Комментари хушас

24 Раштав, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 51 (1176) № 24.12.2020

Хăрама та ĕлкĕреймерĕм

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн çăлавçисен кунне паллă тăваççĕ. Вĕсем инкеке лекнисем патне чи малтан çитеççĕ. Ишĕлнĕ çурт айĕнчен, пушартан, çĕмĕрĕлнĕ транспортран... çынсене кăлараççĕ. Пирĕн вулакансен пурнăçĕнче çăлавçăсене чĕннĕ тĕслĕх пулнă-ши? Е хăйсем пулăшнă-ши?

ВАЛЕНТИНА, 43 çулта, Вăрнар районĕ:

— Ялти лавккана кайнăччĕ. Киле таврăннă чухне пӳрте электричество пралукĕ кĕрекен вырăнтан çулăм тухнине асăрхарăм. Хуçисем килте çукчĕ, тăванĕсем патне çĕр улми лартма кайнăччĕ. Ял-йышпа пĕрле пушар тытăмĕнче ĕçлекенсене чĕнсе илтĕмĕр. Вĕсем хăвăртах çитрĕç. Пурлăхăн пĕр пайне çăлса хăварчĕç. Кил-çурта çунса кĕллентермерĕç.

ВЛАДИМИР, 50 çулта, Етĕрне районĕ:

— МЧС çăлавçисен служби кашни тăрăхрах пулмалла. Хăй вăхăтĕнче пушарнăйра ĕçлеттĕм. Пӳрт шăрпăк курупки майлă çуннине те курнă. Ятарласа чĕртнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Тем тесен те пушар машини инкек вырăнне çил хăвăртлăхĕпе çитни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Çăлавçăсене тытса тăмашкăн укçа шеллемелле мар.

ГАЛИНА, 57 çулта, Комсомольски районĕ:

— Çав ĕçпе вăй хуракансене чĕнсе курман. Апла пулин те çынна çăлнă тĕслĕхсене пĕлетĕп. Пирĕн ял çывăхĕнче кăмака купалама тăм кăларатчĕç. Пĕррехинче йĕри-таврари çĕр куçнă та пĕр хĕр ун айне пулса юлнă. Суранланнăскер тăнне çухатнă. Ăна водительте ĕçлекен атте район больницине илсе çитернĕ. Çакăн хыççăн хĕр хăйне çăлакана «иккĕмĕш атте» тесе чĕнчĕ. Çывăх çыннăм çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Çав хĕрĕн тăванĕсем пире, аттен ачисене, çаплипех хисеплеççĕ.

ВАЛЕНТИНА, 50 çулта, Шупашкар хули:

— Ун чухне çурçĕртен килнĕ тăвансене ăсатма Канаша кайнăччĕ. Çумăр хытă çăватчĕ. Тăвансемпе ыталашса сыв пуллашнă самантра виççĕри хĕрача машина патне каялла чупрĕ. Шăпах юсав ĕçĕсем пуçланă та урам варринчи люка темшĕн хупса хăварман. Мĕн тетĕр? Пирĕн хĕрача шăпах çав шăтăка кĕрсе ӳкнĕ. Юрать, путайман. Шыв тапса кăларнă ăна. Çав самантра ачана пĕр арçын калпакĕнчен тытса юлнă. Телее, çăлавçăсене чĕнмелле пулмарĕ. Йăлтах ăнăçлă вĕçленчĕ. Апла пулин те куççуле тытса чараймарăм. «Анне, ан йĕр. Эпĕ хăрама те ĕлкĕреймерĕм», — лăплантарма тăрăшрĕ тĕпренчĕкĕм.

Марина ТУМАЛАНОВА, Ирина ИВАНОВА хатĕрленĕ.


Ешĕлех лартăр-и чăрăш?

«Пирĕн елка питĕ капăр, ешĕл симĕс йĕпписем...» — ача чухне тантăшсемпе каланă сăвă çулсем иртсен те асрах. Уяв çывхарнă май шкула вăрмантан чăрăш илсе килнине курсан чуна ырă туйăм çупăрлатчĕ. Лапсăрккаскерне савăнăçлă мероприятисем иртекен зала вырнаçтарсан шăрши сăмсана еплерех кăтăклатчĕ! Чăрăш Çĕнĕ çул илемĕ-çке — епле хĕпĕртемĕн?

Паллах, тахçан кăмăла çĕклентернĕ уяв символĕн пĕлтерĕшĕ çулсем иртсен те хавшаман. Анчах темиçе кун хăпартланассишĕн вăрман пуянлăхне сиенлетмелле-и — ача ӳсĕмĕнчен тухнă кашни çыншăн çак ыйту мала тухма тивĕç. Çитĕнекен ывăл-хĕре экологи тĕрĕс воспитанийĕ парас тетпĕр пулсан çут çанталăк чĕрĕ тĕнчине упрас шухăша вĕсенче те пĕчĕкрен аталантармалла.

Раштав уйăхĕнче лăсăллă йывăçсене, уйрăмах — çамрăк хунавсене, сыхлассипе тимлĕхе çивĕчлетни вырăнлă. Чăваш Ен вăрманçисем ыйтăва куçран вĕçертмеççĕ. Чăрăша тата ытти йывăçа йĕркене пăхăнмасăр, юраман вырăнта касасран сыхлас ĕçе вăйлатаççĕ. Республика вăрманĕсенче тĕрĕслев час-час ирттерни браконьерсемпе кĕрешме май панине, хăш-пĕр çынна сăтăрла ĕç тумашкăн тăхтама хистенине ĕненес килет. Республикăн çут çанталăк министерствин вăрман сыхлавĕн тата пушар надзорĕн уйрăм пуçлăхĕ Валерий Тарапыгин çапла çирĕплетет: «Вăрман саккунĕсене пăсни, çав шутра — йывăç-тĕме ирĕк илмесĕр касни, çинчен прокуратурăна тата шалти ĕçсен органĕсене пĕлтереççĕ. Паллах, айăпа кĕнисен РФ Уголовлă кодексĕпе килĕшӳллĕн явап тытма тивĕ».

