Раççее куçса килме ĕмĕр тăршшĕпех ĕмĕтленнĕ
Украинăран Чăваш Ене тарса килнисем хăйсен çĕрĕнче мĕншĕн вăрçă сиксе тухни пирки уççăн каласа параççĕ
Вăрçă нушине курма тивнисене Чăваш Ен те май пур таран пулăшать. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Украинăран 601 çын çитнĕччĕ, иртнĕ вырсарни кун Симферопольтен МЧС самолечĕпе татах 112 граждана илсе килчĕç. Вĕсене пурне те вăхăтлăх пурăнмалли пунктсене вырнаçтарнă: 62 çынна «Чувашия-курорт» хăна çуртне, 50-шне хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрне. Квотăпа пирĕн пĕтĕмпе 390 çынна йышăнмалла. Федераци бюджедĕнчен пĕр çын пуçне талăкра 800 тенкĕ куçарма йышăннă. Ку укçа-тенкĕпе вăхăтлăх пунктсенчи тăкаксене саплаштарма усă кураççĕ. Кунсăр пуçне пирĕн республикăна кунсеренех хăй тĕллĕн килекенсем те йышлă, вĕсем тăванĕсем, пĕлĕшĕсем патĕнче хÿтлĕх тупаççĕ.
Офисран - хăна çурчĕ
Луганскран тарса килнĕ Ксения Иванкина 1,2 çулти ывăлĕпе пĕр уйăха яхăн Шупашкарта «Контур» предприятийĕнче йĕркеленĕ пунктра пурăнать. Ыран-паян мăшăрĕ те килсе çитмелле. Упăшкипе телефонпа калаçнă вăл, амăшĕн, ытти тăванĕн сассине вара тахçантанпа илтмен, çыхăнма май килмест-мĕн. Çывăх çыннисем çутăсăр, апат-çимĕçсĕр нушаланни çинчен шухăшласан тÿрех куççуль тухать çамрăк хĕрарăмăн.
Кунта Ксения утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче, çĕрле, пысăк йышпа пĕрле килсе çитнĕ. Ун чухне «Контур» 71 çынна йышăннăччĕ. Пÿлĕмсене вырăн таврашĕпе, ытти япалапа çийĕнчех тивĕçтернĕ. Кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, медицина дежурствине йĕркеленĕ. Унта эпир те пулса куртăмăр, Украина çыннисем хăйсене мĕнле туйнипе кăсăклантăмăр.
Агрохолдинг бригадирĕ Светлана Исаева иккĕмĕш уйăх Украина çыннисен ыйтăвĕсемпе ĕçлет. Вăл каланă тăрăх - паянхи кун тĕлне кунта 65 çын пурăнать, вăл шутра - 23 ача, 24 хĕрарăм, 18 арçын. Шкул ÿсĕмĕнчисем - 11-ĕн, халĕ вĕсем «Солнышко» лагерьте канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. Çулталăка çитменнисем - 3-ĕн, ыттисем - ача сачĕн ÿсĕмĕнчисем. 15 çын официаллă майпа ĕçе вырнаçма ĕлкĕрнĕ: 13-ĕн «Юрма» агрохолдингăн фермине, 2-ĕн чăлхапа пир-авăр фабрикине. Çавăн пекех строительство комбинатĕнче вăй хуракан та пур.
Вăхăтлăх пункта хăтлăлăхпа май пур таран тивĕçтерме тăрăшнă: кĕпе-йĕм çумалли 4 автомат-машина, душ 12 кабини ĕçлет. Виççĕмĕш хутра ачасене вылямалли, аталанмалли пÿлĕмсем уçнă. Шупашкарти 136-мĕш ача сачĕн, «Аталану» психологи центрĕн ĕçченĕсем пĕчĕккисен канăвне йĕркелеççĕ. Анна Александрова воспитатель, Татьяна Вершинина музыка ертÿçи, Светлана Михайлова педагог-психолог, воспитатель пулăшуçи Алена Елкина, Елена Лакотош психолог шăпах ирхи занятисене вĕçленĕччĕ. «Пĕчĕккисем çынпа лайăх хутшăнаççĕ, ютшăнмаççĕ. Кăшт аслăраххисемпе лару-тăру йывăртарах: вăрçă кашнин чунĕнче суран хăварнă-çке», - палăртаççĕ специалистсем. Вылямалли теттесемпе, ÿкермелли-çырмалли хатĕрсемпе ЧР Сывлăх сыхлав, Вĕренÿ министерствисем тивĕçтернĕ. Ахаль çынсем те чылай пулăшнă. Халĕ те килсех тăраççĕ вĕсем. Тумтир те, вăйă хатĕрĕсем те илсе килеççĕ.
