Комментари хушас

24 Раштав, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 50 (6347) № 24.12.2020

Çыннине кура ÿкерчĕкĕ пулать

Марина Кудряшова чăвашсене чапа кăларнă паллă çынсене ÿкерес ĕмĕтпе пурăннă. Хальлĕхе вăл Иван Яковлева, Константин Иванова, Андриян Николаева "чун кĕртнĕ". Вĕсене тĕпе хурса мессенджерсенче усă курмалли стикерсем хатĕрлесшĕн.

 Поэт пурнăçа çилленнĕ пек

Маринăна хавхалантараканĕ — Ксения Кошелева çамрăк ÿнерçĕ. Ксюша юмах- халапри сăнарсене ÿкерсе интернета вырнаçтарать. Ăна кура Маринăн та ÿкерес килнĕ, анчах юмахри сăнарсене мар, çынсене. «Чăвашла арт ма аталанман-ши?» — çапла шухăшлаттăм эпĕ. Чăвашла открыткăсем пур-ха. Хамăн стиле тупма тăрăшрăм», — стикерсем хатĕрлес шухăш мĕнле çуралнине аса илчĕ Марина Кудряшова.

«Чăваш историйĕнче йĕр хăварнă хăш çынна ÿкерме пулать-ши?» — çапла ыйтнă вăл Инстаграмри подписчикĕсенчен. Интернетри тусĕсем ăна сĕнÿсем панă. Марина ĕçе пуçăниччен çав çынсен пурнăçĕ пирки вуласа пĕлнĕ, сăн ÿкерчĕкĕсене тишкернĕ. Чи малтан Марина Çутта кăларуçа Иван Яковлева ÿкерме шухăшланă. Вăл чăн-чăн шурсухал, Хĕл Мучи пек курăннă, ÿкерчĕкре ăшăлăх пурри туйăннă. Марина тÿрех кукашшĕне /вăл та шурă сухалпа çÿренĕ/ аса илнĕ. Константин Иванов вара пачах урăхла пулса тухнă. Ĕç ăнман: вилĕмсĕр поэма авторĕ темшĕн пурнăçа çилленнĕ, ывăннă пек курăннă. Ăна хуратса 4-5 хут çĕнĕрен ÿкерсе вĕçне çитернех. «Мĕншĕн йывăр пулчĕ-ши? Иванов ÿкерчĕкре мĕншĕн ырă кăмăллă пулмарĕ?» — çапла амăшĕнчен ыйтнă Марина. «Унăн пурнăçĕ çăмăл килмен: ашшĕ-амăшĕ юратман хĕре качча илтересшĕн пулнă, савнийĕпе пулайман…» — хуравланă çывăх çынни. «Андриян Николаев космонавт, ахăртнех, пурнăçĕ йывăр килнине пăхмасăр хĕвел пек пулнă. Космоса вĕçиччен ăна: «Кайрăмăр!» — тесен те вăл йăл кулнă. Манăн ÿкерчĕкре те савăнăçлă пулса тухрĕ», — калаçу çăмхине малалла сÿтрĕ çамрăк ÿнерçĕ.

Марина паллă балеринăна Надежда Павловăна ÿкерес шухăшпа пурăнать. Ун хыççăн ентешне Петĕр Хусанкая сăнласшăн. «Манăн список пысăк. Ара, чăвашран тухнă паллă çын нумай. Çыравçăсем кăна мар, артистсем, спортсменсем мĕн чухлĕ тата. Хальхи паллă çынсене ÿкерес тĕллев те пур», — пытармарĕ хастарскер. Мĕншĕн шăпах стикер хатĕрлеме шухăш тытнă-ха вăл? Паллă çынсем пирки мероприятисенче кăна аса илеççĕ, вĕсене ÿкерчĕксенче кăна кураççĕ. Мессенджерсенчи стикерсемпе ытларах çамрăксем усă кураççĕ, эппин, вĕсен мухтавлă ентешĕсем пирки нумайрах пĕлме, вĕсемпе мăнаçланма тепĕр сăлтав пулĕ. Хальлĕхе Марина стикерсене Инстаграма вырнаçтарнă. Ытларах ÿкерчĕк хатĕрлесен мессенджерсенче /Телеграмра, Ватсапра/ курма май килĕ. Çынсен çак стикерсемпе тÿлевсĕрех усă курма май пулĕ.

