«Хыпар» 1 (27734) № 12.01.2021
«Аннепе аппа окоп чавнă»
Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсене тума вун çичĕ çултан аслăраххисене явăçтарнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕччен ĕçленĕ 200 пине яхăн çынран пурте тенĕ пекех пурнăçран кайнă ĕнтĕ. 96 çултан иртнисем темиçен кăна. Патшалăх оборона комитечĕн йышăнăвне пурнăçлама хутшăннисен паттăрлăхĕ çинчен вĕсем каласа е çырса хăварнинчен, историксен тĕпчевĕсенчен кăна пĕлетпĕр.
Юпа-кăрлач уйăхĕсенче вун сакăр çултан иртнĕ вăй питти каччăсемпе арçынсем Хĕрлĕ çарта, флотра е фронтра тăшманпа çапăçнă. Хĕрарăмсем, алла кĕреçе-лум тытма пултарнă шурсухалсем, çара кайма ят тухман яшсем çĕре сарлака тата тарăн, 380 çухрăм тăршшĕне алтса /пилĕк млн кубла метр тăпра кăларнă теççĕ/, окоп-блиндаж, команда пункчĕ нумай туса нимĕç танкĕсемпе салтакĕсене тытса чармалли сооруженисем хатĕрленĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче пурăнакан Галина Николаева /Михайлова/ çапла аса илчĕ:
— Хусан енче окоп чавма тытăннă чухне эпĕ тăхăр çулта пулнă. Ун çинчен Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ял тăрăхĕнчи Кĕчкей ялĕ патне окоп чавма çÿренĕ аннерен тата 1924 çулта çуралнă Зоя аппаран илтнĕ. Мана, йăмăксене — çиччĕри Нинăпа тăваттăри Риммăна — пăхма вун виççĕри пиччене Виталие шанса хăварнă. Вăл шкула кайиччен вут хутатчĕ, кÿршĕри асатте ăшши кăмакаран тухса ан пĕттĕр тесе юшкине хупатчĕ. Инкек куçа курăнса килмест. Пĕррехинче вăл кăмрăк шăранса пĕтиччен хупнă-тăр — пире сĕрĕм тиврĕ. Юрать-ха, пирĕн телей юнашарах çÿренĕ: аннен шăллĕ, Йошкар-Ола хулинчен Энĕшкассине çул тытнăскер, çула май пирĕн пата кĕнĕ, сĕрĕм явăннине курса ачасене пÿртрен кăларнă — вилĕмрен çăлнă! Эпир минренине курса пичче тÿрех анне патне чупнă, вăл — тĕпренчĕкĕсем патне. Унăн планне тултарассишĕн çав кун пиччен мекеçленме тивнĕ. Аннепе аппаран шартлама сивĕре алтнине, таврари ялсенчен çынсем ĕçе кая юлса çитсен айăпланине, шăнса чирленине, медсестра сипленине пĕлетĕп.
Аннене пĕр хушă ял Канашĕнче /окоп чавма çынсене вăл мобилизациленĕ/ укçа тÿлемесĕрех ĕçлеттерчĕç. Пĕррехинче мана Хуракассинчен сакăр çухрăмри район центрне — Октябрьски ялне — темĕнле хут çитерсе пама хушрĕç. Каç пуличчен таврăнтăм.
Анне тата Зоя аппа вăйран кайса киле таврăнмассерен ахлатса кравать çине ÿкнине, пыр-ÿпке шăннăран вĕриленсе выртнине куртăмăр, вĕсем вăрçă çулĕсенче тата хыççăн строительствăна хутшăннă çынсем йывăр асапа тÿссе ирттерни çинчен каласа пачĕç.
Рита МИХАЙЛОВА, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси ялĕ.
Оксана МЕЖЕНЬКОВА: Хура-шурă сăн ÿкерчĕксене упрама 5 градус ăшă кирлĕ
Специалистсем тĕнчере 40 пине яхăн професси пуррине палăртаççĕ, вĕсен йышĕнче музей управçи хăйне евĕр вырăн йышăнать. Тухтăр, педагог пек анлă сарăлман вăл, анчах питĕ кирлĕ. «Хыпар» тĕпелĕн паянхи хăни — Чăваш наци музейĕн тĕп управçи Оксана Меженькова.
— Оксана Сергеевна, хăвăр пирки каласа кăтартсамăр.
— Эпĕ Тăвай салинче кун çути курнă. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн географи факультетне пĕтернĕ. 2003 çулта диплом илсен хулари 44-мĕш шкулта ачасене çулталăк вĕрентрĕм. Унта питĕ лайăх наставник Елена Иванова пулчĕ. Яланлăхах шкулта юлма ĕмĕтленнĕччĕ, анчах хам вĕреннĕ факультета чĕнчĕç те — килĕшрĕм, методистра, документсемпе ĕçлерĕм. Хут ĕçĕ питĕ килĕшет мана. Çемьере мансăр пуçне тата икĕ йăмăк пур. Аттепе анне пулăшнипе пурте аслă пĕлÿ илтĕмĕр.
— Музее епле лекрĕр тата? Ыттисем те музей управçин профессине суйласшăн пулсан мĕн пĕлмелле?