Ачасене çывăхри 58-мĕш шкула, 168-мĕш ача садне вырнаçтарма май килнĕ. Хулара хваттер тара илсе пурăнас ĕмĕтлисем те пур. Латко çемйине Шупашкарти тасалăх, кунти сывлăш питĕ килĕшнĕ. Çавăншăнах кунта яланлăхах юлма хатĕр вĕсем. Пурте тенĕ пекех хула илемне мухтарĕç.
Малтанхи кунсенче «Контурта» арçынсем сахалăнччĕ, çĕр-шыври çар положенине кура тухса кайма ирĕк паман. Халĕ вĕсем те арăмĕсем, ачи-пăчи патне килеççĕ.
«Телекурав йăлтах кăтартаймĕ»
«Украинăри тискерлĕхе хăйсен куçĕпе курма тÿр килнисенчен мĕн кăна илтмерĕм пулĕ? Телекуравпа журналистсем чăнлăха кăтартма тăрăшаççĕ-ха, анчах вĕсем пур çĕре те çитеймеççĕ-çке. Арçынсенчен пĕри персе пăрахнă çынсене пĕр çĕре купаланине, çиелтен йывăç тураттисемпе витсе хунине асăрханă. Тарса каякансен автобусне пени çинчен каласа кăтартрĕç хĕрарăмсем. Алексей Мишин хăйĕн бизнесне, выльăх-чĕрлĕхне пăрахсах кунта килнĕ. Ăна питренех тупăпа тĕлленĕ-мĕн. «Хускалмасăр пĕр вырăнта тăнине пула кăна чĕрĕ юлтăм», - шухăшлать арçын. Ĕçлеме хăнăхнăскер, кунта килсен те пĕр кун та ахаль лармарĕ, кайăк-кĕшĕк фабрикине вырнаçрĕ. Тыткăнра асапланнă арçын та пур пирĕн патра. Унăн суранĕсем халĕ кăна пирчеме тытăнчĕç», - чуна çÿçентерчĕç Светлана Исаева сăмахĕсем.
Картишĕнче 4-5-сенчи хĕр пĕрчи чупса çÿретчĕ... Вĕлтĕр-вĕлтĕр кĕпеллĕскер, илемлĕскер. Юрать-ха, çут çанталăк пĕчĕк ача ăс-тăнне манăçмалла тунă. Унсăрăн вăрçă унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантĕччĕ. Кунта, мирлĕ тÿпе айĕнче, савăнса çитĕнĕ вăл.
Казаксем патĕнче
Чăваш Енри казаксен общини те Украинăран тарса килнисене пулăшассинчен аякра юлман. Андрей Беликов атаман 30-а яхăн çынна хăйĕн хÿттине илнĕ. Çывăх вăхăтра тепĕр 7 çемье çитмелле. Казачество представителĕсем Украинăпа Раççей чиккинчен инçех мар вырнаçнă лагере икĕ хутчен те çитнĕ, нушаллисене хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ.