Çут çанталăка сиен кӳнĕ тĕрлĕ ĕçшĕн айăплав та — тĕрлĕрен. Тивме юраман вырăнта йывăçа каснăшăн уйрăм çыннăн — 3-4 пин тенкĕ, должноçрисен — 20 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран тӳлеме тивет. Юридици сăпачĕллĕ ертӳçĕсемшĕн явап тыттарасси тата çирĕпрех: патшалăх хыснине 200-300 пин тенкĕ хывмалла. Йĕркене пăсакан чăрăша бензинлă пăчкăпа кассан административлă штраф виçи 4-5 пин чухлĕ ӳсет. Çийĕнчен ĕç хатĕрне туртса илĕç. Хăйсен çаврăнăçулăхне шанса вăрмантан килне темиçе чăрăшпа таврăнма авăрланакансене уйрăмах асăрхаттарас килет: икĕ е ытларах йывăç каснăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйипе килĕшӳллĕн уголовлă явапа çирĕплетме пултараççĕ.

Ирина ИВАНОВА.
 


Раççейшĕн…

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулсерен йĕркелекен пресс-конференцийĕ иртрĕ. 4,5 сехетре Владимир Владимирович пĕр канмасăр журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. МИХсен ĕçченĕсем çĕршыв ертӳçине пурĕ 68 ыйту пачĕç. Анчах тӳрĕ эфирта пур хурав та янăрамарĕ — вĕсенчен хăшне-пĕрне тӳрех тивĕçлĕ ведомствăсене адреслерĕç. Хăш-пĕр ыйтăва вара Владимир Владимирович ыйтупах хуравларĕ. Журналистсем обществăра кашни çынна хумхантаракан темăсене çĕклеме тăрăшрĕç. Паянхи номерте: пресс-конференци тĕп саманчĕсем çинчен — кĕскен.

2020 ÇУЛ ÇИНЧЕН.

Владивосток журналистки паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăва çĕклерĕ — çулталăк начар пулчĕ-и е лайăххи мĕн те пулин пур-и?

Владимир Владимирович шухăшĕпе, 2020 çул çапах та начаррипе кăна мар, ыррипе те палăрчĕ. Çапла, пандеми нумай ĕмĕте пурнăçа кĕртме чăрмантарчĕ, çапах та Анăçри çĕршывсемпе тата Америкăпа танлаштарсан Раççейре ВВП сахалрах чакрĕ — 3,6%. Вăтам шалу 15%, тупăш 3% пĕчĕкленнĕ. Çав вăхăтрах пирĕн çĕршыв «бензоколонка» пулма пăрахнă — халĕ бюджетăн 70% нефтьпе çыхăнман. 2020 çулхи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри вара, Президент палăртнă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине паллă туни.

Магадан телеканалĕн ĕçченĕн ыйтăвне пĕтĕмлетнĕ май Президент Раççей халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ çине пусăм турĕ — йывăрлăхра пурте кар çĕкленсе пĕр-пĕрне пулăшни. Çавна май Путин волонтерсене тав турĕ. Уйрăмах ырă сăмаха, паллах, шурă халатлисем тивĕçрĕç.

РАÇÇЕЙ СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ ÇИНЧЕН.

Владимир Владимирович шухăшĕпе, пирĕн медицина пандемипе кĕрешме ытти çĕршывран лайăхрах хатĕрленнĕ. «Вăхăт пирĕн майлă пулчĕ. Унпа усă курса эпир оперативлă хатĕрленсе ĕлкĕртĕмĕр. Сывлăх сыхлавĕ хăвăрт аталанчĕ, пандемипе кĕрешме мĕн кирлине хатĕрлерĕ». Чирлисем валли койка-вырăн янтăлассипе те вышкайсăр пысăк ĕç туса ирттернĕ — кĕске вăхăтрах 277 пине çитернĕ. Пандеми пуçланнă вăхăтра чирлисене сиплес енĕпе 8300 медицина ĕçченĕ тăрăшнă пулсан халĕ, профиле хăвăрт улăштарса, вĕсен шутне 150 пине çитернĕ. Çапла, эмел тĕлĕшпе ыйту паян та татăлман-ха. «Граждансенчен çитекен хыпарсем тăрăх, препаратсемпе кирлĕ пек тивĕçтермеççĕ. Çапах та ку енчен те лару-тăрăва пандеми пуçламăшĕпе танлаштарма çук. Халĕ ку ытларах логистикăпа кăна çыхăннă». COVID-19-тан сыхлакан вакцинăна та пирĕн çĕршывра тĕнчере чи малтан шухăшласа кăларнă. Президент хальлĕхе прививка туман-ха, çакă унăн çулĕсемпе çыхăннă.

СУЙЛАВ ÇИНЧЕН.

Конституцие улшăнусем кĕртнĕ хыççăн Патшалăх Думин суйлавне те çĕнĕлĕхсем кĕтесси куç кĕрет: парламентăн полномочийĕсем нумайрах, çавна май яваплăх та пысăкрах. Калăпăр, малашне Раççей Правительствине депутатсен корпусĕ йĕркелĕ, çавăн пекех премьер тĕлĕшпе кăна мар, министрсен тата вице-премьер тĕлĕшпе те юлашки сăмаха вĕсемех калĕç. Çĕнĕ партисене, ахăртнех, шута илĕç — çĕршыври политика лару-тăрăвĕ çакна тума ирĕк парать. Çитес суйлава айккинчи вăйсем те витĕм кӳрес тесе тапаланĕç-ха. Унран тĕлĕнме те, хăрама та кирлĕ мар, яланах çапла пулнă ку.

Владимир Путин 2024 çулхи суйлав çинчен хускалнă сăмаха хуравсăр хăвармарĕ. «Хутшăнĕ-и унта вăл — хальлĕхе хăй те пĕлмест-ха. Халăх вара ирĕк панă».

ВЫРĂС ХАКЕРĔСЕМПЕ УСАЛ СĂМАХСЕМ ÇИНЧЕН.

Дмитрий Песков «пуçлакан журналист» тесе сăмах панă Сергей Шнуровăн чапĕ Владимир Путин пресс-конференцийĕ хыççăн татах та ытларах сарăлчĕ ахăр. RTVI генеральнăй директорĕ вырăс хакерĕсем çинчен сăмах хускатрĕ — мĕншĕн вĕсем хальхинче Дональд Трампа АПШ президенчĕн пуканне йышăнма пулăшман? Тепĕр ыйту — вырăс çыннин пурнăç çинчен калаçнă чухне усал сăмахсемпе усă курас мар тесессĕн мĕн тумалла? Владимир Владимирович мат вырăнне «редиска» сăмах лартма сĕнчĕ, хакерсем çинчен ыйтнине вара провокаципе танлаштарчĕ.

КОЗЫРЬ-ЫЙТУ ÇИНЧЕН.

Навальныйпе çыхăннă козырь-ыйтăва ытти журналистсем валли хăварнине палăртрĕ Шнуров. Темăна «Лайф» кăларăм корреспонденчĕ тăсрĕ. Ку ыйтупа нумай хутчен те калаçма тивнине палăртрĕ Владимир Путин. Берлин клиникин пациенчĕ АПШ ятарлă службин пулăшăвĕпе усă курнине палăртрĕ вăл. «Кама кирлĕ вăл? Кирлĕ тĕк, ăна, ахăртнех, тахçанах наркăмăш панă пулĕччĕç. Кама кирлĕ вăл? Арăмĕ манран пулăшу ыйтрĕ, эпĕ тӳрех ăна кăларса яма хушрăм. …Çынсем асăрхамаççĕ те пулĕ, анчах та ку пĕлтерĕшлĕ. Тĕп вырăнти ертӳçĕсене тапăнса çĕкленме хăтланаççĕ: «Мана пĕтĕм наци шайĕнчи çын пек йышăнăр». Политикăра çак мелпе пĕтĕм тĕнчипех усă кураççĕ. Халăхшăн усăллă ĕç тăвас тесе тăрăшасчĕ…»

ИВАН САФРОНОВ ÇИНЧЕН.

«Коммерсант» тата «Ведомости» кăларăмсенче ĕçленĕ журналист шăпипе «Ъ» корреспонденчĕ Андрей Колесников кăсăкланчĕ. Путин палăртнă тăрăх, Сафронова журналист ĕçĕ-хĕлĕшĕн айăпламаççĕ. Айăплав вăрах вăхăт Дмитрий Рогозин пулăшаканĕ тата советникĕ пулса ĕçленĕ вăхăтпа çыхăннă — ун чухне Сафронов «ют çĕршыв разведкине материалсем панă» тесе шанмаççĕ. «Юлашки сăмаха суд калĕ», — пĕтĕмлетрĕ президент.

СЕРГЕЙ ФУРГАЛ ÇИНЧЕН.

Оксана Киселева /PrimaMedia/ Сергей Фургала хӳтĕлесе йĕркелекен акцисем пирки аса илтернĕ май кăсăкланчĕ — Хабаровск крайĕн пуçлăхĕн айăпне çирĕплетекен информаци чăнласах пур-и?

Путин хăй Фургалпа туслă пулнине палăртрĕ. Анчах та айăплав ытла та хăрушă — вăл çын вĕлернипе çыхăннă. Хушма информаци пур-и? Следстви ĕçлет. Пăнчă лартса ĕçе суда çитермелле. Политикăпа пачах та çыхăнман ку, Фургала уголовлă яваплăх кĕтет.

ТУ ÇИНЧИ КАРАБАХ ÇИНЧЕН.

Вероника Ичеткина /ТАСС/ çак тăрăхпа çыхăннă харăсах темиçе ыйту пачĕ: мĕншĕн хирĕç-тăру шăпах халĕ сиксе тухнă, Раççей мĕнле тĕллевсене пурнăçлать, Турципе мĕнле çыхăннă вĕсем, Раççей, Азербайджан, Армени килĕшĕвĕ тĕлĕшпе енсем халĕ те пĕр чĕлхе тупайманнипе мĕн тумалла?

Кăвайт нумай çул тĕлкĕшнине палăртрĕ Президент. Раççейĕн тĕллевĕ пĕрре — юн тăкма памалла мар. Паян татăклă утăм — килĕшĕве сыхласа хăварасси. Турккăсен вара урăхларах — Азербайджан «тĕрĕс» пулнине çирĕплетсе оккупацие лекнĕ тăрăхсене каялла тавăрма пулăшасси.

РЯЗАНЬ ТĂРĂХĔНЧИ ПАТТĂР ЧИНОВНИК ÇИНЧЕН.

