Комментари хушас

23 Раштав, 2020

2020 çул ансат пулмарĕ

Коронавируса пула эпидемиологи лару-тăрăвĕ япăхланни экономикăна çеç мар, граждансене те вирлĕ пырса çапрĕ. Вируса сарăлма парас мар тесе йышăннă чару мерисене пула çак тапхăрта чылай предприяти хупăнчĕ, çĕр-çĕр çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ, ытти йывăрлăх сиксе тухрĕ…

«Çак вăхăтра халăха социаллă хӳтлĕхпе тивĕçтересси палăрмаллах ӳсрĕ, — терĕ ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паянхи пресс-конференцире. — Ĕçсĕр граждансене кăна 1,5 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панă. Йывăр лару-тăрăва лекнисене те хӳтлĕхсĕр хăварман. Ачаллă çемьесене паракан пулăшу, сăмахран, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1,7 хут ӳснĕ».

Пресс-конференцире Алена Елизарова çавăн пекех ведомство умĕнче тăракан малашлăх тĕллевĕсем çинчен те каласа кăтартрĕ. Ӳлĕмрен те тĕпре яланхи пекех граждансене çăмăллăхсемпе тивĕçтересси пулĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.