Шупашкар районĕнчи «Заимка» кану базине иртнĕ юн кун Александрпа Вика Нимченкăсем 3 тата 2 çулсенчи ывăлĕсемпе килсе çитрĕç. Вĕсем - Донецк облаçĕнчи Макеевкăран. Амăшĕ ачисемпе уйăх каяллах Мускава тăванĕсем патне тухса кайнă. Саша каярах çула тухнă. «Çĕртмен 21-мĕшĕнче пуйăса лармалли билет туяннăччĕ. Анчах çав кун вокзал патне те пыраймарăмăр, пеме тытăнчĕç... Каярахпа билетшăн укçана каялла тавăрса пама ыйтрăмăр. «Сирĕн пуйăс кайнă, эсир мĕншĕн ларман?» - терĕç. Украинăран Харьков урлă килме тиврĕ. Мускав облаçĕ пире тарса килнисем евĕр йышăнасшăн пулмарĕ. Рязане кайма сĕнчĕç. Унта та çăмăллăхсем çук-мĕн. Каллех Мускава çул тытрăмăр. Тăвансем Чăваш Ен пирки пĕлтерчĕç. Çапла кунта çитрĕмĕр...» - каласа кăтартрĕ Александр Нимченко. Вăрăм çултан ывăннăскерсене ирхи апата лартрĕç, сĕлĕ пăтти, чăх какайĕ пурччĕ сĕтел çинче. Арçын ачасем йĕрмĕшме тытăнчĕç, Вика та хăйне япăх туятчĕ, сахал калаçрĕ. «Канăр, çывăрăр, пÿлĕмре сире мĕн кирли йăлтах пур», - кану базин ĕçченĕсем ăш пиллĕн калаçрĕç Украина çыннисемпе.
Ольăпа Андрей Головянкăсем Луганск облаçĕнчи Çурçĕр Донецк хулинчен хăй тĕллĕн килнĕ. Çамрăк мăшăра «Заимкăра» ĕçпе тивĕçтернĕ. Ольга - ĕç сыхлавĕн инженерĕ, Андрей - мунча хутакан. Казаксен атаманĕ вĕсене Çĕнĕ Шупашкарта хваттер тара илме те пулăшнă. Пĕлтĕр Головянкăсем Атăл тăрăх пăрахутпа ишнĕ. Шупашкар ытти хуларан ытларах килĕшнĕ вĕсене, çавăнпа тăван çĕр-шывĕнче ахăр самана пуçлансан кунта килмешкĕн тĕв тунă. Паянхи кун Çурçĕр Донецк çыннисене çутăсăр, шывсăр, апат-çимĕçсĕр нушалантараççĕ. Кĕç-вĕç ача амăшĕ пулма хатĕрленекен аппăшĕпе, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан ашшĕ-амăшĕпе çыхăнма та тÿр килкелет-мĕн. Мăшăр пирĕн республикăра вăхăтлăх хÿтлĕх илекенĕн статусне тивĕçнĕ, патшалăх кÿрекен çăмăллăхпа усă курмашкăн черете тăнă, кайран Раççей гражданинĕ пуласшăн. «Вăрçă чарăнсан та каялла таврăнма шухăшламастпăр, экономика арканнă çĕр-шывра пире нимĕн ырри те кĕтмест, çавăнпа та кунтах тымар ярасшăн. Пурнăç майлашăнсан тин ача çуратасси çинчен шухăшлатпăр. Шăпа ырă çынсемпе кăна тĕл пултарчĕ кунта. Коллективри хĕрсем çи-пуç та тупса килчĕç, лайăх хутшăнаççĕ. Малашне те çаплах пуласса шанатăп», - палăртать Ольга. Упăшкипе иккĕшĕ те вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ, экономистра, тĕп бухгалтерта ĕçленĕ.
Фермăра
Андрей Беликовăн Шăмăш ялĕнчи хушма хуçалăх ферминче Донецк облаçĕнчи Краматорск хулинчен тарса килнĕ Бондаренкăсен çемйи пурăнать. Вĕсем - çиччĕн: пенси ÿсĕмĕнчи ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕпе кинĕ, вĕсен 3 ачи. «Çакăнта килсе эпир вилĕмрен çăлăнтăмăр», - каласа кăтартать Нина Владимировна. Ростов облаçĕнче йышлă çак çемье 3 эрне пурăннă. Александр Николаевичăн ахаль те хавшак чĕри вăрçă нушине пула татах «чăхăмлама» тытăннă, ăна госпитале ăсатнă.