— Сайра тĕл пулакан тĕлĕнмелле професси вăл. Аваллăха, историе, музее чун- чĕререн юратакан çын управçăра ĕçлеме пултарать. 2008 çулта шут секторĕн ăслăлăх сотрудникĕнче ĕçлеме пуçларăм. Тăватă çултан сектор заведующине çирĕплетрĕç. 2015 çулта иккĕмĕш ачапа декрет отпускне кайрăм. Унтан таврăнсан музейĕн тĕп управçи пулма сĕнчĕç. Хĕрĕм Настя халĕ 8-мĕш класра вĕренет, ывăл Максим — пилĕк çулта. Вĕсем те музее кăмăлпах çÿреççĕ. Мăшăрăм Андрей те музей пурнăçĕпе пурăнать, эпĕ унпа пĕр факультетра пĕлÿ илнĕ.
— Управçăн тивĕçĕсем пирки те пĕлес килет.
— Музей — культура еткерлĕхĕн управçи, çав пуянлăхпа халăха паллаштаракан учреждени. Наци музейĕн фондĕнче 200 пин ытла экспонат упранать. Вĕсене шута илессипе, упрассипе çыхăннă ĕçсене шăпах управçăсем туса пыраççĕ. Çак пуянлăха 17 коллекци çыхăнтарса тăрать. Кашни управçă темиçе коллекцишĕн яваплă. Эпĕ, тĕп управçă пулнă май, уйрăмах хаклă шутланакан япаласемшĕн — хаклă йышши металшăн, хĕç-пăшалшăн, нумизматикăшăн — яваплă. Çавăн пекех кил-çуртри япаласене, документсене, кĕнекесене, сăн ÿкерчĕксене, минералсене, этнографипе çыхăннă япаласене тата ыттине упракан коллекцисем пур. Вĕсене пăхса тăрас тĕлĕшпе эпĕ тата çичĕ управçă ĕçлетпĕр.
— Музейри чи пĕлтерĕшлĕ документ хăшĕ?
— Инвентарьпе çыхăннă тĕп кĕнеке. Унта музее илсе килекен пĕтĕм япала пирки çыраççĕ. Вĕсем металран тунă çунман шкапсенче упранаççĕ. Енчен те пушар тухсан вĕсем чи малтан илсе тух-малли япаласен шутĕнче.
— Коллекцисем те хăйсен йышĕпе тĕрлĕрен пулĕ?
— Çапла. Чи пысăкки — археологи коллекцийĕ. Унта 37 пин япала упранать. Чи сахалли — культпа çыхăнни. Унта пурĕ те 200 яхăн управ единици кăна. Каларăм ĕнтĕ: музее лекнĕ япалана чи малтан шута илеççĕ. Вăл тĕп кĕнекере унăн çеç пур номере тивĕçет. Пирĕн унашкал кĕнекесен шучĕ 62-е çитрĕ. Япала коллекцие çитет. Шăпах çавăнта тĕп ĕç пуçланать те.
— Мĕн тăватăр вара унта?
— Ăна йышăнни пирки хамăрăн документсенче паллă тăватпăр та упракан пÿлĕмсенчи лаптăксене вырнаçтаратпăр. Тĕрлĕ япалана пĕр пек условисенче тытаймастăн. Хура-шурă сăн ÿкерчĕксем валли 5 градус ăшă кирлĕ, тĕслисем валли — 18 градус. Япаласене нумай çул упрас тетпĕр пулсан кашни саманта, вак-тĕвеке шута илмелле. Хăш-пĕр коллекцири япала нÿрĕке юратмасть, теприншĕн ытлашши типĕ сывлăш сиенлĕ. Сăмахран, акшар чула нÿрлентермелле мар, вăл арканма пуçлать. Управçăн тивĕçĕ — япала мĕнлине шута илсе ăна упрамалли йĕркене пăхăнса ĕçлесси.
— Енчен те курав валли утюг е ытти хатĕр кирлĕ тĕк ăна хăвăрт мĕнле тупмалла?
— Кашни япалан вăл ăçта вырнаçнине палăртнă топографи опиçĕ пур, çав документа пăхса часах тупма пулать. Анчах управри япалана кирек кама та тыттармастпăр, музей директорĕ ирĕк панă хушупа килĕшÿллĕн кăна. Çак тапхăртан ăна упрассишĕн яваплăх тепĕр çын, ăна илекенни çине, куçать. Усă курнă хыççăн каялла тавăрса параççĕ.
— Енчен те япала арканма пуçланă, ăна реставраци тумалла тăк…
— Пирĕн пайра реставраци мастерскойĕ те пур. Хальхи вăхăтра унта йывăçран хатĕрленĕ сĕтел-пукан реставраторĕ тата таксидермист /кÿлепесем тăвакан/ ĕçлеççĕ. Эпĕ, тĕп управçă, тата реставратор коллекцисене пăхса тухатпăр, юсамалли, çĕнетмелли япаласене палăртатпăр. Ма-лашлăхра хутпа, пир-авăрпа, металпа ĕçлекен реставраторсем те пуласса шанатпăр. Кунашкал специалистсем питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн пата лекекен пур япала та лайăх упранса юлнă тееймĕн. Ку енĕпе Раççей этнографи музейĕпе, Раççей патшалăх истори музейĕпе çыхăну тытса ĕçлетпĕр.