«Эпĕ ача кĕтетĕп» тесе çырнă плакат тытса тăракан хĕрарăм конференцие иккĕмĕш хутчен те лекме май тупнă. Вăл хăйсен тăрăхĕнчи çар гарнизонĕнчи пушар çинчен каласа кăтартрĕ. Облаç вице-кĕпĕрнаттăрĕ Игорь Греков темиçе çынна çăлнă-мĕн. Хĕрарăм ăна Раççей Геройĕ ята пама сĕнет. Путин хирĕçлемерĕ.

Чăн та, социаллă сетьсенче сыхланса юлнă информаци тăрăх, Греков паттăрлăхпа çине-çинех палăрать: 2018 çулта вăл пĕвере путакан ачана çăлнă, 2015 çулта вара хăйĕн килĕнче Украинăран тарса тухнă 600 çынна хӳтлĕхпе тивĕçтернĕ.
***
Пресс-конференци хыççăн та журналистсен Владимир Путина ыйту пама май пулчĕ. Ирĕклĕн.

ГИМН ÇИНЧЕН.

Журналистсем Президента 2000-мĕш çулсене таврăнма ыйтрĕç. 20 çул каялла шăпах çак вăхăталла Раççейĕн çĕнĕ Гимнне йышăннăччĕ. Нумайăшĕ ăна сасси çĕтсе ларичченех хирĕçлерĕ… «Александровăн кĕвви мĕн тери мăнаçлă, мĕн тума улăштармалла ăна? Çапла, тексчĕ халĕ урăх. Ачана таса мар шывпа çумастпăр вĕт эпир. Гимн чăнласах çĕршыва пĕрлештерсе тăрать. Эпир «ятсăр-йăхсăр Ивансем мар».

Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.
 


«Пурнăç хăех вĕрентсе пычĕ»
Вулакана хаçатăн хастар авторĕсемпе паллаштарманни чылай пулать. Паянхи тĕпел хăни — «Чăваш хĕрарăмĕн» çывăх тусĕ, пултаруллă та маттур, хастар та мал ĕмĕтлĕ, талпăнуллă, ырă кăмăллă Алевтина Петрова-Пирогова. Унпа тĕл пулмашкăн, пурнăçĕпе шăпи çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлмешкĕн Чăваш çĕршывĕнчи паллă кĕтесе — Шуршăла — хăпартлануллă кăмăлпа пуçтарăнтăм.

«Иван Яковлев пек»

— 1951 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шуршăл ялĕнче çуралнă эпĕ. Хама 3-4 çултах ас тума тытăннă. Лаприкасра пурăнаттăмăр/айлăмра вырнаçнă урама ялта çапла калаççĕ. — Авт./. Пĕчĕк чухнехисене йăл кулăпа аса илетĕп. Ачалăх телейлĕ иртрĕ, мĕншĕн тесен атте те, анне те юнашар пулнă. Анне Раиса Андреевна ялти хуçалăхра тĕп агрономра ĕçлерĕ. Атте Николай Николаевич питĕ ăста художник, музыкант пулнă. Сăвă та çырнă. Вырăнти поэт тетпĕр ăна. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллăскерне лару-тăрăвĕ аталанма май паман… Шкул хыççăн ӳнер училищине вĕренме каять вăл, анчах çитмен пурнăç каялла яла илсе килет. Унăн сăввисемпе кĕнеке ĕлĕкех тухнă тетчĕ. Питĕ шел, упраса хăварайман ăна. Атте калама пĕлмен инструмент та çукчĕ: купăс, гитара, балалайка, сĕрме купăс, аккордеон — пуринпе те пултаратчĕ. «Виçĕ енлĕ талант» темелле ăна, — Алевтина Николаевнăпа калаçăва ачалăхран пуçларăмăр.

Амăшне институт хыççăн 1948 çулта Шуршăл колхозне яраççĕ. Паллашаççĕ çамрăксем, туслашаççĕ. Çулталăкран пĕрлешеççĕ Пироговсем.

— Аттен çемье историйĕ питĕ интереслĕ. Йăх-несĕлĕ пурте Шуршăлтан. Мăн асатте ял старости пулнă. Революци пуçлансан 1921 çулта çемйипех — 11 çын — ĕмĕрлĕхех Çĕпĕре тухса каяççĕ вĕсем. Граждан вăрçине хутшăннă асатте авланнă-ха ун чухне, асаннене 1918 çулта качча илнĕ вăл. Çĕпĕрте асатте халăх шкулĕсен инспекторĕнче ĕçлет. «Иван Яковлев пек» тетчĕ яланах атте. Чухăнсен комитечĕн председателĕ пулма та шаннă ăна. Кулаксем çавăншăнах наркăмăшласа вĕлернĕ ахăр. 31 çулта анчах пулнă ун чухне вăл. Çапла 1928 çулта, çуралсан пĕр уйăхран, çывăх çыннисĕр тăрса юлать атте. Асанне виçĕ ачипе Новосибирскран каялла тăван яла таврăнать. Пиччĕшĕсем пĕчĕк çурт лартса параççĕ ăна, — йăх-несĕлĕн шăпине тĕплĕ тишкернĕ Чăваш республикинчи тавра пĕлӳçĕсен хисеплĕ пайташĕ.

Пултарулăх çулĕ

Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă кил хуçи музыка грамотине хăй тĕллĕн вĕреннĕ. 1962 çулта Николай Николаевич Мускав облаçĕнчи Н.Крупская ячĕллĕ институтри живопиç факультетĕнче вĕренме пуçлать. Профессионал художник пулса тăрать. 1963 çулта вăл шкулта ӳкерӳ, ĕç, музыка урокĕсене ертсе пыма тытăнать. Ашшĕпе танах амăшĕ те юрлама ăста пулнине палăртать хĕрĕ.