Чăвашлăха мĕн ачаран юратать вăл. Малтан Марина чăваш юмахĕсене вуланине видео ÿкерсе интернета вырнаçтарнă. Унăн иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пичетленнĕ юмахсен кĕнеки пур. Çамрăкскер видеона ахаль çеç ÿкерес тенĕ, вăл вара çынсен кăмăлне кайнă, ăна ырă сăмах каласа хавхалантарнă.

Ашшĕн ĕмĕтне пурнăçланă

Марина — Тутарстанри Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш ялĕнчен. Унта пурăнакансем чăвашла калаçаççĕ, шкулта тăван чĕлхене вĕренеççĕ. Маринăн амăшĕ Ирина Севастьяновна, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ, хĕрне ачаранах концертсене, конкурссене явăçтарнă. Хĕр пĕрчи юрланă, юмах каланă. Амăшĕ ун валли костюмсем çĕленĕ. «Атте çамрăк чухне тĕрлĕ музыка инструменчĕ каланă. Вăл культура енĕпе вĕренме ĕмĕтленнĕ. Пултарулăх асаннерен те куçнă ахăртнех. Вăл халĕ те ялти кинемейсен ансамблĕнче юрлать», — каласа кăтартрĕ çамрăкскер.

Хусан хулине йĕркеленĕренпе 1000 çул çитнине халалланă конкурса 10-ри Марина та хутшăннă. Сцена çинче чăваш юмахне каланă чухне вăл питĕ хавхаланнă, республикăшăн усăллă ĕç тăвас ĕмĕт çуралнă. Шкул хыççăн Хусанти культура институтне çул тытнă. Амăшĕ хирĕçленĕ, хĕрне пе-дагог ĕçне суйлама сĕннĕ. Марина ашшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ тесен те йăнăш мар. Халĕ вăл — культйĕркелÿçĕ, санаторире клубра ĕçлет.

Марина вырăс, тутар ачисемпе пĕрле вĕреннĕ, хăй чăваш пулнинчен нихăçан та вăтанман. Вĕрентекенсем хăш-пĕр чухне занятире тутарла калаçнă. Вырăс студенчĕсем ăнланмасăр ларнă, Марина вара тутарла пĕлет. Ку чĕлхене вăл шкулта вĕреннĕ. Курс, диплом ĕçĕсене вăл чăвашлăхпа çыхăнтарнă.

Ирина КОШКИНА.

 


 

«Хăйсем тĕллĕн сипленсе вăхăта сая яраççĕ»

 Пандеми пуçлансан Хулари клиника больницинче хирургра ĕçлекен Евгения Лысовăн инфекциониста вĕренме тивнĕ. Çу уйăхĕнченпе 34 çулти тухтăр коронавируспа чирлисене сыватма пулăшать.

«Çăмăл мар. Ятарлă тумтире хăнăхма тиврĕ. Унпа сывлама йывăр, пĕрре сивĕ, тепре ăшă пулса каять. Уйрăмах çулла нушалантăмăр», — каласа кăтартрĕ Евгения Лысова телефонпа çыхăнсан. Унăн смени 16 сехете тăсăлать. Çак тапхăрта вĕсем «хĕрлĕ зонăран» пĕр хутчен апатланма тухаççĕ, 1-1,5 сехетре кăштах канса ĕлкĕреççĕ. Пациентсем патне кĕрсен пушă вăхăт çук. Стационарта конвейер пекех: кашни ир сывалас енне кайнă 15-е яхăн çынна киле яраççĕ, каç валли çавăн чухлех сипленме выртаççĕ. Пушă койка çукпа пĕрех. Йывăр чирлисене реанимацие ăсатаççĕ. Сывалнисене киле яни, чĕри тапма пăрахнă пациента илсе тухни — йăлтах вĕсен куçĕ умĕнче пулса иртет.

