Комментари хушас

18 Раштав, 2020

«Хыпар» 144-145 (27727-27728) № 18.12.2020

Василий ШОРКИН: Тренажер залне кайсан кăмăл лайăхланать

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, общество ĕçĕнче уйрăмах хастаррисем аслă ÿсĕмрисен йышĕнче те самай. Çулсем шăваççĕ пулин те вĕсем вăй-хала çухатманнипе, тăрăшуллă пулнипе тĕлĕнтереççĕ, ыр кăмăллăх, физкультура ĕçне хутшăнса çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ. Пытарма кирлĕ мар: спортпа туслă ветерансен хăш-пĕр çитĕнĕвĕ уйрăмах тĕлĕнтерет. Вĕсем çинчен Чăваш Енри спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕпе Василий Шоркинпа калаçрăмăр.

— Василий Сергеевич, аслă çулти çынсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни — питĕ ырă пулăм. Харсăрскерсем наградăсемпе таврăнни — пысăк хисепе тивĕç.

— Ветерансен спорчĕ лайăх аталанать. Аслă ăрурисен

йышĕнче çулсерен спортăн 26 енĕпе — дартс, скандинавсен

мелĕпе утасси, çăмăл атлетика, футбол, сĕтелçи теннисĕ,

шашка, шахмат… — тĕрлĕ ăмăрту, спартакиадăсем, фести-

вальсем ирттеретпĕр. Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче спортăн

18 енĕпе вăй виçеççĕ. Чăн та, пирĕн хушăра тĕнче тата Ев-

ропа чемпионачĕсен призерĕсем те пур. Акă Наталья Кузь-

мина йĕлтĕрçĕ тĕнче ăмăртăвĕнче 11 хут çĕнтерчĕ. Игорь

Свинцов атлет — ветерансен Пĕтĕм тĕнчери вăййисен чем-

пионĕ. Унтах Николай Иванов палăрчĕ. Владимир Тикинев

полиатлонист тĕнче чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе

илчĕ. Виктор Семенов хăвăрт утса çамрăксенчен те иртте-

рет. Вăл кăçал икĕ ăмăртуран наградăсемпе таврăнчĕ. Вăр-

нар тăрăхĕнчи Надежда Лаврентьева çăмăл атлетикăпа тата

йĕлтĕр спорчĕпе туслă. Ардалион Игнатьевăн хĕрĕ Ирина

Савушкина кĕске дистанцисене чупать. Канашри Сергей Пе-

тров та çăмăл атлетикăра çитĕнÿсем тăвать.

Ветерансен спортĕнче кăтартусене лайăхлатни пĕлтерĕшлĕ-и? Вĕсене мĕн пĕрлештерсе тăрать?

— Спорт сывлăха тĕреклетме, пурнăçа тăсма пулăшать.

Ветерансен спорчĕ лайăх результат кăтартасси мар, сыв-

лăха çирĕплетесси. Тивĕçлĕ канăва тухнисене ăмăртусем

пурăнма, ĕçлеме хавхалану кÿреççĕ, тĕлпулусем çынсемпе

хутшăнса кăмăла çĕклеме май параççĕ. Шел те, ветеран-

сем çут тĕнчерен кайса пыраççĕ. Юлашки вăхăтра Герман

Ксенофонтова, Юрий Плотникова, Константин Синева, Рас-

сых Камалетдинова, Николай Скородумова, Андриян Кон-

цова, Николай Моисеева тата ыттисене çухатрăмăр. Тухса

çÿрейменнисем те пур. Акă нумаях пулмасть Петр Федоров

патне кайса килнĕччĕ. Вăл спорт мелĕпе утассипе палăр-

нă. Ветерансене юбилей е пĕр-пĕр уяв ячĕпе саламлатпăр.

Çулталăкри мероприятисен программи пуян-и?

— Пĕр ăмăрту иртет, теприне хатĕрленме тытăнмалла.