— Кĕнекесене упраса хăварас тĕлĕшпе вулавăш ĕçченĕсен опычĕ пысăк пек туйăнать. Вĕсемпе çыхăну тытатăр-и?
— Паллах, Чăваш наци библиотекинче иртекен ăсталăх класĕсене хутшăнатпăр. Унти ăстасем çуркаланчăксене «саплама», хуплашкасене реставрацилеме вĕрентеççĕ. Çапах музей фондĕнчи япаласене вĕсене эпир йышăннă вăхăтри пек сăн-сăпатпа упрамалла, ăна мĕнле килет çапла улăштарма ирĕк çук пирĕн. Енчен те музее металран тунă япала, калăпăр, медаль лекрĕ пулсан эпир ун çинчи тусана кăна шăлма пултаратпăр. Ытти ĕçе пурнăçлама — металл тĕксĕмленнине тасатма — реставраторăн çеç ирĕк пур. <...>
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Любовь ФЕДОРОВА: Театра суйларăм – куракансем сутмаççĕ
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче Любовь Федорова вылянă пĕр роле те пулсан курнă çын ăна яланлăхах астуса юлать. Иккĕленÿ çук. Унăн уçă та мăнаçлă сассине, çÿллĕ те яштака кĕлеткине нихăш артисткăннипе те пăтраштармăн. Ролĕсем тата мĕне тăраççĕ! 48 çул хушшинче вĕсем тахçанах 100 урлă каçнă. Мухтавлă ентешĕмĕрпе унăн юбилейĕ умĕн тĕл пулса калаçрăмăр.
— Любовь Владимировна, куç умĕнчех-ха эсир калăпланă «Пушар лашинчи» Сухви /Н.Терентьев/, «Праски инке хĕр парать» камитри Елюна /А.Чебанов/, «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакльти Суйкка /Н.Сидоров/, «Ашкăнчăк инкесем» камитри Пейдж миссис /У.Шекспир/, «Евчĕ» водевильти Кабато /А.Цагарели/ тата ытти сăнар. Хăвăр пĕрремĕш хут театра çитсе курнине вара астăватăр-и?
— Лапсарта, хула çумĕнчех, çуралса ÿсрĕм. Пиллĕкмĕш-улттăмĕш классенче çÿреме пуçларăм Чăваш театрне. Анне чăх-чĕп фабрикинче ĕçлетчĕ, унта билет сутма театрăн администраторĕ Александр Наумов çÿретчĕ. Александр Александрович тепĕр чухне йыхрав хучĕ парса хăваратчĕ. Анне вара яланах мана илсе каятчĕ. Пĕр пукан çине иккĕн ларса пăхаттăмăр.
— Хăш спектакле пăхнине манман-и?
— «Туй икерчи», «Вĕр, вăштăр çил!», «Кай, кай Ивана», «Айтар» тата ытти спектакле киленсе пăхни халĕ те куç умĕнчех. Виктор Родионов, Вера Кузьмина, Елена Шорникова, Анна Кутузова выляни питĕ тыткăнланă мана. 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра телестуди çумĕнче театра юратакансен ушкăнне йĕркелерĕç. Унта эпĕ те кайрăм, анчах мана виççĕмĕш турта пăрахăçларĕç: «Эсĕ шкул ачи кăна-ха, кунта ĕçлекен çамрăксем çÿреççĕ», — терĕç. Пĕрех кайса лартăм. Вара студи ертÿçи Л.Н.Римов: «Ку хĕрачи каллех килнĕ, çÿретĕр эппин», — терĕ. Вара çулталăк хутшăнтăм студи ĕçне. Ун чухне Чăваш театрĕнче «Тĕнче çаврăнать» спектакль пыратчĕ, пире массовкăна хутшăнтаратчĕç.
— Апла эсир çавăн чухнех артистка пулас ĕмĕтпе пурăннă.
— 1967 çулта хаçатра Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтне вĕренме илесси пирки пĕлтерÿ тухрĕ. Эпĕ те килтĕм Шупашкара. Ун чухне тăхăр класс кăна пĕтернĕччĕ çав, илмерĕç. Турă мана çак профессипе çыхăнтарасшăнах пулнă ахăр. Тепĕр çул та çакăн пек пĕлтерÿ пулчĕ. Мана, тăватă тапхăра ăнăçлă чăтса ирттернĕскере, асăннă театра тÿрех иккĕмĕш курса илчĕç. Унта хамăрăннисен ушкăнĕнче, ăна Аркадий Кацман ертсе пыратчĕ, вĕрентĕм.
