Комментари хушас

16 Çурла, 2014

Чăваш Ен - Кăркăс Республики: туслăх çирĕпленет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кăркăс Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕпе Болот Джунусовпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Инна Антонова хутшăннă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Кăркăсcтана тахçантанпах экономикăн çирĕп çыхăнăвĕ пĕтĕçтернине, республикăри предприятисен продукцине НППП тытăмĕнчи патшалăха нумай ăсатнипе тавар çаврăнăш çулсерен ÿссе пынине, малашне экономика çыхăнăвĕсем кăна мар, икĕ республика хушшинчи культура çыхăнăвĕ те аталанасса çирĕп шаннине пĕлтернĕ.

Болот Джунусов посол Кăркăcстан Раççейпе электроэнергетика, газ тата ытти отрасльти çыхăнăва анлăлатас тĕллевлине палăртнă. Вăл Шупашкарти икĕ предприятипе паллашнине каланă, вĕсен вăй-хăватне пысăк хак панă. Сăмахран, «Акконд» АУО продукцине Кăркăсcтанра кăмăлласа туянаççĕ, «Чăвашкабель» АУО продукцийĕ кÿршĕ çĕр-шыври энергипе тивĕçтерекен организацисене кăсăклантарма пултарĕ. Б.Джунусов М.Игнатьева Кăркăс Республикин Президенчĕн А.Атамбаевăн Кăркăсстана чĕннĕ йыхравне панă. М.Игнатьев Чрезвычайлă тата полномочиллĕ посола юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртессине пĕлтернĕ.

Чрезвычайлă тата полномочиллĕ посол çавăн пекех «Август» фирма филиалĕнче - Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тата кунти аш-какай комбинатĕнче пулнă.

А.СТЕПНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.