Кăçалхи кăткăс тапхăрта та тĕрлĕ турнир йĕркелеме май

тупрăмăр. Ял спорчĕн вăййисене хутшăнтăмăр, хăшĕ-пĕри

Раççей кубокне кайса килчĕ. Ветерансем «Наци кросĕ»,

«Йĕлтĕр йĕрĕ» пысăк чупусенчен те юлмаççĕ. Хĕлле йĕлтĕ-

рпе чупакансем валли ăмăртусем пулĕç. Сезон кăрлач уй-

ăхĕнче уçăлĕ. Мини-футбол турнирĕсем çулталăкĕпех

пыраççĕ. Акă нумаях пулмасть регионсен хушшинчи ăмăрту

иртрĕ. Унта республика чысне Шупашкарти «СССР», «Вол-

га», «Союз-50» командăсем хÿтĕлерĕç. 2021 çулта ветеран-

сен хушшинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ

ирттерме палăртнă. Юлашки хут вăл 2016 çулта иртнĕччĕ.

Ăмăртусене уяв пек йĕркелеме тăрăшатпăр, стартсем

хыççăн концертсем ирттеретпĕр. Сăмах май, ветерансен

йышĕнче юрлама-ташлама юратакан нумай. Калăпăр, Лия

Скворцова /Никифорова/, Николай Столяров, Алексей Ни-

китин, Надежда Лаврентьева тата ыттисем пултарулăхĕпе

савăнтараççĕ. Спорт уявне артистсене те чĕнетпĕр. Респу-

бликăри спорт организацийĕсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр,

вĕсем спортзалсене тÿлевсĕрех тара параççĕ. ЧР Пуçлăхĕ

Олег Николаев «Аслă ăрури граждансене сывă пурнăç йĕр-

кине явăçтармалли хушма мерăсем çинчен» указ кăларни

лайăх витĕм кÿчĕ. Аслă ÿсĕмрисене спортпа туслашма лай-

ăх условисем туса параççĕ.

Ветерансен çитĕнĕвĕсем çинчен социаллă сетьсенче пĕлтерсех тăратăр.

— Хальхи вăхăтра интернетсăр май çук. Ветерансем хăй-

сене интернетра курсан савăнаççĕ, компьютер е смартфон-

па усă курма пĕлейменнисен ачисем-мăнукĕсем пăхаççĕ.

Вайбер-ватсапра та ветерансен ушкăнĕ пур.

Эсир хăвăр та ăмăртусене хутшăнатăр…

— Яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пынă. Хальхи вă-

хăтра темиçе çухрăм утма тăрăшатăп. Малтанхи çулсенче

тренажер залне çÿреттĕм. Унта кайсан кăмăл-туйăм лайăх-

ланать. 1976 çулта ăмăртусене хутшăнма пăрахнăччĕ. 2014

çулта старта тепĕр хут тăтăм: кĕске дистанцисене чупатăп

тата ишетĕп. Спортпа туслă пулни кăмăл-туйăма çĕклет, вăй-хал хушать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.


Грантпа — лаша ферми

Республикăра ăратлă лаша çитĕнтерекен хуçалăх йышлă мар. Пĕри — Комсомольски районĕнчи Р.А.Хайртдинов хресчен-фермер хуçалăхĕ. Кунта лаша фермине федерацин «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программипе килĕшÿллĕн 2020 çулта панă грантпа /4,979 млн тенкĕ/ тунă. ХФХ çак субсидие ЧР Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ.

Ферма сметин хакĕ 4 млн яхăн тенкĕпе танлашнă. Кунсăр пуçне

грант укçипе 68 тиха туяннă. Ăна иличчен хуçалăхăн 31 лаша çеç

пулнă. Бизнес-планпа килĕшÿллĕн 2024 çулччен вăл йыша 200 пуçа

çитерме тĕллев лартнă. Унăн палăртнине пурнăçлама 460 гектар çĕр

пур. Лаптăк янаварсем валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме май парать.

Лаша ферми хута ярса пилĕк çынна ĕç вырăнĕ туса панă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

 


Ял-йыша тырă парать, ăмăрту-уяв ирттерме пулăшать

Республикăри аграрисем 2021 çула лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Елчĕк районĕнчи Б.П.Головин хресчен-фермер хуçалăхĕ. Çĕнĕ çул умĕн Кĕçĕн Таяпа ялне çитсе унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Удобренисĕр акмасть

«Хыпар» журналисчĕсене ХФХ пуçлăхĕ

Борис Головин ырă сунса кĕтсе илчĕ. Унăн

ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 789 гектар: тĕш

тырăпа пăрçа йышши культурăсем, нумай

çул ÿсекен курăк. Вырмаччен тырра типĕ-

тмелли комплекс /5 млн тенкĕлĕх/ тунă. Ăна

алласа тасатнă, кĕлете кĕртнĕ.

— Тыр-пул тухăçĕ лайăх: кашни гектартан

вăтамран 40 центнер таран, — савăнăçне

пытармасть фермер. — Кăçалхи пек нумай

пуçтарса кĕртмен. Пирĕн темиçе тĕрлĕ сорт,

вăрлăха çуллен çĕнететпĕр.

— Чи пысăк тухăç ăçта? — кăсăклантăм эпĕ.

— Трактор-машина паркĕ çумĕнчи лаптă-

кра /200 га/: кĕрхи тулă кашни гектартан вă-

тамран 50 центнера яхăн пачĕ, — хуравларĕ

Борис Петрович. — Тырă сутса тунă укçана

Беларуç трактор, сеялка /сарлакăшĕ 6 метр/,

погрузчик, дискатор, ОВС сортировка туян-

ма ятăмăр.

— Кĕрхи тулă ăнса пулнине мĕнле ăнлантаратăр?

— 200 гектар хура пусăччĕ — 2019 çулхи

çулла канчĕ. Çав лаптăка акнă чухне — ху-

тăш удобрени, çуркунне калча çине сеял-

кăпа кĕрсе — аммиак селитри, çум курăка

пĕтерме хими препарачĕпе пĕрле минерал

удобренийĕ патăмăр. Ытти тĕш тырă куль-

турине те агротехнологие тĕпе хурса акрă-

мăр, пăхрăмăр тата пухса кĕртрĕмĕр. Çу тата

çĕртме уйăхĕсенче тăпрари нÿрĕк хисепĕ

лаптăкăн пысăкрах пайĕнче çителĕклехчĕ —

тыр-пул лайăх çитĕнчĕ. Çумăр шывĕ айлăм-

тайлăмра ытлашшипех пухăннă пирки тĕлĕ-

тĕлĕпе калчара чир аталанчĕ, вегетаци тап-

хăрĕ вăрахланчĕ. Кун пек вырăнсенче пысăк

тухăçпа савăнтармарĕç. Пурне те агротехно-

логи ыйтакан вăхăтра акнă. Парка шăтрĕç.

Типĕлле пухса кĕртрĕмĕр — çухату тÿсмен.

Фермер тухăç мĕн чухлĕ илесси минерал

удобренийĕ хывнинчен нумай килнине лай-

ăх пĕлет. Çавăнпа кашни культурăна апатлантарать.

— Удобренисĕр начар пулать, — палăртрĕ

вăл. — Унсăр тырă хăй хаклăхĕ пĕчĕкрех

ĕнтĕ, анчах тупăшĕ сахалрах. Агротехно-

логие туллин пурнăçлама удобрени туян-

маллах. Çанталăк хресчене майлă тăрсан,

тырă лайăх пулсан хăйĕн хакне кăларса таса

услам чылай парать. Тăпра йÿçеклĕхне ча-

карас тĕллевпе кăçал 200 гектара извеç

çăнăхĕ сапса сухаларăмăр. Çак ĕçе килес

çул та тăсăпăр. Извеçлесе курнă тăкакăн —

90%, хуçалăх техника туянса тÿснĕ çухатă-

вăн 40% патшалăх субсиди парса саплаш-

тарма шантарать. Чăн та, унăн пĕр пайне

ХФХ счечĕ çине куçарман-ха. Дискатора лизингпа туянтăмăр.

Парк пуянланать

Борис Петрович тыррăн сутлăх хакĕ лай-

ăххине пытармарĕ. ХФХ кĕлечĕсенчен бар-

жăна Ульяновск хулинчен килнĕ предприни-

матель хăйĕн транспорчĕпе турттарнă. Ко-

мандировкăран таврăнсан хуçалăха тырă

пухса кĕртмелли Акрос 585 комбайн илсе

килнине пĕлтĕм. Сортировкăна ХФХ ĕçлесе

илнĕ укçапа, ытти техникăна çулталăкра 5%

хушса тавăрмалли кредитпа туяннă. Халĕ

графикпа килÿшĕллĕн тавăрать. Фермер

çак тата ытти ыйтăва мăшăрĕпе, виçĕ ача

амăшĕпе, ХФХ бухгалтерĕпе Надежда Ми-

хайловнăпа пĕрле татса парать.

