмине сутакансен çĕнĕ йĕркене пăхăнмаллах. Унсăрăн граждансене — 500 тенкĕ таран, должноçри çынсене — 1 пин тенкĕ, предприятисене 10 пин тенкĕ штраф пама пултараççĕ. Çĕнĕлĕх ял хуçалăх бизнесĕпе ĕçлекенсене уйрăмах пырса тивет.

Ирĕк илмесĕр ватă, чирлĕ йывăçсене кассан та дача хуçисене штрафлама пултараççĕ. Енчен те вĕсем çул-йĕр çывăхĕнче вырнаçнă пулсан хăрамалла мар. Анчах пăчкăпа усă курса вутă вăрттăн хатĕрлесен граждансен — 5 пин, должноçри çынсен — 50 пин, предприятисен 400-700 пин тенкĕ штраф тÿлемелле.

Лаптăкра çум курăк ашкăрса ларсан граждансене — 20-50 пин, должноçри çынсене — 50-100 пин, предприятисене 400-700 пин тенкĕ штраф параççĕ. Дача хуçине тĕрĕс мар лартнă туалетшăн та 3-5 пин тенкĕ штрафлама пултараççĕ. Чăн та, айăпличчен тĕрĕслевçĕсен туалет тăпрана вараланине çирĕплетмелле.

Сад-пахчара кăвайт чĕртме юратакансене те 2-3 пин тенкĕ штраф кĕтет. Çут çанталăкра пушар тухас хăрушлăх вăхăтра штраф хисепĕ ÿсет:

граждансемшĕн — 4 пин, должноçри çынсемшĕн — 15-30 пин, предприяти-организацисемшĕн 200-400 пин тенке çитет.

Пулăхлă çĕр çинче çÿп-çап упранăшăн та 2 пин тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ. Вăл участок хĕрринче вырнаçнă пулсан ун таврашне тирпейлĕ тытмалла е вăрмана пушартан сыхлама чăрмавсем тумалла. Унсăрăн 1,5-3 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ. <...>

 


 

Çуратнă та çÿп-çап ăшне пăрахнă

Раççей следстви комитечĕн республикăри управленийĕ тин çуралнă ача виллине тупнă тĕслĕхпе тĕрĕслев ирттернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çÿп-çап тирпейлекен предприятисенчен пĕринче полиэтилен хутаçа чикнĕ арçын ача виллине тупнă.

Следствипе оперативлă ушкăн лару-тăрăва вырăна тухса тĕпчев ирттернĕ, ача вилнин сăлтавне палăртма судпа медицина экспертизи йĕркеленĕ. Халĕ ачан амăшĕ кам пулнине пĕлес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Информаци пĕлекенсене «02» телефонпа полицие е /8352/ 62-46-59, /8352/ 66-24-31 телефонпа следстви управленине шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.

ЧР прокуратурин материалĕпе усă курса Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

 


 

Амăшне кура - хĕрĕ

Ольга Егорова Тюмень тăрăхĕнче кун çути курнă. Шăпа каярахпа ăна Чăваш Ене илсе çитернĕ.

Вăл Çĕрпÿ хулинче çĕвĕçе вĕренсе тухнă хыççăн çемье çавăрма шут тытнă. Мăшăрĕпе Красноармейскинчи Алманч ялĕнче пурăнма тытăннă, 5 ача çуратса ÿстернĕ. Ольга Ипполитовна ялти шкулта вăй хунă.

Шел те, мăшăрĕ 3 çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Тĕпренчĕкĕсем те килти йăваран вĕçсе тухса кайнă, халĕ вĕсем хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Хĕрарăм паян тăхăр мăнукĕпе савăнать.

Ольга Егорова тĕрлеме юратать, ытларах вĕтĕ шăрçапа. Кайăк-кĕшĕк, чечек сăнарлать шурă пир çине. Çавăн пекех турăш та. Хăйĕн ĕçĕсене вара тăванĕсене, пĕлĕшĕсене парнелет.