— Ленинград мĕнпе асра юлчĕ? Унта çыннисем кăна мар, сывлăшĕ те урăхла…
— Хули хăй çын пулма вĕрентет унта. Эпир Георгий Товстоногов курсĕнче, Аркадий Кацман мастерскойĕнче вĕреннĕ. Преподавательсем пурте тенĕ пекех блокадăна, вăрçă нушине тÿссе ирттернĕскерсемччĕ. Тата аслăраххи, сцена хусканăвĕпе вĕрентекен Иван Кох, революцичченех çуралнă. Вăл хăй — легенда. Тĕлĕнмелле ырă, уçă кăмăллă çынсемччĕ, çавăнпа тата çывăх туйăннă вĕсем пире. Пысăк драма театрне Евгений Лебедев, Олег Басилашвили, Зинаида Шарко, Кирилл Лавров вылянă спектакльсене пăхма ятарласа çÿреттĕмĕр.
— 1972 çулта тăван республикăна 19 профессионал артист таврăннă, вĕсенчен темиçĕшне Çамрăксен театрне ĕçлеме янă, ыттисене — Чăваш драма театрне. Паян вара çав ушкăнран тăван театрта иккĕн: эсир тата Владимир Семенов кăна юлнă…
— Пурнăç çапла ĕнтĕ вăл, ыран мĕн пулассине пĕлместĕн. Пире питĕ лайăх йышăнчĕç. Камран вĕренмелли пайтахчĕ: Елена Шорникова, Анфиса Долгова, Виктор Родионов, Вера Кузьмина… Виктор Иосифович пек артист 100 çулта мар, 1000 çулта та пĕрре кăна килет тĕнчене. Вăл çынлăхĕпе те, ăс-тăнĕпе те, пултарулăхĕпе те тĕлĕнмелле çынччĕ. Сцена çине урине ярса пусать кăна — халăх алă çупса ярать. Эпĕ çав çынна курнă кăна мар, унпа юнашар ĕçленĕ, спектакльсенче вылянă. Сăмахран, «Тĕлĕнмелле юратура», «Пушар лашинче», ыттисенче.
— Сăнарсем пурнăçра витĕм кÿреççĕ-и?
— Сăнарсене хамăн пурнăçăмран уйăрмастăп. Хам пурнăçра мĕнле — роль те çавăн пекех. Яланах ĕмĕтленнĕ роль лекет теме пултараймастăп, вĕсем, тĕрĕссипе, питĕ сайра çакланаççĕ. Пирĕн тем те выляс килет-тĕр. Юратнисем пулнах. «Праски инке хĕр парать» спектакльти Елюна, «Ашкăнчăк инкесем» камитри Пейдж миссис питĕ килĕшетчĕç. Хальхи вăхăтра «Туя туй пек тăвар-и?» спектакльти Тарье сăнарне кăмăлласа вылятăп.
— Хăш роль пирки халĕ те ĕмĕтленетĕр? Ун пек сăнар пур-и?
— Мĕн вылянине, чĕре витĕр кăларнине, часах манаймăн. Эх, çакна та вылясчĕ тени те çук мар. Мана чăваш хĕрарăмĕн çирĕп чунĕ, кăмăлĕ килĕшеççĕ. Йывăра парăнманнисене, малаллах ăнтăлаканнисене хисеплетĕп. Алă усса ларакансене чăтма пултараймастăп. Йывăрлăх çынна çирĕпрех, вăйлăрах пулма хистет. Çакăн пек рольсене выляс килет. Манăн пурнăç та кĕрешÿ пекех. Виççĕре пушарта чутах вилмен. Кÿршĕ ялти шкула утнă чухне çурхи шывпа чутах юхса кайман. Унтан упăшка эпĕ гастрольте чухне тепĕр хĕрарăм тупса янă.
— Артист профессине суйласа илнĕшĕн ÿкĕннĕ-и?
— Театра ĕçлеме килнишĕн, артист пулнишĕн ÿкĕнни пĕрре те пулман. Анчах упăшка: «Е — эпĕ, е — театр», — тесе каласан шухăша путнăччĕ. Паян эпĕ унпа, ыран енчен те: «Каçар, урăххи», — тесен мĕн тумалла? Пĕлетĕп: театр, куракансем мана сутмаççĕ. Эпĕ театра суйларăм.
— Рольсене вĕренме мĕнрен пуçлатăр?
— Пьесăна вуласан сăнар пуçран тухмасть. Кунĕн-çĕрĕн ун пирки шухăшласа çÿретĕп. Кухньăра апат хатĕрлетĕп-и е урамра юр хыратăп-и — пуçра шухăш пĕр вĕçĕм çаврăнать: ку мĕншĕн апла? Хуравĕсене шыранă май сăнар чуна кĕрсе вырнаçать те çĕнĕрен «çуралса» тухать. Спектакль хыççăн вара чун пушанса юлать. Киле кайнă чухне ураран ура иртмест. Кравать çине выртатăп та спектакль патне тепĕр хут таврăнатăп, ăна ăшра шĕкĕлчесе тухатăп. Тепĕр ирхине çĕнĕ спектакль пирки шухăшлама, унти пурнăçпа пурăнма, сывлăшпа сывлама пуçлатăп. Паян, сăмахран, «Туя туй пек тăвар-и?» спектакль, эпĕ ăна темиçе те вылянă, анчах шухăш кунĕпех унти ĕç-пуç тавра çаврăнать.