— Унпа сÿтсе явмасăр пĕр ĕç те малалла

каймасть, — йышăнать фермер. — Хуçалăхра

пирĕн хăта Петр Алексеевич Марков, унăн

ывăлĕ тата манăн кĕрÿ Даниил, пичче Ген-

надий Петрович Головин — механизаторта,

унăн мăшăрĕ Любовь Александровна тĕрлĕ

ĕçре тăрăшаççĕ. Пирĕн хĕр Настя, Çĕнĕ Шу-

пашкарта врач-педиатрта вăй хураканскер,

отпускра чухне вырмана хутшăнакансем

валли кăнтăрлахи тата каçхи апат пĕçерчĕ

— пурне те килĕшнĕ! Аслă ывăл Вадим, сал-

так аттине хывнă хыççăн Шупашкарта вăй

хураканскер, кашни çулах ĕççире техника

рулĕ умне ларать. Кĕçĕн ывăл Ваня, Чă-

ваш патшалăх университетĕнче инженер-

электрика вĕренекенскер, çуркунне-çулла

пире хуçалăхра механизаторта ĕçлесе пу-

лăшать. Маларах туяннă комбайн виççĕ.

Нива — 2019 çулта илсе килни. Акрос туян-

нă пирки икĕ Енисее сутатпăр. Ака-вырмана

çемьепе тăвансем кăна мар, ял çыннисем те хутшăнаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.


 

Кивĕ йывăç çурт кăна пулнă

Пĕри — пĕр еннелле, тепри тепĕр еннелле пăхсан пурнăç малалла каймасть

Красноармейски районĕнчи Шăнарпуç ялĕнчи Игнатьевсене ку тăрăхра çамрăк фермерсем пек пĕлеççĕ. Вĕсен хуçалăхĕпе паллашнă хыççăн çирĕппĕнех ĕнентĕм: Иринăпа Валерий питĕ ĕçчен. Йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла талпăнаççĕ. Вĕсене утăм хыççăн утăм тума хавхалантараканни — чун туртăмĕ.

Икĕ ĕнерен тытăннă

Игнатьевсем Шăнарпуçне 2015 çулта кил-

се вырнаçнă. Сутăн илнĕ çĕр лаптăкĕнче кивĕ

йывăç çурт тата витĕр çил вылякан пĕчĕк вите

кăна пулнă. Пурнăçа çĕнĕрен йĕркелеме тĕв

тунăскерсене ку хăратман, чи кирли — пурăн-

малли вырăн пурри савăнтарнă. Çĕнĕ вăйпа,

ĕмĕт-тĕллевпе ĕçе тытăннă çамрăксем: 2 ĕне

туяннă, кивĕ витене сÿтсе пăрахнă, çĕннине хă-

партма вырăн пăхса хунă.

— Çулла çумăр вăраха кайрĕ, хупма вы-

рăн çуккипе ĕнесен уçă вырăнтах тăма тиврĕ.

Вĕсене курсан чун ыратрĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр

тухрăмăр та вите тумалли вырăна палăртса

патаксем çапрăмăр. Пăхатпăр, лаптăк пысă-

крах пек. Çуррине выльăх валли, тепĕр пайне

утă-улăм упрама пултăр терĕмĕр. 10 ĕне ты-

татпăр тесе шухăшларăмăр. Строительство

ĕçĕсене пурнăçланă май кăмăл улшăнчĕ: 32

пуç мăйракаллă шултра выльăх усрамалăх

вите пулчĕ. Тепĕр çулхине ĕне шутне тата

ÿстертĕмĕр, витене тăсрăмăр. Халĕ унта 80

пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçать, —

каласа кăтартрĕ Валерий.

Игнатьевсем 2017 çулта «Ĕçе тытăнакан

фермер» гранта тивĕçсе фермер хуçалăхĕ

йĕркеленĕ. Ирина — ертÿçи, мăшăрĕ Валерий

— пулăшса пыраканĕ.