«60 çул тултарман хĕрарăмăн ÿпкин 88 проценчĕ сиенленнĕччĕ. Шел те, сывалаймарĕ. Чирлĕ çуралнă тепĕр çамрăк çын коронавируса парăнтараймарĕ. Вăраха кайнă чирсемпе — гипертонипе, сахăр диабечĕпе — нушаланакансене йывăр. Самăр çынсене сывлама кансĕр. Пирĕн патра ытларах 50-60 çулсенчисем сипленеççĕ. Каварлă вирус ку. Паян ÿпкен пĕчĕк проценчĕ кăна сиенленнĕ тĕк ыран тăрук самай пысăкланма пултарать. Хăш-пĕр çын малтанах шăнса пăсăлнă кăна тесе шухăшлать, тухтăра чĕнмест. Килте хăйсем тĕллĕн сипленсе вăхăта сая яраççĕ. Чир ОРВИ пек кăна иртсен те пневмони ан пуçлантăр тесен ятарлă сиплев кирлĕ. Çавăнпа чирленине туйсанах чи малтан тухтăр патне каймалла е ăна киле чĕнмелле», — малалла калаçрĕ Евгения Лысова. Çурла уйăхĕнче вăл хăй те ку амака çаклатнă. Чир ОРВИ пек иртнĕ, ÿпки сиенленмен. «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлеме пуçласан вăл çемйинчен уйрăм пурăнман. Телее, хăй чирлесен вирус 7 çулти ачине лекмен.

Евгения Лысова медицинăра 2012 çултанпа тăрăшать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне пĕтерсен Чулхулара ординатурăра вĕреннĕ. 8 çул каялла Гиппократ сăмахне тытнă тухтăр ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. «Пĕрре коронавируспа чирленĕ çын тепре аптăрани тă-тăшах тĕл пулать. Пĕрисен çăмăлрах иртет, теприсен — йывăртарах. Çавăнпа эпир, тухтăрсем, сире хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма чунран ыйтатпăр», — калаçăва вĕçлерĕ сменăна кайма хатĕрленекен Евгения Лысова.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 


 

Кун пек тĕлĕнтермĕше пушарнăйсем те курман

 Кÿршисен хуçалăхне йĕри- тавра вут-çулăм ярса илнине курсан Валентина Любимова чĕтрекен аллипе Турă амăшĕн турăшне илсе тухса кĕлĕсем вуланă. Вут-çулăм чĕлхисем кĕç-вĕç вĕсен килне ярса илес пек кармашнă.

Пÿрчĕ çуннине епле пăхса тăчĕ-ши?