Ал ĕç çынна ватăлма памасть. Тĕрĕ умне ларсан хуйхă-суйхă сирĕлет. Унăн амăшĕ те ку тĕлĕшпе ăста пулнă. Шел те, кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Мăшăрланакан ялти чылай çамрăка ал шăлли тĕрлесе, чĕнтĕр çыхса парнеленĕ вăл. Ăна халиччен те ырăпа аса илеççĕ. Çак ăсталăх вара çухалман, амăшĕнчен хĕрне куçнă.

Галина ИВАНОВА, Шупашкар хули.

 


 

Эпĕ типĕ тытатăп

Айăп-çылăхшăн çынна тăн памалли тем тĕрлĕ мел те пур тĕнчере. Кирлĕ мар ĕçпе айкашнăшăн кĕтесе тăрататчĕç хам пĕчĕк чухне килтисем. Тăр вара пĕренесен хушшинчи мăк ăшĕнчи йăшăлтатакан хăнкăласене шутласа сехечĕ-сехечĕпе. Ку та темех марччĕ-ха. Çылăхсăррисем апатланма лараççĕ, санăн вара вĕсем тутлăн кăмăртаттарнине итлесе, сĕлеке çăтса тăмалла.

Чĕн пиçиххипе сăсăла вĕçтерни сахал пулнă-и тата? Вăл вăхăтра эпĕ: «Ÿссе çитем кăна, ун чухне никам та нушалантараймĕ», — тесе хырăмпа хыçал енчи çемçе çĕрсене сăтăркалаттăм. Йăнăшнă иккен…

— Пракух, 70-е çитсе пыратăн, çылăхусене каçарттарасси çинчен уйламастăн çавах, — терĕ пĕррехинче карчăкăм Çăварни икерчине çупа пуçса çисе ларнă вăхăтра.

— Çылăх каçарттарас тесен мĕн тумалла тет вара? — çуллă пулнăран кăна пыра лармарĕ икерчĕ.

— Ыран Аслă типĕ пуçланать. Хăть пурнăçунта пĕрре типĕ тытса пăх. Çылăхусенчен тасал. Çеркей кум кашни çулах типĕ тытать. Вилсен те çăтмаха каять вăл. Санăн, çылăхлă шуйттанăн, ĕмĕр-ĕмĕрех тамăк хуранĕнче ларма тивет. Кăна хăвна шеллесе калатăп-ха.

— Кашни çул типĕ тытнăран кум хыт хура пек пулса каять те ĕнтĕ. Этем ĕренки те юлмасть. Пĕрре çапсан чикĕл макăль тăвас пек, — терĕм карчăка.

Хам чăнласах шухăша кайрăм. Çитмĕл çула çитсе пырса, чăн та, çылăхсем хам йăтаймиех пулса кайрĕç пулĕ. Леш тĕнчерен курса килнисем çук, элле, чăнахах пур-ха вăл? Апла тăк, Çеркей кум çăтмаха лекетех. Мана вара, ватă ухмаха, çăтмах хÿми çывăхне те ярас çук. Кумран мĕнпе катăк эпĕ? Манăн та типĕ тытса çылăхсене каçарттармалла.

Çак шухăша карчăк ырларĕ кăна-ха. «Тинех ăслăланма пуçларăн. Манпа пĕрле эсĕ те çăтмахра пулăн-ха», — текелет. Акă пĕр эрне типĕ тытатăп, иккĕ… Шăна-пăван тытса çиекен кушак пекех ырханланса кайрăм. Алă-уран та тĕревĕ çук. Карчăк хăйне çылăхсăр чун тет те, мĕн çимеллипе çимелле маррине пăхса тăмасть. Мана вара хуппипе пĕçернĕ çĕр улмипе çăкăр чĕлли кăна лекет. Йÿç турăх та çиме юрамасть, иçмасса! Карчăк аш-пăшпа çăмарта-çу таврашне какăричченех çиет, çав вăхăтрах мана: «Сан çылăхусене хам çинех илетĕп ĕнтĕ», — текелет. <...>

Микул ИШИМБАЙ. 

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.