— Сирĕн пултарулăхăрти критик кам? Камăн шухăшне, сĕнĕвне шута хуратăр?
— Мухтанине эпĕ шанмастăп: те чăнласах калаççĕ, те ыр пуласшăн хăтланаççĕ. Усăллă сĕнÿсем панине шута илетĕп. Валерий Яковлев режиссерăн, гримеркăра пĕрле ларакан Вера Кузьминан шухăшĕсене, сăмахран.
— Актерăн мĕн тума пĕлмелле, хăш енсене уйрăмах аталантармалла?
— Чи малтанах шухăшлама, партнера, режиссера илтме, курма пĕлмелле. Вара нимĕнле лару-тăрура та çухалса каймастăн. Автомат пек ĕçлемелле мар.
— Гастрольсенче час-часах пулатăр. Ăçти уйрăмах асра юлнă? Унти куракан мĕнлерех йышăнать?
— Республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакан чăвашсен уйрăмлăхĕ питĕ пысăк. Ютри çулланнă йăх-ташсем пирĕншĕн питĕ тунсăхлаççĕ, артистсене чи çывăх тăванĕсем пек кĕтсе илеççĕ, кунтисем — юл-ташĕсене курнă пек.
— Ытти театр ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатăр-и?
— Çамрăксен театрĕнче час-часах пулатăп. Мускав режиссерĕ Владимир Беляйкин лартнă пластикăллă «Шинель», «Юратупа курайманлăх» спектакльсене пăхнăччĕ. Питĕ килĕшнĕччĕ.
— Мĕнлерех спектакльсенче — драмăра е камитре — хăвăра уйрăмах лайăх туятăр?
— Тÿрех калатăп: камитре. Çиелтен пăхсан эпĕ камит çынни мар пек, чунпа вара шăпах çавăн валли тесе шухăшлатăп. Шÿте, кулăша питĕ килĕштеретĕп. Камитре култарма тăрăшмалла мар, унта питĕ тарăн шухăшлăн, тĕплĕн, ĕненсе вылямалла. Атту кулăшла пулмасть.
— Кашниех хăçан та пулсан пурнăç пĕлтерĕшĕ пирки шухăшлать: хăвăрăн пурнăç тĕллевне мĕнре куратăр?
— Манăн пурнăçра нимĕн пирки те ÿкĕнмелли çук. Тем те курнă: театрта ĕçлетĕп, ялта пурăнатăп. Выльăх-чĕрлĕх те тытнă, пахча çимĕç лартса çитĕнтеретĕп. Атте-аннене те хамах пăхнă. Театрта патша майри пулса та çÿренĕ, карчăка та вылянă. Тĕрлĕ ăраскала пурăнса ирттернĕ, çавăнпа эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Хĕрачана пăхса çитĕнтернĕ, мăнуксем пур, пурте сывă. Тата мĕн кирлĕ? Турра тав тумалла кăна.
— Ялта пурăнатăп терĕр. Мĕншĕн хулара мар?
— Мĕншĕн ялта-и? Чи малтанах, хула çумĕнче пулнипе. Шупашкарта пурăнма çуккипе мар. Атте 1992 çулта вилчĕ. Унтан аннепе 14 çул пурăнтăм. Юлашки тăватă çулне вăл вырăн çинчен тăраймарĕ. Çав тапхăрта ĕне тытнă, сĕт, тăпăрч хатĕрлесе сутса хулара хам тата хĕр валли хваттер туяннă. Анне вилнĕ хыççăн хĕресне аннене пăхса пурăнтăм, вăл та çĕре кĕчĕ, халĕ атте килĕнче пĕчченех пурăнатăп. Яла мĕнле пăрахам? Çуртăн кашни пĕрени, хăми, алăкĕ аттепе аннене аса илтереççĕ. Пÿрте хăма çапса илемлетрĕм, мунча лартрăм. Хамшăн мар, аттене хисеп туса, ятне асра тытса.
— Мĕнле çынна хăвăрăн юлташ теме пултаратăр? Пур-и вĕсем? Мĕнлисем килĕшеççĕ?
— Пур. Ма çук вара? Эпĕ театрти тăлмачпа Людмила Латышевăпа питĕ туслă. Пĕр-пĕрне 52 çул пĕлетпĕр. Эпĕ хĕрарăмсенчен лăпкă, хăйсене мăнна хуманнисене хисеплетĕп, килĕштеретĕп, арçынсенчен — ăслă, кулăша, шÿте ăнланакансене.
— Çапах та мĕн вăл сирĕншĕн — телей?
— Сывлăх, унтан ачасем, ĕç пурри. Тем тесен те сывлăх чи пĕлтерĕшли. <...>
Надежда СМИРНОВА калаçнă. drama21.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
«Манăн йăлтах лайăх пулать»
Çакăн пек каланă вăл ковидпа чирлисене сиплеме тытăнсан
«Эпĕ хама урăх ĕçре курмастăп. Шăпа медицинăпа çыхăнтарнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Пурнăçра хамăн çула тупнă тесе шухăшлатăп», — тет вăл паян. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти хула больницин реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕнче ĕçлекен Ольга Романова анестезиолог-реаниматолог çинчен. Ольга Романова 2020 çулхи çуркуннеренпех «хĕрлĕ зонăра» вăй хурать.
Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çемйинче шурă халатлисем пулман. «Вĕреннĕ çын пулас, халăха сиплес, пулăшас килетчĕ. «Ăçта каяс-ши?» — шухăшларăм диплом илсен. Терапевт пулас килместчĕ, эпĕ питĕ чĕрĕ, вĕри, пĕр вырăнта лараймастăп. Ялан утмалла манăн, чупмалла. «Эпĕ участокра ĕçлейместĕпех», — палăртрăм ун чухне. Çитменнине, техникăна питĕ юрататăп. Чи юрăхлă ĕç маншăн реанимаци тесе пĕтĕмлетрĕм юлашкинчен, — сăмахне çапла пуçларĕ тухтăр хăйĕн пирки каласа пама ыйтсан. — 2008 çулта Çĕнĕ Шупашкар хулин больницине интернатурăна килтĕм те реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмне йышăнчĕç. Ĕçе хăнăхрăм та халĕ урăх çĕре куçас килмест. Коллектив питĕ лайăх, туслă. Ĕçтешĕмсем хисеплеççĕ пек туйăнать».
Ольга Романова «хĕрлĕ зонăра» пĕлтĕрхи çу уйăхĕнченпе ĕçлет. Малтанах вĕсем валли ятарлă вĕренÿ йĕркеленĕ. «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлесси шиклентермерĕ. Чирлесрен те хăрамарăм. Ку вирус йĕри-тавраллах пур, пĕрех ниçта та тарса пытанаймастăн. Апла пулин те манăн йăлтах лайăх пуласса çирĕп шантăм. Раштав уйăхĕнче мăшăрăм коронавируспа чирлерĕ пулсан та эпĕ аптăрамарăм. Каярахпа анализ манăн юнра антителăсем пуррине кăтартрĕ. Ĕçре реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕн заведующийĕ Александр Александров пĕрремĕш кунранпах вĕрентсе, пулăшса пычĕ. Вăл — аслă квалификациллĕ тухтăр, пирĕншĕн нумай тăрăшать, ĕçри вăрттăнлăхсене уçать. Уйрăмра — заведующипе пĕрле 5 врач. Ĕçре, паллах, йывăрри те пулать. Анчах пирĕн хамăр пăшăрханнине пациентсене кăтартмалла мар. Вĕсем патне яланах лайăх кăмăлпа кĕретĕп. «Йăлтах лайăх пулать», — лăплантаратăп чирлисене те. Тĕрĕссипе, хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Çын тени çавнашкал вăл, кирек епле лару-тăрăва та, условие те хăнăхать. Халĕ пациентсем те урăхларах. Çуркунне вĕсем хытах пăлханни те палăратчĕ, хальхи вăхăтра чирлекен ытларах пулин те апла мар. Пациентсене сиплемелли аппаратура та, тĕрлĕ оборудовани те нумайланчĕ. Тĕп тухтăр Константин Белов сиплев учрежденийĕ аталантăр тесе питĕ тăрăшать», — каласа кăтартрĕ Ольга Дмитриевна.
Ольга Романова пĕлтернĕ тăрăх, 65 çултан аслăраххисем йывăр чирлеççĕ. Çав вăхăтрах хĕрĕхрисен йышĕнче те амака йывăррăн парăнтаракансем пур. «Хĕрлĕ зонăри» тухтăрсен канмалли кунсенче те, хушăран талăкĕпех, ĕçлеме тивет. Манпа та вăл вырсарникун, кăрлачăн 10-мĕшĕнче, ĕç вăхăтĕнче тĕл пулса калаçма май тупрĕ. Ĕç вăхăта чылай йышăнать пулин те Ольга Дмитриевна пĕрре те ÿпкелешмест. «Çемьерисем те кăмăлсăррине палăртмаççĕ. Манăн икĕ ача. Мăшăрăм яланах пулăшса, хавхалантарса пырать», — пытармарĕ çамрăк тухтăр. Çав вăхăтрах çĕршыв тата республика ертÿлĕхне шурă халатлисене хушма тÿлев уйăрнăшăн тав тăвать. «Хĕрлĕ зона» уçăлнăранпах вĕсен уйрăмĕнче 10 койка-мĕн.
«Хĕрлĕ зонăра» чи йывăрри мĕн-ши? «Чиртен сыхланмалли ятарлă костюм тăхăннăран çулла питĕ пăчăччĕ, сĕре шăрăхчĕ, маска тарлатчĕ. Йĕп-йĕпе тара ÿкеттĕм. Майĕпен хăнăхрăмăр», — калаçăва тăсрĕ анестезиолог-реаниматолог. Тухтăрсем маска, ятарлă тум, перчатка тăхăнсан пациентсемпе мĕнле калаçаççĕ-ши? Çи-пуç чирлисене хăратмасть-ши? «Сиплев епле пулассин 50 проценчĕ пациентăн шухăш-кăмăлĕнчен килет, çавăнпа чылай чухне анестезиолог-реаниматологăн психолог вырăнĕнче те пулма тивет. Пациентсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Манăн вĕсене сываласси тухтăртан кăна мар, вĕсенчен хăйсенчен те нумай килнине ăнлантармалла. Медицина препарачĕсем, паллах, пулăшаççĕ. Анчах пациентăн кăмăлĕ ялан сÿрĕк тĕк чир шала та каять. Çавăнпа кашни пациент валлиех хăйне май психологи çăраççине шыратăп. Хушăран пациента хытăрах калама та тивет. «Атя, атя, тăрăш! Сана килте çывăх çынсем кĕтеççĕ. Юратнă çыннусене курма часрах сывал», — тетĕп», — ăнлантарчĕ тухтăр. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Пирĕн пурнăçра мĕн улшăнать?