Муркаш районĕнчи Кашмашра 2008 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ишаковсен хуçалăхĕнче пысăк пушар тухнине аса илсен Валентина Геннадьевнăн халĕ те хăй сисмесĕрех куççулĕ тухать. Ун чухне вара вăл стреса пула пĕр уйăха яхăн макăрайман. «Куç умĕнче пĕрмай Анюта. Хăйĕн пÿрчĕ çуннине епле пăхса тăчĕ-ши вăл?» — тĕлĕнет халĕ те хĕрарăм. Пушар пирки калаçу пуçласанах Анюта Ишакова чĕтреме, йĕме пуçлать, сăмахĕсем çĕтеççĕ, ку инкек ĕнер кăна пулса иртнĕ тейĕн. Çавăн чухне вĕсем çывăрнă. «22 сехетсенче Леша мана вăратрĕ: «Аня, тăр-ха! Тĕтĕм тухать!» — терĕ. Ыйхă тĕлĕшпе тÿрех тăна кĕрсе çитеймерĕм. Тухрăм та — верандăра тĕтĕм. Вăл ăçтан тухнине пĕлмерĕмĕр-ха. Кил картишнелле утрăм. «Часрах ачасене илсе тух!» — кăшкăрчĕ упăшка. 10 уйăхри Германа утиялпа чĕркерĕм. Аслисене вăратрăм. Вĕсем тăхăнса ĕлкĕреймерĕç. Асли вăталăххине çавăтрĕ те çара уранах тухрĕç. Верандăра тĕтĕм ăшĕнче нимĕн те курăнмастчĕ. Кил картишне тухрăмăр. Пÿрте каялла документсем патне кĕме май çукчĕ, çутă сÿнчĕ, тĕтĕм тăчĕ. Шыв патне котельнăя кĕтĕм — нимĕн те курăнмасть. Упăшка кÿршĕ Иван Кузьмич патне чупрĕ. Çулăм веранда тăрăх кайма пуçларĕ. Пушар хуралне шăнкăравларĕç. Иван Кузьмич чÿречене çĕмĕрсе аттене илсе тухрĕ», — аса илчĕ синкерлĕ каçа Анюта Ишакова.

Пушарнăйсем килнĕ. Анчах çурта сыхласа хăварайман. Вĕсем кил картишне те кĕреймен — унта пĕтĕмпех çуннă. Йывăç хуралтăсене йĕри-тавралла — пÿрте, сарая… — 10 минутра вут хыпса илнĕ. Ишаковсен витинчи 170 кăркка, 600 ытла бройлер çунса кайнă. Кайăк-кĕшĕке вĕсем сутса тупăш тума усранă. Хуçалăхра усă курмалли техника та пĕтĕмпех пĕтнĕ. Çемье пурлăха страховка туман. Пушар сăлтавне инспекторсем электропралук юрăхсăра тухни тесе палăртнă.

30 çулти Анюта ун чухне инкек калăпăшне ăнланман-ха. Шока пула вăл зомби пек çÿренĕ: макăрас — куççулĕ тухман, мĕн тумаллине те пĕлмен. Вăхăт йăлтах манăçтарать теççĕ. Анчах Анюта каланă тăрăх, çулсем иртнĕ май аса илме пушшех йывăр ăна. Тÿрех хăйне япăх туйма тытăнать, калаçайми пулать.

«Мĕн те пулин тăвăр-ха!»

«Пирĕн çурта хыпса илес патнех çитрĕ те эпĕ Анюта хуйхи пирки шухăшлама та пĕлеймерĕм пуль. Ун чухне Шупашкарти МЧС ĕçченĕсем района килнĕ. Вĕсен те вĕрентÿ, те тĕрĕслев иртнĕ ун чухне. «Мĕн те пулин тăвăр-ха! Республикăран МЧС чĕнĕр!» — тесе кăшкăртăм форма тăхăннă çынсем патне пырса. «Лăпланăр, эпир кунтах», — терĕç мана. Эпĕ турăш тытнă та тĕтĕм çинче тăратăп. Мана хăвалаççĕ, пăрăнма ыйтаççĕ. «Эпĕ асăрхануллă пулăп, ниçта та тапранмастăп», — терĕм. Çынсем кĕлĕ, вĕрÿ-суру кĕнекисем те илсе тухнăччĕ. Пирĕн кил картишĕнче те, харпăр хăйĕн килĕнче те кĕлĕ вуларĕç. Ял-йыш витрепе шыв йăтрĕ. Иван Кузьмичсен çурчĕ Ишаковсемпе юнаша-рах ларать, çулăм ан тивтĕр тесе ăна шывпа сапса тăчĕç. Питĕ çиллĕччĕ, вăл пирĕн еннелле вĕретчĕ. Çÿлти хăватсем пулăшнипех пирĕн хуçалăха вут лекмерĕ. «Эпир кун пек тĕлĕнтермĕш курман-ха», — пушарнăйсем çапла каларĕç кайран. Шупашкарти МЧС çынни пулман тăк пирĕн хуçалăх та çунса каятчĕ. Çав çын пушарнăйсене питĕ хытă хăваларĕ, пурне те ура çине тăратрĕ: «5 çеккунт сире! Шыв илсе килĕр!» — команда пачĕ. Шыв тĕлĕшпе ун чухне йывăрлăхсем пулнă терĕç. Мăн Сĕнтĕртен «Урал» машина та вут-çулăмпа кĕрешме çитнĕччĕ. Ытти чухне вĕсем кунта килекен марччĕ», — çав куна аса илнĕ Анюта калаçайми пулнăран сăмах çăмхине малалла Валентина Лю-бимова сÿтрĕ.