— Хуçи мăшăр пулин те хуçаланаканни эпĕ,

— шÿтлерĕ арçын. Уй-хирти ĕçсене ытларах

чухне унăн пурнăçлама тивет. Ирина çав вă-

хăтра ачисене пăхать, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет.

Çур сăмахранах пĕр-пĕрне ăнланма хăнăх-

нă вĕсем, ÿпкелешесси çук. Ĕççи кунĕсенче

кил хуçи ирхи 2-3 сехетрех уя тухса кайнă чух-

не килти ĕçсем Ирина çине тиенеççĕ. «Икĕ

арçын чухлĕ ĕçлет», — мухтарĕ мăшăрне çам-

рăк арçын. Çапла мар-и вара? Ачисене те, кар-

тиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхма та ĕлкĕрет

черченскер.

Ĕçе тытăнсанах Игнатьевсем 30 гектар çĕр

лаптăкне тара илнĕ, унта нумай çул ÿсекен

курăк, тыр-пул акса çитĕнтернĕ. Паян вĕсем

300 гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ, пăрçа,

тулă, урпа акаççĕ, нумай çул ÿсекен курăк

çитĕнтереççĕ.

— Темиçе çул усă курман çĕр лаптăкĕсем

çинче тухăç пĕчĕкрех, çапах вăтамран гектар-

тан 35 центнер тырă тухрĕ. Тăрăшсан ытла-

рах та илме пулать. Выльăх-чĕрлĕхе çитерме

50-60 тонна тырă хăваратпăр, ыттине сутат-

пăр. Акма элита вăрлăх туянатпăр, — уй-хирти

ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ Валерий.

Сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă

Хуçалăхăн тупăш илмелли тĕп меслечĕ —

сĕт сутни. Çултан-çул хуçалăхра выльăх йышĕ

ÿсет. Паян витере 75 пуç мăйракаллă шул-

тра выльăх, вĕсенчен 30-шĕ — сăвăнакан ĕне-

сем. Ĕне сĕчĕ — чĕлхи çинче. Выльăх апачĕ

мĕн чухлĕ тутлăхлăрах, сăвăм çавăн чухлĕ

ытларах. Игнатьевсем рациона пуянлатма

тăрăшаççĕ. Кун каçипех ĕне умĕнчен утă, си-

лос татăлмасть. Ятарлă пленкăпа чĕркенĕ ку-

рăк лайăх упранать, пахалăхĕ енчен те аван.

Сĕтеклĕ апат, ир-каç çăнăх пани витĕм кÿрет

тесе шухăшлаççĕ çамрăк фермерсем. Сахăр

кăшманĕн юлашкипе тутлăлантарнă утта та

выльăх йăлтах çисе ярать.

Голштин ăрачĕллĕ ĕнесене гранта

тивĕçсенех туяннă Игнатьевсем, Тăвай рай-

онĕнчен илсе килнĕ. Кĕлеткипе мăнаçлă 30

ĕне талăкне 700 литра яхăн сĕт парать. Вăтам-

ран пĕр ĕне 25-26 литр сĕт антарать, 40 литр

параканнисем те пур. Виçĕ кунра пĕрре 2 тон-

нăна яхăн юр-вар ăсатаççĕ Игнатьевсем. Чĕр

тавар пухакансем литршăн 24 тенкĕ тÿлеççĕ.

Районта фермерсем çулталăкне пĕр ĕнерен 7

пин литр сĕт суса илнипе палăраççĕ.

— Бидонсене алă вĕççĕн самай йăтаттăмăр,

сĕте сивĕтмешкĕн пластик савăтсенче шыв

шăнтса хатĕрлеттĕмĕр. Çăмăллатнă кредит-

па усă курса тислĕк кăлармалли тытăма хута

ятăмăр, сĕт пăрăхĕсем вырнаçтартăмăр, хо-

лодильник туянтăмăр. Ĕç çăмăлланчĕ. Мал-

тан ĕне сума 2 сехет кирлĕччĕ, халĕ 40 минут

та çителĕклĕ. Выльăха апат памалли «раз-

датчик» кирлĕ, утă-улăма алăпа е урапапа

валеçме çăмăлах мар, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Валерий.

Игнатьевсем пысăк ĕç пуçланă: ял пуçĕнче

200 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытмалли

ферма тума тытăннă. Унта пĕтĕм ĕçе механизацилес тĕллевлĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.