«Пăтăрмах йăлтах Майданран пуçланчĕ... Кайран вырăсла калаçакан çынсен прависене хĕсĕрлеме тытăнчĕç. Ку кăна мар, Украина влаçĕ Донбаса сутрĕ. Пирĕн çĕрсене Америкăна 50 çуллăха тара памашкăн килĕшÿ тунă. Славянск, Краматорск тăрăхĕ сланец газĕпе пуян. Çавăнпа та кунта пурăнакан халăха çĕр питĕнчен тасатасшăн. Геноцид-и ку е фашизм-и? Хăйĕн халăхне тĕп тăвакансене мĕнле сăмахпа ятламалла тата? Краматорскра лавккасене çаратрĕç... Мирлĕ халăха пеме тытăнчĕç, инфраструктурăна аркатрĕç... Эпир текех унта юлма пултараймарăмăр. Ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕ хулара ачасене епле ÿстермелле-ха? Шкул та, садик те юлмарĕ», - чун ыратăвне пайларĕç Бондаренкăсем. Çемье социаллă нимĕнле пособи те, пенси те илеймест, вĕсене тарса килекенĕн статусне паман. Хальлĕхе çемье ырă çынсем пулăшнипе кăна пурăнать. Телее, унашкаллисем Шăмăшра та сахал мар.
Нумай ачаллă ашшĕ Евгений 2005 çулта çул-йĕрти инкеке пула хăрах урасăр юлнă, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Кунта çутă ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланать вăл. Çывăх вăхăта ăна операци кĕтет. Унтан протез тăхăнасшăн. Авăнăн 1-мĕшĕччен Бондаренко-кĕçĕннисем виçĕ пепкипе Çĕнĕ Шупашкара тара тытнă хваттере куçасшăн, ашшĕпе амăшĕ фермăрах юлĕç. Чăваш казакĕсен атаманĕ пулăшнипе Евгений тата унăн мăшăрĕ валли ĕç те тупса хатĕрленĕ. Ывăлне, 7-мĕш класа каякан Родиона, кадет шкулне вырнаçтарнă, кĕçĕннисене - ача садне.
Шăмăшри çурта куçарассине пĕлсен: «Унта путвал пур-и?» - ыйтнă Бондаренкăсен ачисем. Краматорскра вĕçĕмех тĕттĕм те нÿрĕ путвалта хÿтлĕх шыраса чупнине манман-ха вĕсем. Унтан виçĕ кун тухмасăр ларни те пулнă. Ачасем чирлеме тытăннă. Тревога ытларах çĕрле янăранă. Кунта килсен те Шупашкарти аэропортран самолет сасси илтĕнсен пĕчĕкскерсен чĕри чылайччен шартах сике-сике илнĕ, сас-чÿрен хăраса амăшĕн кĕпе аркинчен çакланнă. Ачасен шиклĕхĕ халĕ те сирĕлсе пĕтеймен-ха. Хăрушă çав кунсем вĕсен ăс-тăнне самаях шар кăтартнă.
Тем те пĕр тÿсме тивнĕскерсем кунта хăйсене канлĕ туяççĕ, çапах та ĕмĕрĕпех çын куçĕнчен пăхса пурăнайманни шухăшлаттаратех, пурнăçа йăлтах çĕнĕрен йĕркелеме тивет-çке. Вĕсене ĕçлеме никам та хистемест, хăйсен ирĕкĕпе кăна выльăх пăхакансене пулăшма тухкалаççĕ. Пахчапа та, мунчапа та усă кураççĕ. Ферма çурчĕ хăтлă. Нина Александровна ял пурнăçне килĕштерет, чылай çул вĕсем уйрăм çуртра пурăннă, кайăк-кĕшĕк усранă. Унăн йăх-несĕлĕ - Раççейрен, Орлов кĕпĕрнинчен. Амăшĕ Раççее куçса килме ĕмĕр тăршшĕпех ĕмĕтленнĕ-мĕн, ачисене те çавнах сĕннĕ. Акă тинех вăл калани пурнăçа кĕчĕ. Шел, çавнашкал хакпа...
Алина ИЗМАН.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.