— Пултарулăх тени вĕсенчен куçрĕ пулĕ мана. Хам ас тăвасса, 1-2 классенчех сăвă çыраттăм. Атте тӳрлетсе пынă ĕнтĕ. Сăвă çырмалли йĕркене те ăнлантарнă. Людмила тусăм та рифмăсем шыратчĕ. Шел, вăл çамрăклах çĕре кĕчĕ. Унпа ăмăртмалла хайлаттăмăр. 1963 çулта Андриян тăван яла килнĕ тĕле 5 куплетлă сăвă хатĕрлерĕм, ăна паллă ентеш умне тухса каларăм. Шкултан вĕренсе тухнă тĕле икĕ хулăн тетрадь сăвă пуçтарăнчĕ.

Пĕррехинче атте киле баян илсе килчĕ. Ун пек инструмент нихăçан та курман эпĕ. Купăс, гитара, сĕрме купăс пулнă-ха, анчах вĕсем мана илĕртмен. Ку вара мана темшĕн питĕ килĕшрĕ. 6-мĕш класра вĕренеттĕм-ха ун чухне. Алла тытрăм та — манăн кĕвĕ майлă сасă та тухрĕ тем… Музыка енне сулăнтăм. 8-мĕш класс хыççăн 1966 çулта музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Унта мана атте илсе кайрĕ. Аккордеон класĕпе преподаватель, халăх инструменчĕсен оркестрĕн специалисчĕ пулса тухрăм, — пултарулăх çулĕ еплерех аталаннипе тĕпĕ-йĕрĕпе паллаштарать ырă кăмăллă та ăш пиллĕ хĕрарăм.

«Общежити» ачи

3 курсра чухне Алевтина Николаевна Вăрнар каччипе Георгий Николаевичпа паллашать. Салтакран таврăннă йĕкĕт вокал уйрăмĕнче вĕреннĕ.

— Эпĕ — 17 çулти хĕрача. Маншăн Георгий аслă пек туйăннă. Темле майпа çавăрчĕ мана. Кунта аппăшĕ пысăк витĕм кӳчĕ темелле. Аннепе иксĕмĕр Анна Кутузова пултарулăхне питĕ кăмăллаттăмăр. Пĕррехинче Георгий аппăшĕ патне хăнана чĕнчĕ. Тăванĕ юратнă артистка иккенне пĕлсен чĕрем савăннипе тухса таратчĕ пуль! 1967 çулта пулчĕ ку. Анна Николаевнăпа тӳрех çав тери çывăх туслашрăмăр. Паянхи кун та пĕр-пĕрне сивĕ куçпа пăхса курман. Театрпа çывăхланма, тавра курăма аталантарма вĕрентрĕ вăл мана. Маларах чупса çакна та калам: вĕренсе пĕтерсен упăшкана музыка театрне ĕçлеме ячĕç. Ун чухне музыка тĕнчипе паллашрăм. Каярах Георгий юрăпа ташă ансамбльне куçрĕ те — юрă-ташă ăстисене, композиторсене пĕлсе çитрĕм. Пурнăç мана хăех вĕрентсе, культурăпа çыхăннă тавра курăма аталантарса пынă, — шăпа пӳрни тавра çапларах сӳтĕлчĕ сăмах çăмхи.

— Эпир, ялта çитĕннĕскерсем, хитре тăхăнассишĕн, капăршăн ăнтăлман. Пурте фуфайкăсемпе, пăчăр-пăчăрлă çӳçеллĕ тутăрсемпе çӳреттĕмĕр. Училищĕне вĕренме те çак тумпах кайрăм. Куратăп: хула ачисем ытларах пычĕç. Ман пеккисем çукпа пĕрех. Музыка шкулĕ хыççăн килнĕскерсем нотăсем те пĕлетчĕç. Эпĕ баян калама хам тĕллĕн çеç вĕреннĕ-çке. Çаксем пурте иментеретчĕç, — тăсăлать калаçу. — Питĕ юратуллă çырусем шăрçалатчĕ Георгий Николаевич. Кунне иккĕ-виççĕ те килетчĕ. Ăшă туйăм аталанса-аталанса пычĕ-тĕр. Часах пĕрлешрĕмĕр. Саша çуралчĕ. Иксĕмĕр те студент. Пĕр уйăх анне патĕнче пурăнтăм. Анчах умра — экзаменсем. Ывăла йăтса хулана таврăнтăм. Экзамена та пĕрлех илсе каяттăмăр ачана.

Татьяна НАУМОВА.
 


Пурнăç опычĕ кил-йышра пуçланать

Республикăра «Çулталăк çемйи» конкурса малтанхи хут йĕркеленĕренпе Чăваш Енри 3 пине яхăн çемье тупăшу витĕр тухнă. Пĕрисем киленӳ кӳрекен пĕр-пĕр ĕçпе ушкăнĕпех «чирленипе», теприсем ют ывăл-хĕр çуккине ĕнентернипе, виççĕмĕшсем пурте правур та хастар пулнипе тыткăнлаççĕ. Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви йĕркелекен конкурс тымар янăçемĕн республикăри çемье историйĕсен «летопиçĕ» çырăнать.