Виçĕ ывăл ÿстерекен çамрăк çемьене хĕрхенекенсем тупăннă. Надежда Константинова, Шу-пашкарта пурăнаканскер, ялти пÿртĕнче кун кунлама ирĕк панă. Ашшĕне Леонид Николаевича йăмăкĕ хăйĕн патне Шаптака илсе кайнă. Леонид Ишаков — инвалид, хăй тĕллĕн çÿреймест, ăна пăхмалла.

Валентина Геннадьевна, кÿршĕ пек те, Çатракасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕп специалист- эксперт пулнă май та Ишаковсене пулăшас тесе нумай тăрăшнă. Вăл ыйтнипе районти депутатсем пушарта шар курнă çемье валли укçа пуçтарас ĕçе йĕркеленĕ. Ял халăхĕ айккинче юлман. Районĕпе пурĕ 500 пин тенкĕ ытла пухнă. Палламаннисем те çын-çын урлă вĕсем валли «кĕмĕл» парса янă. Интернет урлă 200 пин тенкĕ пухма май килнĕ. Хăй вăхăтĕнче Леонид Николаевич таврари чаплă платник шутланнă. Вăл нумай çынна ĕçлесе панă. Ăна хисепленипех çынсем пулăшу сĕннĕ. Укçан кăна мар, стройматериал та нумай панă, Ишаковсем патĕнче ĕçлесе те пулăшнă. Ялти арçынсем вĕсем патĕнчен тухмасăр тенĕ пек 2 уйăх тăрăшнă.

Алина ИЗМАН.

 


 

10 çултан та сивве хăнăхайман

Али Бадраншăн Чăваш Ен иккĕмĕш кил пулса тăнă. Республикăра Сирирен вĕренме килнĕ 50 ытла студент пурăнать. Вĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче, Мускав политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнче ăс пухаççĕ. Сирире тухтăр — чи сумлă професси. Çемьере медик пурри пысăк телей шутланать. Граждан вăрçи хыççăн Сири майĕпен ура çине тăрать. Халĕ унта программистсем, экономистсем те кирлĕ. Яшсемпе хĕрсем ытларах çак специальноçсене суйлама пуçланă. Чăваш Енре Сири студенчĕсен пĕрлешĕвĕ 2007 çулта вăй илнĕ. Стоматологра ĕçлекен

Али Бадран — унăн хастарĕ.

 Раççейре çуралнă. Атте-анне çамрăк чухне Раççейри Халăхсен туслăхĕн университетĕнче ăс пухнă. Эпĕ Мускавра çуралнă, вырăс чĕлхине илтсе ÿснĕ. 3 çултан аттепе анне Сирие таврăннă. Пурнăç çулĕ каялла Раççее илсе çитерессе шухăшлама та пултарайман.