Çĕнĕ çултан мĕнле саккунсем вăя кĕнĕ? Раççейре пурăнакансемшĕн 2021 çулта мĕн улшăнать-ха? Паян вулакансене хăш-пĕр çĕнĕлĕхпе паллаштаратпăр.
Пенси те, пенси ÿсĕмĕ те
2021 çултанпа тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм
пысăкланать: хĕрарăмсем — 56,5 çулта, арçынсем
вара 61,5 çулта пенсие кайма пултараççĕ. Çак
ÿсĕме пысăклатас тапхăр 2019 çултанпа пырать.
Куçăм тапхăрĕ 2028 çулта вĕçленет. Çапла май-
па пенси ÿсĕмне, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕтĕмĕшле 5 çул
ÿстереççĕ. Хĕрарăмсемшĕн вăл — 60, арçынсемшĕн
вара 65 çулпа танлашĕ. Енчен те çын ниепле те
ĕç тупаймасан унăн пенсие 2 çул маларах кайма
ирĕк пур.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен
ĕçлемен пенсионерсен пенсине индексацилеççĕ.
Кăçал вăл 6,3% пысăкланнă. 2022 çулта — 5,9%,
2023 çулта 5,6% пысăкланĕ. 2021 çултан пуçласа
Пенси фончĕ 45 çултан аслăрах граждансене пулас
пенси виçи пирки уведомлени ярса пама пуçлать.
Çак пĕлтерÿсем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрле-
хи порталĕ урлă виçĕ çулта пĕрре автомат мелĕ-
пе килĕç.
Ку профессисем — хĕрарăмсен кăна мар
Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хĕрарăмсене ĕçе
йышăнма чарнă профессисен шучĕ чакнă. РФ
Ĕçлев министерствин çакăн пирки калакан ху-
шăвĕ вăя кĕнĕ. Хĕрарăмсен официаллă майпа
йышăнма юраман ĕçсен списокĕнче 456 тĕрли
пулнă, халĕ çав переченьрен 100 тĕрлĕ ĕçе кă-
ларнă. 2021 çултан пуçласа этемлĕхĕн черчен
çуррин самосвалсен, КАМАЗсен тата фурăсен
рулĕ умне ларма, трактористра вăй хума юрать.
Строительство техники /бульдозерсем, экскава-
торсем, автогейдерсем/ — вĕсемшĕн халĕ те ча-
русен шутĕнче. Кăмăлĕ пулсан хĕрарăмсем ка-
рапсен командине кĕме, матрос, шкипер, боцман
должноçне йышăнма пултараççĕ. Йывăр промыш-
ленноç предприятийĕсенче тата кăткăс производ-
ствăри чылай професси тĕлĕшпе те вĕсемшĕн ча-
русене пăрахăçланă.
Амăшĕн капиталĕ
Пенси фончĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа
амăшĕн капиталĕн сертификачĕн укçипе усă ку-
расси пирки çырнă заявлени тăрăх 10 кунра йы-
шăну тăвать, малтанхи пек 1 уйăхра мар. Енчен
те ытти ведомствăран информаци илмелле пул-
сан çак тапхăр 15 е 20 куна тăсăлма пултарать.
Пенси фончĕ йăлтах йĕркеллĕ тесе йышăну тусан
укçана виçĕ ĕç кунĕнче куçарса парĕç. Сертифи-
ката хатĕрлеме халĕ 5 кун уйăраççĕ. Пенси фонд-
не хушма сведенисем кирлĕ пулсан ку вăхăт 15 кун
таран ÿсме пултарать.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2021 çулта
Раççейри пĕр миллион ытла çемье амăшĕн ка-
питалĕн сертификатне илме пултарĕ. Унăн виçи
пĕрремĕш ачашăн — 483882 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн
— 639432 тенкĕ.
Электронлă медсправка
Пациентăн кăмăлĕ пулсан ăна электронлă меди-
цина справки параççĕ. Ăна Патшалăх пулăшăвĕсен
пĕрлехи порталĕнчи харпăр уйрăм кабинетра «Ма-
нăн сывлăх» суперсервис пулăшăвĕпе ыйтса илме
май пур. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин ху-
шăвĕпе килĕшÿллĕн, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хутлă
справкăсемпе медицина пĕтĕмлетĕвĕсĕр пуçне
вĕсен электронлă аналогĕсем те, тухтăрăн вăй-
латнă цифра мелĕпе алă пуснисемпе çирĕплетнĕ-
скерсем, вăйра тăма пуçланă. Электронлă справ-
кăпа чир пуррипе çуккине, инфекци чирĕллĕ çын-
семпе хутшăнни-хутшăнманнине, шкулти заняти-
сенчен хăтарнине е медицина пулăшăвĕ ыйтни-
не, диспансеризаци тухнине çирĕплетме пулать.