Ывăлĕсем те тĕрлеççĕ

Йĕпреç районĕнчи Пучинкере пурăнакан Алексеевсен çемйи виçĕ пăхаттире çутă кун парнеленĕ хыççăн хĕр пĕрчи кĕтсе илнĕ. Тăваттăри Таисийăна ăмсанма та пулать: пиччĕшĕсем ăна тимлĕхпе савăнтарассишĕн тупăшаççĕ те. Çакнашкал туслă йышра хĕрача кунпа мар, сехетпе çитĕнет ахăр. Пĕлтĕр кăна ял варринче янтăланă каток çинче ашшĕ Иван Сергеевич шыв пăрăхĕсен татăкĕсенчен ăсталаса панă тыткăчпа ярăннă-ха вăл. Кур та савăн: кăçал конькипе çил ачисене хăй тĕллĕнех хăвалать. Амăшĕн пулăшуçи пулнине те халех ĕнентересшĕн пĕчĕкскер. Чи çывăх çынни ал ĕçĕ тытсан унпа пĕрле тĕрлеме хăтланасшăн.

Тĕрĕ тенĕрен, Раиса Николаевна ку тăрăхра наци эрешне, хĕрарăмăн капăрлăх хатĕрĕсене ăсталассипе кăсăкланакан чылаййине калать. Вырăнти «Красный партизан» ял хуçалăх предприятийĕнче ветеринарта, каярах инженерта тăрăшнă хĕрарăм хăйне çак туртăм амăшĕнчен, Пысăк Упакассире пурăнакан Галина Васильевнăран, куçнă тесе шухăшлать. Ялта кил тĕрĕшре кирек хăçан та ĕç нумаййине пăхмасăр чун киленĕçĕ валли вăхăт тупатех Раиса Нико¬лаевна. Çывăх çыннисенчен кашнин валли çыпуçăллă чăваш кĕпи çĕлесе илемлетнĕ вăл. Амăшĕ йĕп тытса шурă пир çине асамлă эреш калăпланине тăтăш курнăран çак ĕçе ывăлĕсем те вĕреннĕ. Кăçал Евгений Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне республикăра йĕркеленĕ конкурса хăйĕн ĕçне тăратнă. Ӳнер шкулĕнче вĕреннĕрен илеме курма та, туйма та пĕлеççĕ Алексеевсен ывăлĕсем. Арçын ача салтака юрăхлă пултăр тесен спортпа туслашма тивĕç — çакна та кашниех картса хунă. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă май хавхалантаракан Хисеп хучĕ кашнин пухмачĕнче нумайланса пырать. Ашшĕ-амăшĕ лара-тăра пĕлмесен тĕпренчĕкĕсем те лӳппер çитĕнменни куç кĕрет.

Никĕсрен лартнă икĕ хутлă çурта юсавлă-типтерлĕ тытса тăма вăй сахал кирлĕ-и? Сăмах май, ăна çавăрма Раиса Николаевнăна тивĕçнĕ патшалăх пулăшăвĕ — ял тăрăхĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсене тĕревлекен субсиди — чухах пулнă. Кил хуçин Иван Сергеевичăн ал-ура çыпăçулăхне кура чылай ĕçе никама пуç çапмасăр пурнăçлама май килнине палăртать унăн мăшăрĕ.

— Карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытма, çав шутра — сăвакан икĕ ĕне, тата ана лапкăшĕпе пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерме кил-йыш ĕçре туслăран темĕнле йывăр тиев пек туйăнмасть, — ачаранах ял пурнăçне ытларах килĕштернине палăртса калать Раиса Николаевна.

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра «Çулталăк çемйи – 2020» конкурса пĕтĕмлетнĕ май Алексеевсене ахальтен мар «чи туслă йыш» тесе палăртрĕç.

Хăюллă ашшĕн тĕслĕхĕ

Коронавирус сарăлнă тапхăрти чарусене кура ку хутĕнче уяв онлайн-трансляци мелĕпе иртрĕ. Конкурса пурĕ 105 çемье хутшăннă. Финала тухнисене харпăр хăйĕн район администрацийĕнче чысланă. Вĕсене видеоçыхăну мелĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ Наталья Алексеевна саламларĕç.

— Çирĕп, хастар кашни çемье — хăйĕн вăй-хăватне шанса аталанакан патшалăхăн никĕсĕ. Пурнăç опычĕ, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерес хăнăху кил-йышра пуçланать. Пĕртăвансемпе тавлашса-тупăшса тĕрĕслĕх патне çитме вĕренетпĕр. Финала тухнă çемьесем обществăра сармалли ырă йăла¬па пуян. Вĕсене чунтан тав тăватăп, — сăмах илчĕ Олег Алексеевич.

Ирина ИВАНОВА.
 


Тĕнчерен — уйрăм...

Çул çуккипе çăлавçăсем вăхăтра çитейменнине пула пушарта виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă

Шупашкар районĕнчи Шăпачав хальхи вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчен пуçласах, Ишекĕн пĕр пайĕ шутланать. Хăй вăхăтĕнче 100 киле яхăн вырнаçнă яла «перспективăсăр хутлăхсен» йышне кĕртсе кӳршĕллĕ салапа пĕрлештернĕ. Çавăнтанпа татса памалли социаллă ыйтусем уйрăм утрав пек вырнаçнă 4 урамра купалансах пыраççĕ. Чи çивĕч ыйту — çул çукки. Çурхи-кĕрхи вăхăтра самай пысăк лаптăк йышăнакан тăрăха пырса кĕме май та çук. Кăçал чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, çак тăрăха килме тухнă реанимобиль пылчăкра лакса ларнă та 2 сехет тапаланнă. Çав хушăра чирлĕ е инкеке лекнĕ миçе çын патне çитме ĕлкĕретчĕ «васкавлă пулăшу»?! Асăннă пулăма сăнлакан видеосюжета тĕрлĕ соцсетьре вырнаçтарнă. Ял шăпишĕн пăшăрханакансем республика ертӳлĕхĕнчен пулăшу кĕтнине палăртнă.

— Республика тĕп хулинчен 30 çухрăмра çеç, унпа çыхăнтаракан асфальт анлă çулĕнчен аякра та мар, пурăнатпăр, анчах урамсене хытă сийлĕ çулпа тивĕçтерменнине пула хамăра хушăран тĕнчерен уйрăм утрав çинчи пекех туятпăр эпир. Шăпачав çав тери пĕчĕк мар. Апла пулин те совет влаçĕ вăхăтĕнчи ертӳлĕхе вăл пуласлăхсăр пек курăннă. Çапла ăна пĕр ял канашне кĕрекен Ишек салипе пĕрлештернĕ. Паянхи кунччен те кунта пурăнакансем хăйсем пирки «Ишек çынни» тесе каламаççĕ. «Слава» совхоз ура çинче çирĕп тăнă вăхăтра, чăннипе, эпир уйрăм ял е Ишек пĕр пайĕ шутланнин уйрăмлăхне курман. Вырăнта ĕçлекен, шкула çӳрекен йышлă пулнăран урам хушшинчи çулсене якатса-майласа тăратчĕç. Совхоз арканнă хыççăн кунашкал тимлĕх çухалчĕ. Тивĕçлĕ çул çукки социаллă чи пысăк ыйтăва çаврăнчĕ. Çамрăксем ялтан хуланалла кайма тытăнни çакăнпах сăлтавланчĕ тесе шухăшлатăп, — 83 çулти Ксения Васильева, асăннă тăрăхри чи аслă çынсенчен пĕри, лару-тăрăва çапларах ăнлантарчĕ.

Ксения Ивановна Ишекри вăтам шкулта ачасене 40 çул ытла вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Ĕçе васканă çулсенче Шăпачавпа Ишек хушшинче çырма урлă тап-такăр сукмак выртнине, утакан чылай пулнине аса илет. Хальхилле пилĕк таран хăях кашлама пуçласса никам тĕлленменнине калать. Ватă çын ури ыратнипе асапланать те — çуллахи уяр çанталăкра та, çул-сукмак лачакаланиччен, ялтан тухма тăхтаса тăрать. Çапах та чир аптратнă чухне Ишекри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисне утма тиветех. Çул пăсăлсан, пĕччен пурăнаканскер, сиплеве сиктерме юраманнине пĕлсех килтен тухаймасть.

Сывлăх çинчен сăмах тапратнă май кăçалхи чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулса иртни патне таврăнар. Шăпачаври /эпир те ял-йыш пекех калăпăр/ Ворошилов урамĕнче пурăнакан Ильинсем медицина васкавлă пулăшăвĕн службине шăнкăравланă. Аптранă çын патне служба бригади çийĕнчех килме тухнă, анчах... вăхăтра çитеймен. Ворошилов урамĕн пуçĕнче — айлăмра — лакăм-тĕкĕмлĕ вырăн. Пылчăк шăнса ĕлкĕреймен, кăштах юр çунă. Медицина службин «Форд» машини лакса ларнă. Лупашкаран тухас тесе тапаланнă — кăлăхах. Тухтăрсем пулăшу кĕтекен патне çуранах васканă. Ишекре пурăнакан Иринăпа Артем Одинцовсем кĕрхи тĕттĕм каç çамрăк хĕрарăмăн ашшĕ-амăшĕ патне çитсе килме шухăшламан тата кăвак хунар ялкăштаракан машина тапаланнине асăрхаса пулăшма васкаман тăк çăрăлчăкра тата хăçанччен тытăнса тăрĕччĕ-ши ятарлă служба машини? 100 çынна яхăн пурăнакан ялта транспорт хатĕрĕ /ун чухне — пушар машини/ çул йĕркесĕрлĕхне пула вырăна вăхăтра çитейменрен вут-çулăмра виçĕ çын пурнăçĕ татăлнине халĕ те манман-ха. Чылай çул иртсен те инкек-синкек ура айĕнчех кĕтме пултарнине аса илтерсех тăрать çав синкер...

Вера Левштанова хăйĕн çемйи хуларан инçе мар çак тăрăха килĕштерсе Совхоз урамĕнче çурт туяннине, ĕçе Шупашкара çӳресси хăратманнине палăртать. Предприниматель хĕрарăм социаллă яваплăха туйса çул тăвас ыйтупа тĕрлĕ çĕре çитнĕ, сахал мар çыру çырнă.

— Ял тăрăхĕн, Шупашкар районĕн администрацийĕсене, Чăваш Енри Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине, асăннă ведомство çумĕнчи «Чувашупрдор» учрежденине ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ алă пуснă хутсене çитертĕмĕр. 2017 çулта, чăн та, Мир урамĕнчен пуçласа Ворошилов урамне çитиччен çул хывмашкăн проект турĕç. Шел, ĕç çакăнтан малалла тăсăлаймарĕ, строительство пуçарма укçа-тенкĕ уйăрса памарĕç, — çырусемпе вĕсен копийĕсен тĕрки çине тунсăхлă куçпа пăхать Вера Васильевна.
Çапах та 2019 çул вĕçĕнче Шăпачавсем Шупашкар район администрацийĕнчен темиçе çул кĕтекен, шанăç кӳрекен хурава кĕтсе илнĕ.

— Чӳк уйăхĕнче республика ертӳçипе иртекен тӳрĕ эфира хамăра канăçсăрлантаракан çул ыйтăвĕпе шăнкăравласа янăччĕ. Çав уйăх вĕçĕнчех çитрĕ хурав-çыру. Унта маларах хатĕрленĕ проект документацийĕ — Мир урамĕнчен Ворошилов урамне хытă сийпе тикĕслесси пирки — патшалăх экспертизи витĕр тухнине, объект проект-смета çирĕплетнĕ çулсен переченьне кĕнине, çула 2020 çулта сарма палăртнине пĕлтернĕччĕ, — лав вырăнтан тапранма патнех çитни па¬лăрчĕ ял тăрăхĕн депутачĕн Владислав Мироновăн сăмахĕнчен.
Ирина ИВАНОВА.
 


Шăпа тĕрĕслевĕ
Хĕллехи урамра юр пĕрчисем хăйсен илĕртмĕш ташшине çаптараççĕ. Çăмăлскерсем çĕре ӳкиччен сывлăшра мĕн тĕрлĕ кăна çаврăм тума ĕлкĕрмеççĕ-ши? Кил умне уçăлма тухнă Кирук çут çанталăк çакнашкал самантне этем пурнăçĕпе танлаштарса пăхрĕ: «Çуралатпăр та мĕн тĕрлĕ пĕтĕрĕнместпĕр-çаврăнмастпăр-ши çăлтăрăмăр сӳниччен, юлашки юррăмăра юрличчен?..» Тунсăхлă шухăшне хăвăртрах сирме тăрăшрĕ çулланнă арçын. Хăйĕн пурнăçĕнчи асра юлнă «çаврăмсене» куç умне кăларчĕ.

...Техникумра пĕрле вĕренекен тусĕсемпе хĕрсен общежитине Çĕнĕ çул балне кайсан пĕр пикене, икĕ çивĕтне кăкăрĕ çине хунă хура çӳçлĕ чиперккене, куç хыврĕ каччă. Паллашма тĕв туса Кирук ăна ташша чĕнчĕ. Людăпа çапла тĕл пулчĕç. Сăпайлă, çав вăхăтрах тĕрлĕ енĕпе пултаруллă хĕрпе темĕнле пике пуçне çавăрмалла хӳхĕм каччă пĕр-пĕрин патне вăйлăрах та вăйлăрах туртăнчĕç. Çулталăк иртсен туй кĕрлеттерсе çемье çавăрчĕç. «Эсĕ — манăн мăшăр! Çакăнран пысăкрах телей пулать-и? Пӳлĕхçĕме тав иксĕмĕре пĕр шăпа çырнăшăн. Сана ĕмĕрне те кӳрентермĕп — ĕнен мана», — ăшă сăмахсем тăкăнчĕç пĕркенчĕк айĕнчи хĕре ытарайман каччă çăварĕнчен.

Кун хыççăн кун шунă май çамрăк мăшăрăн ĕмĕчĕ-тĕллевĕ те шав хушăнса пычĕ. Чиперкке Алина, ун хыççăн паттăр Митя çуралчĕ. Малтанхи çулсенче ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăннă çемье хăйсене ятăн çурт хăпартма тĕв турĕ. Самана йывăрлăхĕсене пăхмасăр пĕчĕккĕн-майĕпен пӳрт кăшкарне çĕклерĕç, унтан шалтан хăтлăлатрĕç. Упăшкипе арăмĕ енчи мĕн пур тăвана йыхравласа çĕнĕ пӳрт лартнă ятпа кĕрекере савăнчĕç Мироновсем. Телей курки тăкăнса тăрасла тулли чухне никам та часах çутă кунсене хура пĕлĕт хупласси çинчен шухăшламарĕ...

Малаллахине аса илме юратмасть Кирук. 37 çулта мăшăрĕ ĕмĕрлĕх куç хупни арçынна самай хуçса хăварчĕ. Чи çывăх çынни пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайнăран хĕрĕпе ывăлĕ хăрах çунатлă тăрса юлчĕç. Юратнă тĕпренчĕкĕсемшĕн чунне пама хатĕрччĕ Кирук — амăшне улăштарма пултараймарĕ. Пĕве кĕме тытăннă тапхăрта Алинăна ашшĕн тимлĕхĕ витереймерĕ. Ирĕклĕ пурнăç илĕртрĕ ăна. Часах аякри хулара хĕрĕ таджик каччипе çыхланса кайни, унран ача кĕтни Кирук хăлхине кĕчĕ. Çакăн хыççăн арçын хĕрне шыраса çула тухрĕ. «Ялан пылпа çу лекмесен те аçу-аннӳ килĕ — шанчăклă йăва», — Алинăна килне таврăнма ӳкĕте кĕртрĕ вăл ун чухне.

Ывăлĕнчен, телее, тĕллеве пурнăçлама çирĕппĕн талпăнакан каччă çитĕнчĕ. Мускава вĕренме кĕнĕскер аслă пĕлӳ илсен ĕçе унтах вырнаçрĕ. Çемье çавăрчĕ, çĕршыв тĕп хулинче пурăнмалли кĕтес туянса хăтлăлатрĕ.

Ача çуратнă Алина тăван килĕнчех пурăнчĕ. Пĕчĕк Кирилл çут тĕнчене килни кукашшĕн тунсăхне сирме, ăна малашлăх ĕмĕчĕпе çунатланма пулăшрĕ. «Кăшт ӳссен иксĕмĕр пулла кайăпăр», — пĕчĕкскерпе уçăлма тухмассерен ачашшăн калаçрĕ арçын.

Нина П.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.