Аттестат илсен эпĕ те Раççейри Халăхсен туслăхĕн университетне вĕренме кĕтĕм. Тунмастăп, Мускавра мана йывăр пулчĕ. Пысăк та шавлă хулара канăç çукчĕ. Пĕррехинче Шупашкарта вĕренекен туссемпе тĕл пултăм. Вĕсем Чăваш Республикин тĕп хули пирки каласа кăтартрĕç. Мускавра 3 çул вĕренсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне куçрăм, стоматолог специальноçне алла илтĕм. Пире, Сири студенчĕсене, çăмăлах пулмарĕ. Çĕршывра вăрçă пынă вăхăтра тăвансем укçа-тенкĕпе пулăшаймарĕç. Апат-çимĕç туянма, тара тытнă хваттершĕн тÿлеме вара нухрат кирлĕ. Ăçта май пур — çавăнта ĕçлерĕм: официантра, кассирта... Кунта вĕренекен ентешĕмсене пулăшас тĕллевпе Сири студенчĕсен пĕрлешĕвне йĕркелерĕм. Сирирен самолетпа вĕçсе килекен çамрăксене аэропортра кĕтсе илетпĕр, пурăнмалли вырăна илсе çитеретпĕр. Ултавçăсем ют çĕршыв студенчĕсене шăнман пăр çине лартса хăварнă тĕслĕх темĕн чухлех пулнă. Пĕрлешÿ хастарĕсем тăрăшнипе студент ют çĕршыва хăвăртах хăнăхать. Тусăмăн шăллĕне Муатасем Силина хам кĕтсе илтĕм, хваттере ăсатрăм. 1-мĕш курсра мана та алăран çавăтса çÿрекен пулсанччĕ…

Шкулта — 12 çул. Пирĕн çĕршыва та çĕнĕ технологисем çитрĕç. Çамрăк ăру интернетра нумай вăхăт ларать. Шел те, ачасемшĕн унта курни тĕслĕх пулса тăрать. Çакă вĕрентекенпе вĕренекен хутшăнăвĕнче лайăх палăрать. Эпĕ учителе хисеплесе тата унран хăраса ÿснĕ. Вĕренте-кен урам вĕçĕнче утнине курсан часрах тараттăм. Юлашки вăхăтра Сирире шкул ĕçченĕсене тапăннă тĕслĕхсем пулнă. Çакă шухăшлаттарать.

Шкулти тĕп предмет — араб чĕлхи. Ăна хисеплемелле, юратса вĕренмелле. Кашни çул çĕртме уйăхĕнче араб чĕлхипе экзамен тытаççĕ. 60 – чи пысăк балл. Экзаменра 29 балран сахалрах пухсан иккĕмĕш çула хăвараççĕ. Араб чĕлхисĕр пуçне акăлчан тата француз чĕлхисене вĕренмелле. Пĕлтĕр шкулсенче вырăс чĕлхи урокĕсене ирттерме пуçларĕç. Ăна пурте ăса хываççĕ.

12-мĕш класс хыççăн мĕн пур предметпа экзамен тытмалла. Ку çемьешĕн — чи йывăр та пăлхануллă тапхăр. Ача килте экзамена хатĕрленнĕ вăхăтра шăна вĕçнĕ сасă илтĕнет. Тăванĕсем чĕрне вĕççĕн утаççĕ, шăппăн калаçаççĕ. Ку тапхăра аса илсен халĕ те çан-çурăм çÿçенет. Малтанах юриста вĕренес шухăш пурччĕ. Пысăк балл пухрăм та тухтăр специальноçĕ пирки ĕмĕтлентĕм.

Туйччен çывăхланмаççĕ. Мăсăльмансемшĕн çемье — чи пысăк хаклăх. Каччăпа хĕр туйччен çывăхланмаççĕ. Çакна пăхăнманни саккуна пăсни шутланать. Çамрăксем сахалтан та 6-7 уйăх тĕл пулаççĕ. Çак тапхăрта каччă хĕре сăнать, кăмăлне пĕлме тăрăшать. Пĕр- пĕрне юратсан çеç çемье çавăраççĕ. Туя сахалтан та 500-600 çын килет. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче йăла-йĕрке уйрăлса тăрать. Сирин тĕп хули — Дамаск. Унта пĕтĕм тĕнчерен çитсе кураççĕ. Патшалăх Дамаск сăн-сăпатне сыхласа хăварассишĕн тăрăшать. Кивĕ çурт ашшĕнчен ывăлне куçать. Çамрăк хуçа пурлăха çĕнетмест, çурта мĕнле пур — çапла упраса хăвармалла.

Мăсăльмансемпе христиансем туслă. Хулан кивĕ пайĕнче мечетпе чиркÿ юнашарах вырнаçнă. Мăсăльман хăйĕн уявне хатĕрленнĕ май христиана та хăнана чĕнет. Çавăнпа Çĕнĕ çула раштавăн 25-мĕшĕнче паллă тума пуçлатпăр та кăрлачăн 7-мĕшĕчченех уявлатпăр. Çак тапхăрта Дамаск урамĕсенче ырă шăршă сарăлать. Пылак çимĕç сентрисем йăтăнса тăраççĕ.

300 килограмм олива çиеççĕ. Раççейре мандаринпа лимона сентресем çинче çеç куратăп. Манăн тăван çĕршывра вара пиçсе çитнĕ сĕтеклĕ улма-çырлапа кил картишĕнчех сăйланма пулать. Сирире сывлăш температури 0 градусран чакмасть. Юр 10 çулта пĕрре çума пултарать. Тăванăмсем юлашки хут 2010 çулта юр курнă. Шупашкарта 10 çул ытла пурăнатăп, çапах сивве хăнăхаймастăп. 2014 çулхи хĕлле Африкăри тусăмпа занятие кайма тухрăмăр та çул çинче алă-урана туйми пултăмăр. Преподаватель пире шелленипе кафедрăран электричество кăмаки йăтса килчĕ. Акă паян та вăрансан янкăр тÿпере сап-сарă хĕвел пăхнине куртăм. Çанталăк тинех ăшăтрĕ тесе савăнтăм. Урама тухрăм та… Çил çурçĕр енчен витĕр вĕрет, сăмсапа хăлхасем наччасрах шăнчĕç.

Сирипе Тунис олива çăвĕ туса кăларас енĕпе малта. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче пиçсе çитекен çимĕçе алăпа пухаççĕ. Çумăр хыççăн çеç пуçтараççĕ, мĕншĕн тесен çимĕç нÿрĕкпе тата сĕтекленет. Сири халăхĕшĕн олива пухасси — чăн-чăн уяв. Плантацие мĕн пур тăван /100 ытла çын/ пухăнать. Апат пĕçернĕ чухне олива çăвĕпе усă кураççĕ. Унăн шăрши мĕне тăрать, тути чĕлхе çинчех. Шупашкарта чăн-чăн олива çăвĕ тупаймарăм. Манăн çемьене /вăл 8 çынран тăрать/ çулталăкра 300 килограмм олива кирлĕ. Ирхине тата кăнтăрла сĕтел çинче унран янтăланă апат ларать.

Ют ача çук. Чăвашсене сăмахпа мар, ĕçпе тав тăвас килчĕ. Муатасем тусăмпа пĕр шухăш çуралчĕ. Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕпе çыхăнтăмăр, унта пурăнакансене Çĕнĕ çул умĕн парне тăвас килнине пĕлтертĕмĕр. Центр ертÿлĕхĕпе калаçса татăл-сан Хзыр-Ияспа /Сирири Хĕл Мучи/ çула тухрăмăр. Пирĕн асамçă ахаль тумпах çÿрет. Раççейри шăпăрлансем вара хĕрлĕ кĕрĕк тăхăннă мучие кĕтеççĕ. Çакна шута илтĕмĕр. Муатасем пылак парне валеçрĕ, ачасене выляттарса ташлаттарчĕ. Сăмах май, вăл Хĕл Мучи тумне пĕрремĕш хут тăхăнмасть. 2 çул каялла университетри елкăра ачасемпе пĕрле чăрăш тавра çаврăнчĕ. Йывăрлăха лекнĕ ачасем патне ахальтен мар çитрĕмĕр. Пирĕн çĕршывра тăлăхсем çукпа пĕрехчĕ. Çакă çемье çирĕплĕхĕпе çыхăннă. Упăшкипе арăмĕ уйрăлнă тĕслĕх сахал. Вăрçă вара лару-тăрăва улăштарчĕ. Нумай ача ашшĕ-амăшĕсĕр юлчĕ. Вĕсене ыттисем çемьене илеççĕ. Хăйсен 4-5 тĕпренчĕк пулсан та тăлăха йышăнаççĕ. Пĕччен хĕрарăмсем те ют ачана хÿтте илеççĕ. Пирĕншĕн ку — йĕркеллĕ пулăм. Ача çĕнĕ çемьене лексен хĕрарăмпа арçынна тÿрех «атте-анне» тесе чĕнет. Ача пирки калаçнă чухне «тăван» тата «ют» ăнлавсем çук.

