«Тавах, тухтăрсем!»
Шăпах çакăн пек акци старт илнĕччĕ ЧР Пуçлăхĕн çумĕнчи Общество канашĕн, Хĕрарăмсен союзĕн пуçарăвĕпе.
Акцие ачасенчен пуçласа пысăк предприятисем таранах хутшăннă: шăпăрлансем тухтăрсем валли сувенирсем, ӳкерчĕксем ăсталанă, организацисемпе предприятисем пылак парне туянма нухрат парса пулăшнă.
Акă паян пылак парне АККОНД фабрикăран республикăри 17 пин медицина ĕçченĕ патне çула тухрĕ. Ăна ăсатма общество ĕçченĕ Наталия Партасова, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов тата ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева фабрикăн Логистика центрне пырса çитрĕç.
Наталия Юрьевна, Владимир Геннадьевич, Наталья Алексеевна тухтăрсен ячĕпе ырă, ăшă сăмах нумай каларĕç. «Хĕрлĕ зонăра» вăй хуракансене хăйсене те пулăшу, канлĕх, çăмăллăх кирлине асăнчĕç.
Çĕнĕ çул ячĕпе хатĕрленĕ пылак парне вĕсен кăмăлне çĕклеме пулăшасса шанатпăр. Пархатарлă çак ĕçе чылай предприяти, организаци вăйĕпе пурнăçланă.
www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем.