Комментари хушас

28 Раштав, 2020

Çулталăка пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвне ирттерчĕ.

Канашлура 2020 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. ЧР промышленноç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Лекарев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал апат-çимĕç продукцийĕн пахалăхне, эмелсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăрассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Пахалăхсăр продукцие тупса палăртма таварсен маркировкин программи чылай пулăшать. Сергей Лекарев çавăн пекех алкоголь продукцийĕн, строительство материалĕсен, çут çанталăк ресурсĕсен саккунсăр çаврăнăшне тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе туса пыракан ĕçсем çинчен те каласа кăтартрĕ.

Олег Николаев комисси ĕçĕ промышленноç тата экономика аталанăвĕ, производство диверсификацийĕ тĕлĕшĕпе республика Правительствипе тачă çыхăннине палăртрĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