Комментари хушас

17 Раштав, 2020

Кооперативсем кашни районтах кирлĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çулçÿревпе Шупашкар районĕнче пулчĕ. Вăл «Деревенский дворик» ял хуçалăх кооперативĕн производство линийĕсемпе паллашрĕ, пастеризациленĕ сĕт производствин çĕнĕ линине хута ячĕ.

Сăмах май, маларах асăннă кооператив гранта тивĕçсе ял хуçалăх продукцине упрамалли тата тирпейлемелли цехсене хута янă, кирлĕ оборудованипе техника туяннă. Предприяти ĕне тата качака сĕчĕсене, аш-какая тирпейлесе тата 20 тĕрлĕ çурма фабрикат хатĕрлесе сутать. Экологи енчен таса апат-çимĕçе хамăр регионта кăна мар, республика тулашĕнче те туянаççĕ.

Мероприяти «Ялти вак тата вăтам предпринимательство: пуласлăх тата тĕллевсем» çавра сĕтелпе малалла тăсăлчĕ. «Чăваш енре ял хуçалăх таварне туса илекен нумай, тирпейлекен промышленноç аталансах кайманни продукци туса илекенсене хăйсен таварне йÿнĕпе сутма хистет. Пĕчĕк производительсене, çав шутра хушма хуçалăхсене те, пĕрлештерекен çакăн пек производство лапамĕсем хута кайни пĕлтерĕшлĕ», — палăртрĕ Олег Николаев. Вăл çакăн пек кооперативсем кашни районтах йĕркелемеллине каларĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артаманов патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ: 2021 çулта грант илес текен ял хуçалăх ĕçченĕсене валли «Агропрогресс» çĕнĕ программа ĕçлесе кайĕ, «Ĕçĕ тытăнакан фермер» «Агростартап» программăпа пĕрлешĕ. Министр «Фермер шкулĕ» федераци проекчĕ пирки те ăнлантарчĕ. Ун тăрăх, Чăваш патшалăх аграри университечĕ никĕсĕнче 10 фермера сыр тăвас, тепĕр 10-шне çырла ÿстерес ăсталăха алла илме пулăшĕç.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕксем кунта...

Рубрика: