Комментари хушас

25 Раштав, 2020

Хула хăтлăхне лайăхлатаççĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси» регион проектне республикăра пурнăçлассипе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттерчĕ.

Çав регион проектне 2020 çулта еплерех пурнăçлани тата килес çул пурнăçласси çинчен ЧР строительство министрĕ Александр Героев каласа пачĕ. Олег Николаев ыррине тивĕçлипе хакларĕ пулин те проекта пурнăçласа «туса çитермен ĕçсем» пур терĕ.

Етĕрне хули хăтлă хула хăтлăхне тăвас тĕлĕшпе пĕтĕм Раççейре ирттернĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕччĕ. Федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен уйăрнă укçана Етĕрнене хăтлама явăçтарни çинчен Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Поликарпова пĕлтерчĕ.

Пĕчĕк хулапа истори тăрăхĕнче хăтлă хула хăтлăхне йĕркелемелли проектсен пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш конкурсне хутшăнса федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçана тивĕçнĕ Улатăр хулинче те усă курнă. Кун çинчен Улатăр хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Лукишин хыпарларĕ.

2021 çулта Канаш хулин тĕп пайне те хăтлама пуçлаççĕ. Кунта 100 млн ытла тенкĕ явăçтарма палăртнă. Çакăн çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов отчет турĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