Граждан вăрçи пуçланиччен çемьесенче вăтамран 5-6 ача çитĕннĕ. Халĕ 2-3 ача çуратаççĕ, 4-мĕшне кун çути парнелекенсем — паттăрсем.

Чăваш ялĕнче килĕшнĕ. Пулас мăшăрăма кĕтмен çĕртен Шупашкарта тĕл пултăм. Вăл Чĕмпĕр облаçĕнчен, анчах тăванĕсем Çĕмĕрле районĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ вĕсем патĕнче хăнара пултăм. Мана чăваш ялĕнче питĕ килĕшрĕ. Унта шухăшсене пĕр тĕвве пухма пулать. Пÿрте кĕрсенех ăшăлăх туйăнать. Арăмăн тăванĕсем тарават кĕтсе илчĕç. Сири, унăн культури пирки каласа патăм, сăн ÿкерчĕксене кăтартрăм. Ача çуралсан эпĕ вĕсемшĕн тăван пулса тăтăм. 2 çултан кĕçĕнни çут тĕнчене килсен çыхăну тата çирĕпленчĕ.

Мăшăрăм ăçта ĕçлени, мĕнпе аппаланни маншăн пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — кăмăл-туйăм. Эпĕ вăл укçа ĕçлесе илессе кĕтместĕп. Çемьене арçыннăн тăрантармалла. Арăмăн ача-пăчана воспитани памалла, вĕрентмелле. Çемье — пĕр тĕвĕ. Арçынпа хĕрарăмăн пĕр-пĕрне ăнланмалла, кăмăл-туйăмпа çывăх пулмалла.

Эрех-сăра ĕçмест. Сирире Çĕнĕ çула паллă туманнисем те пур. Ытларахăшĕ уява хатĕрленет, килте чăрăш лартать, ăна теттесемпе капăрлатать. Сĕтел çинчи тĕп апат — шашлăк тата табуле, фаттуш салатсем. Пахча çимĕçрен хатĕрленĕ блюдо нумай. Çĕнĕ çул — çемье уявĕ. Пĕр сĕтел хушшине 20 ытла çын пухăнать. Шел, эпир пандемие пула тăвансем патне çитейместпĕр. Сири телекуравĕ уяв тĕлне юрăллă-кĕвĕллĕ кăларăмсем хатĕрлет. Анчах тăвансен пухăнсан телевизор пăхмалла-и? Вăл янăранă вăхăтра пурте калаçаççĕ, пĕр-пĕрин пирки ыйтса пĕлеççĕ.

Чăваш Енре уявра эрех-сăра ĕçнине тăтăшах куратăп. Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче курни-илтнине манаймастăп. Укçа çитменрен унта пĕчĕк хваттер тара тытрăмăр. Кÿршĕсемпе ăнмарĕ. Вĕсем çĕрĕпе эрех-сăра ĕçрĕç, харкашрĕç, çапăçрĕç. Çав ушкăнра хĕрсене асăрхасан çÿç-пуç вирелле тăчĕ. Ÿсĕр çын харкашни маншăн тискерлĕх.

Ольга КАЛИТОВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.