Майсем анлăланаççĕ
2021 çулта специализациленĕ пысăк техноло-
гиллĕ медицина пулăшăвне федераци клиники-
сенче сиплекен тухтăр направленийĕсĕрех, обя-
зательнăй медицина страхованийĕн полисĕпе,
тÿлевсĕр илме пулать. Паллиативлă медицина
пулăшăвĕпе, çав шутра килте те, усă курмалли
тата диспансеризаци майĕсем анлăланаççĕ, усал
шыçă чирĕсен диагнозĕсене тепĕр хут тĕрĕслеме
ирĕк пур. Çак самантсене медицина пулăшăвне
граждансене тÿлевсĕр мелпе кÿмелли патшалăх
гарантийĕсен çĕнĕ программинче пăхса хăварнă.
Пациентăн халĕ поликлиникăна çеç мар, федера-
ци шайĕнчи медицина центрне те суйлама юрать.
Килте вăй хуракансем валли
Инçет мелĕпе ĕçлекенсен прависемпе тивĕçĕсем
пирки калакан çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унта «удален-
кăн» виçĕ формине çирĕплетнĕ. Пĕрремĕшĕ —
яланах инçет мелĕпе ĕçлесси. Иккĕмĕшĕ — вăхăт-
лăх. Виççĕмĕшĕ — хутăшла: çын пĕр хушă — офис-
ра, тепĕр хушă килте ĕçлет. Енчен те çынна инçет
мелĕ çине вăхăтлăха куçараççĕ тата унăн тĕллевĕ-
сем малтанхи пекех пулсан унăн шалăвне чакарма
юрамасть. Палăртнă вăхăтран ытлашши ĕçлесен
пуçлăхăн ăна хушса тÿлемелле. Кун пек чухне ĕç
параканпа ăна пăхăнаканăн ĕç графикне çирĕплет-
мелле, унта шăнкăравсен графикне палăртмалла.
Тĕслĕхрен, 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен пуçлăх
çынна шăнкăравлама е унпа электронлă почта урлă
çыхăнма пултарать, графикра тата килĕшÿре па-
лăртман вăхăтри шăнкăравсене çыннăн хуравла-
масан та юрать.
Çын яланах е вăхăтлăх «удаленкăпа» ĕçлесен те
ăна тивĕçĕсене пурнăçламашкăн мĕн кирлипе йăл-
тах пуçлăхăн тивĕçтермелле. Çакна саккунра па-
лăртнă. Этеме ĕçрен хăтармалли икĕ саманта асăн-
нă: енчен те вăл пĕр сăлтавсăрах икĕ ĕç кунĕнче
çыхăнăва тухмасан. Тепри — енчен те çын хăйĕн-
пе çыхăнма питех те кăткăс вырăна куçса кайсан.
Ĕç кĕнекисем
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш
хут ĕçе вырнаçакансем валли элек-
тронлă ĕç кĕнеки уçаççĕ. Хутлă ĕç
кĕнеки пур çынсен те ĕç-хĕл пир-
ки калакан сведенисене малаш-
не электронлă мелпе илме ирĕк пур. Çакăн пир-
ки унăн пуçлăх ячĕпе заявлени çырмалла. Ĕç па-
ракан кашни çыннăн ĕçĕ тата стажĕ пирки кала-
кан тĕп информацие электронлă мелпе хатĕрлет,
ăна Пенси фондне информаци ресурсĕнче упра-
машкăн парать.
Налуксем
Кăçалтан пуçласа пĕтĕм гражданин уйрăм çын-
нăн пурлăхĕ çине хуракан налука /НДФЛ/ пĕр пек
— 13% — тÿлемеççĕ. Çулталăкра 5 миллион тенкĕ-
рен нумайрах ĕçлесе илекенсен халĕ 15% ставкă-
па тÿлемелле. Пуян çынсен НДФЛне ÿстермешкĕн
пĕлтĕр çулла Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннĕ.
Банксенчи вкладсен процент тупăшĕ çине те
кăçалтан тытăнса налук хураççĕ. 2021 çулта про-
цент тупăшĕ 42,5 пин тенкĕрен пысăкрах пулсан
вклад хунă çынсен 13% налук тÿлемелле. Çын-
нăн миçе вклад тата вĕсене хăçан уçни пĕлтерĕ-
шлех мар. 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн
процентсем илни çеç пĕлтерĕшлĕ. Налук служ-
би банксен кăтартăвĕсене хăех пуçтарать, налуксене шутласа палăртать, ку хыпара 2022
çулхи кĕркунне хваттер, дача, автомобиль налукĕсем пирки калакан уведомленисемпе пĕрле ярса парать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА хатĕрленĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...