Комментари хушас

25 Раштав, 2020

Алексей Ладыков тÿрĕ эфира тухрĕ

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паян журналистсемпе тĕл пулчĕ. Пресс-конференци вăхăтĕнчех «Инстаграмра» тÿрĕ эфирта хула çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Шупашкар халăхне, тĕпрен илсен, хула урамĕсенчи çулсене юсани, общество вырăнĕсене, картишсене хăтлăлатни, пурăнмалли çуртсем хута яни, çĕнĕ микрорайонсенчи инфратытăма аталантарни ытларах кăсăклантарчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ, тĕллевĕсем çинчен пĕлес текенсем те пулчĕç. Алексей Ладыков уçă калаçу вăхăтĕнче чылай ыйтăва хуравларĕ. Хăш-пĕр ыйтăва çав самантрах татса пама çук. Вĕсене тунтикун ĕç кунĕ вĕçлениччен пурне те уçăмлатассине пĕлтерчĕ вăл.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.